Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +19.2 °C
Пӗччен пыл ҫиме аван, йышпа ӗҫ тума аван.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Хулара

Хулара
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Чӑваш Енри энергосбыт компанийӗ Арбитраж судне тавӑҫ тӑратнӑ. Вӑл Шупашкарти троллейбус управленийӗнчен 14 миллион та 768 пин те 612 тенкӗ шыраса илесшӗн. Ку – вӗсен парӑмӗ.

Суд тавӑҫа йышӑннӑ. Малтанхи суд ларӑвне кӑрлачӑн 12-мӗшӗнче ирттерме палӑртнӑ.

Палартмалла: энергосбыт компанийӗ кӑҫал авӑн уйӑхӗнче те троллейбус управленийӗнчен 13 миллион тенкӗ шыраса илме тавӑҫ тӑратнӑ. Ун чухне Арбитраж сучӗ йышӑнӑва ун майлӑ тунӑ, парӑма татмалла тесе йышӑннӑ.

 

Хулара
"Про Город" сайтӗнчи сӑн
"Про Город" сайтӗнчи сӑн

Шупашкарта Хӗл мучи пек ҫӳрекен таксист пур. Унӑн машининче юрӑ-кӗвӗ янӑрать, ӑна гирляндӑпа илемлетнӗ. Кун пирки «Про Город» хаҫата хыпарлать.

Хӑйне евӗр такси нумаях пулмасть ҫӳреме тытӑннӑ. Хитре машина ҫынсене питӗ илӗртет. Водитель «Ренона» ҫутӑ кӗввипе илемлетнӗ.

Ку кӑна мар-ха, Хӗл мучи таксист хӑйӗн пассажирӗсене пылак ҫимӗҫпе хӑналать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/83641
 

Хулара
smotrim.ru сайтри сӑн
smotrim.ru сайтри сӑн

Шупашкарти Энтузиастсен урамӗнчи 7-мӗш "к" ҫуртра пурӑнакан хӗрарӑмпа унӑн икӗ хӗрӗ хӑйсене япӑх туйма пуҫласан васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Вырӑна реанимаци те ҫитнӗ.

40 ҫулсенчи амӑшӗ тата унӑн 12-14 ҫулсенчи икӗ хӗрӗ сӗрӗмпе наркӑмӑшланнӑ иккен. Ачасене Республикӑри ача-пӑча клиника пульницине ӑсатнӑ, амӑшне - Васкавлӑ медпулӑшу пульницине.

Газовиксем малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, газ колонкин сӗрӗме туртса илмелли хатӗрӗ ӗҫлемен.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/83570
 

Хулара

Шупашкарти Богдан Хмельницкий урамӗпе Фучик урамӗ хӗресленнӗ ҫӗрте развязка тӑвасшӑн. Кун пирки хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Денис Спирин пӗлтернӗ.

Вӑл каланӑ тӑрӑх, проекта хатӗрлеме тата ҫула тума 2 ҫул кирлӗ. Денис Спирин Китай строителӗсенчен тӗслӗх илме сӗннӗ.

Шупашкар хула администрацийӗ 2015 ҫултах пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ: Богданкӑри развязкӑна тума 1 миллиард тенкӗ ытла кирлӗ. Ку – ун чухнехи хак. Анчах вӑл проект – ҫӗр айӗнчи развязка (Мускаври пек), ҫавӑнпа вӑл хаклӑ. Халӗ вара администраци икӗ уровеньлӗ развязка тума палӑртнӑ – Хусанти пек.

 

Хулара

Шупашкарти Ленин район администрацийӗн ЗАГС пайӗн ӗҫченӗсем хӑйне евӗр ята регистрациленӗ. Ку таранччен вӗсем ачана кунашкал ят панине курман.

Ашшӗпе амӑшӗ, Андрейпа Ольга, тин ҫуралнӑ хӗр пӗрчине Саксония ят панӑ. Вӑл - питӗ сайра тӗл пулакан ят.

 

Хулара
rzd.ru сайтри сӑн
rzd.ru сайтри сӑн

Хӗл мучи Чӑваш Енри ачасене те килсе курӗ. Ҫак асамҫӑ тӗрлӗ хулана ҫитет. Шупашкар та ҫав списока лекнӗ.

Хӗл мучи пуйӑсӗ республикӑн тӗп хулинче ҫак канмалли кунсенче, раштав уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, чарӑнӗ. Вӑл Аслӑ Устюгран ҫитӗ, унпа пӗрле ытти асамҫӑ та пулӗ.

Хӗл мучи пуйӑспа килӗ. Унта ачасене йышӑнмалли вакун, вӑйӑсемпе квестсем ирттермелли вакунсем, ресторан, сувенирсем сутакан лавкка пулӗҫ.

Сӑмах май, Хӗл мучи пуйӑсӗ юпа уйӑхӗн 22-мӗшӗнче ҫула тухнӑ, вӑл 100 хулара чарӑнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/83458
 

Хулара

Шупашкарти 1-мӗш Кӑнтӑр тӑкӑрлӑкӗнчи пӗр ҫурт миграци ыйтӑвӗпе ӗҫлекен ҫынсене иккӗлентерме тытӑннӑ. Унта 60 ытла ҫын пропискӑра тӑнӑ.

Вӗсем вырӑна ҫитсе курнӑ та - унта пурӑнмалли юрӑхлӑ ҫурт та пулман, стенасем кӑна.

Ҫӗр хуҫи - 53 ҫулти арҫын. Вӑл тӗрӗссине каласа кӑтартнӑ. Хайхискер унта хӑйӗн пӗлӗшӗсене, 60 ҫынна, пропискӑна тӑратнӑ. Лешсем хӑйсен ачисене прописка панӑ.

Арҫын тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе суда пӑхса тухма панӑ.

 

Хулара
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Канмалли кунсенче тинех Шупашкарти Граждан урамӗпе общество транспорчӗ ҫӳреме тытӑнӗ. Раштавӑн 4-мӗшӗнче ҫӗнӗ асфальтпа 11-мӗш троллейбус тата автобуссем ҫӳреме тытӑнӗҫ.

Транспорт Чапаев савучӗ еннелле ҫӗнӗ асфальтпа кайӗ, каялла - Энтузиастсен урамӗпе. Халӗ ҫул хӗресленекен вырӑнта светофора ҫутма хатӗрленеҫҫӗ.

Подрядчик раштав уйӑхӗ вӗҫлениччен икӗ сий асфальт сарма шантарнӑ. Ытти ӗҫе ҫуркунне пурнӑҫлама тытӑнӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/spirincheb
 

Хулара
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫак эрнери ытларикун Шупашкарти «Университет» микрорайонта ҫӗнӗ ача пахчи уҫӑлнӑ. Унта хӗрлӗ хӑю касма тӳре-шара пырса ҫитнӗ, ашшӗ-амӑшӗпе шӑпӑрлансене пухнӑ.

«Ҫыхӑнура» форумра пӗлтернӗ тӑрӑх, ача пахчине тӳре-шарапа фотографсене ҫеҫ кӗртнӗ. Ачасемпе ашшӗ-амӑшне урамра хӑварнӑ. Пӗчӗккисем хоккейла вылянӑ, пысӑк пуканесемпе савӑннӑ, шӑпӑрлансене аниматорсем хаваслантарнӑ. Урамра 13 градус таран сивӗ пулнӑран ачасене ашшӗ-амӑшӗ хӑвӑртрах киле илсе кайма васканӑ.

Ача пахчине 2021 ҫулхи авӑн уйӑхӗнчех хута ямалла пулнӑ. Хӗрлӗ хӑю каснӑ пулин те, вӑл ачасене халех йышӑнмӗ: вӗренӳ учрежденийӗ ӗҫлеме лицензи илсе ӗлкӗреймен.

 

Хулара
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарти "Университет" микрорайонта ыран ҫӗнӗ ача пахчи уҫӑлӗ. Вӑл "Маленькие академики" /чӑв. "Пӗчӗк академиксем"/ ятлӑ. Вӑл Кураков бульварӗнчи 1-мӗш ҫуртра вырнаҫӗ.

Чӑннипе, ача пахчи ҫулталӑк кая юлса уҫӑлать. Унӑн пӗлтӗр кӗркуннех ачасене йышӑнмалла пулнӑ. Анчах подрядчик объекта вӑхӑтра туса пӗтермен.

Виҫӗ хутлӑ ача пахчине ҫулталӑк ҫурӑран аслӑрах 250 шӑпӑрлан ҫӳрӗ. Унта 14 ушкӑн йӗркелӗҫ. Ачасен бассейнра чӑмпӑлтатма та май пулӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 78, 79, 80, 81, 82, 83, 84, 85, 86, 87, [88], 89, 90, 91, 92, 93, 94, 95, 96, 97, 98, ...346
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Халӗ сирӗн унччен ӗҫленин кӑтартӑвӗсемпе савӑнма вӑхӑт ҫитнӗ. Юлашки уйӑхсенче тӗллев патне талпӑннӑ тӑк халӗ кӑтарту курӑнӗ, Анчах эрне пуҫламӑшӗнче таврарисене сӑнӑр — тен, такам хӑй те пӗлмесӗр сирӗн ӗҫе чарса пырать. Эрнен иккӗмӗш ҫурринче вӑя тӑкакламалла: спорт пулӑшӗ.

Утӑ, 08

1911
115
Малгай Иван Григорьевич, чӑаш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1918
108
МОрлов Арсентий Петрович (1918-1941), чӑваш сӑвӑҫи, литература критикӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
кил-йышри арҫын
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
хуҫа тарҫи
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа арӑмӗ
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ