Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Мӗн акнӑ, ҫав шӑтать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Хулара

Хулара

Шупашкарта кӗҫех фонтансем ӗҫлеме тытӑнӗҫ. Урамсене илем кӳрекен тата халӑха савӑнтаракан ҫав вырӑнсем ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ӗҫлесе кайӗҫ. Кун пирки хула администрацийӗнче пӗлтернӗ. Атӑл кӳлмекне вара акӑшсем илсе кайса ярӗҫ.

Иртнӗ ҫул хулара 14 фонтан ӗҫленӗ, вӗсене юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ӗҫлеме чарнӑ.

Шупашкар хули ҫывӑх вӑхӑтра татах та илемленсе кайӗ. Вӑл республика хӑнисене те килӗшет.

 

Хулара

Шупашкарта ака уйӑхӗн 29-мӗшӗнче «Йытӑсен парачӗ» социаллӑ мероприяти ирттереҫҫӗ. Ӑна килсӗр чӗрчунсен ҫивӗч ыйтӑвне ҫӗклес тесе йӗркелеҫҫӗ.

Мероприяти кӳлмекре «Юрӑ уйӗнче» пулӗ. Парада хутшӑнас тесе проект сайтӗнче регистрациленмелле.

Мероприяти пуҫланиччен, 10 сехетре, регистраци пуҫланӗ. Кайран йытӑсемпе хуҫисем «Юрӑ уйне» кайӗҫ. 10 сехет ҫурӑра концерт пуҫланӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/86577
 

Хулара
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарта паянтан нумай хваттерлӗ ҫуртене ӑшӑ парса тӑма пӑрахӗҫ. Кун пирки хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Денис Спирин пӗлтернӗ, ҫавӑн ҫинчен калакан ятарлӑ йышӑнӑва алӑ пусса ҫирӗплетнӗ.

Ӑшӑ пама пӑрахнӑ хыҫҫӑн ӑшӑпа тивӗҫтерекен организацисем черетлӗ сезона хатӗрленме тытӑнӗҫ. Ҫавна май вӗри шыва вӑхӑтлӑха сӳнтерӗҫ.

Вӗри шыва хӑш-пӗр ҫуртра ҫу уйӑхӗн 10-мӗшӗ хыҫҫӑнах сӳнтерӗҫ, ятарлӑ графика хатӗрлесе хунӑ ӗнтӗ.

 

Хулара

Амӑшӗпе ачи Шупашкарти Граждан урамӗнчи 5-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнче уҫӑлса ҫӳренӗ чухне чутах инкеке лекмен. Вӗсене пирӗштисем сыхланӑ тейӗн.

Вӗсем акан 18-мӗшӗнче каҫхине уҫӑлса ҫӳренӗ. Тӑрук вӗсенчен темиҫе сантиметрта кирпӗч катӑкӗсем ӳкнӗ. Хӗрарӑм часрах ачана подъезд тӑрри айне, хӳтте, йӑтса кайнӑ.

Ҫав ҫуртра 12-мӗш хутра специалистсем кондиционер вырнаҫтарнӑ иккен.

 

Хулара
news.1777.ru сайтри сӑн
news.1777.ru сайтри сӑн

Шупашкарта пурӑнакан 89 ҫулти кинемей те ултавҫӑсен серепине лекнӗ. Вӑл пӗтӗм уҫине палламан ҫынна куҫарса панӑ. Укҫине вара вӑл самаях пухнӑ - 1,5 миллион тенкӗ.

Ун патне банк ӗҫченӗ шӑнкӑравланӑ имӗш. Вӑл пӗлтернӗ тӑрӑх, такам кинемейӗн счечӗпе усӑ курасшӑн. Палламан ҫын ватӑскере ҫав нӗрсӗре тытма пулӑшмашкӑн ыйтнӑ. Кинемейӗн укҫине урӑх счет ҫине куҫармалла-мӗн. Пӗтӗм укҫине куҫарса парсан тин ватӑ ҫын ултавҫӑпа калаҫнине ӑнланнӑ.

Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

 

Хулара
"Про Город" сайтӗнчи сӑн
"Про Город" сайтӗнчи сӑн

Паян Ҫӗнӗ Шупашкар ҫывӑхӗнче типӗ курӑк ҫуннӑ. Ҫӑра тӗтӗм мӑкӑрланни таҫтанах курӑннӑ.

Ку инкек пирки "Про Город" хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ. Хӗвелтухӑҫ районӗнчи автосалон ҫывӑхӗнче курӑк ҫуннине 16 сехет те 5 минутра асӑрханӑ. Унта типӗ курӑк кӑна мар, автосалонӑн машина покрышкисем те ҫуннӑ иккен.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/86479
 

Хулара
ФСБ тунӑ сӑн
ФСБ тунӑ сӑн

Шупашкарти пӗр пульницӑра ӗҫлекен пӗр тухтӑрпа виҫӗ медсестрана кӑшӑлвирусран хӳтӗленмелли прививка пирки патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталне суя даннӑйсем кӗртнӗшӗн судра явап тыттарнӑ. Вӗсем ҫапла суя документ хатӗрленӗ.

ФСБн Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсем ку ӗҫпе 2021 ҫулхи ҫурларан пуҫласа чӳк уйӑхӗччен аппаланнӑ. Ҫапла темиҫе теҫетке ҫын суя справка илнӗ.

Медсестрасем айӑпа йышӑннӑ. Вӗсене тӗрмене хупмасӑр 2-3 ҫуллӑха айӑпланӑ. Тухтӑра тӗрмене хупмасӑр 4 ҫуллӑха айӑпланӑ.

 

Хулара

Шупашкарта 11 ҫулти арҫын ача ҫухални пирки пӗлтернӗччӗ. Ӑна ака уйӑхӗн 11-мӗшӗнченпе шыранӑ. Халӗ тупнӑ. Телее, вӑл чӗрӗ-сывах.

Арҫын ачана "Таможня" чарӑну ҫывӑхӗнчи "Пятерочка" лавккара тупнӑ.

Сӑмах май, вӑл ҫухалсан следстви органӗсем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

 

Хулара
orbsteppe.ru сайтри сӑн
orbsteppe.ru сайтри сӑн

Шупашкарта пурӑнакан хӗрарӑмӑн телефонӗ ҫинче реклама тухма пуҫланӑ. Пӗрре вӑл ӑна хупас тесе тӑнӑ та ун патне палламан арҫын шӑнкӑравланӑ. Вӑл пысӑк энергокомпанирен имӗш. Хайхискер инвестици хывма сӗннӗ. Икӗ кун ӳкӗтлесен хӗрарӑм килӗшнӗ - 1 пин куҫарнӑ. Ун хыҫҫӑн ун патне 8 пин куҫнӑ. Кун хыҫҫӑн хӗрарӑм ҫав ҫын ултавҫӑ мар тесе вӑл мӗн каланине пурнӑҫланӑ, темиҫе кредит илнӗ.

Тупӑш 300 пине ҫитсен хӗрарӑм ӑна илме шутланӑ. Анчах страховка тӳлемелле имӗш. Хӗрарӑм пӗлӗшӗнчен 1 млн та 630 пин кивҫен илнӗ, ӑна куҫарса панӑ. Ҫапла вӑл ултавҫӑсене 4 миллион та 200 пин панӑ.

 

Хулара
psihoman.ru сайтри сӑн
psihoman.ru сайтри сӑн

Шупашкарти Ленин районӗн администрацийӗн ЗАС пайӗнче ӗҫлекенсем хӑйне евӗр ята регистрациленӗ. Ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ҫуралнӑ хӗрачана ашшӗ-амӑшӗ икӗ ят хунӑ. Вӑл – Яра-Дея.

ЗАГС пайӗнче ӗҫлекенсем унччен кунашкал ятпа тӗл пулманнине палӑртнӑ. Сӑмах май, Шупашкарта Космос ятлӑ арҫын ача та пур.

 

Страницӑсем: 1 ... 58, 59, 60, 61, 62, 63, 64, 65, 66, 67, [68], 69, 70, 71, 72, 73, 74, 75, 76, 77, 78, ...337
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Сирӗн умра лидер пек пулма ҫул уҫӑлӗ — таврарисем те кун валли хатӗр. вӗсем эсир пуҫаруллӑ пуласса кӗтнине туятӑр. Кӑмӑл хаваслӑхне ҫухатмасан пулӑшу самаях пулӗ. Эрне варринелле вӑй кӗрӗ, ку ӗҫсене хӑвӑртлатма пулӑшӗ.

Пуш, 01

1901
125
Магницкий Василий Константинович, паллӑ чӑваш ҫутта кӑлараканӗ, историкӗ, этнографӗ вилнӗ.
1990
36
Ишетер Федосия Дмитриевна, чӑваш тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ
кил-йышри арҫын
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа тарҫи
хуҫа хӑй
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть