Хулара
![]() "Про Город" сайтӗнчи сӑн Паян Шупашкарта полицейскисем ҫӳллӗ хутри балкон перили ҫинче ларакан арҫынна ӳкме паман. Ҫакна ӳкернӗ видеона "Про Город" хаҫат хӑйӗн сайтӗнче вырнаҫтарнӑ. Ку Трактор тӑвакансен проспектӗнчи 74-мӗш ҫуртра паян 15 сехетре пулнӑ. Арҫын 15-мӗш хутри балкон ҫине тухнӑ, перила ҫине ларнӑ. Юрать-ха, полицейскисем ӑна вӑхӑтра унтан илсе тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Паян Куҫ микрохирургийӗнче ӗҫлекен тухтӑрсене, унти пациентсене эвакуацилеме тивнӗ. Сӑлтавӗ - электронлӑ почтӑна пульницӑна мина хунӑ тесе пӗлернӗ хыпар килни. Вырӑна ятарлӑ службӑсем ҫийӗнчех килнӗ. Вӗсем пульницӑна тӗрӗсленӗ те нимӗнле мина та тупман. 11 сехет те 40 минутра тухтӑрсемпе пациентсене шала кӗме ирӗк панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() cheboksari.bezformata.com сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енӗн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерстви троллейбуссем туянас ӗмӗтлине пӗлтернӗ. Маларах эпир тӳре-шара Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкара троллейбуспа ҫыхӑнтарас шухӑшлине пӗлтернӗччӗ-ха. Ҫавна май 2023–2024 ҫулсенче 153 троллейбус туянасшӑн. Вӗсенчен 21-шне — республика хысни шучӗпе. Унсӑр пуҫне «Общество транспортне аталантарасси» федераци проекчӗпе килӗшӳллӗн 40 троллейбус илесшӗн. 92 троллейбус туянма кивҫен укҫа илесшӗн. Электричество транспорчӗн инфраструктурине ҫӗнетме республика хыснинчен 150 миллион тенкӗ ытларах уйӑрасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() transphoto.org сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар агломерацийӗнче маршут сечӗсене ҫӗнӗрен пӑхса тухма палӑртаҫҫӗ. Тӳре-шара шухӑшланӑ тӑрӑх, муниципалитетсенчи тата муниципалитетсене ҫыхӑнтаракан хӑш-пӗр маршрута пӗр ҫулпах йӗркеленӗ. Кунсӑр пуҫне «Шупашкар – Ҫӗнӗ Шупашкар» троллейбус маршручӗ уҫасшӑн. 2023 ҫул вӗҫлениччен икӗ маршрут йӗркелеме ӗмӗтленеҫҫӗ. Пӗтӗмпе вара виҫӗ маршрут уҫасшӑн. Унсӑр пуҫне Ҫӗнӗ Шупашкарти муниципаллӑ сете улшӑну кӗртесшӗн. Асӑннӑ хулара 6 троллейбус тата 3 автобус маршручӗ йӗркелесшӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарти 62-мӗш шкулта тӑрӑран шыв аннине видео ӳкерсе тӗнче тетелне вырнаҫтарнӑ. Мускав районӗн прокурорӗ ҫакӑ тӗрӗсех-ши тесе унта тӗрӗслеме пынӑ. Чӑнах та, 3-мӗш хутра кӗтесре шыв анать. Урайӗнче витресем лараҫҫӗ, унта шыв тумлать. Тӗрӗслев хыҫҫӑн ҫитменлӗхсене пӗтерес тӗллевпе ӗҫлӗҫ. Ҫавӑн пекех шкулта юсав ӗҫӗсене маларах ирттерес ыйтӑва хускатӗҫ. Планра вара юсава 2024-2025 ҫулсенче ирттерме палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() news.myseldon.com сайтри сӑн Шупашкарти тӑлӑх хӗр хваттер илес тесе 2014 ҫулта черете тӑнӑ. Анчах ӑна паянхи кунччен те ӑна паман. Вӑл черетре тӑнӑ, хваттерне вара ун хыҫҫӑнхи ҫынна панӑ. Лешӗ черете унран каярах тӑнӑ. Халӗ РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви органӗсем кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ, саккуна пӑснӑ ҫынсене тупса палӑртаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() каналти видеоран илнӗ сӑнӳкерчӗк Хӗл ҫитсен коммуналлӑ службӑсемпе ҫул-йӗрҫӗсем ӗҫлесе ҫитерейменни аван сисӗнет. Ҫакна район центрӗсемпе хуласенчи урамсем, нумай хваттерлӗ ҫуртсенчи картишсем тӑрӑх хаклама питех те ансат. Тӗслӗх шыраса аякка каймалла мар. Хуларах йышлӑ. Тротуарсем тӑрӑх чӗтре-чӗтре пыма тивет. Тепӗр ҫӗрте тротуар ҫук та машинӑсемпе тупӑшса утма лекет. Ун пек тӗслӗхсенчен пӗрне ҫирӗплетсе паракан видеона Телеграмри «Подслушано. Чебоксары» каналта вырнаҫтарнӑ. «Кун пек видеона курсан мэри тата ҫул-йӗрҫӗсем ачаллӑ ҫуран ҫӳрекенсене пуринчен ытла кураймаҫҫӗ тейӗн», — тесе ҫырса хунӑ. Видеора Кӑкшӑм урамӗ сӑнланнӑ-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Шупашкарта пурӑнакан 31 ҫулти арҫын киленӳ илес тесе хӗр чӗннӗ. Анчах шутласа хуни пурнӑҫланайман - вӑл ҫывӑрса кайнӑ. Вӑраннӑ та - килте укҫа ҫук. Машина сутнӑ укҫана - 350 пин тенке - такам йӑкӑртса тухса кайнӑ. Кам? Арҫын шухӑшӗпе, кана ҫав хӗр тума пултарнӑ. 26 ҫулти хӗре Мускавра тытса чарнӑ. Вӑл Раҫҫее Африка ҫӗршывӗнчен саккуна пӑсса килни паллӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() belgorod.ldpr.ru сайтри сӑн Шупашкарта пурӑнакан 51 ҫулти хӗрарӑм ун ячӗпе такам кредит илме пуҫланӑ тенине ӗненнӗ. Ултавҫӑсем ку меслетпе тӑтӑшах усӑ кураҫҫӗ. Ҫак хӗрарӑм та вӗсене ӗненнӗ. Палламан ҫын кредит илме хатӗрленнӗ «ултавҫа» тупас тесе ӑна онлайн-займ илме, укҫана кӑтартнӑ счет ҫине куҫарма ыйтнӑ. Укҫана пӗрремӗш хут куҫарсанах банк унӑн карттине блокировка тунӑ. Кун хыҫҫан вӑл нухрата банкоматран илнӗ те палламан счет ҫине куҫарнӑ: 812 пин тенкӗ. Ҫапла вӑл ултавҫа 2,9 миллион ытла тенкӗ куҫарса панӑ. Каҫхине хӗрарӑм тусӗпе шӑнкӑравласа калаҫнӑ. Ҫавӑн чухне лешӗ ӑна ултавҫӑсен серепине лекнине ӑнлантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() cap.ru сайтри сӑн Нумаях пулмасть Шупашкарти Ленин районӗн администрацийӗн ЗАГС пайӗ йӗкӗреш хӗрачасене хӑйне евӗр ятпа ҫыртарнӑ. Амӑшӗ вӗсене Фелиция тата Флоренция ятсем хунӑ. Икӗ хӗр пӗрчине килте пиччӗшӗ тата аппӑшӗ кӗтеҫҫӗ. ЧР Юстици ӗҫӗсен патшалӑх служби пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑра ҫулталӑк пуҫланнӑранпа пилӗк йӗкӗреш ҫуралнӑ. Пӗлтӗр Чӑваш Енре 112 йӗкӗреш тата 1 виҫӗреш кун ҫути курнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.07.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 739 - 741 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Сизов Пётр Владимирович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |