Тӗн
Шупашкарти Пирогов урамӗнче вырнаҫнӑ «Скоропослушница» Турӑ Амӑшӗн Турӑшӗн чиркӗвӗнче эрех серепинчен хӑтӑлайман ҫынсем валли занятисем йӗркелӗҫ. Вӗсем юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, паян, пуҫланнӑ. Халӗ ушкӑн пухаҫҫӗ. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа ку ушкӑн ҫиччӗмӗш пулӗ. Занятисене никотин серепине ҫакланнӑ ҫынсене те чӗнеҫҫӗ. Ку ҫивӗч ыйту сирӗн чуна та канӑҫсӑрлантарать-и? Занятисене пырӑр. 18 сехет ҫурӑра пуҫланакан заняти 2,5 сехете тӑсӑлӗ. Вӑл храмӑн цоколь хутӗнче иртӗ. Ана Андрей Лапин ертсе пырӗ. Унпа ҫыхӑнмалли телефон: 8-967-475-99-35. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗн
"Про Город" тунӑ сӑн Шупашкар тата Чӑваш Ен Епархийӗ ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев патне ыйтупа тухнӑ. Епархи «Матильда» фильма прокартра илтересшӗн. Епархи шухашӗпе, ку фильм провокациллӗ тата мӑшкӑлласа кулни. Ыйтӑва хӑй Варнава митрополит алӑ пуснӑ. Ҫыру айӗнче 25 тӗн ҫынни те ҫакӑнпа килӗшнине пӗлтерсе алӑ пуснӑ. Ӑна Михаил Игнатьев, ЧР Культура министерстви тата ЧР Патшалӑх Канашӗ ячӗпе янӑ. Аса илтерер: Чӑваш Енри православи хастарӗсем «Матильда» фильма кӑтартассине хирӗҫ. Вӗсем Сосновка поселокӗнче тата Хӗрлӗ тӳремре митинг та йӗркеленӗ. Пӗлмешкӗн: «Матильда» - Алексей Учитель рижессерӑн илемлӗ фильмӗ. Вӑл юпа уйӑхӗн 26-мӗшӗнче проката тухмалла. Истори мелодраминче Матильда Кшесинская балеринӑпа патша ывӑлӗ Николай Александрович хушшинчи хутшӑнусем пирки каласа кӑтартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗн
2013 ҫулхи кӗркунне Чӗмпӗрте «Наци ялӗ» комплексра чӑваш кил-ҫурчӗн никӗсӗн пӗрремӗш чулне хунӑччӗ. Унтанпа «Наци ялӗ» самай улшӑнчӗ. Чӑвашсен кил-ҫурчӗ уҫӑлчӗ, ӗҫлет. Унта музей комплексӗ, хӑна ҫурчӗ, ресторан пур. Вырӑссен комплексӗ ҫӗкленчӗ. Иртнӗ вырсарникун, Пукрав уявӗ хыҫҫӑн тепӗр кун, юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Нацисен ялӗнче Архангел Михаил ячӗллӗ храмӑн никӗсӗн пӗрремӗш чулне хучӗҫ. Архангел Михаил йывӑҫ чиркӗвӗн ҫурчӗ унччен Гончаров урамӗнчи 30-мӗш ҫурт вырӑнӗнче ларнӑ. Унпа усӑ курман, мӗншӗн тесен юнашар ҫӗнӗ чиркӳ ҫӗкленӗ. Анастасий Митрополит пилӗпе храма Наци ялне куҫарма палӑртнӑ. Наци ялӗнче чиркӳ ҫӗклесси пирки Анастасий Митрополит кӑҫалхи чӑвашсен Акатуйӗнче пӗлтернӗччӗ. «Чун тасалӑхӗшӗн кӗлтумалли вырӑн пулмаллах», — тенӗччӗ. Ку сӑваплӑ та пархатарлӑ ӗҫе йӗркелесе те тӗрӗслесе тӑма чӑвашсен наципе культура автономине пилленӗччӗ. Строительство ӗҫне хӑй ҫине икӗ организаци илчӗ — «УльяновскЦентрГазСтрой» (тӗп директорӗ В. Федоров) тата «Спецстройпроект» (тӗп директорӗ А. Пахомов). Вӗсем «Чӑвашсен кил-ҫурчӗ» тата «Вырӑссен кил-ҫурчӗ» комплекссене ҫӗклекенсем. |
Тӗн
Шупашкарти храмра православи кинотеатрӗ ӗҫлеме пуҫланӑ. Кун пирки www.sobor-pokrova.ru сайтра пӗлтереҫҫӗ. Кинотеатр Пукрав Татиана соборӗ ҫумӗнче ӗҫлет. Ун валли ятарласа пӳлӗм уйӑрнӑ. Киноеатра хӑтлӑлатмашкӑн 120 пин тенкӗ тӑкакланӑ. «Чӑваш Енри православи доброволецӗсем» общество организацийӗ Пӗтӗм тӗнчери «Православи пуҫарӑвӗ» конкурсра грант ҫӗнсе илнӗ. Киноетарта кино кӑтартма пуҫланӑ ӗнтӗ. Унта халӗ патшасен династийӗ пирки ӳкернӗ нумай сериллӗ фильма курма пулать. Вӑл «Романовы» ятлӑ. Ачасем валли вара мультфильмсем пур. Православи театрӗнче ытти кун та православи тата истори фильмӗсене кӑтартма пуҫласшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Харпӑр шухӑш
Тӗн
Мӗн ӗлӗкрен Ҫимӗк чӑваш халӑхӗшӗн пысӑк уяв пулнӑ. Ҫак кун ял кӗрлесе тӑрать кӑна. Ара, аякри хуласенчен тӑван-пӗтен тӗп киле пуҫтарӑнать-ҫке-ха. Пурте пӗрле пухӑнса масар ҫине каяҫҫӗ, пирӗнтен яланлӑхах уйрӑлса кайнисене асӑнаҫҫӗ. Православи тӗнне ӗненекенсем масар ҫине эрех-сӑра ӗҫме, апат ҫиме каймаҫҫӗ. Вӗсем тӑванӗн вилтӑпри патӗнче ларса ӑна лайӑххипе аса илеҫҫӗ, ӑшра кӗлӗ тӑваҫҫӗ. Ҫапла чиркӳ хушать. Анчах пирӗн, чылайӑшӗн, урӑхла пулса тухать. Ку ахӑртнех чӑвашсен халӑх йӑли-йӗркипе ҫыхӑннӑ. Ӗлӗкхи йӑла-йӗрке паянхи кунччен сыхланса юлнӑ. Масар ҫинче эрех ӗҫни, апат-ҫимӗҫе вилтӑпри ҫине хурса хӑварни чиркӳ саккунӗсемпе килӗшсе тӑмасть. Пачӑшкӑсем вилнисене чиркӳре асӑнмалли пирки асӑрхаттараҫҫӗ. Чылай ҫӗрте Ҫимӗкре масар пасара ҫаврӑннӑнах туйӑнать. Халӑх йышлӑн пухӑнать ун чухне, ҫавна май ҫӑва кӗрлесе кӑна тӑрать. Темшӗн ҫынсем шӑппӑнрах калаҫмалли пирки манаҫҫӗ. Ӳсӗр ҫынсем ҫапкаланса утнине курма пулать тата. Лачкам ӳсӗр пуличчен ӗҫсе лартаҫҫӗ. Хирӗҫнӗ тӗслӗх те пулать. Паллах, ку масар ҫинче питӗ килӗшӳсӗр. |
Тӗн
Ҫӗмӗрле районӗнчи Хӗрлӗ Октябрь поселокӗнче те чиркӳ пулӗ. Ӑна хӑпартма тытӑннӑ ӗнтӗ. Чиркӗвӗн пулас вырӑнне ятарлӑ чул хунӑ ӗнтӗ. Храм Турӑ Амӑшӗн Хусанти турӑшӗ ячӗпе хисепленӗ. Владимир протоиерей кӗлӗ вуланӑ хыҫҫӑн чула капсула ӑшне хунӑ, унтан ӑна пулас храман алтарь стенине вырнаҫтарнӑ. Ҫавӑн пекех пулас храм вырӑнне хӗрес вырнаҫтарнӑ. Чиркӗве кӑҫалхи чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗччен туса пӗтерме йышӑннӑ. Мӗншӗн тесен шӑп ҫак кун Турӑ Амӑшӗн Хусанти турӑшӗн уявне паллӑ тӑватпӑр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗн
Питӗрти синагога Шупашкарта синагога пулӗ. Вӑл республикӑн тӗп хулинчи Университет урамӗнчи 24-мӗш ҫурт адреспа вырнаҫӗ. Раҫҫейри еврейсен общинин федерацине ҫӗр лаптӑкӗ пама Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн хушу проектне хатӗрленӗ. Ӑна республикӑн Юстици тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерствин сайтӗнче пичетленӗ. Синагога тата община центрӗ тума 5,4 пин тӑваткал метр лаптӑк уйӑрӗҫ. Сӑмах май, тӗн е ыркӑмӑллӑх организацийӗсене патшалӑх тата муниципалитет харпӑрлӑхӗнчи ҫӗре тӳлевсӗрех усӑ курма 10 ҫуллӑха пама юрать. Кун пирки РФ Ҫӗр кодексӗн 39.10 статйин 2-мӗш пункчӗн 3-мӗш ҫум пунктӗнче пӑхса хӑварнӑ. Маларах эпир Улатӑр районӗнчи тӗп пульница шутланнӑ ҫурт Вырӑс православи чиркӗвӗн унти епархине куҫнине хыпарланӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗн
Арҫынсен Шупашкарти Ҫветтуй Троица мӑнастирӗн пуҫлӑхӗ Василий Паскье чиркӳ ҫурчӗ патӗнчи территорие тирпейлекенсене кӳреннӗ. Ӗҫленишӗн тарӑхман вӑл. Шавланӑшӑн. Тавралӑха тасатма пуҫтарӑннисем юрӑ-кӗвӗ янӑратнӑ иккен. Урам тасатма тухнисене кӳреннине архимандрит Фейсбукри хӑйӗн страницинче ҫырса хунӑ. Манах титулӗллӗ ҫын шухӑшланӑ тӑрӑх, «Юрӑ-кӗвӗсӗр тирпейленӗ пулсан ырӑ ӗҫ пулатчӗ, капла вара — киревсӗрлӗх тата турра ӗненекенсене кӳрентерни кӑна». Православи тӗнне ӗненекенсем кӗҫнерни куна таса тесе шухӑшлаҫҫӗ те вӑл кун пӳрт-ҫурта тирпейлеҫҫӗ, япала ҫӑваҫҫӗ. Ҫав кун савӑнма, юрлама, ташлама юрамасть. «Халӑх кнеҫӗсем турра тата ӑна пулӑшма килнӗ ҫынна хирӗҫ пуҫтарӑннӑ», — тенӗ Василий Паскье архимандрит халӑх сетӗнчи страницӑра. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗн
Пӗлтӗрхи сӑнӳкерчӗк Православи тӗнне ӗненекенсем Иисус чӗрӗлнипе ҫыхӑннӑ уява, Мӑнкуна, ҫак эрнери вырсарникун ҫӑмарта пӗветсе, уяв сӗтелӗ ҫине ытти ӗҫме-ҫиме лартса уявлӗҫ. Иерусалимри Христос чӗрӗлӗвӗн чиркӗвӗнчен «Иерусалим валли тӑнӑҫлӑх ыйтӑр» акципе килӗшӳллӗн сӑваплӑ ҫулӑма пирӗн ҫӗршыва, ҫӗршыва ҫеҫ мар, республикӑна та ҫулсерен илсе килеҫҫӗ. Инҫет ҫӗр ҫинчи ҫулӑм патне РФ Патшалӑх Думине Чӑваш Енре суйланнӑ Анатолий Аксаковпа Олег Николаев та кайӗҫ. Вӗсем ҫӗршыв делегацийӗн йышне кӗнӗ. Мускава ятарлӑ авиарейспа ҫитерсен ҫулӑма Кирилл Патриарха парӗҫ. Унтан вӑл Шупашкара та килмелле. Сӑмах май, Чӑваш Енри турра ӗненекенсем валли Шупашкара пӗлтӗр те ҫулӑма РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Анатолий Аксаков илсе килнӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗн
Канаш районӗнчи Шӑхаль ялӗнче пурӑнакансем хӑйсен вӑйӗпе храм ҫӗклеҫҫӗ. Ӑна Совет Союзӗнче коммунистсем аркатнӑ пулнӑ. Канаш районӗнчи Шӑхаль ялӗнчи чиркӗве 1899 ҫулта хута янӑ. Ӑна иртнӗ ӗмӗрӗн 30-мӗш ҫулӗсенче ҫунтарса янӑ. Ун вырӑнне шкул йӗркеленӗ. Унтанпа 80 ҫул иртнӗ. Шӑхальсем ялта храм кирлӗ тесе шухӑшланӑ. Анчах укҫӑ ҫитмен. Халӗ ав Александр Андриянов усламҫӑ пулӑшма шантарнӑ. Вӑл Кировра пӗренесем саккас тунӑ, Волгоградран купол илсе килнӗ. Унчченхи чиркӳ мӗнлерех пулнӑ? Ҫакна ватӑ ҫынсенчен ыйтса пӗлнӗ. Храм ҫынсем хӑйсем хӑпартнӑ. Лавккара укҫа пухмалли ещӗк лартнӑ. Унта шӑпах купол лартмашкӑн укҫа пухӑннӑ. Ҫынсем ку ырӑ паллӑ тесе шухӑшланӑ. Халӗ чиркӗве туса пӗтересси нумай юлман ӗнтӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |