Персона
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Паян, чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, 11 сехетре СССР халӑх артисткин Вера Кузьминан (1923-2021) вил тӑпри ҫинче палӑк уҫӗҫ. Аса илтерер: пултаруллӑ сцена ӑстине Шупашкарти Богдан Хмельницкий урамӗнчи масар ҫинчи паллӑ ҫынсен аллейинче мӑшӑрӗпе, Петӗр Хусанкайпа, юнашар пытарнӑ. Палӑк уҫнӑ хыҫҫӑн Ҫамрӑксен театрӗнче Вера Кузьмина ҫинчен ӳкернӗ фильма хӑтлама пуҫтарӑнӗҫ. Мероприяти 13 сехетре пуҫланӗ. Чӳк уйӑхӗн 16-мӗшӗнче актриса пурӑннӑ Шупашкарти Джержинский урамӗнчи 31-мӗш ҫурт ҫине асӑну хӑми вырнаҫтарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш АССРӗн Верховнӑй совечӗн председателӗ пулнӑ, Чӑваш патшалӑх педагогика институчӗн экс-ректорӗ Анатолий Марков чӳк уйӑхӗн 10-мӗшӗнче куҫне ӗмӗрлӗхе хупнӑ. Вӑл 93 ҫулта пулнӑ. Анатолий Марков — ученӑй-педагог, вӗренӳ тата наука йӗркелӳҫи, паллӑ общество ӗҫченӗ, 1971-1975 ҫулсенче Чӑваш АССРӗн Верховнӑй совечӗн председателӗ пулнӑ. Анатолий Семенович 1930 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Элӗк районӗнчи (халӗ — муниципаллӑ округ) Хитекушкӑнь ялӗнче ҫуралнӑ. 1951 ҫулта Чӑваш педагогика институтӗнчи физикӑпа математика факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ. Ун хыҫҫӑн Вӑрнар районӗнчи (халӗ — муниципаллӑ округ) Уравӑш шкулӗнче виҫӗ ҫул учительте ӗҫленӗ. Педагогика наукисен кандидачӗ ятне хӳтӗленӗ хыҫҫӑн вӑл карьера енӗпе самай ӳсӗм тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре СССР халӑх артистки Вера Кузьмина ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалланӑ мероприятсем иртеҫҫӗ. Чӳк уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Тӑвайӗнчи культура ҫуртӗнче Чӑваш академи драма тетарӗн артисчӗсем «Туя туй пек тӑвар-и?» спектакль кӑтартнӑ. Спектакльте РСФСР халӑх артисткисем Нина Григорьева тата Нина Яковлева, Раҫей тава тивӗҫлӗ артистки Любовь Федорова таиа ытти сцена ӑсти вылянӑ. Халӑх вӗсене ӑшӑ кӑмӑлпа йышӑннӑ, тӑвӑллӑн алӑ ҫупса хавхалантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Кӑҫал утӑ уйӑхӗн 29-мӗшӗнче республикӑра ҫил-тӑвӑл алхасрӗ. Ҫав вӑхӑтра Ҫӗнӗ Шупашкарти полици капитанӗ Сергей Ежов патруль катерӗпе Атӑл акваторийӗнче пулнӑ. Ҫил-тӑвӑл пуҫлансан Атӑлӑн сулахай енче канакансем ҫуйхашма пуҫланӑ: ачасем макӑрнӑ, хӗрарӑмсем кӑшкӑрашнӑ, йывӑҫсем ӳкнӗ. Сергей Ежов вӗсене ҫыран хӗррине пырса катера ларма хушнӑ. Ҫапла вӑл 7 рейс туса 30 хӗрарӑмпа ачана Ҫӗнӗ Шупашкар еннелле каҫарнӑ. Куншӑн полици капитане ШӖМӗн «Ҫӑлнӑ чухне хӑюлӑх кӑтартнӑшӑн» медалӗпе чысланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Ҫак кунсенче Кӳкеҫри «Бичурин тата хальхи самана» музейра хӑйсен чаплӑ ентешӗ ҫуралнине палӑртса хатӗрленӗ «Г.Ф. Трифонов» фотокурав ӗҫлет. Чӑваш наци вулавӑшӗнче 2023 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 10-мӗшӗнче чӑваш халӑхӗн шанчӑклӑ ывӑлӗ, геологӗ, философӗ, профессорӗ Геннадий Федорович Трифонов /1938-2020/ ҫуралнӑранпа 85 ҫул ҫитнине паллӑ турӗҫ. Унта философ пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ ҫинчен хӗрӗсемпе мӑнукӗсем, студентсем, ентешӗсемпе тӗпчевҫӗсем тухса калаҫрӗҫ, ятарласа кӑларнӑ кӗнекене хӑтларӗҫ. Хаваслӑ каҫ 18 сехетре веҫленчӗ. Унта халӑх йышлӑ пулчӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Сочи хулинче футболпа иртекен Пӗтӗм Раҫҫейри ӑмӑртура Чӑваш Енри спортсмен вилнӗ. Кун пирки «Вечерняя Казань» тата «Контактра» халӑх тетелӗнчи футбол ушкӑнӗсенче пӗлтереҫҫӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, чӳк уйӑхӗн 6-мӗшӗнче 31 ҫулти Алексей Лесинӑн виллине тинӗс хӗрринче тупнӑ. Вӑл унта футбол турнирне килнӗ. Алексей «Делин» команда йышӗнче вылянӑ. Мини-футболра вӑл командӑсен лидерӗ пулнӑ. Халӗ следстви ӗҫӗсем пыраҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Денис Спирин архивӗнчи сӑн Паян Шупашкарта пурӑнакан Анастасия Шорникова 100 ҫул тултарнӑ. Ӑна саламлама Шупашкар хулин пуҫлӑхӗ пулнӑ Денис Спирин (нумаях пулмасть вӑл та, Шупашкар мэрӗ Евгений Кадышев та ӗҫрен кайнӑ, ку реформӑпа ҫыхӑннӑ) саламлама ҫитнӗ. Анастасия Михайловна ҫур ӗмӗр ытла шкулта ачасене вӗрентнӗ. Хулари 23-мӗш шкулта ӑна халӗ те астӑваҫҫӗ. Анастасия Михайловна хӑй вӗрентнӗ ачасемпе халӗ те ҫыхӑну тытать. Халӗ Анастасия Шорникова 2 ачипе, 2 мӑнукӗпе, икӗ кӗҫӗн мӑнукӗпе савӑнса пурӑнать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() 2008-2010 ҫулсенче Ҫӗнӗ Шупашкар хулин пуҫлӑхӗ пулнӑ Михаил Козлов пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Вӑл 76 ҫулта пулнӑ. Михаил Васильевич 1948 ҫулта ҫуралнӑ. Ӗҫ биографине вӑл слесарь-монтажникрен пуҫланӑ. 1991 ҫулта ЖКХ тытӑмӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ. Кун хыҫҫӑн тӗрлӗ ҫӗрте вӑй хунӑ. 2010 ҫулта Михаил Федоров «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партирен Кӑнтӑр суйлав округӗнчен Ҫӗнӗ Шупашкар хулин депутатсен пухӑвне суйланма тӑнӑ, анчах хӑйӗн кандидатурине хӑй тӑратнӑ ҫынна выляса янӑ. Тепӗр ҫултан Патшалӑх Канашне ЛДПРтан суйланма тӑнӑ, анчах выляса янӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() vk.com/chansamble21 сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗнче балетмейстера ҫирӗплетнӗ. Ку яваплӑха Алексей Тимошенко пурнӑҫлӗ. Алексей Викторович малтан Кострома облаҫӗнчи культура колледжӗнче вӗреннӗ, кайран — Мукскаври культура институтӗнче. Вӑл — Пӗтӗм Раҫҫейри тата тӗнчери конкурссен лауреачӗ. Тӗрлӗ ҫулта Алексей Тимошенко «Волга-Волга», «Белые Ночи» ансамбльсен балет артистӗнче, Хӗвеланӑҫ ҫар округӗн юрӑпа ташӑ ансамблӗнче ӗҫленӗ, «Край» ташӑ театрне ертсе пынӑ. 2022 ҫулхи ҫурлп уйӑхӗнченпе вӑл Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗн балетмейстерӗн тивӗҫне пурнӑҫланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сумлӑ сӑмах
Персона
Хӗветӗр Михали ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитрӗ Чи малтанах ҫак ӗҫре усӑ куракан ӑнлавсене мӗнлерех пӗлтерӗшсемпе усӑ курнине ӑнлантарни кирлӗ. Поэзи мифологийӗ (поэтическая мифология) тесе эпир хайлав авторӗ йӗркелекен мифологине калатпӑр. Вӑл халӑх (этническая, натуральная) мифологийӗнчен хӑйӗн харкамлӑхӗпе (индивидуальностью), хӑй евӗрлӗхӗпе уйрӑлса тӑрать. Халӑх сӑмахлӑхӗнчи лирика-эпикӑра тӑтӑшах тӗл пулакан «эпӗ» текен калу субъекчӗ пирки ӑнлантарни те кирлӗ. Вӑл прозӑра калавҫӑпа (хӑйӗн ятӗнчен каласа параканӗпе, вырӑсла ӑна «рассказчик» тесе палӑртаҫҫӗ), лирикӑра ҫуйлану харкамҫипе (лирика геройӗпе) тӳр килет. Эпир кунта вӗсене калавҫӑ е харкамҫӑ тесе палӑртӑпӑр. Григорий Филиппов, Максим Арзамасов тата Михаил Фёдоров (Хӗветӗр Михали) сӑвӑҫсем малтан Н.И. Золотницкин, кайран В.К. Магницкин вӗренекенӗсем тата вӗсене пулӑшаканӗсем пулнӑ. Тӗп сӑлтавне вӗсем пурте Шупашкар уесӗнче тӗрлӗ ҫулсенче пурӑннинче е ҫуралса ӳснинче курмалла-тӑр. Вӗрентекенӗсем те ҫав тӑрӑхпа тачӑ ҫыхӑннӑ: ҫуралса ҫитӗннӗ (Золотницкий) е чылай хушӑ ӗҫленӗ (Магницкий). |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.05.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мӗтри Ваҫлейӗ, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Кӗҫтӳк Кольцов, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Куснар-Иванов Станислав Александрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Якимов Сергей Александрович, агроном, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ агрономӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |