Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +22.5 °C
Ӗҫчен ҫынран ӗҫ хӑрать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Хулара

Хулара
visitvolga.ru сайтри сӑн
visitvolga.ru сайтри сӑн

Шупашкар хули 555 ҫулхи юбилейне паллӑ тума хатӗрленет. Анчах ҫӗршыври юлашки лару-тӑрӑва пула массӑллӑ мероприятисем пулӗҫ-и?

Юбилея хатӗрленес енӗпе ӗҫлекен ушкӑн (ӑна Алексей Ладыков ертсе пырать) канашланӑ. Ҫапла йышӑннӑ: салют пулмӗ, Раҫҫей эстрада артисчӗн Шаманӑн концерчӗ иртӗ.

«На связи» портал пӗлтернӗ тӑрӑх, Шаманӑн концерчӗ 20 миллиона яхӑн ларӗ.

 

Хулара

Паян Шупашкарти депутатсем хисеплӗ ята кама парассине палӑртнӑ. Унчченех пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ: Патшалӑх Думин депутачӗ Анатолий Аксаков Шупашкарӑн хисеплӗ ҫынни пулма пултарӗ, мӗншӗн тесен вӑл сасӑлавра чи нумай сасӑ пухнӑ.

Паян депутатсем сӳтсе явнӑ хыҫҫӑн ҫапла пӗтӗмлетӳ тунӑ: Анатолий Аксакова ҫак хисеплӗ ята памаллах.

Палӑртмалла: Анатолий Аксаков 2022 ҫулта Чӑваш Енӗн хисеплӗ ҫынни пулнӑ.

 

Хулара

Шупашкарӑн ҫуралнӑ кунӗнче, ҫурла уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, йӑлана кӗнӗ мероприяти иртӗ: ҫӑлтӑрпа зарядка тӑвӗҫ. Кӑҫал ӑна паллӑ ММА кӗрешӳҫи Джефф Монсон ирттерӗ.

Зарядка Хӗрлӗ тӳремре 11 сехетре пуҫланӗ. Спортсмен ятарлӑ тренировка ирттерӗ. Унта кирек кам та хутшӑнма пултарать.

Джефф Монсон унччен Америка спортсменӗ пулнӑ, халӗ - Раҫҫейӗн. Вӑл пирӗн ҫӗршыва 2013 ҫулта куҫса килнӗ, 2018 ҫулта Раҫҫей гражданствине илнӗ, 2023 ҫулта АПШ гражданинӗ пулма пӑрахнӑ.

 

Хулара
2gis.ru сайтри сӑн
2gis.ru сайтри сӑн

Шупашкар ҫуралнӑ кунне уявланӑ чухне троллейбуссемпе автобуссем ытларах вӑхӑт ҫӳрӗҫ. Кун пирки хула мэрӗ Владимир Доброхотов пӗлтернӗ.

Шӑматкун, ҫурла уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, общество транспорчӗ ҫур ҫӗрччен ҫӳрӗ. Вырсарникун вара, ҫурла уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, автобуссемпе троллейбуссем ҫур ҫӗр иртни 1 сехетчен пассажирсене илсе ҫӳрӗҫ.

Кӑҫал Шупашкар 555 ҫул тултарӗ. Уява Шаман юрӑҫ, «Вӗршӗнсем» пилотаж ушкӑнӗ килӗҫ.

 

Хулара
Патшалӑх автоинспекцийӗн сайтӗнчи сӑн
Патшалӑх автоинспекцийӗн сайтӗнчи сӑн

Ӗнер Шупашкарта Эгер урамӗнче 101-с автобус водителӗ алӑка хупма тӑрсан 9 ҫулти арҫын ачан урине хӗстерсе лартнӑ. Анчах кун пирки ниҫта та пӗлтермен, транспорта хускатса малалла кайнӑ.

Каярахпа арҫын ачапа амӑшӗ Республикӑри клиника пульницине кайнӑ.

ЧР Транспорт министерстви реестрӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак маршрут ҫинче «Авто Лидер» тулли мар яваплӑ общество ӗҫлет.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/gibdd121
 

Хулара
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Шупашкарти Машиностроительсен тӑкӑрлӑкӗнче, «ЦветыТорг» лавккан курттӑммӑн илмелли базӑра, ҫурт стенине графиттипе илемлетнӗ. Унччен ҫав икӗ хутлӑ ҫурт тӗксӗммӗн курӑнса ларнӑ. Вӑл - Текстильмаш корпусӗсенчен пӗри.

Ҫак илем авторӗ - Ксения Кокель ҫамрӑк ӳнерҫӗ. Вӑл Хевеш урамӗнчи 30-мӗш ҫурт ҫине чӑваш хӗрарӑмне ӳкернӗ.

Сӑмах май, утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗнче ҫак вырӑнта Ҫырла фестивалӗ иртнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-143818234_389092
 

Хулара
mk.ru сайтри сӑн
mk.ru сайтри сӑн

Шупашкарти 34 ҫулти арҫын патне палламан ҫын шӑнкӑравланӑ та смспа килнӗ кода калама хушнӑ. Ку сим-карттӑна ӗҫлеттермешкӗн тӑсма кирлӗ-мӗн. Чӑннипе вара вӑл Патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталне кӗмелли код пулнӑ. Кун пирки шӑнкӑравланӑ тепӗр ҫын, «ФСБ ӗҫченӗ», каланӑ. Вӑл ултавҫӑсем кредитсем ан илччӗр тесе арҫынна хӑйне кредитсем илсе «хӑрушсӑр счет» ҫине куҫарма ыйтнӑ.

Ку кӑна мар-ха, арҫын пӗрле пурӑнакан хӗрарӑма та ҫаплах тума хушнӑ. Ҫапла вӗсем «хӑрушсӑр счет» ҫине 6 миллиона яхӑн тенкӗ куҫарнӑ.

 

Хулара
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

ГАЗель водителӗ ӳсӗр пулнине ҫынсем асӑрханӑ. Кун пирки Патшалӑх автоинспекцине шӑнкӑравласа пӗлтернӗ.

Водителе Шупашкарти Иван Яковлев проспектӗнчи гаражсем патӗнче тытса чарнӑ. Вӑл ГАЗельпе сӗт юр-варне турттарнӑ.

Хайхискер инспекторсене турӑх кӑна ӗҫнине ӗнентерме хӑтланнӑ. Анчах алкотестер суйма паман - водитель эрех сыпнине кӑтартнӑ: сахал та мар, самаях ӗҫни палӑрнӑ.

Водитель тӗлӗшпе административлӑ материал ҫырнӑ.

 

Хулара
9111.ru сайтри сӑн
9111.ru сайтри сӑн

Шупашкарти 51 ҫулти воспитатель ултавҫӑсене 2,3 миллион тенкӗ куҫарса панӑ.

Ун патне палламан ҫын шӑнкӑравланӑ, йӗрке хуралҫи-мӗн. Хайхискер ӑна пӗтӗм укҫине «хӑрушсӑр счет» ҫине куҫарма ӳкӗте кӗртнӗ. Хӗрарӑм ӗненнӗ, укҫи-тенкине йӑлтах темӗнле счет ҫине куҫарнӑ. Хӑйне улталанине вара кайран тин ӑнланнӑ.

Ку тӗслӗх тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

 

Хулара
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Шупашкарта икӗ ҫамрӑк каччӑ ӳсӗр водителе тытса чарма пулӑшнӑ.

Степан Мытарев тата Антон Васильев машинӑпа пынӑ чухне «Фольксваген Транспортер» водителӗ ҫул ҫинче йӗркеллех пыманнине асӑрханӑ. Хайхискер ҫул хӗресленекен вырӑнта чарӑнсан ҫак икӗ каччӑ ӑна полицейскисем ҫитиччен тытса тӑнӑ.

Палӑртмалла: Степан Мытаревпа Антон Васильев нумаях пулмасть салтакран таврӑннӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-191629825_69039
 

Страницӑсем: 1 ... 32, 33, 34, 35, 36, 37, 38, 39, 40, 41, [42], 43, 44, 45, 46, 47, 48, 49, 50, 51, 52, ...347
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Вӑхӑта ҫывӑх ҫынсемпе ирттермелли тапхӑр. Эрнен пӗрремӗш ҫурринче ҫемьепе апатланӑр е туссемпе уҫӑлса ҫӳрӗр. Ку тапхӑр партнерсемпе хутшӑну йӗркелеме те аван. Шел те, эрнен иккӗмӗш ҫурринче япӑх хыпар илтес е тӑшмана тӗл пулас хӑрушлӑх пур, ку вара кӑмӑла вӑйлах пӑсӗ.

Утӑ, 29

1907
119
Илле Тукташ, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, халӑх пултарулӑхне пухакан ҫуралнӑ.
1926
100
Прокопьев Илья Павлович, политикӑпа парти ӗҫченӗ, экономист, публицист ҫуралнӑ.
1976
50
Васянка Никифор Тарасович, чӑваш сӑвӑҫи вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа тарҫи
хуҫа хӑй
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа арӑмӗ
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
кил-йышри арҫын
хуть те кам тухсан та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем