Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -11.7 °C
Ӗҫчен ҫынран ӗҫ хӑрать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Пӑтӑрмахсем

Пӑтӑрмахсем

Чӑваш Енри Шалти ӗҫсен министрествин хӑрушсӑрлӑх служби полицире ӗҫлекен икӗ ҫын сӗтев илнине тупса палӑртнӑ. Халӗ вӗсене йӗрке хуралӗнчен кӑларса янӑ.

ШӖМӗн Шупашкар хулинчи управленийӗнче ӗҫленӗ полицин участокри уполномоченнӑйӗ тата полици пайӗсен оперативлӑ дежурнӑйӗн пулӑшуҫи кӑҫалхи нарӑс тата ака уйӑхӗсенче ритуал пулӑшӑвӗ кӳрекен коммерци предприятине ҫын вилни пирки хыпарланӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Халӗ вӗсен тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем Ҫакӑн пек вырӑнта та пурӑнма пулать тесе шухӑшлать иккен тепӗр тӳре-шара
Ҫакӑн пек вырӑнта та пурӑнма пулать тесе шухӑшлать иккен тепӗр тӳре-шара

Сӗнтӗрвӑрри хула пуҫлӑхӗ пулнӑ Валерий Петров пуҫиле ӗҫе лекнӗ. Ӑна тӗпчевҫӗсем ҫынсене ишӗлекен ҫурт-йӗртен куҫарнӑ чух ӗҫ вырӑнӗпе ытлашши усӑ курнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ иккен.

2009 ҫулта вӑл 17-ри хӗре тата унӑн амӑшне социаллӑ найм килӗшӗвӗпе нумай хваттерлӗ ҫуртри ача-пӑча урапи лартмалли пӳлеме панӑ. Пурӑнмалли вырӑн мар пулин те хайхисен ҫавӑнта пурӑнма тивнӗ. Малтанхи хваттертен ҫемьене ҫурта ишӗлекен тесе йышӑннӑран куҫарнӑ. Унтан та ытларах — амӑшӗпе хӗрне хваттер ыйтӑвне лайӑхлатнӑ тесе черетрен кӑларнӑ-мӗн. Ку ӗҫпе тӗпчев малалла пырать.

 

Пӑтӑрмахсем http://21.mvd.ru/ сайтри сӑн
http://21.mvd.ru/ сайтри сӑн

«Вӑрӑн алӑ кукӑр», - теҫҫӗ те. Темӗн те пӗр ҫав хатланаҫҫӗ ҫав, темӗн те вӑрлаҫҫӗ: урапаран пуҫласа… ҫӑматӑ таранах.

ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал хӗлле Шупашкарта пурӑнакан 31 ҫулти арҫын полицие килнӗ те ҫӑматӑсем ҫухални пирки каланӑ. 60 мӑшӑр таранах. Хӑй каланӑ тӑрӑх, унӑн ашшӗ-амӑшӗ ҫӑматӑ йӑвалать, вӑл вара вӗсене сутма пулӑшать. Курупкари ҫаматӑсем, сурӑх ҫӑмӗнчен йӑваланӑскерсем, хваттерӗнче упраннӑ.

Полицейскисем вӑрра тупса палӑртнӑ. Ҫӑматӑсене арҫыннӑн унчченхи арӑмӗ тата унӑн тӑванӗ йӑкӑртнӑ-мӗн. 24-ри хӗрарӑм ӑнлантарнӑ тӑрӑх, ҫӑматӑсем – упӑшкипе пӗрле пухнӑ тупра-мӗн, ҫавӑнпа тавӑрса пама хирӗҫленӗ. Ҫавна май кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.chv.aif.ru/incidents/1198348
 

Пӑтӑрмахсем

Ҫакӑн пек чӗнсе калать ентешӗсене Елчӗк районӗнчи Тӑрӑм ял тӑрӑхӗн депутачӗ Л. Осипова. "Инкек куҫа курӑнса килмест тесе ытахальтен каламаҫҫӗ", - тесе пуҫланӑ вӑл тӑван район хаҫатӗнче пичтеленӗ хӑйӗн чӗнӗвне. Вӑл пӗлтернӗ тӑрӑх, лӑпкӑн пурӑннӑ ҫӗртех Тӑрмӑшри Феофан Яковлевич Щербаков ватлӑх кунӗнче нимсӗр тӑрса юлнӑ. Кỹршӗрен тухнӑ пушарта унӑн кил-ҫурчӗ, хуралтисем кӗле ҫаврӑннӑ. Ял ҫыннисем, "Урожай" хуҫалӑх инкеке лекнӗ 74 ҫулхи ватӑна май килнӗ таран пулӑшма тӑрӑшнӑ-мӗн-ха. Анчах пуҫтарӑннӑ укҫа-тенкӗ пӗчӗк ҫурт та пулин лартма ҫитейменни куҫ кӗрет. Ҫавӑнпа та район халӑхне, организаципе предприятисен, хуҫалӑхсен ертỹҫисене нушана лекнӗ ҫынна пулӑшма ыйтать депутат. "Елчӗксем ҫын хуйхи-суйхинчен аякра тӑракан марччӗ", - тенӗ май вӑл ӗмӗрне колхозра ӗҫленӗ ватӑна пулӑшас текенсене счет номерне пӗлтерет:Р/с 42307.810.9.7500.4806601 0613/0457 Чувашское отделение № 8613 Сбербанк России Щербакову Феофану Яковлевичу.

 

Пӑтӑрмахсем Адмкомисси ларӑвӗнче
Адмкомисси ларӑвӗнче

Йӗркине пӑхӑнсан чӑрмантармӗ те, анчах хӑш-пӗр хуҫасем вӗсене ҫынтан мала хураҫҫӗ тейӗн. Хаяр ӑратсене ирӗклӗнех урама илсе тухаҫҫӗ. «Ҫыртмаҫҫӗ», – теме юратаҫҫӗ кун пек чух хуҫисем. Анчах йытӑна пӗлсе пӗтер!

Йытӑна усрамалли парвилӑна пӑснишӗн, акӑ, нумаях пулмасть Пӑрачкав район администрацийӗн правӑна административлӑ комиссийӗнче икӗ ҫын тӗлӗшпе ӗҫ пӑхса тухнӑ.

Кунсӑр пуҫне ҫӗр хута шавласа та теприсем ҫынсене кансӗрлеҫҫӗ. Пӑрачкав районӗнче те ун пеккисем пур. Нумаях пулмасть иртнӗ ларура тӑватӑ ҫынна адмкомисси хӑйӗн ларӑвне чӗннӗ.

Аса илтеретпӗр, каҫхи вунпӗр сехетрен пуҫласа ирхи ҫиччӗччен шавлама юрамасть. Ку вӑл – эрне варринче. Канмалли тата уяв кунӗсенче – каҫхи вунӑ сехетрен тытӑнса ирхи саккӑрччен.

 

Пӑтӑрмахсем

Сӑнатӑн та, нумайӑшӗ ӳсӗрле ачи-пӑчине, теприсем, ав, мӑнукӗсене те, патакпа тӑн кӗртесшӗн. Шупашкар районӗнчи пӗр ялта пурӑнакан 64-ри арҫын та хыпса лартнӑ хыҫӑн 4 ҫулти мӑнукне ӑса вӗрентес тенӗ. Арҫын йӗрке хуралҫисене каярах ӗнентернӗ тӑрӑх, тӑваттӑри арҫын ача ҫӑвӑнасшӑн пулман. Ҫавӑншӑн вӑл тӳрех алла пластмасса тетте – хӗҫ – ярса илнӗ те икӗ хутчен ҫапнӑ. Ҫапсан ача макӑрса яни арҫынна пушшех тарӑхтарса янӑ. Ӳсӗрскер чӗн пиҫиххипе пӗчӗкскере виҫӗ хутчен туртса ҫапнӑ.

Ачин кӗлетки ҫинче кӑвака асӑрхасан амӑшӗ йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ. Патакпа «тӑн кӗртекен» айӑпа йӑлтах йышӑннӑ тесе пӗлтерет Шупашкар район прокурорӗн ҫумӗ Анатолий Иванов. Унтан та ытларах. Тӑваттӑри ачана хӗнекен арҫын хӑйне те пӗчӗк чух аслашшӗ хӗненине, ҫавна пула вӑл «лайӑх ҫын» пулнине пӗлтернӗ-мӗн.

Чӗн пиҫиххипе тӑн кӗртекен ӗҫне кӗҫех суд пӑхса тухӗ. Пуҫиле ӗҫе суда ярса панӑ.

 

Пӑтӑрмахсем

Шупашкар районӗнче пурӑнакан 61 ҫулти пӗр арҫын Ҫырмапуҫ ялӗ патӗнче хӗрарӑма урасӑр хӑварнӑ. Ӗҫӗ ҫапларах пулса тухнӑ.

Арҫын автокранпа пынӑ. Ҫырмапуҫ ялӗ патӗнчи общество транспорчӗн чарӑнӑвӗ патӗнче вӑл ҫынсене каҫмалли ҫул патӗнче чарӑннӑ машинӑна пырса тӑрӑнас мар тесе (ӑнланнӑ тӑрӑх, хӑй вӑл чарӑнма шутламан курӑнать) айккинелле пӑрӑннӑ та ҫуран ҫӳрекенсене каҫмалли йӗрпе каҫакан 64-ри хӗрарӑм ҫине пырса кӗнӗ.

Машина пырса ҫапнӑ хӗрарӑма кран водителӗн ывӑлӗсем, (Шупашкар район прокурорӗн ҫумӗ Анатолий Иванов пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсем ашшӗ хыҫҫӑн тепӗр машинӑпа пынӑ) пульницӑна леҫнӗ. Турра шӗкӗр, хӗрарӑма ҫӑлса хӑварма май килнӗ, анчах вӑл урасӑр юлнӑ.

Хӗрарӑма урасӑр тӑратса хӑварнӑ водителӗн ирӗклӗхне пӗрремӗш инстанцинчи суд ҫулталӑклӑха чакарма тата 3 ҫул транспорт урлӗ умне ларма чарма йышӑннӑ.

 

Пӑтӑрмахсем

Калӑн, пӗчӗк кӑна кӑпшанкӑ. Ҫук вӗт, ним мар ҫынна вӗлернӗ. Инкекӗ Ҫӗрпӳ районӗнче пулса иртнӗ. 45-ри арҫын квас ӗҫнӗ чух ӑна ҫыртнӑ. Вӗлле хурчӗ квас куркине лекнӗ. Арҫын ҫавна асӑрхамасӑр шӗвеке пӗрех ҫавӑрса хунӑ.

Ҫӑвара тем сӑхнине ӑнлансан арҫын кваса сурса пӑрахнӑ. Сурчӑкпа вӗлле хурчӗ тухнӑ. Темиҫе минутран арҫын хӑрлатма тата чыхӑнма пуҫланӑ. Ҫавна курнӑ ҫынсем часрах васкавлӑ пулӑшу машини чӗннӗ. Те тухтӑрсене кӗтсе илесси пулмасть тесе вӗсем ӑна ахаль машинӑпа шурӑ халатлисем патне илсе кайма тухнӑ. Тухтӑрсен машини вырӑна пырса ҫитнӗ ҫӗре арҫын вилсе кайнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем

Тем хӑтланакан та пур. 42 ҫулти арҫын, Волжскра пурӑнаканскер, укҫа перекетлеме шухӑшланӑ-ши — кӑмрӑк турттаракан пуйӑс вакунне ларнӑ та Мускава савни патне вӗҫтернӗ. Ҫитеймен.

Арҫынна Вӑрмар станцинче асӑрханӑ. Ведомствӑра пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын Волжск хулинче станцире меллӗ самант тупса вакуна вӑрттӑн кӗрсе вырнаҫнӑ. Ӳкесрен тата хӑйне асӑрхасран сыхланса выртнӑ. Анчах ӑна пурпӗрех асӑрханӑ.

Транспорт полицийӗн ӗҫченӗсем арҫын тӗлӗшпе административлӑ протокол ҫырнӑ. Сӑмах май, 2014 ҫулта чукун ҫул ҫинче 9 пӑтӑрмах пулнӑ. Вӗсенчен 6-шӗнче ҫын вилнӗ.

Транспорт полицийӗ асӑрхануллӑрах пулма ыйтать. Ҫак ҫулсенче электричество пралукӗсем пур. Вакуна е цистернӑна хӑпарсан та ток ҫапма пултарать.

 

Пӑтӑрмахсем Суту-илӳпе курав центрӗ умӗнчи ҫул
Суту-илӳпе курав центрӗ умӗнчи ҫул

Шупашкарта, Иван Яковлев проспектӗнчи ҫула тунӑ ҫӗрте, ҫӗртме уйӑхӗн 21-мӗшӗнче инкек пулнӑ. Ун чухне рабочисем 3 метр тарӑнӑш шӑтӑкра ӗҫленӗ. Кӗтмен ҫӗртен ҫӗр йӑтӑнса аннӑ.

Инкек пирки 16:30 минутра пӗлтернӗ. Суту-илӳпе курав центрӗ умӗнче газ пӑрӑхне хураҫҫӗ. Шӑпах ҫавӑнта пӗр рабочин пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Вӑл 90 сантиметр сарлакӑш шӑтӑкра сварщик ӗҫӗсене пурнӑҫланӑ. Ҫавӑн чухне ун ҫине тӑпра йӑтӑнса аннӑ та. Тепӗр рабочи ӑна пулӑшма тӑна, анчах ун ҫине те тӑпра ӳкнӗ, анчах ытлах нумай мар. Ҫавӑнпа ӑна ҫийӗнчех пульницӑна ӑсатнӑ, медицина пулӑшӑвӗ панӑ хыҫҫӑн киле янӑ.

Тепӗр рабочине, шел те, ҫӑлма май килмен. Халӗ ку ӗҫ тӗлӗшпе тӗрӗслев пырать.

 

Страницӑсем: 1 ... 406, 407, 408, 409, 410, 411, 412, 413, 414, 415, [416], 417, 418, 419, 420, 421, 422, 423, 424, 425, 426, ...434
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.12.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, -9 - -11 градус сивӗ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне, пӗтӗмӗшле илсен, лӑпкӑ иртӗ. Анчах ҫавна май эсир сыхлӑха ҫухатма пултаратӑр. Тунтикун уйрӑмах тимлӗ пулӑр, хӑвӑра улталама ан парӑр. Ытларикун вак-тӗвеке те сӑнӑр. Эрне варринче туссене кивҫен ан парӑр — туссене те, укҫана та ҫухатма пултаратӑр. Эрнен иккӗмӗш ҫурри ҫӗнӗ пӗлӳ илме ӑнӑҫлӑ.

Раштав, 13

1932
93
Миттов Анатолий Иванович, живописец, график ҫуралнӑ.
1933
92
Иванова Нина Ивановна, Социализмла Ӗҫ Паттӑрӗ ҫуралнӑ.
1933
92
Пряников Виссарион Семенович, радиотехника инженерӗ, техника ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ.
1933
92
Петров Александр Петрович, парти ӗҫченӗ, истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
кил-йышри арҫын
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа хӑй
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуть те кам тухсан та
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа арӑмӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть