Раҫҫейре
olegmakarenko.ru сайтри сӑн Ҫитес ҫултан Раҫҫейре амӑшӗн капиталӗ ӳсӗ. Кун пирки ӗнер РФ премьер-министрӗ Татьяна Голикова пӗлтернӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, 2021 ҫулта капитала 1 миллион ытла ҫемье илӗ. Кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн ҫуралнӑ пӗрремӗш ачашӑн 466 пин тенкӗ параҫҫӗ. Иккӗмӗш ача ҫуралсан ун ҫумне 150 пин тенкӗ хушӑнать. Ҫитес ҫултан пӗрремӗш ачашӑн паракан амӑшӗн капиталӗ 483 пин тенкӗ пулӗ, иккӗмӗш ача ҫуралсан 639 пин тенкӗ парӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
Чӑваш Енри хӗр Пӗтӗм Раҫсейри конкурсра ҫӗнтернӗ. Ача-пӑчапа ҫамрӑксен общество организацийӗсен ертӳҫисен «Лидер XXI века» (чӑв. XXI ӗмӗрти ертӳҫӗ) ӑмӑртӑвӗн куҫӑн тапхӑрӗ раштав уйӑхӗн 19-22-мӗшӗсенче иртнӗ. «Ҫамрӑксен общество пӗрлешӗвӗсен 24 ҫултан пуҫласа 30 ҫулчченхи ертӳҫисем» номинацире Александра Рыбакова ҫӗнтернӗ. Вӑл — Раҫҫейри студентсен отрячӗсен Чӑваш Енри уйрӑмӗн «Звездный» отрячӗн пайташӗ. Ҫӗршыври конкурса Федерацин ҫамрӑксемпе ӗҫлекен агентстви, Раҫҫейри ача-пӑчапа ҫамрӑксен центрӗ, Раҫҫейри шкул ачисен юхӑмӗ йӗркеленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
«Роскосмосра» паллӑ ҫынна е пӗлтерӗшлӗ пулӑма халалласа ракетӑсене ят парасси йӑлара. Вӗсенчен пӗрине чӑвашсен пӗрремӗш космонавтне Андриян Николаева халалласа ят панӑ. Ӑна ҫитес вӑхӑтра космоса яма палӑртнӑ. «Роскосмосӑн» тӗп директорӗпе Дмитрий Рогозинпа калаҫса татӑлнӑ ӗнтӗ. Кун пирки ЧР Элтеперӗ Олег Николаев «Ют ҫӗршывсенчи чӑваш культурин кунӗсем» онлайн-марафонра интервью панӑ чухне пӗлтернӗ. Ракета-носителе раштав уйӑхӗнче вӗҫтерме пултарӗҫ. Май килмесен – ҫитес ҫул. Олег Николаев ҫитес вӑхӑтра Шуршӑлти Андриян Николаев ячӗллӗ космонавтика музейне юсаса ҫӗнетесси пирки те аса илтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
Раҫҫейре иртнӗ «Моё село» (чӑв. Манӑн ял) конкурс ҫӗнтерӳҫисене хавхалантарнӑ. Кун пирки РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Николай Малов ӗнер Фейсбукра пӗлтернӗ. Вӑл хыпарланӑ тӑрӑх, ҫӗнтерӳҫӗсене республикӑн Патшалӑх Канашӗн депутачӗпе Сергей Павловпа чысланӑ. «Манӑн юратнӑ ялӑм» номинацире Гелфия Зейдулина ҫӗнтернӗ. Вӑл Комсомольски районӗнчи Чӗчкен шкулӗнче вырӑс чӗлхипе литератури вӗрентет. Конкурса тӑратнӑ «Ҫумӑр хыҫҫӑн. Чӗчкен ҫийӗнчи асамат кӗперӗ» иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Гелфия Ильдизяровнӑна фотоаппарат парнеленӗ. Конкурса «Ял ҫемйин сӑнӗ» номинацие ӗҫ тӑратнӑшӑн Красноармейски районӗнчи Александр Терентьев усламҫа тата «Хресченӗн пултаруллӑ ӗҫӗ» енӗпе хутшӑннӑшӑн Вӑрмар районӗнчи Чӑлкассинчи шкулти чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Елена Семёновӑна дипломпа хавхалантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
unian.net сайтри сӑн Паян РФ Президенчӗ Владимир Путин пресс-конференци ирттернӗ. Вӑл 5 сехетех тӑсӑлнӑ. Юлашкинчен Владимир Владимирович ҫӗршыври ҫемьесене Ҫӗнӗ ҫул умӗн парне тӑвассине пӗлтернӗ. Президент каланӑ тарӑх, 7 ҫул тултарман ачасемшӗн Ҫӗнӗ ҫулччен 5 пин тенкӗ куҫарса парӗҫ. Ӑна унчченхи пекех, 10 пин тенкӗ панӑ пек, куҫарса парӗҫ. «Эпир калаҫса татӑлтӑмӑр, эпир – ҫӗршыв, патшалӑх – пирӗн ачасене парне тӑвӑпӑр. Пысӑках мар. Ҫапах 7 ҫул тултарман ачасемшӗн 5 пин тенкӗ парӑпӑр», - тенӗ Владимир Путин пресс-конференцире. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
Кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнченпе раштав уйӑхӗн 15-мӗшӗччен Чӑваш Ен Элтеперӗн Олег Николаевӑн ятне 87 430 хутчен асӑннӑ. Раҫҫейӗн массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче асӑннин медиарейтингӗнче Олег Николаев 39-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Ку кӑтартусене «Медиалогия» тӗпчев компанийӗн сайтӗнче вырнаҫтарнӑ. Танлаштарӑма хатӗрленӗ чух ҫӗршыври 60 пин ытла МИХра: телекуравра, радиора, хаҫатсемпе интернет-кӑларӑмсенче хыпарланине шута илнӗ. Рейтингра ҫӳлти йӗркере — ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин, Раҫҫей премьер-министрӗ Михаил Мишустин, Мускав мэрӗ Сергей Собянин, РФ Президенчӗн пресс-секретарӗ Дмитрий Песков. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
Ҫӗршывӑн тӗрлӗ регионӗнче пурӑнакан хастар чӑвашсем вилни пирки эпир ҫак кунсенче ҫине-ҫинех хыпарларӑмӑр. Халӗ тата тепӗр йӑхташӑмӑр пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Хальхинче — Мускавра пурӑннӑ Галина Кечайкина. Вӑл раштав уйӑхӗн 9-мӗшӗнчех куҫне хупнӑ. Хурлӑхлӑ хыпара Чӑваш культурин Мускаври обществи Фейсбукра халӗ пӗлтернӗ. Галина Николаевна ҫӗршывӑнтӗп хулинчи «Атӑл» чӑваш хорне ҫӳренӗ. Ансамбле пуҫарнӑ хыҫҫӑнхи малтанхи кунсенченех унта юрланӑ. Ялан хаваслӑ пулнипе, ҫынна ырӑ суннипе, пулӑшма хатӗррипе уйрӑлса тӑнӑ. Хора ҫӳрекенсене чӑваш наци тумне хатӗрлеме тата юсаса ҫӗнетме пулӑшнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
Красноярск тӑрӑхӗнчи чӑвашсен автономийӗн ертӳҫи Геннадий Храмов хӑйсем патӗнчи хастар йӑхташ Валентина Разманова вилнӗ пирки Фейсбукра хурланса пӗлтернӗ. Валентина Разманова 1944 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Чӑваш Енри Вӑрмар районӗнчи Карӑкҫырминче ҫуралнӑ. 1991 ҫултанпа вӑл Красноярск тӑрӑхӗнчи чӑвашсен автономийӗн правленицӗн пайташӗ, правлени ертӳҫин ҫумӗ, 2001 ҫултанпа Красноярскри наципе культура автономийӗн вице-президенчӗ пулнӑ. Асӑннӑ тӑрӑхри чӑвашсене пӗрлештерес тесе нумай тӑрӑшнӑ. Тӗрлӗ районпа хулари чӑвашсене тӑван тӑрӑхпа ҫыхӑну тыттарассишӗн ҫине тӑнӑ. Шупашкарта иртекен чӑвашсен съездне ӑна делегата темиҫе те суйланӑ. Вӑлах «Акатуй», «Чӳклеме» уявӗсене, ӳкерчӗксен, наци апат-ҫимӗҫӗн, чӑваш тумӗн куравӗсене куравӗсене йӗркеленӗ. Красноярски хастар чӑваш тӗрлӗ Тав ҫырӑвне, Хисеп грамотине тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӑсӑклӑ
Раҫҫейре
Эпир сирӗнпе нумай пулмасть Бутан ҫӗршывӗнчи Кури Чу юханшывӗ хӗррипе ҫӳресе куртӑмӑр. Паян вара Тула облаҫӗнчи Песковатски ялне ҫитсе пӑхӑпӑр. Енчен те инҫетри Монграна эпир ӑнсӑртран лекрӗмӗр пулсан — кунта вара ятарласа ҫул тытрӑмӑр. Мӗн сӑлтавпа тетӗр-и? Ара, хальхи вӑхӑтра эпир Василий Смирнов ҫырнӑ «Саша Чекалин» повеҫе мӑшӑрлатпӑр. Унта вара вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче пуҫне хунӑ 16 ҫулхи ҫамрӑк каччӑ пирки ҫырса кӑтартнӑ. Александр Павлович шӑп та шай ҫак ялта, Песковатски (выр. Песковатское) ятлинче, ҫуралнӑ та. Малтанах ку яла Яндекс картти тӑрӑх ҫитме май пулӗ тесе шутларӑмӑр та, шел те вӗсен машинисем ҫак инҫетри яла килсе каяйман. Ирӗксӗрех Google картти ҫине пӑхма тиврӗ — кусен аппаратури вара кунта пулнӑ. Яла кӗнӗ май мӗн куҫа курӑнать? Чи малтанах, Р92 ятлӑ ҫула хунарсемпе ҫутатнӑ, ҫулӗ такӑр, шӑтӑк-путӑк ҫук (Бутанри ҫула саплани курӑнатчӗ). Тата, паллах, йӑмрасем. |
Раҫҫейре
Инҫет ҫыхӑну мелӗпе ӗҫлесси ҫинчен калакан федераци саккунӗ 2021 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн вӑя кӗрӗ. Халӗ ку виҫене РФ Ӗҫ кодексӗнче пӑхса хӑварнӑ. «Дистанци мелӗпе ӗҫлесси» тата «аякран ӗҫлесси» тенисем малашне синонимсем пулса тӑрӗҫ. «Российская газета» пӗлтернӗ тӑрӑх, дистанци мелӗпе ӗҫлени виҫӗ категорирен тӑрӗ. Пӗрремӗшӗ — дистанци мелӗпе ялан ӗҫлени. Иккӗмӗшӗ — вӑхӑтлӑха дистанци мелӗпе ӗҫлени. Виҫҫӗмӗшӗ — дистанци мелӗпе тапхӑрпа ӗҫлени. Ялан инҫет ҫыхӑну мелӗпе ӗҫлекене ытти ҫынна евӗрех 28 кунран кая мар отпуск памалла, вӑхӑтлӑх инҫет мел ҫине куҫарасан та кану графикӗ предприятире ҫирӗплетнӗ евӗр пулмалла. Ҫын инҫет мел ҫыхӑнӑвӗпе ялан е вӑхӑтлӑх ӗҫлесен те ӑна кирлӗ ӗҫ хатӗрӗсемпе (ноутбукпа, планшетпа, телефонпа, телефон ҫыхӑнӑвӗпе т.ыт.те) организацин хӑйӗн тивӗҫтермелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (31.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Чӑваш АССР Конституцине йышӑннӑ. | ||
| Павловская Ангелина Ивановна, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Николай Васильевич, актёр ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |