Раҫҫейре
![]() o-krohe.ru сайри сӑн Кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнче республикӑра чи пӗрремӗш ҫуралнӑ ачасем – арҫын ачасем. Пӗри ирхи 4 сехет те 2 минутра, тепри 7 сехет те 55 минутра ҫут тӗнчене килнӗ. Иккӗшӗ те – ҫемьери пӗрремӗш ачасем. Вӗсем Хулари 1-мӗш клиника пульницин пепкелӗх центрӗнче ҫуралнӑ. 2020 ҫулта юлашкинчен ҫуралнӑ ача та ҫак пепкелӗх центрӗнче ҫут тӗнчене килнӗ. Вӑл та арҫын ача. Пепке раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗнче 20 сехетре ҫуралнӑ. Тухтӑрсем каланӑ тӑрӑх, амӑшӗсем те, ачисем те хӑйсене лайӑхах туяҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Раштав уйӑхӗн 25-мӗшӗнче «Пацанки» телекӑларӑмӑн 5-мӗш тапхӑрне пӗтӗмлетнӗ. «Пятница» телеканалпа пыракан ҫак кӑларӑма Шупашкар хӗрӗ хутшӑннӑ. Пиллӗкмӗш тапхӑрта ҫӗнтерессишӗн тӑватӑ хӗр ӑмӑртнӑ. Вӗсенчен пӗри — 22 ҫулти Костья Купер. Вӑл иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Ӑна вӗреннишӗн тӳлеме 250 пин тенкӗлӗх сертификат панӑ. Ҫӑмӑл мар шӑпаллӑ хӗрсем проектра виҫӗ уйӑх пулнӑ. Ҫав вӑхӑтра вӗсен хӑйсен киревсӗр тыткаларӑшне пӑрахӑҫлама, сиенлӗ йӑласемпе сывпуллашма тивнӗ. Ҫӗнӗлле пурӑнас ҫул ҫине пурте тухаймаҫҫӗ. Костья вара финала ҫитнӗ. Малашне вӑл ҫӗнӗлле пурӑнма ӗмӗтленет Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() olegmakarenko.ru сайтри сӑн Ҫитес ҫултан Раҫҫейре амӑшӗн капиталӗ ӳсӗ. Кун пирки ӗнер РФ премьер-министрӗ Татьяна Голикова пӗлтернӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, 2021 ҫулта капитала 1 миллион ытла ҫемье илӗ. Кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн ҫуралнӑ пӗрремӗш ачашӑн 466 пин тенкӗ параҫҫӗ. Иккӗмӗш ача ҫуралсан ун ҫумне 150 пин тенкӗ хушӑнать. Ҫитес ҫултан пӗрремӗш ачашӑн паракан амӑшӗн капиталӗ 483 пин тенкӗ пулӗ, иккӗмӗш ача ҫуралсан 639 пин тенкӗ парӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Чӑваш Енри хӗр Пӗтӗм Раҫсейри конкурсра ҫӗнтернӗ. Ача-пӑчапа ҫамрӑксен общество организацийӗсен ертӳҫисен «Лидер XXI века» (чӑв. XXI ӗмӗрти ертӳҫӗ) ӑмӑртӑвӗн куҫӑн тапхӑрӗ раштав уйӑхӗн 19-22-мӗшӗсенче иртнӗ. «Ҫамрӑксен общество пӗрлешӗвӗсен 24 ҫултан пуҫласа 30 ҫулчченхи ертӳҫисем» номинацире Александра Рыбакова ҫӗнтернӗ. Вӑл — Раҫҫейри студентсен отрячӗсен Чӑваш Енри уйрӑмӗн «Звездный» отрячӗн пайташӗ. Ҫӗршыври конкурса Федерацин ҫамрӑксемпе ӗҫлекен агентстви, Раҫҫейри ача-пӑчапа ҫамрӑксен центрӗ, Раҫҫейри шкул ачисен юхӑмӗ йӗркеленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() «Роскосмосра» паллӑ ҫынна е пӗлтерӗшлӗ пулӑма халалласа ракетӑсене ят парасси йӑлара. Вӗсенчен пӗрине чӑвашсен пӗрремӗш космонавтне Андриян Николаева халалласа ят панӑ. Ӑна ҫитес вӑхӑтра космоса яма палӑртнӑ. «Роскосмосӑн» тӗп директорӗпе Дмитрий Рогозинпа калаҫса татӑлнӑ ӗнтӗ. Кун пирки ЧР Элтеперӗ Олег Николаев «Ют ҫӗршывсенчи чӑваш культурин кунӗсем» онлайн-марафонра интервью панӑ чухне пӗлтернӗ. Ракета-носителе раштав уйӑхӗнче вӗҫтерме пултарӗҫ. Май килмесен – ҫитес ҫул. Олег Николаев ҫитес вӑхӑтра Шуршӑлти Андриян Николаев ячӗллӗ космонавтика музейне юсаса ҫӗнетесси пирки те аса илтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Раҫҫейре иртнӗ «Моё село» (чӑв. Манӑн ял) конкурс ҫӗнтерӳҫисене хавхалантарнӑ. Кун пирки РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Николай Малов ӗнер Фейсбукра пӗлтернӗ. Вӑл хыпарланӑ тӑрӑх, ҫӗнтерӳҫӗсене республикӑн Патшалӑх Канашӗн депутачӗпе Сергей Павловпа чысланӑ. «Манӑн юратнӑ ялӑм» номинацире Гелфия Зейдулина ҫӗнтернӗ. Вӑл Комсомольски районӗнчи Чӗчкен шкулӗнче вырӑс чӗлхипе литератури вӗрентет. Конкурса тӑратнӑ «Ҫумӑр хыҫҫӑн. Чӗчкен ҫийӗнчи асамат кӗперӗ» иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Гелфия Ильдизяровнӑна фотоаппарат парнеленӗ. Конкурса «Ял ҫемйин сӑнӗ» номинацие ӗҫ тӑратнӑшӑн Красноармейски районӗнчи Александр Терентьев усламҫа тата «Хресченӗн пултаруллӑ ӗҫӗ» енӗпе хутшӑннӑшӑн Вӑрмар районӗнчи Чӑлкассинчи шкулти чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Елена Семёновӑна дипломпа хавхалантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() unian.net сайтри сӑн Паян РФ Президенчӗ Владимир Путин пресс-конференци ирттернӗ. Вӑл 5 сехетех тӑсӑлнӑ. Юлашкинчен Владимир Владимирович ҫӗршыври ҫемьесене Ҫӗнӗ ҫул умӗн парне тӑвассине пӗлтернӗ. Президент каланӑ тарӑх, 7 ҫул тултарман ачасемшӗн Ҫӗнӗ ҫулччен 5 пин тенкӗ куҫарса парӗҫ. Ӑна унчченхи пекех, 10 пин тенкӗ панӑ пек, куҫарса парӗҫ. «Эпир калаҫса татӑлтӑмӑр, эпир – ҫӗршыв, патшалӑх – пирӗн ачасене парне тӑвӑпӑр. Пысӑках мар. Ҫапах 7 ҫул тултарман ачасемшӗн 5 пин тенкӗ парӑпӑр», - тенӗ Владимир Путин пресс-конференцире. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнченпе раштав уйӑхӗн 15-мӗшӗччен Чӑваш Ен Элтеперӗн Олег Николаевӑн ятне 87 430 хутчен асӑннӑ. Раҫҫейӗн массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче асӑннин медиарейтингӗнче Олег Николаев 39-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Ку кӑтартусене «Медиалогия» тӗпчев компанийӗн сайтӗнче вырнаҫтарнӑ. Танлаштарӑма хатӗрленӗ чух ҫӗршыври 60 пин ытла МИХра: телекуравра, радиора, хаҫатсемпе интернет-кӑларӑмсенче хыпарланине шута илнӗ. Рейтингра ҫӳлти йӗркере — ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин, Раҫҫей премьер-министрӗ Михаил Мишустин, Мускав мэрӗ Сергей Собянин, РФ Президенчӗн пресс-секретарӗ Дмитрий Песков. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Ҫӗршывӑн тӗрлӗ регионӗнче пурӑнакан хастар чӑвашсем вилни пирки эпир ҫак кунсенче ҫине-ҫинех хыпарларӑмӑр. Халӗ тата тепӗр йӑхташӑмӑр пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Хальхинче — Мускавра пурӑннӑ Галина Кечайкина. Вӑл раштав уйӑхӗн 9-мӗшӗнчех куҫне хупнӑ. Хурлӑхлӑ хыпара Чӑваш культурин Мускаври обществи Фейсбукра халӗ пӗлтернӗ. Галина Николаевна ҫӗршывӑнтӗп хулинчи «Атӑл» чӑваш хорне ҫӳренӗ. Ансамбле пуҫарнӑ хыҫҫӑнхи малтанхи кунсенченех унта юрланӑ. Ялан хаваслӑ пулнипе, ҫынна ырӑ суннипе, пулӑшма хатӗррипе уйрӑлса тӑнӑ. Хора ҫӳрекенсене чӑваш наци тумне хатӗрлеме тата юсаса ҫӗнетме пулӑшнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Красноярск тӑрӑхӗнчи чӑвашсен автономийӗн ертӳҫи Геннадий Храмов хӑйсем патӗнчи хастар йӑхташ Валентина Разманова вилнӗ пирки Фейсбукра хурланса пӗлтернӗ. Валентина Разманова 1944 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Чӑваш Енри Вӑрмар районӗнчи Карӑкҫырминче ҫуралнӑ. 1991 ҫултанпа вӑл Красноярск тӑрӑхӗнчи чӑвашсен автономийӗн правленицӗн пайташӗ, правлени ертӳҫин ҫумӗ, 2001 ҫултанпа Красноярскри наципе культура автономийӗн вице-президенчӗ пулнӑ. Асӑннӑ тӑрӑхри чӑвашсене пӗрлештерес тесе нумай тӑрӑшнӑ. Тӗрлӗ районпа хулари чӑвашсене тӑван тӑрӑхпа ҫыхӑну тыттарассишӗн ҫине тӑнӑ. Шупашкарта иртекен чӑвашсен съездне ӑна делегата темиҫе те суйланӑ. Вӑлах «Акатуй», «Чӳклеме» уявӗсене, ӳкерчӗксен, наци апат-ҫимӗҫӗн, чӑваш тумӗн куравӗсене куравӗсене йӗркеленӗ. Красноярски хастар чӑваш тӗрлӗ Тав ҫырӑвне, Хисеп грамотине тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |