Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Кӑрлач уйӑхӗн 3-мӗшӗнче каҫхине Вӑрнар муниципаллӑ округӗнчи Кушар Юнтапа ялӗнче ҫурт ҫунса кайни пирки, унтан 10 ҫын ҫӑлӑнни ҫинчен пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: 9 ҫынна пульницӑна илсе ҫитернӗ. Вӗсен йышӗнче 5-12 ҫулсенчи виҫӗ ача, виҫӗ хӗрарӑм тата виҫӗ арҫын пулнӑ. Шел те, паян хурлӑхлӑ хыпар ҫитнӗ. Пульницӑра 54-ри тата 58 ҫулти арҫынсем вилнӗ. Ыттисем сипленеҫҫӗ-ха. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар газ баллонӗнчен газ тухнипе пулма пултарнӑ. Баллона малтан пушар вӑхӑтӗнче пӳртре пулнӑ ҫыннах илсе кӗнӗ. Экспертиза ирттерсен инкекӗн сӑлтавне ҫирӗплетӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Шупашкар хулинче пурӑнакан 14 ҫулти ача карас телефонӗ туянас тенӗ. Ӑна Ҫӗнӗ ҫулта ҫывӑх ҫыннисем укҫа парнеленӗ. Ача ҫав укҫапа ҫӗнӗ йышши телефонлӑ пулма ӗмӗтленнӗ. Смартфон сутасси ҫинчен калакан пӗлтерӗве каччӑ паллӑ мессенджерсенчен пӗринче асӑрханӑ. Ун пек телефон 100 пин тенкӗ ытла тӑрать. Пӗлтерӳре телефона 10 пинрен те йӳнӗрехпе туянма май пуррине пӗлтернӗ. Ача Ҫӗнӗ ҫулта хӑйне парнеленӗ укҫана, 11 пин тенке, куҫарса панӑ. Анах унтан татах укҫа ыйтнӑ. Каччӑ хӑйне улталанине ӑнланса илнӗ хыҫҫӑн пакунлисенчен пулӑшу ыйтнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
@batyrevosos каналти сӑн Кӑрлач уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Патӑрьелте шкул автобусӗ ҫунса кайнӑ. Ку патӑрмах 2-мӗш шкулта пулнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, инкекре шар курнисем пулман. округра пурӑнакансем каланӑ тӑрӑх, шкул автобусӗ – ҫӗнӗскерех. Сӑмах май, юлашкинчен Патӑрьел муниципаллӑ округне шкул автобусӗсемпе раштав уйӑхӗн вӗҫӗнче тивӗҫтернӗ. Ҫав партири автобус ҫуннӑ-и е ҫук-и – пӗлтермен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Паян ирхи 3 сехетре Ҫӗрпӳ муниципаллӑ округӗнчи Михайловка ялӗнче пушар пулнӑ. Ҫулӑм ҫурт тӑррине тӗп тунӑ, шалти отделкӑна сиенлетнӗ. Пушара сӳнтерсен кил хуҫин виллине тупнӑ. Вӑл – 60 ҫулти арҫын. Палӑртса хӑварар: ҫулталӑк пуҫланнӑ кӑна-ха, республикӑра 41 пушар пулнӑ. Вӗсенче виҫӗ ҫын вилнӗ, 27 ҫынна ҫӑлма май килнӗ. 17 тӗслӗхре пушар кӑмака хутнӑ вӑхӑтра тухнӑ, 11 тӗслӗхре – электрохатӗрсемпе тӗрӗс усӑ курманран. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ Кӑрлач уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта 13 ҫулти хӗрачана машина ҫапса кайнӑ. Хӗрача 19 сехетре хулари Парк урамӗнчи 35-мӗш ҫурт тӗлӗнче ҫуран ҫӳрекенсене каҫмалли вырӑнпа ҫул урлӑ каҫма тӑнӑ. Ҫав вӑхӑтра ун ҫине «Датсун» автомобиль пырса кӗнӗ. Унтан хӗрача «Лада Калина» машина ҫине сулӑнса кайнӑ. Пуҫне суранлатнӑ хӗрачана пульницӑна илсе кайнӑ. Ҫӑмӑл автомашинӑсен водителӗсене тӗрӗсленӗ те вӗсем урах пулни палӑрнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
ШӖМ тунӑ сӑн Паян 9 сехет те 35 минутра Муркаш муниципаллӑ округӗнче Юнкӑпуҫпа Москакасси ялӗсен хушшинче йывӑр тиевлӗ машина ҫаврӑнса ӳкнӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӗлепи облаҫӗнчи 58 ҫулти водитель «Шевроле крузпа» пынӑ чухне транспорта итлеттереймесӗр хирӗҫ ҫул ҫине тухса кайнӑ та «Форд» фургонпа ҫапӑннӑ. Грузовик ҫаврӑнса ӳкнӗ. Ҫӑмӑл машинӑра пулнӑ арҫын тата икӗ хӗрарӑм аманнӑ. Пӗр хӗрарӑма пульницӑна илсе кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Паян Шупашкарти Павлов мичман урамӗнчи 60-мӗш ҫуртра икӗ пӳлӗмлӗ хваттерте пушар тухнӑ. Унта диван ҫуннӑ. Шел те, инкекре пӗр ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Подъездра ҫӑра тӗтӗм сарӑлнӑ. Ҫалавҫӑсем пилӗк ҫынна урама тухма пулӑшнӑ. Халӗ пушар мӗнле майпа тухнине уҫӑмлатаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
ШӖМ тунӑ сӑн Кӑрлач уйӑхӗн 4-мӗшӗнче 15 сехет те 25 минутра Патӑрьел муниципаллӑ округӗнчи Ыхракасси ялӗ ҫывӑхӗнче «Ниссан Альмера» тата «Киа Оптима» ҫапӑннӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Ниссан» водителӗ, 23-ри арҫын, руле итлеттереймесӗр хирӗҫ ҫул ҫине тухса кайнӑ, унта тепӗр иномаркӑпа ҫапӑннӑ. «Киа» машинӑра пулнӑ 17 ҫулти хӗр аманнӑ. Ӑна медпулӑшу парсан киле янӑ. Халӗ Патшалӑх автоинспекцийӗн ӗҫченӗсем ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
club-bochka.ru сӑнӳкерчӗкӗ Арҫынсен пӗр ушкӑнӗ Ҫӗнӗ ҫула саунӑра хӗрарӑмсемпе кӗтсе илме ӗмӗтленнӗ. Унта вӗсем укҫалла ар ҫыхӑнӑвне кӗме килӗшекен хӗрарӑмсене чӗнсе илме палӑртнӑ. Анчах лешсем килмен. Тепӗр кунне арҫынсенчен пӗрин патне палламан ҫынсем шӑнкӑравлама тытӑнса кайнӑ. Хайхисем ҫакскерне вӗсене пула сайт йӗркеллӗ ӗҫлеме пӑрахнӑ тесе ӳпкеленӗ. Шупашкар ҫыннине тӑкака саплаштарма ыйтнӑ. Арҫынна ҫеҫ мар, унӑн ҫемйине те япӑх тӑвассипе хӑратнӑ. 40 ҫулти арҫын 2,5 миллиона яхӑн тенкӗ укҫа куҫарса панӑ. Анчах ун хыҫҫӑн та ӑна хӑратма пӑрахман. Ҫавӑн хыҫҫӑн арҫын йӗрке хуралҫисенчен пулӑшу ыйтнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
u-f.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ӗнер Ҫӗнӗ Шупашкарта пӗр водитель пакунлисенчен тарма хӑтланса ҫутӑ юпи ҫине пырса ҫапӑннӑ. Руль умӗнче урӑ мар ҫын пынине ҫынсем асӑрханӑ. Вӗсемех йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ. «Лада Икс Рей» автомобиль пакунлисенчен тарма хӑтланса Коммунистсен урамӗпе Промышленность урамӗ хӗресленнӗ ҫӗрте ҫутӑ юпи ҫине пырса тӑрӑннӑ. 35 ҫулти водитель ӳсӗр пулнӑ. 2022 ҫулта унӑн водитель правине туртса илнӗ, апла пулин те вӑл руль умне пӗрех ларнӑ. Арҫын тӗлӗшпе административлӑ ӗҫсем ҫеҫ мар, пуҫиле ӗҫ те пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Василий Давыдов-Анатри, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |