Пӑтӑрмахсем
![]() Прокуратура архивӗнчи сӑн Паян каҫхине Ҫӗнӗ Шупашкарта Винокуров урамӗнче 4 ҫулти хӗрача 5-мӗш хутри чӳречерен тухса ӳкнӗ. Халӗ вӑл реанимацире выртать. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ача хваттерте ачасемпе тата аслӑ тӑванӗпе пулнӑ. Асли ҫав вӑхӑтра тепӗр пӳлӗмре пулнӑ. Инкек вырӑнӗнчи ҫынсем каланӑ тӑрӑх, чӳрече кӑшт уҫӑ тӑнӑ, москитлӑ сетка ҫук. Вырӑна Ҫӗнӗ Шупашкар прокурорӗ Владимир Гришин ҫитнӗ. Прокуратура халӗ тӗрӗслев ирттерет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Следстви комитечӗ тунӑ сӑн Патӑрьел округӗнчи Ҫӗнӗ Ахпӳрт ялӗнче пурӑнакан арҫын савнине кӗвӗҫнипе чутах ҫунтарса яман. Ку пӑтӑрмах ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче пулнӑ. Ҫав кун арҫын 39 ҫулти савнийӗпе гаражра вӑрҫӑнса кайнӑ. Вӑл ӑна кӗвӗҫнӗ. Тарӑхса кайнӑскер ӑна бензин сапнӑ, шӑрпӑк чӗртсе вӗлерессипе хӑратнӑ. Телее, хӗрарӑм унӑн аллинчен вӗҫерӗнче тарма пултарнӑ. Палӑртмалла: нарӑс уйӑхӗнче вӑл савнийӗ патӗнче Патӑрьелте хваттерне вӑйпах кӗнӗ. Арҫынна тытса чарнӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() fedpress.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк Шупашкарти хӑна ҫурчӗсенчен пӗринче паян газ баллонӗ сирпӗннӗ. Асӑннӑ хӑна ҫурчӗ Ярославль урамӗнчи 23-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ. Вӑл 43 хӑна номерӗлле«Волга Премиум» хӑна ҫурчӗ. Инкек газ баллонӗ ҫурӑлса кайнипе ҫыхӑннӑ. Пӑтӑрмах пирки ятарлӑ службӑсене хыпар 12 сехет те 43 минутра ҫитнӗ. Пӑтӑрмах вырӑнне 11 техника тата 34 ҫын пырса ҫитнӗ. Инкеке пула 8 ҫын шар курнӑ. Вӗсем ҫав вӑхӑтра отелӗн ресторанӗнче пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Паян ҫӗрле Муркаш муниципаллӑ округӗнчи Патаккассинче пушар алхаснӑ. Ҫурт тӗппипех ҫунса кӗлленнӗ. Пушар пирки ҫур ҫӗр иртсен пӗлтернӗ. Пушарнӑйсем ҫулӑма кӳршӗ ҫуртсем ҫине куҫма паман. Шел те, 44 ҫулти кил хуҫи инкекрен ҫӑлӑнайман. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл, ахӑртнех, пирус туртнӑ, ҫулӑм ҫавӑнран тухма пултарнӑ. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 549 пушар пулнӑ, вӗсенче 32 ҫын вилнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() t.me/chuv_prok сӑнӳкерчӗкӗ Ҫӗмӗрле муниципаллӑ округӗнчи Мисчӗ ялӗнчи пушарта 15 ҫулти хӗрача пурнӑҫӗ татӑлнине Чӑваш халӑх сайчӗ унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер: инкек ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче пулнӑ. Халӗ ҫакӑ паллӑ. Икӗ хутлӑ кирпӗч ҫуртра 2022 ҫӳлтанпа нумай ачаллӑ ҫемье пурӑннӑ. Инкек вӑхӑтӗнче хӗрача килте пӗчченех пулнӑ. Пӑтӑрмах хыҫҫӑ яваплӑ службӑсем тӗрӗслев пуҫарнӑ. Ҫав шутра пушарпа техника суд экспертизи ирттерӗҫ. Вырӑнти прокуратура та тӗрӗслев пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() t.me/Alatyr_Bez_Paniki сӑнӳкерчӗкӗ Улатӑр районӗнче мотоциклпа ҫула тухнӑ арҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Пӑтӑрмах ҫу уйӑхӗн 24-мӗшӗнче «Улатӑр – Стемас» ҫул ҫинче пулса иртнӗ. Мотоциклиста кӗтмен ҫӗртен япӑх пулса кайнӑран вӑл транспорта чарса ӗлкӗрнӗ. Анчах, шел те, унӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Кун пирки «Алатырь без паники» Telegram-каналта пӗлтернӗ. Пурнӑҫӗ татӑлнӑ ҫын пирки урӑх нимӗн те пӗлтермен. Вӑл миҫере пулнине те, вилӗм сӑлтавне те кӗске хыпарта ҫырман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() ҪҪХПИ тунӑ сӑн Ҫу уйӑхӗн 24-мӗшӗнче 20 сехет те 15 минутра Хӗрлӗ Чутай округӗнчи Мучикасси ялӗнче «Санг Енг» машина «Лада Веста» ҫине пырса кӗнӗ. «Веста» рулӗ умӗнче ларнӑ 25 ҫулти хӗрарӑм вырӑнтах вилнӗ. Унӑн пассажирӗ, 9 ҫулти ача, аманнӑ, ӑна пульницӑна илсе кайнӑ. «Санг Енг» рулӗ умӗнче 44 ҫулти арҫын ларнӑ. Аварие курнӑ ҫынсем каланӑ тӑрӑх, вӑл ӳсӗр пулнӑ. Ӑна хӑйне те тухтӑрсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Паян кӑнтӑрла Ҫӗмӗрле округӗнчи Мисчӗ ялӗнче икӗ хутлӑ ҫурт ҫуннӑ. Пушарнӑйсем ҫитнӗ тӗле ҫулӑм пӗрремӗш хутри отделкана тата иккӗмӗш хута хӑпармалли картлашкана ярса илнӗ. Пушара сӳнтерекенсем иккӗмӗш хутра 15 ҫулти хӗрачана тупнӑ, ӑна тухтӑрсен аллине панӑ. Анчах, шел те, ӑна ҫӑлма май килмен - вӑл вилнӗ. 13 сехет те 2 минутра пушара сӳнтернӗ. Халӗ ҫулӑм мӗнрен тухнине тӗпчеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Ҫу уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Красноармейски округӗнчи Ыхракассинче пушар пулнӑ. Унта ҫулӑм ҫурта, сарая, ампара тӗп тунӑ. Пушар 130 тӑваткал метр лаптӑк ҫинче алхаснӑ. «Хӗрлӗ автан» ташлама пуҫлани пирки ҫӑлавҫӑсем патне каҫхи 6 сехетре хыпар ҫитнӗ. Шел те, кил хуҫи хӗрарӑмне, 92 ҫулти кинемее, ҫӑлма май килмен. Халӗ пушар мӗнрен тухнине тепчеҫҫӗ. Палӑртмалла: ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑра 532 пушар пулнӑ, вӗсенче 30 ҫын вилнӗ, 29 ҫын суранланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() ҪҪХПИ тунӑ сӑн Паян 12 сехет те 35 минутра Канашра авари пулнӑ. Васкавлӑ медпулӑшу тата «Лада Приора» ҫапӑннӑ. Аварире пиллӗкӗн аманнӑ, пӗр ҫын вилнӗ. Маланлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Приора» рулӗ умӗнче ларнӑ 18 ҫулти водитель сулахай еннелле пӑрӑннӑ чухне сигнализаципе пыракан васкавлӑ медпулӑшӑва ҫул паман. Медпулашу карети хӑяккӑн тӳннӗ. «Лада Приорӑн» пассажирӗ, хӗр, вилнӗ. Водительне пульницӑна илсе кайнӑ. Васкавлӑ медпулӑшури виҫӗ ҫын аманнӑ: 4-ри ача, 40-ри хӗрарӑм тата водитель. Вӗсене пульницӑна илсе ҫитернӗ. Палӑртмалла: юлашки ҫур ҫулта ҫак ҫӑмӑл машина пысӑк хӑвӑртлӑхпа пынине камерӑсем виҫӗ хутчен ӳкернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.06.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 18 - 20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Айдак Аркадий Павлович, паллӑ ҫӗрйӗркелӳҫӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |