Кӑҫалхи ака уйӑхӗн вӗҫӗнче Крыма ҫӗршывӑн тӗрлӗ хулинчен пуйӑспа ҫитме май килӗ. Маларах «Санкт-Петербург - Севастополь» тата «Мускав - Симферополь» маршрутсемпе пуйӑссем ҫӳреме тытӑннӑччӗ. «Таврия» пуйӑссемпе хальлӗхе 130 пин ҫын усӑ курнӑ та. Ҫӗнӗ направление пассажирсем кӑмӑлласа йышӑннине кура «Гранд Сервис Экспресс» компани ҫӗнӗ маршрутсем уҫма йышӑннӑ. «Таврия» пуйӑспа Симферополе Кисловодскран, Екатеринбургран тата Мурманскран ҫитме май килӗ.
«Екатеринбург - Симферополь» пуйӑс эрнере темиҫе хут ҫӳрӗ. Анчах кашнинче тӗрлӗ ҫулпа: ҫурҫӗр (Хусан, Канаш, Саранск, Пенза урлӑ — ҫул ҫинче 64 сехет те 15 минут иртӗ) тата кӑнтӑр (Челепир, Ӗпхӳ, Самар, Сарту тата Волгоград урлӑ — ҫул ҫинче 67 сехет те 35 минут иртӗ) маршрутпа. Пӗрремӗш состав ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче 22 сехет те 35 минутра Екатеринбургран (Самар урлӑ) ҫула тухӗ.