Хулара
Ыран, ҫӗртме уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, Шупашкарта Раҫҫей кунне халалласа Атӑл урлӑ ишессипе тупӑшӗҫ. Спортсменсен 2 ҫухрӑм та 200 метр парӑнтарма тивӗ. Анчах йӗркелӳҫӗсем халех асӑрхаттараҫҫӗ. Ӑмӑртӑва хутшӑнакан ҫыннӑн сивӗ шывра ишес енӗпе опыт пулмалла. Халӗ Атӑл шывӗ 15 градус таран кӑна ӑшӑннӑ вӗт. Шупашкарта Раҫҫей кунӗнче кунсӑр пуҫне чылай мероприяти ирттерме палӑртнӑ. Тӗп уяв Хӗрлӗ тӳремре иртӗ. Каҫхи 5 сехетре акцисемпе конкурссем иртӗҫ. 18 сехетре концерт пуҫланать. Куракансен умне вӗрсе каламалли инструмент оркестрӗ, хор, ташӑ тата вокал ушкӑнӗсем тухӗҫ. Йӗркелӳҫӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, уява 600 ытла артист тата волонтер хутшӑнӗ. Уявра ҫӗршыв гимнне пурте юрлӗҫ. Ҫав вӑхӑтра тӳпене ҫӗр-ҫӗр хӗрлӗ, кӑвак тата шурӑ хӑмпӑсем вӗҫтерӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкарта нумай функциллӗ тепӗр центр хута яма палӑртаҫҫӗ. Ӑна кӗске вӑхӑтра, ҫур ҫулта, туса пӗтермелле-мӗн. Нумай функциллӗ центр Шупашкарти Калинин районӗнче кӑҫал кӗркунне уҫӑлмалла. Халӗ Эгер бульварӗнче техника ӗҫлет. 1500 тӑваткал метр лаптӑк ҫинче юпа уйӑхӗ тӗлне центр ҫӗкленмелле вӗт. Вӑл патшалӑх тата муниципалитет пулӑшӑвӗсене парӗ. Подрядчик фундамент яма тытӑннӑ ӗнтӗ. Анчах ҫурта хӑпартса лартиччен нумай ӗҫлеме тивӗ. Фундамент блокӗсене, канализацие, ҫыхӑнӑва, ӑшӑ пӑрӑхӗсене ҫурлан 1-мӗшӗ валли хурса пӗтересшӗн. Сӑмах май, халӗ Шупашкарта нумай функциллӗ икӗ центр ӗҫлет. Заявленисене 48 чӳречере ҫеҫ йышӑнаҫҫӗ. Ҫӗнӗ центр хута кайсан тепӗр 30 чӳрече хушӑнӗ. Нумай функциллӗ центра тумашкӑн 75 миллион тенкӗ кирлӗ. Укҫана республика, федераци, хула хыснисенчен уйӑраҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Атӑлӑн Шупашкарӑн Мускав районӗнчи ҫырӑнӗнчен кимӗсене тӗп хулан тепӗр районне, Гремячево текеннине, куҫарасшӑн. Кимӗсене ҫырана ҫирӗплетнӗ лартнӑ территорире лартма юраманни пирки ҫутҫанталӑка сыхлакан прокуратура та кимӗ хуҫисене пӗлтернӗ иккен. Унтан та ытларах — прокуратура кимӗсем Атӑлӑн ҫыранӗнче саккунлӑ мар майпа ларнине ҫирӗплетме суда та тавӑҫпа тухнӑ. Тӳре те тивӗҫлӗ йышӑну кӑларнӑ. Кунсӑр пуҫне Ҫутҫанталӑк министерстви, Строительство министерстви тата хула администрацийӗ кимӗ хуҫисене вӑл вырӑнтан куҫарасшӑн иккен. Кимӗ хуҫисем Гремячево тӑрӑхне куҫас килменнине депутатсенчен те пулӑшу ыйтаҫҫӗ иккен. Вӗсем Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашне ҫитнӗ. Гремячево текен района каяс килменнисем «Тӳрӗ кӑмӑллӑ Раҫҫей» партие тӗмсӗлеҫҫӗ иккен. Анчах саккунлӑ йышӑнӑва вӑл та пӑрахӑҫлаттараймӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Чӑваш Енре каллех мамонт шӑммине тупнӑ. Вӑл унӑн шӑлӗ тесе шутлаҫҫӗ. Ӑна Шупашкарти пӗр стройкӑра тупнӑ. Вӑл мамонт шӑлӗ пулнине малтанлӑха республикӑри паллӑ геолог каланӑ. Мамонт шӑлне тупнӑ вырӑнта ҫӗнӗ микрорайон хӑпартаҫҫӗ. Кӳлмекрен инҫех мар рабочисем хӑйӑр тултарнӑ чухне ун ӑшӗнче тӗлӗнмелле япала тупнӑ. Ҫав хӑйӑра юханшыв портӗнчен илсе килеҫҫӗ. Артур Филиппов каланӑ тӑрӑх, вӑл мамонтӑн е носорогӑн 20 сантиметрлӑ шӑлӗ евӗр. Прораб ӑна Чӑваш наци музейне илсе кайнӑ. Шупашкарти политехника институчӗн доценчӗ Анатолий Иванов та ку мамонтӑн шӑмми-шакки пулнине ҫирӗплетнӗ. Вӑл шӑла хӑш тӗлтре тупни пӗлтерӗшлӗ пулнине каланӑ. Атӑлпа Ҫавал хушшинчи хӑйӑр ӑшӗнче пулсан ку — тупнӑ 15-мӗш япала. Ку тӑрӑх мамонтсемшӗн капкӑн пулнӑ. Тен, унта ытти пайӗсене те тупма май пуррине палӑртаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Мария Соловьева тунӑ сӑн Ҫӗнӗ Шупашкарти «Тӗкӗрҫ ращи» культурӑпа кану центрӗнче мини-зоокӗтес уҫӑлнӑ. Унта ятарлӑ вольерсем лартнӑ, тӑватӑ пакша илсе килнӗ. Зоокӗтес паян, ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, уҫӑлнӑ. Ӑна уҫнӑ ҫӗре хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Олег Бирюков тата ытти тӳре-шара хутшӑннӑ. Ку — ҫӗнӗ шупашкарсемшӗн пысӑк савӑнӑҫ. Вольерсене хӑш чӗрчуна вырнаҫтарассине нумай шутланӑ. Кайран пакша яма шут тытнӑ. Ку — Ҫӗнӗ Шупашкар палли. Малашне унта чӗрчунсем хутшӑнасса пӗлтерет тӳре-шара. Уява килнӗ ачасем питӗ савӑннӑ. Хӑшӗ-пӗри пакшана вӑрттӑн та ачашлама пултарнӑ. Анчах малашне вӗсене тыттарма, ачашлаттарма чарӗҫ. Ку — чӗрчунсен тата ҫынсен хӑрушсӑрлӑхӗшӗн. Хӗлле вольерсене хӑтлӑлатӗҫ, ӑшӑрах тӑвӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкарта ҫӑва пулнӑ вырӑнта нумай хутлӑ ҫуртсем ҫӗклесе лартасшӑн иккен. Ярмарккӑ урамӗнчи масара авалхи пирки пӑрахӑҫа кӑларнӑ иккен. Анчах унта хӑйсен тӑванӗсене пытарнисем паян кунчченех кайса ҫӳреҫҫӗ имӗш. Масар вырӑнӗнче пурӑнмалли ҫурт хӑпартса лартас тенине хулара пурӑнакансенчен хӑшӗсем ӑнланмаҫҫӗ иккен. Ҫӑвапа юнашар территорири йывӑҫсене нумаях пулмасть касма пуҫланӑ-мӗн. Ун вырӑнӗнче 18 тата 25 хутлӑ нумай хваттерлӗ ҫуртсем туса лартасшӑн иккен. Шупашкарӑн тӗп пайне планланин тата межеванин проектне хула администрацийӗ ҫирӗплетнӗ имӗш. Хула администрацийӗн архитектурӑпа градостроительство сайтӗнче вырнаҫтарнӑ план тӑрӑх пӑхсан ҫӑва вырӑнӗ нумай хутлӑ ҫуртсен айне лекет иккен. Маларах ҫав вырӑнта, сӑмах май, Кнутиха ялӗ пулнӑ. Хастар ҫынсем кун пек стройкӑна хирӗҫ пулса строительство компанийӗ ҫав ҫӗр ҫинче ҫурт тума аукционта епле ҫӗнтернипе кӑсӑкланма тытӑннӑ. Унтан вӗсем монополипе кӗрешекенсем патне евитленӗ. Лешсем ҫӗре памалли аукциона ирттернӗ чух хула мэрийӗ кӑлтӑкпа ӗҫленине асӑрханӑ. Килӗшӳре 6–17 хутлӑ ҫуртсем хӑпартма ирӗк панӑ, застройщик проектӗнче 25 хутлӑ ҫуртсене те кӑтартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Ҫӗртмен 1-мӗшӗнче Шупашкарта ҫӗнӗ сквера савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫӗҫ. Раҫҫей Паттӑрӗ Игорь Петриков ячӗллӗ сквер Университет урамӗнчи 10-мӗш ҫурт умӗнче вырнаҫӗ. Ӑна 18 сехетре уҫӗҫ. Мероприятие Игорь Петриковӑн ашшӗ-амӑшӗ Анна Егоровна тата Анатолий Иванович хутшӑнӗҫ. Вӗсем ҫав микрорайонтах пурӑнаҫҫӗ. Ун чухне Алина Иванова спортменкӑпа хускану тӑвӗҫ, фитнес-аэробика федерацийӗ спорт номерӗ кӑтартӗ, кӑпӑклӑ хӑмпӑсем вӗҫтерӗҫ. Ҫавӑн пекех сывлӑх автобусӗ ӗҫлӗ. Халӗ сквера хӑтлӑлатса пӗтернӗ ӗнтӗ. Унта Шупашкарти строительство техникумӗн студенчӗсем тата «Зеленстрой» тӗмӗсем лартнӑ. Сквера ҫамрӑксене патриотлӑх воспитанийӗ парас, геройсене манӑҫтарас мар тӗллевпе уҫаҫҫӗ. Ун чухне Игорь Петрикова халалласа мини-футбол ирттерӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Прокуратура ыйтнипе суд «Автолайн» тулли мар яваплӑ обществӑна Шупашкарти 54-мӗш номерлӗ маршрутпа ҫӳреме чарнӑ. Шупашкарти Калинин район прокуратури нумаях пулмасть «Автолайн» тулли мар яваплӑ общество ҫак енӗпе йӗркене пӑснине асӑрханӑ. Шупашкар хулинче пассажирсене турттарассипе ятарлӑ йышӑну пур иккен. Унпа килӗшӳллӗн хулари маршрута пӗр-пӗр ҫынна париччен конкурс ирттермелле. Ун хыҫҫӑн хула администрацийӗ конкурс ҫӗнтерӳҫипе килӗшӳ тӑвать те ӑна маршрута тытса тӑма ирӗк парать. Пӗлтӗрхи пуш уйӑхӗнче ун пек килӗшӗве хула администрацийӗ «Крокус Авто» тулли мар яваплӑ обществӑпа тунӑ. Унта палӑртнӑ тӑрӑх хайхи обществӑн 54-мӗш маршрута тивӗҫтермелле пулнӑ. Анчах маршрут ҫинче «Автолайн» тулли мар яваплӑ обществӑн транспорчӗ хутланӑ. Ку вара йӗркене пӑсни пулать. Ҫапла вара «Автолайна» ҫав маршрут ҫинче ӗҫлеме чарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков Ҫимӗкре тата ваттисен кунӗнче транспорт мӗнлерех ҫӳресси пирки алӑ пуснӑ. Документпа килӗшӳллӗн ҫу уйӑхӗн 30–31-мӗшӗсенче ирхи 7 сехетрен пуҫласа каҫхи 7-ччен Шупашкарти Богдан Хмельницкий урамӗпе Ю.Фучик урамӗ таран, Карачура масарӗ патӗнчи чукун ҫул урлӑ каҫмалли вырӑн патне ҫити, пассажир автобусӗсене, пассажир тата тиев турттармалли ирӗк пур ҫӑмӑл таксисене, ятарлӑ транспорта ҫеҫ ҫӳреме ирӗк парӗҫ. Трансортсем Чукун ҫул вокзалӗ умӗнчи тӳремре тӑрӗҫ. «Чӑвашавтотранс» ертӳлӗхне 14-мӗш номерлӗ 40 автобусран кая мар, 10-мӗш номерлӗ 6 автобуса яхӑн, 249-мӗш номерлӗ 30 автобусран кая мар яма сӗннӗ. ЧР Транспорт министерстви ҫу уйӑхӗн 30–31-мӗшӗсенче 232-мӗш номерлӗ маршрутка (Явӑшри ҫӑвана ҫити каять) тата 331-мӗш маршуртка (Карачура масарӗ таран ҫитӗ) схемисене тӑсӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкарти «Шанхайра» пурӑнакансем ҫурт тӑвӑм компанийӗпе пӗр чӗлхе тупайманни — ҫивӗч ыйтусенчен пӗри. Икӗ ен ниепле те ҫураҫаймаҫҫӗ. Михаил Игнатьев ку ыйту тӗлӗшпе ӗҫлӗ тӗлпулу ирттернӗ. Михаил Васильевич «Шанхайри» лару-тӑрӑва хӑй тӗрӗслесе тӑма шантарнӑ. Ку кӑна мар. Элтепер чиновниксене ҫак ыйтӑва уҫӑмлатма, икӗ ене пӗр чӗлхе тупма пулӑшмашкӑн хушнӑ. Михаил Игнатьев микрорайонта пурӑнакансемпе, подряд организацийӗсен элчисемпе тӗл пулнӑ. Михаил Васильевич ҫынсемпе 5 сехете яхӑн калаҫнӑ. Вӑл палӑртнӑ тӑрӑх, лару-тӑрӑва виҫӗ енлӗ хирӗҫӳ йывӑрлатать. Вӑлах хула администрацийӗ ыйтӑва чылай вӑхӑт айккине сирсе хӑварнине палӑртнӑ. ЧР строительство министрне Олег Маркова ҫӑхавсемпе паллашма, Госстройнадзорпа пӗрле тӗрӗслев ирттерме, лару-тӑрӑва виҫӗ кунра уҫӑмлатса отчет тума хушнӑ. Фактсем ҫирӗпленсен подрядчикӑн йывӑр лару-тӑрӑва сирес тӗлӗшпе ӗҫлеме тивӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |