Пӑтӑрмахсем
nevadm.ru сайтри сӑн Паян, пуш уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, ирхи 5 сехетре Шупашкарта пӗр арҫын ҫӳллӗ хутран ӳкнӗ. Шел те, арҫын вилмеллех аманнӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ. Ку пӑтӑрмах хулари Хӗвеллӗ бульварта, «Солнечный» микрорайонта» пулнӑ. Ҫав ҫын пӗр 35 ҫулсенче. Арҫын 10-мӗш хутран ӳксен васкавлӑ медпулӑшу, полицейскисемпе ҫӑлавҫӑсем ҫитнӗ. Анчах ҫыннӑн пурнӑҫне ҫӑлма май пулман. Халӗ йӗрке хуралҫисем ку ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатас тӗлӗшпе ӗҫлеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
ulfishing.ru сайтри сӑн Паян ирхине Шупашкарти Ҫӗнӗ сала пляжӗнче, Атӑл ҫинче, чутах пулӑҫ путса вилмен. Юрать, ӑна ҫӑлма ӗлкӗрнӗ. Пулӑҫ ирхине Атӑл ҫине, ҫӳхе пӑр ҫине, тухнӑ. Пӑр катӑлса кайсан вӑл шыва кӗрсе ӳкнӗ. Вӑл путма пуҫлани пирки оперативлӑ дежурнӑй пулчӗ ҫине 6 сехет те 51 минутра ҫитнӗ. Кун пирки иртен-ҫӳрен шӑнкӑравласа пӗлтернӗ. Ҫӑлавҫӑсем аэроҫунапа вырӑна ҫитнӗ. Путма пуҫланӑ пулӑҫа вӗсем ҫӑлав станцине илсе ҫитернӗ, ӑна пӗрремӗш пулӑшу панӑ хыҫҫӑн тухтӑрсем илсе кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Шупашкар хулин депутатсен пухӑвӗн депутачӗ, Шупашкарти хула строительствипе хуҫалӑх техникумӗн директорӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнине Чӑваш халӑх сайчӗ унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Халӗ ун тӗлӗшпе тата ҫӗнӗ пуҫиле ӗҫсем тупӑннӑ. Техникум директорӗ арӑмӗпе Словенире учреждени шучӗпе каннине хыпарланӑччӗ-ха. Анчах ҫемье унта кӑна мар, Германие те кайнӑ иккен, хамӑр тӑрӑхри санаторире те сывлӑхне ҫирӗплетнӗ. Директорпа арӑмӗ каннишӗн кӑна техникум 640 пин тенкӗлӗх тӑкак курнӑ. Унсӑр пуҫне техникумра студентсене производство практики тесе ӗҫлеттернӗ. Хут ҫинче вара усламҫӑ юсав ирттернӗ пек ӑна укҫа куҫаранҫи тунӑ. Ытти кӑлтӑк та тӗпчев вӑхӑтӗнче ҫиеле тухнӑ. Халӗ пуҫиле ӗҫсене малалла тӗпчеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
bettingis-plus.ru сайтран илсе улӑштарнӑ сӑнӳкерчӗк Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫре пурӑнакан арҫын палламан ҫынпа туслашса улталаннӑ. Ҫакӑн пирки вӑл пакунлисене чун уҫнӑ. 34 ҫулти арҫын спорт матчӗ пуҫланичченех 20 пин тенкӗ выляса янӑ. Пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче Кӳкеҫ ҫынни палламан ҫынпа халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче ҫыру ҫӳретме тытӑннӑ. Ҫӗнӗ тус хӑйӗнпе Питӗр ҫынни тесе паллаштарнӑ. Тӗнче тетелӗнчи юлташсем спорт ӑмӑртӑвӗсене кӑмӑллаҫҫӗ иккен. Тата вӗсен тепӗр пӗр пеклӗх те тупӑннӑ. Спорт матчӗсем пуҫланиччен ставкӑсем тума кӑмӑллаҫҫӗ. Питӗрти тус Кӳкеҫ арҫыннине нарӑс уйӑхӗн вӗҫӗнче укҫа хывма сӗннӗ. Ку килӗшнӗ. Спортӑн хӑш тӗсӗ пирки те, епле ӑмӑрту тесе те ыйтса тӑман. Укҫа куҫарсанах ҫӗнӗ тус ҫухалнӑ. Виртуаллӑ тотализаторта улталаннӑ арҫын ҫӗнӗ тусне тупма пакунлисене ыйтнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Пурӑнма паман кӳршӗ карчӑкки Халь ҫывӑрма кӑна выртас тенӗччӗ — ман пата кӳршӗн ывӑлӗ, тӗрмере ларса тухнӑскер килсе кӗчӗ. Ман килхушшинче (хапхана питӗрместӗп-ха та) пирус туртса тӑрать. Унӑн амӑшӗ ҫине заявлени ҫырни пирки мана хӑратма пуҫларӗ. «Сан пӗтӗм ҫемйӳне тӗп тӑвӑп!» — тесе хӑмсарма пуҫласан, юрать-ха пӳрте кӗрсе тартӑм, алӑка ҫӑраҫҫипе питӗрсе илме ӗлкӗртӗм. Унччен маларах вӑл мана ҫак пирӗн урамри ҫурхи шывшӑнах вӑйлӑ хӗненӗччӗ, анчах эп вӑл вӑхӑтра ун ҫине заявлени ҫырмарӑм. Шеллерӗм (кайран ҫавах тӗрмене мансӑрах ӑсанчӗ-ха). Ман пуҫра халь пӗр ыйту кӑна: халь ҫак кӳршӗрен ман хӑраса пурӑнмалла-и? Ялан хапхапа пӳрт алӑккине питӗрсе пурӑнмалла-и? Унпа эп вӑй виҫейместӗп — ун чухлӗ ман вӑй ҫук. Ку ҫемье вара хӗнеме ҫеҫ мар, пӳрт-ҫурта та ҫунтарса яма пултараканскерсем… Ҫак лару-тӑрӑвӑн пӗтӗм айӑпӗ вара — Лапсар ял тӑрӑхӗн администраципе Шупашкар районӗн администрацийӗнче. Вӗсем ҫак ҫурхи шыв ыйтӑвне татса парас теменнипе ҫак хирӗҫӳ — ниме тӑман ҫурхи шыв ыйтӑвӗ — ҫын вӗлернипе те вӗҫленме пултарать. ХК: Полицине чӗнсе илтӗм-ха, вӗсем эпӗ каласа панине ҫырса илчӗҫ. |
Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Ҫак кунсенче Вӑрнар районӗнче пушар алхаснӑ. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑм пурӑнмалли ҫурта тӗп тунӑ. Иртнӗ ҫӗрле Кӗҫӗн Кипек кирпӗч ҫурта ҫулӑм ярса илнӗ. Ҫӑлавҫӑсем вырӑна часах ҫитнӗ. Вӗсем ҫулӑма юнашарти ҫурт-хуралтӑна куҫма паман. Ҫӑлавҫӑсем хӑвӑрт ӗҫленӗ пулин те пушар ҫуртӑн тӑррине, стенисене сиенлетнӗ. Халӗ специалистсем ҫулӑм ӑҫтан тухнине тӗпчеҫҫӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар ача-пӑча алхасӑвне пула тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
1-мӗш гимнази. Foto.cheb.ru сӑнӳкерчӗкӗ Паян Шупашкарти шкулсенчен пӗринче, 1-мӗш гимназире, 7-мӗш класра вӗренекен хӗрача вилнӗ. Пӑтӑрмах физкультура урокӗнче пулнӑ. Ача бассейнра тӑнне ҫухатнӑ. Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, физкультура учителӗ ачана шывран туртса кӑларса фельдшерпа пӗрле пӗрремӗш пулӑшу пама пикеннӗ. Ҫав вӑхӑтрах вӗсем васкавлӑ пулӑшу чӗнсе илнӗ. Тухтӑрсем 9 минутран ҫитнӗ. Вӗсем шкул ачин клиника вилӗмне палӑртнӑ. Вырӑна тухтӑрсем реанимаци бригадине чӗнсе илнӗ. Асӑннӑ бригада 7 минутран ҫитнӗ. Ачана ҫӑлас тесе шурӑ халатлисем 1 сехет ытла тӑрӑшсан та усси пулман. Инкек вырӑнне РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн тӗпчевҫисем ҫитнӗ. Халӗ вӗсем тӗпчев пуҫарнӑ. Вӗсем ачан шывра ишме юранипе юраманни таранах тӗрӗслӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
drive2.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарта пурӑнакан пилӗк ҫынна сӗрӗм тивнӗ. Кун пирки паян Чӑваш Ен Сывлӑх сыхлав министерстви хыпарланӑ. Республикӑн катастрофа медицинин тата васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн центрне усал хыпар пирки ирхине шӑнкӑравласа пӗлтернӗ. Инкек вырӑнне тухтӑрсем ҫийӗнчех васканӑ. Шар курнисем патне вӗсем 12 минутран ҫитсе те кӗнӗ. Шурӑ халатлисем пурне те вырӑнтах пӗрремӗш пулӑшу кӳнӗ. Инкеке лекнӗ пилӗк ҫынна васкавлӑ пулӑшу машинипе пульницӑна илсе кайнӑ. Вӗсен шутӗнче виҫӗ ача пулни паллӑ. Ачасене Хулари ача-пӑча клиника пульницине вырттарнӑ, аслисене — Васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн пульницине. «Ҫыхӑнура» форум уҫӑмлатнӑ тӑрӑх, инкек Шупашкарти Кӑнтӑр поселокӗнчи уйрӑм ҫын ҫуртӗнче пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
МЧС тунӑ сӑн Паян ҫур ҫӗр иртни 3 сехет те 22 минутра Владимир облаҫӗнчи Гороховец хулинчи Мускав урамӗнче авари пулнӑ – Чӑваш Енри микроавтобус пӑтӑрмаха ҫакланнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Мерседес» микроавтобусӑн рулӗ умӗнче ларнӑ арҫын (вӑл Чӑваш Енрен) светофор умӗнче тӑракан «Мерседес» грузовик ҫине пырса тӑрӑннӑ. Авари вӑхӑтӗнче салонра 16 ҫын пулнӑ. Вӗсем Мускаври стройкӑран Чулхулана килме тухнӑ. Аварире 14 ҫын суранланнӑ, 1 ҫын вилнӗ. Аманнисене Гороховецри пульницӑна ӑсатнӑ. Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатас тӗлӗшпе ӗҫлеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Шемалаковсен сӑнӳкерчӗкӗ Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Вӑрман Пилемӗч ялӗнче пурӑнакан ҫемье ҫуртсӑр тӑрса юлнӑ. Нинӑпа Владимир Шемалаковсем икӗ хутлӑ пӳртре кун кунланӑ. Шел те, кермен пек ҫурт ҫунса кӗлленнӗ. Нарӑс уйӑхӗн 28-мӗшӗнче ҫӗрле вӗсен кӳрши пирус туртма тухсан ҫулӑм тухнине асӑрханӑ. Вӑл пурне те вӑратнӑ. Кил хуҫисем урама ҫири тумпа чупса тухнӑ. Ҫурт йӑлтах тӗп тунӑ, нимӗн те илсе тухма май килмен. «Хунямапа хуняҫа чӗрӗ юлчӗҫ. Анчах нимӗн те ҫалаймарӑмӑр, ӗнесемсӗр пуҫне. Вӗсем мӗнпе ҫывӑрнӑ, ҫавӑнпа урама чупса тухнӑ», - каласа кӑтартнӑ Оксана Шемалакова. Халӗ вӗсем Нина ҫуралса ӳснӗ пӳртре пурӑнаҫҫӗ. Ҫулӑм ҫав каҫ вӑйлӑ алхаснӑ. Малтан сарайпа гаража сӳнтернӗ, унтан пӳрт ҫунма тытӑннӑ. Сарайӗнчен ӗнесемпе пӑрусене илсе тухнӑ, сысна, чӑхсем, кушаксем ҫунса кӗлленнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Скворцов Юрий Илларионович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |