|
Политика
![]() Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев ҫамрӑк пӗр блогерпа чӑвашла юрӑ юрланӑ. Кун пирки МАХри «Первый чувашский» каналта паян пӗлтернӗ. Тӳрех палӑртса хӑварар: пӗр-пӗр уявра е ӗҫкӗ-ҫикӗре мар. Ҫамрӑк блогер, видео тӑрӑх хакласан, республика Элтеперӗ патне интервью илме пынӑ. Ҫавӑн чухне чӑвашла юрланӑ. Олег Николаевпа блогер: «Ҫумӑр ҫӑвать, ҫумӑр ҫӑвать ман ҫине. Эп йӗпентӗм, эп йӗпентӗм ҫумӑрпа. Мӗншӗн-ха, савни, пӑхмастӑн ман ҫине? Эпӗ йӗпентӗм, йӗпентӗм ҫумӑрпа», — тесе юрланӑ. Куплета юрласа пӗтернӗ хыҫҫӑн хӗр-блогер Элтепере тав тесе калани илтӗнет, апла пулсан юрлама вӑл хӑй сӗннӗ курӑнать, Элтепер вара килӗшнӗ. Сӑмах май каласан, блогерсем хӑйсен блогӗсене ҫынсем ытларах пӑхчӑр тесе тем те туса кӑтартаҫҫӗ. Юрлани вара ҫынпа вӑрҫса-ҫапӑҫса ҫӳрени мар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Политика
![]() «Ҫыхӑнура» порталти сӑн Паян, юпа уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, ЧР культура министрӗ Светлана Каликова ӗҫрен кайни пирки пӗлтернӗччӗ. Хальлӗхе министр тивӗҫӗсене пурнаҫлама Надежда Павловӑна шаннӑ. Хушӑва ЧР Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ. Надежда Павлова – культура министрӗн ҫумӗ – йӗркелӳ ӗҫӗн пайӗн пуҫлӑхӗ. Документра палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл ырантан, юпа уйӑхӗн 10-мӗшӗнчен, ЧР культура министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлать. Аса илтерер: Светлана Каликова паян ӗҫрен хӑйӗн ирӗкӗпе кайнӑ. Вӑл – 55 ҫулта. Вӑл Михаил Игнатьев Элтепер пулнӑ чухне те политикӑра ӗҫленӗ. Вӑл Элтепер администрацийӗн пай пуҫлӑхӗ, ЧР информаци политикипе массӑллӑ коммуникацисен министрӗн ҫумӗ, Элтепер пресс-секретарӗ, Чӑваш кӗнеке издательствин директорӗ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Политика
![]() cap.ru сайтри сӑн ЧР культура министрӗ Светлана Каликова паян ӗҫрен кайнӑ. Хушӑва ЧР Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ. Хушу паян, юпа уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, вӑя кӗнӗ. Документра палӑртнӑ тӑрӑх, Светлана Каликова хӑйӗн ирӗкӗпе должноҫрен кайнӑ. Палӑртса хӑварар: Светлана Каликова – 55 ҫулта. Вӑл Михаил Игнатьев Элтепер пулнӑ чухне те политикӑра ӗҫленӗ. Вӑл Элтепер администрацийӗн пай пуҫлӑхӗ, ЧР информаци политикипе массӑллӑ коммуникацисен министрӗн ҫумӗ, Элтепер пресс-секретарӗ, Чӑваш кӗнеке издательствин директорӗ пулнӑ. Патшалӑх службинче Светлана Каликова – 2008 ҫултанпа. Хӑйӗн карьерине вара вырӑс чӗлхипе литература учителӗнчен пуҫланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Политика
![]() Патӑрьел округӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ Рудольф Селиванов тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе Патӑрьел районӗн судне пӑхса тухма ярса панӑ. Унпа пӗрле муниципалитет учрежденийӗн пӗр ӗҫченне суд тӑвӗҫ. Следстви версийӗ тӑрӑх, Рудольф Селиванов 2023-2025 ҫулсенче Патӑрьелти Канаш урамӗнчи авариллӗ ҫуртра пурӑнакансене куҫарас вырӑнне 14 миллиона яхӑн тенке администрацири пӳлӗмсене юсама янӑ, ҫав шутра – хӑйӗнне те. Кунсӑр пуҫне вӑл 2025 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗнче служба машинипе аварие лекнӗ, анчах яваплӑхран тата машинӑна юсассипе ҫыхӑннӑ расхутсенчен пӑрӑнас тесе шар курнӑ водителе айӑпа хӑйӗн ҫине илме ӳкӗте кӗртнӗ. Ҫавӑн пекех вӑл служба машини рулӗ умӗнче «ларнӑ» водителе тупнӑ. Кун хыҫҫӑн Рудольф Селиванов хушнипе администраци ӗҫченӗ ҫав ҫынна каярахри кунпа ӗҫе илнӗ. Страхлав компанийӗ валли те суя документсем хатӗрленӗ – тӑкак 400 пине яхӑн тенкӗпе танлашать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Политика
![]() Чӑваш парламенчӗн сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Патшалӑх Канашӗн ҫӗнӗрен суйланнӑ йышӗ председатель пулма Леонид Черкесовах шаннӑ. Вал унччен те депутат пулнӑччӗ, унччен те чӑваш парламенчӗн спикерӗ пулса ӗҫленӗччӗ. Председатель пулма халӗ те, пилӗк ҫула каяллахи евӗрех, виҫӗ кандидата сӗннӗ. Вӗсем: Леонид Черкесов, Александр Андреев тата Константин Степанов. Пуринчен ытла сасӑ пухса хальхинче те Леонид Ильич ҫӗнтернӗ. Леонид Черкесов 1966 ҫулта Ҫӗмӗрле районӗнчи Турхан ялӗнче ҫуралнӑ. И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче медицина факультетӗнче вӗреннӗ, 2005 ҫулта вара вӑл Патшалӑх службин Атӑл-Вятка академийӗнчен вӗренсе тухнӑ. Медицина наукисен кандидачӗ. Ӗҫ биографине вӑл Шупашкарти агрегат завочӗн поликлиникинчи фельдшертан пуҫланӑ, васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн больницинче хирург пулса ӗҫленӗ, кайран ӑна Шупашкарти 7-мӗш больницӑн тӗп врачӗ пулма шаннӑ. Ун хыҫҫӑн вӑл карьера картлашкипе ҫӳлелле самай хӑпарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Политика
![]() cap.ru сайтри сӑн Мӑкшӑ Республикинче финанс министрӗ пулнӑ Сергей Тюркин Чӑваш Енӗн финанс министрӗ пулӗ. Хушӑва ЧР Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ. Унччен, ҫурла уйӑхӗн 10-мӗшӗнченпе, вӑл ЧР финанс министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ. Сергей Тюркин Краснослободскра ҫуралнӑ. 2006 ҫултан пуҫласа 2019 ҫулччен Саранск администрацийӗнче ӗҫленӗ: тӗп специалист, пай заведующийӗн ҫумӗ, пуҫлӑх ҫумӗ, финанс управленийӗн пуҫлӑхӗ, финанс департаменчӗн директорӗ пулнӑ. 2019-2020 ҫулсенче Мӑкшӑ Республикин финанс министрӗн ҫумӗ пулнӑ. 2020 ҫултан пуҫласа 2026 ҫулччен вара ҫав республикӑрах финанс министрӗ пулнӑ. Аса илтерер: ЧР финанс министрӗ пулнӑ Михаил Ноздряков кӑҫал ака уйӑхӗнче хӑйӗн ирӗкӗпе ӗҫрен кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Политика
![]() cap.ru сайтри сӑн Ҫак кунсенче Чӑваш Енри суйлав комиссийӗ суйлавра парти списокӗпе кӗнӗ 22 депутат ячӗсене пӗлтернӗ. «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» 1. Черкесов Леонид Ильич 2. Егоров Радимир Федорович 3. Малов Николай Владимирович 4. Владимиров Николай Николаевич 5. Богданов Юрий Игоревич 6. Шалеев Станислав Евгеньевич 7. Карпунин Андрей Олегович 8. Маклыгин Алексей Юрьевич 9. Арсютов Дмитрий Геннадьевич 10. Кригер Владислав Валерьевич 11. Уруков Николай Юрьевич 12. Кузнецов Леонид Валерьевич 13. Гаврилов Павел Иванович КПРФ 14. Никитин Андрей Витальевич 15. Андреева Светлана Михайловна 16. Романов Игорь Владимирович 17. Андреев Александр Михайлович «Ҫӗнӗ ҫынсем» 18. Морозов Максим Викторович 19. Данилов Григорий Владиславович «Пенсионерсен партийӗ» 20. Ильин Владимир Дмитриевич ЛДПР 21. Степанов Константин Олегович «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» 22. Степанов Федор Михайлович Аса илтерер: ЧР Патшалӑх Канашӗн тата РФ Патшалӑх Думин суйлавӗ авӑн уйӑхӗн 18-20-мӗшӗсенче иртнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Политика
![]() ЧР Наци вулавӑшӗн директорне Роза Лизаковӑна отставкӑна янӑ. Хушӑва республика премьер-министрӗ Сергей Артамонов алӑ пуснӑ. Документра палӑртнӑ тӑрӑх, Роза Лизаковӑна должноҫрен паян, авӑн уйӑхӗн 21-мӗшӗнчен, кӑларнӑ. Палӑртса хӑварар: вӑл ЧР Наци вулавӑшне виҫӗ хутчен ертсе пынӑ – 2001-2002 ҫулсенче, 2012-2013 ҫулсенче тата халӗ, юлашкинчен, 2020-2026 ҫулсенче. Ҫавӑн пекех вӑл тӗрлӗ ҫулта ЧР Культура министерствинче ӗҫленӗ: 2002-2003 ҫулсенче культура министрӗн ҫумӗ,2004-2007 ҫулсенче культура тата ӳнер управленийӗн пуҫлӑхӗ, 2007-2008 ҫулсенче культура министрӗн ҫумӗ пулнӑ. Ҫавӑн пекех Роза Лизакова ЧР Культура министерствине икӗ хутчен ертсе пынӑ: 2008-2012 ҫулсенче, 2020 ҫулхи нарӑс-авӑн уйӑхӗсенче. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Политика
![]() cap.ru сайтри сӑн ЧР экономика министрӗн ҫумне Елена Кудановӑна должноҫрен кӑларнӑ. Хушӑва ЧР правительство председателӗ Сергей Артамонов авӑн уйӑхӗн 18-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. Документа тепӗр кунхине, авӑн уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, пичетленӗ. Палӑртса хӑварар: Елена Куданова экономика министрӗн ҫумӗнче 2025 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ. Унччен вӑл Чӑваш Респубикинчи Тӗрӗслевпе шутлав палатин сектор заведующийӗ пулнӑ. Сӑмах май, халӗ ЧР экономика министрӗн Лариса Рафиковӑн виҫӗ ҫум тӑрса юлнӑ: Дмитрий Бельцов, Сергей Федоров тата Александр Башков. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Политика
![]() max.ru/progorod21 сӑнӳкерчӗкӗ Паллӑ чӑваш юрӑҫисенчен пӗри, Сергей Петров, сцена ҫинче 20 ҫулхине уявлама хатӗрленет. Асӑннӑ юрӑҫ 2006 ҫулта «Сарā хēрача» хитпа палӑрнӑ. Аслӑрах ҫулхисем вӑл юрра илтнех пулӗ. 20 ҫулта артист виҫӗ альбом кӑларма ӗлкӗрнӗ, республикӑри тӗрлӗ района ҫитсе концерт кӑтартать. Хӑй вӑл Красноармейски районӗнче культура организаторӗ пулса тӑрӑшать. Пултаруллӑ ҫын пур енӗпе те пултаруллӑ теҫҫӗ те, Сергей Петров пирки те ҫавӑн пек калама пулать. Хитре юрлама пӗлнисӗр пуҫне вӑл картинӑсем те ӳкерет. Хӑй сцена ҫинче пулнине халалласа артист «20 лет на сцене!» (чӑв. Сцена ҫинче 20 ҫул) концерт кӑтартать. Ӑна вӑл Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура керменӗнче чӳк уйӑхӗн 6-мӗшӗнче иртӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
