Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -21.7 °C
Ҫӗнӗ тусна туп, киввине ан ман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Политика

Политика
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев хӗрарӑмсене ҫывхарса килекен уявпа саламланӑ. Мероприяти Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче иртнӗ. Унта нумай ачаллӑ амӑшӗсене, ҫамрӑк волонтёрсемпе общество организацийӗсен хастарӗсене йыхравланӑ.

Олег Николаев хӗрарӑмсене ырласа та мухтаса хитре ӑшӑ сӑмах каласа хавхалантарнӑ. Сцена ҫине тухнӑ юра-ташӑ ӑстисем те савӑк кӑмӑл парнеленӗ.

 

Политика
"На связи" форумри сӑн
"На связи" форумри сӑн

ЧР Элтеперӗн пресс-секретарьне Борис Краснова должноҫрен кӑларни пирки унччен пӗлтернӗччӗ. Вӑл халӗ мӗн ӗҫлесе пурӑнать? Кун пирки халӑх тӗтелӗнче пӗлтернӗ вӑл.

Борис Краснов И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче студентсене антикризис пиарӗ енӗпе вӗрентет. Вӑл хӑй те унта ют чӗлхесен факультетӗнче ӑс пухнӑ. Халӗ филологи, истори, управлени тата право факультетӗнче студентсене вӗрентет.

Сӑмах май, Борис Краснов Элтепер пресс-секретарӗнче 2021 ҫулхи ҫу уйӑхӗнченпе кӑҫалхи кӑрлаччен ӗҫленӗ.

 

Политика
toysi-sosh.chuvash.org сӑнӳкерчӗкӗ
toysi-sosh.chuvash.org сӑнӳкерчӗкӗ

Дмитрий Моисеева Чӑваш Енӗн патшалӑхӑн ветеринари службин ертӳҫин ҫумӗнчен хӑтарнӑ.

Дмитрий Иванович аслӑ пӗлӗве Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗнче (халӗ аграри университечӗ ушутланать) илнӗ. Унта вӑл бухгалтер учечӗ, анализ тата аудит енӗпе специалиста вӗренсе тухнӑ.

 

Политика
pg21.ru сӑнӳкерчӗкӗ
pg21.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енӗн ял хуҫалӑх министрне Сергей Артамонова Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн Председателӗн тивӗҫне пурнӑҫлама шаннӑ.

Кун пек йышӑнӑва Чӑваш Енӗн Конституцийӗн 72-мӗш статйипе килӗшӳллӗн алӑ пуснӑ. Сергей Геннадьевич унччен Председателӗн ҫумӗ пулнӑ.

Хушӑва Олег Николаев Элтепер нарӑс уйӑхӗн 28-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.

 

Политика
opchr21.ru сайтри сӑн
opchr21.ru сайтри сӑн

ЧР Элтеперӗн ҫамрӑксен политики енӗпе ӗҫлекен управленине халӗ урӑх ҫын ертсе пырать. Вӑл – Кирилл Лукин.

Унччен ку вырӑнта Иван Филиппов пулнӑ. Вӑл ятарлӑ ҫар операцине тухса кайнӑ, «Каскад» ГРОМ» пилотсӑр авиаци бригадинче ҫар тивӗҫне пурнӑҫлать. Кирилл унӑн ҫумӗ пулнӑ. Вӑл ку дожноҫе пӗлтӗр ҫу уйӑхӗнче ӗҫлеме килнӗ.

Кирилл Лукин «Сывӑ наци» общество организацийӗн председателӗ те пулнӑ.

 

Политика
pravdapfo.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк
pravdapfo.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк

«Справедливая Россия – Патриоты – За правду» (чӑв. Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей — Патриотсем — Чӑнлӑхшӑн) партин регионти уйрӑмӗн председателӗ Анатолий Аксаков Игорь Моляковпа Владислав Солдатова партирен кӑларттарасшӑн иккен. Аксаков шухӑшланӑ тӑрӑх, Моляковпа Солдатов парти тата Николаев ятне яраҫҫӗ. Суйлав ҫулӗнче ун пек туни пушшех те вырӑнлӑ мар тесе шухӑшлать иккен.

Хӑйӗнпе пӗр партире тӑракан ике депутата мандастӑр хӑварма ыйтса РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Анатолий Аксаков партин тӗп канашне ҫыру шӑрҫаланӑ-мӗн.

 

Политика
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

ЧР строительство министрӗ пулнӑ Михаил Коледа ЧР Элтеперне Олег Николаева суда панӑ. Тавӑҫа Шупашкарти Ленин районӗн судне нарӑсӑн 5-мӗшӗнче тӑратнӑ.

Михаил Коледа ӗҫрен кӑларса янипе мар, «шанчӑкран тухнӑ» тенипе суда панӑ. Аса илтерер: кӑрлачӑн 16-мӗшӗнче Олег Николаев Михаил Коледана шанӑҫран тухнӑ тесе ӗҫрен кӑларнӑ.

Суд ларӑвӗ ака уйӑхӗн 2-мӗшӗнче пулӗ.

 

Политика
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

ЧР ял хуҫалӑх министрӗн ҫумне Ольга Егоровӑна ӗҫрен кӑларнӑ. Хушӑва ЧР Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ.

Министр ҫумне ӗҫен мӗншӗн кӑларнине уҫӑмлатман.

Палӑртса хӑварар: Ольга Егоровӑна министр ҫумне 2023 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче ҫирӗплетнӗ.____

 

Политика

ЧР Элтеперӗн пресс-секретарьне Борис Краснова ӗҫрен кӑларни пирки унччен пӗлтернӗччӗ. Халӗ ку вырӑна ҫын шыраҫҫӗ.

Ваканси пирки «Раҫҫейри ӗҫ» федераци порталӗнче вырнаҫтарнӑ. Сӑмах май, 2021 ҫулта Элтепер валли HeadHunter рекрутер урлӑ шыранӑ. Чӑваш Ен Элтеперӗн пресс-секретарӗ вырӑнне килекен ҫынна 127-142 пин тенкӗ шалу шантарнӑ.

Ҫак вырӑна юриспруденци, филологи, истори, ют чӗлхесен, журналистика енӗпе аслӑ пӗлӳ илнӗ ҫынна шыраҫҫӗ. Граждан службинче е специальноҫпе ӗҫлесе 4 ҫултан сахал мар стаж пулмалла.

 

Политика
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

ЧР Патшалӑх Канашӗн сессийӗнче республика Элтеперӗ Олег Николаев отставкӑна каймасси пирки пӗлтернӗ. Аса илтерер: сесси ӗнер иртнӗ.

Олег Алексеевич хӑй каланӑ тӑрӑх, вӑл Раҫҫей Президенчӗн тата Чӑваш Енри халӑхӑн шанчӑкне тӳрре кӑларнӑ, малашне те вӑл ҫапла ӗҫлесшӗн.

Аса илтерер: Олег Николаевӑн срокӗ авӑн уйӑхӗнче тухать, ун чухне суйлав пулӗ.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, [11], 12, 13, 14, 15, 16, 17, 18, 19, 20, 21, ...178
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗр
Сурӑх: Хӑвӑрӑн ӗҫре чылай япалана улӑштарма тивӗ. Тӗрӗслӗхшӗн кӗрешнӗ чухне хирӗҫӳрен пӑрӑнӑр, вӑя перекетлӗр — каярахпа тӗрӗслӗх пулатех. Канмалли кунсенче чуна пырса тивекен калаҫусем ирттерме сӗнмеҫҫӗ, вӗсене каярах вӑхӑта хӑварӑр.

Кӑрлач, 26

1878
148
Гаврилова Агафья Гавриловна, чӑваш журналисчӗ, наци ирӗкӗшӗн кӗрешӳҫи ҫуралнӑ.
1890
136
Славолюбова Зоя Сергеевна, журналист, хӗрарӑмсен совет юхӑмне йӗркелекенни ҫуралнӑ.
1950
76
Мазяков Юрий Емельянович, чӑваш юрӑҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
кил-йышри арҫын
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа тарҫи
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем