Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Кӑнтӑра канма ҫӳреме юратакансемшӗн ку хыпар ыррисен йышшинченех мар.
«Nordwind Airlines» авиакомпани Шупашкартан Сочие вӗҫекен рейссене пӑрахӑҫлама йышӑннӑ. Хальлӗхе яланлӑхах мар-ха. Анчах утӑ уйӑхӗ валли.
Асӑннӑ компани самолечӗпе Сочие камйа палӑртнисене укҫана тавӑрса парассине пӗлтернӗ те ӗнтӗ. Е вӗсем Хусантан вӗҫсе кайма пултараҫҫӗ.
Авиакомпани Самар, Челепир, Чӗмпӗр тата Красноярск хулисенчен вӗҫекен рейссене те пӑрахӑҫланӑ.
Краснодар тӑрӑхне Чӑваш Енрен каяс текенсен «Победа» авиакомпани самолёчӗсемпе вӗҫсе кайма май пур. Асӑннӑ лоукостерӑн самолечӗсем тунтикунсерен, ытларикунсерен, юнкунсерен, кӗҫнерникунсерен, шӑматкунсерен тата вырсарникунсерен вӗҫеҫҫӗ. Самолет 14 сехет те 40 минутра вӗҫсе каять те Сочи хулине 18 сехет те 20 минутра ҫитет.
