Республикӑра
![]() Тунтикун Правительство ҫуртӗнче иртнӗ планеркӑра ЧР Элтеперӗ Олег Николаев республикӑна кӗнӗ ҫӗрте вырнаҫтарнӑ паллӑсем, стеллӑсем, ҫӗтӗк-ҫатӑк пулнӑшӑн кӑмӑлсӑрланнине палӑртнӑ. «Чӑваш Республикине кӗнӗ ҫӗрти «Чувашская Республика» палла улӑштарӑр тархасшӑн. Вӑл питӗ хитре мар курӑнать, ҫӗтӗк. Ҫӗнӗ дизайн кирлӗ тӗк тӑвӑр. Вӗсем нумай вӑхӑт ҫакӑнса тӑмалла пулччӑр», - тенӗ Олег Алексеевич. Элтепер ҫак стеллӑсем ҫул-йӗр ҫинчи хӑрушлӑха витӗм кӳменнине, ҫӑпах эстетика лайӑххи ҫул ҫинче ҫапах паха пулнине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() spectrum-telecom.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев республикӑри предприяти-организаци ертӳҫисене ҫынсен пӗр пайне инҫет ҫыхӑну мелӗпе ӗҫлеттерме сӗннӗ. Ку мелпе вӑл ҫынсене нарӑс уйӑхӗн 6-мӗшӗччен вӑй хуртарасшӑн. Асӑннӑ сӗнӳ пур организацие те пырса тивет, ҫав шутра — тӗрлӗ харпӑрлӑх формиллисемпе уйрӑм усламҫӑсене те. Ӗнер, кӑрлач уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, пирӗн республикӑра 235 ҫын кӑшӑлвирус инфекцийӗпе чирленине тупса палӑртнӑ. Иртнӗ талӑкра больницӑна сипленме вырттарнисен йышӗ 30 процент нумайланнӑ, килте сипленекеннисен — 50 процент. Республика ертӳҫи канашулсене май килнӗ таран инҫет ҫыхӑну мелӗпе ирттерме, массӑллӑ мероприятисене каярах вӑхӑта куҫарма хушнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() pravdapfo.ru сӑнӳкерчӗкӗ Кӑҫал Пичет кунне республикӑра пӗчӗк йышпа уявлама йышӑннӑ. Ку хыпара эпир тӗнче тетелӗнчи «Правда ПФО» хаҫатра Александр Белов журналист хыпарлани тӑрӑх пӗлтӗмӗр. «Пресса уявӗ пӑлханчӑк хумханупа тулнӑччӗ», — ҫапла ҫырнӑ Александр Белов. Массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче ӗҫлекенсене ҫитменнине тата хурлӑхлӑ скрипка сасси кӗтсе илнӗ. Республикӑри паллӑ журналист пӗлтернӗ тӑрӑх, пресса уявне республикӑн Правительство ҫуртӗнче пӗчӗк йышпа ирттерес тенин сӑлтавӗ паллӑ мар. Унта цифровизаци министрӗ Кристина Майнина, РФ Патшалӑх Думин депутачӗсем Анатолий Аксаков тата Алла Салаева, ЧР Патшалӑх канашӗн спикерӗ Леонид Черкесов, республика прокурорӗ Андрей Фомин тата Чӑваш Енри Хӗрарӑмсен канашӗн председателӗ Наталья Николаева тухса калаҫнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() news.myseldon.com сайтри сӑн Кӑҫал пӗр кун хисепӗсем питӗ илемлӗ курӑнаҫҫӗ: 22.02.2022. Ку нарӑс уйӑхӗн 22-мӗшӗ. Йӑлана кӗнӗ тӗрӑх, унашкал кунсенче пӗрлешекенсем нумай. Кӑҫал та ҫаплах. Нарӑс уйӑхӗн 22-мӗшӗнче республикӑра 91 мӑшӑр ҫемьеленӗ. Вӗсенчен 12-шӗ – Шупашкарта. Сӑмах май. Паян та хитре хисепсем: 22.01.2022. Паян та мӑшӑрланакансем самай пулнӑ. 42 хӗрпе каччӑ мӑшӑрланнӑ. Вӗсенчен 10-шӗ – Шупашкарта. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре Ҫӗнӗ ҫул каҫхине арҫын ҫухалнӑ. Унтанпа ун пирки нимӗн те пӗлмеҫҫӗ. Ку хыпара «Лиза Алерт» шырав отрячӗн ушкӑнӗнче вырнаҫтарнӑ. Ку хыпара ШӖМ те ҫирӗплетнӗ. 54 ҫулти Юрий Жигалев раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗнче ҫухалнӑ. Вӑл Куславкка районӗнчи Туканаш ялӗнче пурӑннӑ. Нимеҫӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, арҫын республикӑри кирек хӑш районта е хулара пулма пултарать. Вӑл 170 сантиметр ҫӳллӗш, имшер кӗлеткеллӗ, ҫӳҫӗ хура, шакла вырӑнсем пур, куҫӗ хӑмӑр. Килтен тухса кайнӑ чухне арҫын хура куртка тӑхӑннӑ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() pixabay.com сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енри организацисенче тӑрӑшакансене инҫет ҫыхӑну мелӗпе ӗҫлеттерсшӗн. Кун пирки оперштабӑн паян иртнӗ ларӑвӗнче сӑмах хускатнӑ. Капла тума республика ертӳҫм Олег Николаев ыйтнӑ. Ҫавна вӑл малтанах бизнес-пӗрлӗхсен ячӗпе каланӑ. Элтепер май килнӗ таран ытларах ҫынна килтен ӗҫлеттерме ыйтса каланӑ. Сахалтан та — ҫитес икӗ эрнере. Кӑшӑлвируспа чирлекенсем Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑн йышланнӑ иккен. Ҫынсем килте ӗҫлесе ларсан транспортра та халӑх сахалрах ҫӳрӗ. Халӑха турттаракан транспорт Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкарта епле ӗҫленине вара ЧР Транспорт министерствине ҫирӗпрех тӗрӗслесе тӑма хушнӑ. Автобуссене вӑхӑтра дезинфекцилемелле, пассажирсемпе водительсен маска тӑхӑнса ҫӳремелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() kubnews.ru сайтри сӑн Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи 36 ҫулти арҫын савнийӗпе вӑрҫӑнса кайнӑ тӗнче тетелӗнче хӗрсемпе паллашма тытӑннӑ. Вӑл паллашу сайтӗнче регистрациленнӗ. Анчах унта ултавҫӑ аллине ҫакланнӑ. Пӗр хӗрарӑм паллашнӑ-паллашман 2,5 пин тенкӗ кивҫен ыйтнӑ. Арҫын куҫарса панӑ. Тепӗр кун киви-енчӗке 50 пине яхӑн куҫарма ыйтнӑ. Укҫа хаклӑ йышши эмелсем илме, хӗрне сиплеме кирлӗ-мӗн. Кайран хӗрарӑм Шупашкарта тара илнӗ хваттершӗн 30 пин ыйтсан та арҫын иккӗленмен. Анчах хӗрарӑм унпа тӗл пулма килӗшменрен ҫыхӑну татӑлнӑ. Вӑл тепӗр хӗрпе паллашнӑ. Лешӗ ӑна хӑнана пыма шантарнӑ. Анчах ҫул тӑкакне саплаштарма, телефон номерӗ ҫине укҫа хума ыйтнӑ. Ҫӑпла вӑл ӑна 194 пине яхӑн куҫарса панӑ. Арҫын хӑйне улталанине ӑнлансан полицие кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() sobory.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Республикин Элтеперӗ Олег Николаев чиркӳре ӗҫлекенсене патшалӑх наградипе чыслама йышӑннӑ. Хушӑва вӑл паян, кӑрлач уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе Шупашкар районӗнчи Алькешри чиркӗвӗн протоиерейне Валерий Андреева тата Муркаш районӗнчи Кӗрекаҫ Ҫеҫмерти арҫынсен мӑнастирӗн настоятельне Антон Шитова (Феодосия игумен) чыслама палӑртнӑ. Чӑваш Республикин Хисеп хучӗпе Канаш районӗнчи Сиккассинчи чиркӗвӗн протоиерейне Александр Михайлова тата Шупашкарти Христос чӗрӗлӗвӗн чиркӗвӗн протоирейне Алексей Павлова хавхалантарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Халӑх тетелӗнчи сӑн 2012 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче Шупашкарта пурӑнакан Дмитрий Каруев Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей партин йышӑну пӳлӗмӗнче Владимир Путинӑна портретне, икӗ гвоздика вырнаҫтарнӑ. Унтан вӑл портрет ҫине сурнӑ. Ун чухне ӑна пуҫтахланнӑшӑн 15 талӑклӑха арестленӗ. Анчах Европӑри ҫынсен правине хӳтӗлекен суд ҫакӑ ҫыннӑн правине пӑсни тесе йышӑннӑ: кашнин хӑйӗн шухӑшне палӑртма ирӗк пур. Суд Шупашкарти арҫынна куншӑн 12400 евро памалла тесе йышӑннӑ. Ку 1 миллион тенкӗпе танлашать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Вӑрнар поселокӗнче каҫхи клубран айӑпланнисем валли пурӑнмалли общежити туса хунӑ. Унта арҫынсен тата хӗрарӑмсен ҫывӑрмалли блокӗсем пур. Ҫавӑн пекех кӗпе-йӗм ҫумалли пӳлӗм, тӗпел, хурал посчӗ пур. Суд приговора ӗҫлеттермелли мерӑпа улӑштарсан ҫав ҫынсене ку общежитие ярӗҫ. Вӗсем унта сӗт-ҫу савутӗнче тӑрӑшӗҫ. Айӑпланнисене официаллӑ майпах ӗҫе илеҫҫӗ. Вӗсене пӗр уйӑхра пурӑнма кирлӗ виҫерен сахалрах укҫа памӗҫ. Айӑпланнисем ӗҫ вырӑнӗнчен хӑйсем тӗллӗн каяймӗҫ. Ҫапах вӗсен отпуск пулӗ. Обжежитире видеокамерӑсем вырнаҫтарнӑ. Сӑмах май, кунашкал юсанмалли центр Улатӑр районӗнче пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.08.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Турхан Энтри, чӑваш вӗрентевҫи, историкӗ ҫуралнӑ. | ||
| Пушкӑрт Республикинче Авӑркаспа Паймак районӗсене йӗркеленӗ. | ||
| Эриванов Николай Лазаревич, чӑваш музыка фольклорне пухаканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Воронов Станислав Кириллович, генерал-лейтенант ҫуралнӑ. | ||
| Малышев Юрий Александрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |