Канаш районӗнчи пӗр ача пахчин заведующийӗ пулнӑ хӗрарӑма суд тунӑ. Ӑна тӗрмене хупмасӑр 1 ҫул та 3 уйӑхлӑха айӑпланӑ. Тӗрӗслев срокӗ – 2 ҫул.
Следстви пӗлтернӗ тӑрӑх, 2015 ҫулхи ака уйӑхӗнче вӑл ача пахчин заведующийӗ пулнӑ. Ун чухне вӑл хӑйӗн ывӑлне юсав тӑвакан рабочи пек ӗҫе вырнаҫтарнӑ. Анчах лешӗ ӗҫлемен, ҫав вӑхӑтран пуҫласа кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗччен шалу илсе тӑнӑ. Ку кӑна мар, премие те, ытти тӳлеве те тивӗҫнӗ.
Амӑшӗ вара ывӑлӗн счечӗпе усӑ курайнӑ, укҫипе хӑй пӗлнӗ пек тӑкакланӑ. Ҫапла вӑл республика хыснине 660 пин ытла тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ.