Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -5.7 °C
Ӑсмассерен аш турамӗ лекмест.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Ача-пӑча уйлӑхӗсенче канма путевка пама тытӑнӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 26.03.2022 00:08 | 828 хут пӑхнӑ
Республикӑра
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Паян, пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, республикӑри социаллӑ центрсенче йывӑр лару-тӑрури ҫемьесенче пурӑнакан ачасене уйлӑхсенче кантарма путёвкӑсем пама тытӑнӗҫ.

Чӑваш Енӗн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал тӗрлӗ мелпе 100 пин ытла ачана канма май туса парасшӑн. Стационарлӑ 14 уйлӑх, кӑнтӑрла канмалли 319 уйлӑх уҫма палӑртаҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне республикӑн Ӗҫ тата социаллӑ пулӑшу министерствин социаллӑ пулӑшу паракан центрӗсем ҫумӗнче 14 уйлӑх ӗҫлӗ.

Ачасене уйрӑм ҫынсен 3 уйлӑхӗ («Жемчужина Чувашии», «Салют», «Солнышко»), патшалӑхӑн 2 уйлӑхӗ («Белые камни», «Росинка» Минспорта Чувашии) тата муниципалитетсен 9 уйлӑхӗ («Берёзка», «Бригантина», «Волна», «Звездный», «Звездочка», «Космонавт», «Романтика», «Соснячок», «Янтарный») йышӑнӗҫ.

Эпидемиологи енчен лару-тӑру йӗркеллех пулсан уйлӑхсене ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен уҫӗҫ.

#уйлӑхсем, #ачасем, #кану, #Вӗренӳ министерстви

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 3757.05.4135
2022.03.26 09:51
Agabazar
Стансене «уйлăх» теес ăнтăлу ăçтан шăтса тухать? Мĕнлерех кунта логика?

Енчен те çынсене апла калаçтарасах тесен, шăкăл-шăкăл сÿтсе явни те кирлех. Мĕн чухлĕ ытларах сÿтсе яван, шанчăк çавăн чухлĕ пысăкрах.

Шăп! ларнипе ним те малалла каймасть.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем