Статистика
forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн Статистика акӑ мӗн кӑтартать: Чӑваш Енре пӗлтӗр ҫул ҫинче 39 чӗрчуна ҫапса хӑварнӑ. Кун пирки ЧР Ҫутҫанталӑк министерстви хыпарлать. Пӗлтӗр аварире 39 тискер чӗрчун вилнӗ. 24 тӗслӗхре аваришӗн айӑплӑ ҫынсем паллӑ, вӗсенчен сунарҫӑсен ресурсне кӳнӗ тӑкака шыраса илмелле пулнӑ. ОСАГО полисӗ пур тӑк ҫак тӑкака страхлав компанийӗ саплаштарать. Пӗлтӗр 29 чӗрчуна ҫул ҫинче ҫапса хӑварса пӗтӗмпе 1,5 миллион тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ. Палӑртмалла: ҫак йыша саккуна пӑснӑ сунарӑҫем кӳнӗ тӑкака та кӗртнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
yandex.ru сайтри сӑн Чӗрчунсен тӗнчине сыхлакан дирекци республикӑра ҫулталӑк пуҫланнӑранпа миҫе кашкӑр тытнине шутланӑ. Палӑртмалла: ытларах чухне сунарҫӑсем кашкӑрсене ушкӑнпа тытаҫҫӗ. Ҫулсерен ҫак чӗрчунсене Йӗпреҫ тата Вӑрнар районӗсенче переҫҫӗ. Кӑҫал ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре сунарҫӑсем 11 кашкӑр тытнӑ. Сунарҫӑсем Вӑрнар районӗнче – 5, Шӑмӑршӑ районӗнче - 3, Йӗпреҫ районӗнче – 2, Ҫӗмӗрле районӗнче 1 чӗрчуна тытнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
yandex.ru сайтри сӑн Шел те, Чӑваш Енре эрехпе наркӑмӑшланса вилекенсем ҫулсеренех пур. Пӗлтӗр, 2018 ҫулпа танлаштарсан, эрехе пула пурнӑҫран уйрӑлакансен йышӗ 2,1 процент ӳснӗ. Кун пирки Роспотребнадзор пӗлтерет. Чӑваш Енре эрехпе наркӑмӑшланакансен йышӗ ҫулталӑкра чакнӑ: 789 тӗслӗх пулнӑ, кӑтарту 618-а ҫитнӗ. Наркӑмӑшланакансен 79,5 проценчӗ – арҫынсем. Ку кӑна мар, 14 ҫула ҫитмен ачасен йышӗнче эрехпе наркӑмашланнӑ 41 тӗслӗхе шута илнӗ, ҫамрӑксен хушшинче – 10 тӗслӗх. Роспотребнадзор пӗлтернӗ тӑрӑх, 387 ҫын этанол ӗҫсе шар курнӑ, 201 ҫын паллӑ мар спиртпа аптӑранӑ. 27 ҫын вара метанолпа наркӑмӑшланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
rosbalt.ru сайтри сӑн ЧР Ӗҫлев министерствин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енре кӑҫал чухӑнлӑхпа кӗрешес ӗҫ малалла пырӗ. Ҫав вӑхӑтрах ҫакна та палӑртмалла: республикӑра чухӑнсен йышӗ чакнӑ, 8300 ҫын ку йышран тухнӑ. Ҫапах кунпа кӑна лӑпланасшӑн мар - ҫак ӗҫе вӑйлатма та палӑртнӑ. Чӑвашстат малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑра чухӑн пурӑнакансем сахалланнӑ. Кӑҫал шутланӑ тӑрӑх, 2018 ҫул вӗҫнелле чухӑнлӑх шайӗ, 2017 ҫулпа танлаштарсан, 0,6 процент чакнӑ, ку кӑтарту 17,8 процентпа танлашнӑ. Ҫапла майпа Чӑваш Енре 8300 ҫын лайӑхрах пурӑнма тытӑннӑ. Чухӑнсен йышӗнче хальлӗхе 219 пин ҫын шутланать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
yarodom.livejournal.com сайтри сӑн Раштав уйӑхӗн 12-мӗшӗнчен пуҫласа кӑрлачӑн 8-мӗшӗччен Шупашкара 16 пин ытла турист килсе курнӑ. Ку, унчченхи ҫулсемпе танлаштарсан, 10 процент нумайрах. Туристсем хулара вӑтамран 1-2 кун тытӑнса тӑнӑ, ҫапах хӑна ҫурчӗсенче вырӑнсем пулнӑ, вӗсем тулса ларман. Хула администрацийӗ палӑртнӑ тӑрӑх, кӑҫал Шупашкара, ытти ҫулхи пек, ытларах ушкӑнпа мар, пӗчченшерӗн-икшерӗн килнӗ. Ҫӳлерех асӑннӑ кунсенче пирӗн патра Мускавра, Питӗрте, Хусанта, Чулхулара, Пермьре, Кировра, Ярославльте, Костромара, Владимирта пурӑнакансем пулса курнӑ. Туристсене ытларах «Амазони» этнокомплекс килӗшнӗ. Унта уявӑн тӗп мероприятийӗсем иртнине палӑртмалла. Туристсем Анне палӑкӗ патне, Арбата та ҫитсе курнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
«Про Город» сайтран илнӗ сӑн Иртнӗ ҫулта республикӑра 715 мӑшӑрпа ЗАГСра нумай ҫул пӗрле пурӑннӑ ятпа саламланӑ. Вӗсенчен пӗр мӑшӑр пӗрле 71 ҫул кун кунлать. 507 мӑшӑр вара 50 е ытларах ҫул пӗрле пурӑнать. 208 мӑшӑр вара пӗрле 1-50 ҫула хыҫа хӑварнӑ. Елчӗк районӗнчи Аслӑ Елчӗк ялӗнче пурӑнакан Иванпа Венера Кассировсем пӗрлешнӗренпе 71 ҫул хыҫа юлнӑ. Вӗсем тӑватӑ ачана кун ҫути парнелесе воспитани панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
tayniymir.com сайтри сӑн Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре 125 ача ҫут тӗнчене килнӗ. Кун пирки ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Викторов Элтепер ирттернӗ канашлура пӗлетернӗ. Кӑҫал чи пӗрремӗш пепке тухтӑрсен ҫемйинче кун ҫути курнӑ. 3100 грамм таякан хӗрача кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнче 3 сехет те 55 минутра ҫуралнӑ. Министр каланӑ тӑрӑх, кӑҫал республикӑри пульницӑсене 6 пин ытла ҫын пулӑшу ыйтма килнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
ru.wikipedia.org сайтри сӑн Раҫҫейри хӑш хулара пурӑнакансем усал сӑмахпа калаҫма юратаҫҫӗ? Раҫҫей правительстви ҫумӗнчи финанс университечӗ ҫак ыйтӑва уҫӑмлатас тесе тӗпчев ирттернӗ. Вӗсем 250 пин ытла ҫын пурӑнакан хуласене тишкернӗ. Тӗпчевҫӗсем тӗрлӗ хулара пурӑнакансенчен ыйтса пӗлнӗ. Владивостокра, Нижневартовскра, Новосибирскра, Хабаровскра тата Сургутра пурӑнакансем усал сӑмахпа перкелешме юратаҫҫӗ-мӗн. Шупашкар кунашкаллисен йышне лекмен, пачах тепӗр май – пирӗн тӗп хуламӑр культурӑллӑ хуласен списокне кӗнӗ. Петрозаводскра, Вологдӑра, Питӗрте тата Химкинче пурӑнакансем те усал сӑмах калама юратмаҫҫӗ иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк Политика тата экономика коммуникацийӗсен федераци агентстви иртнӗ эрнере регионсен пуҫлӑхӗсем Инстаграмра хӑйсен страницисене мӗнле тытса пынине тишкернӗ. ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев ку тӗлӗшпе питӗ хастар: топ-10 списока лекнӗ. Михаил Васильевич 9-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Раштав уйӑхӗн 2-8-мӗшӗсенче вӑл 14 пост, 30 сторис хатӗрленӗ, анчах тӳрӗ эфира пӗр хутчен те тухман. Элтепер страницине 28 пин ҫын пӑхса тӑрать. Палӑртмалла: 85 пуҫлӑхран 65-шӗн Инстаграмра страница пур. Политика тата экономика коммуникацийӗсен федераци агентстви хатӗрленӗ танлаштарӑмра Астрахань облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ Игорь Бабушкин пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ, иккӗмӗш вырӑнта – Ханты-Манси автономи облаҫӗн пуслӑхӗ Наталья Комарова, виҫҫӗмӗш вырӑнта – Приморье крайӗн ертӳҫи Олег Кожемяко. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
kurortmag.ru сайтри сӑн Специалистсем Раҫҫейри санаторисене тӗпченӗ. Вӗсе Крымри, Кавказри тата Ставропольти Хура тинӗс хӗрринчи санаторисене ҫеҫ хаклав йышне кӗртмен. ТурСтат тата Санатории-России.рф путевкӑсене бронь тумалли сервис специалисчӗсем чӳк уйӑхӗнчи канӑва тишкерсе танлаштарӑм хатӗрленӗ. Раҫҫейри регионсенче кӗркуннехи санатори канӑвне чӳк уйӑхӗн 1-30-мӗшӗсенче путевкӑсем туяннине шута илсе хакланӑ. Танлаштарӑмра Чӑваш Енри санаторисем 20-мӗш вырӑн йышӑннӑ, путевкӑсен йӳнӗ хакӗпе вара – 2-мӗш вырӑнта. Пирӗн регионта санаторире канас пулсан пӗр талӑкра вӑтамран 2 пин тенкӗ кирлӗ. Кунта пурӑннӑ, апатланни, сипленни кӗреҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |