Статистика
visitvolga.ru сайтри сӑн Шупашкарӑн ҫитес ҫулсенчи социаллӑ аталану прогнозне тунӑ. Ҫак хисепе ӗненес тӗк, 2024 ҫулта Чӑваш Енӗн тӗп хулинче 519 пин ҫын пурӑнмалла. Кӑҫал Шупашкарта 507,6 пин ҫын пурӑннине палӑртнӑ, 2020 ҫулта - 510,2 пин ҫын, 2024 ҫулта 519,1 пин ҫын пурӑнмалла-мӗн. Чӑвашстат Шупашкар хула округне тата Шупашкал хулине уйӑрса ҫын шутне шутланӑ. Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне республикӑн тӗп хулинче 495 пин те 317 ҫын пурӑннӑ, хула округӗнче вара – 505 пин те 800 ҫын. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
mirpozitiva.ru сайтри сӑн Сирӗн кӳршӗсем ырӑ кӑмӑллӑ-и? Раҫҫейри Domofond.ru специалисчӗсем ҫакна тишкернӗ. Вӗсем пӗтӗмпе 200 хулари кӳршӗсене тӗпченӗ. Танлаштарӑмра Шупашкар 66-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Эппин, пирӗн патри кӳршӗсем ытлах ырӑ кӑмӑллӑ мар. Кун пек тӗпчеве пӗлтӗр те ирттернӗ. Кӑтарту кӑҫал улшӑнманпа пӗрех – 0,1 балл ҫеҫ пысӑкрах. Чи ырӑ кӑмӑллӑ кӳршӗсем Грозный хулинче, Томск облаҫӗнчи Северск хулинче, Калининград облаҫӗнчи Гурьевск хулинче пурӑнаҫҫӗ. Чи юлашки йӗркесене Якутск, Чӗлепи облаҫӗнчи Златоуст хули, Коми Республикинчи Воркута хули йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
cap.ru сайтри сӑн «Кӗпӗрнаттӑрсен наци танлаштарӑмӗ» пичетленнӗ. Хальхинче регионсен пуҫлӑхӗсен авӑн-юпа уйӑхӗсенчи ӗҫ-хӗлне хакланӑ. ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев танлаштарӑмра 7 йӗрке хӑпарнӑ. Унччен вӑл 67-мӗш йӗркере пулнӑ тӑк халӗ – 60-мӗш. Кӑҫал республикӑра ҫӗрулми ӑнса пулнӑ, тыр-пул та тухӑҫӗпе савӑнтарнӑ. Кунсӑр пуҫне республикӑна федераци хыснинчен 10 миллиард тенкӗ килнӗ. Ҫаксем Элтепере танлаштарӑмра ҫӳлелле хӑпарма пулӑшнӑ та. Аса илтерер: ҫитес ҫул республикӑра Элтепере суйламалла. Михаил Игнатьев ку пукана 2010 ҫултанпа йышӑнать. Экспертсен шухӑшӗпе, ҫитес суйлавра вӑл ку должноҫе йышӑнаймӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
kommersant.ru сайтри сӑн РИА Рейтинг эксперчӗсем чи пысӑк ӗҫ укҫиллӗ хуласен танлаштарӑмне хатӗрленӗ. Вӗсем кӑҫалхи пӗрремӗш ултӑ уйӑха шута илнӗ. Шалусене потребитель наборӗпе танлаштарнӑ. Кунта 28 тӑваткал метрлӑ хваттерте пурӑнакан пӗр ҫын ҫине 112 тавар (вӗсен йышӗнче - апат-ҫимӗҫ, транспортпа ҫӳрени, коммуналлӑ тӑкаксемшӗн тӳлени) кӗрет. Экспертсем палӑртнӑ тӑрӑх, Раҫҫейри 100 хуларан Шупашкар танлаштарӑмра 85-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Официаллӑ даннӑйсене ӗненес тӗк, Шупашкарта 2019 ҫулӑн пӗрремӗш ҫур ҫулӗнче вӑтам ӗҫ укҫи 30,3 тенкӗпе танлашнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
cap.ru сайтри сӑн. Патӑрьел районӗнчи 100 ҫул тултарнӑ Анна Агашева Паян – Ватӑ ҫынсен кунӗ. РФ Пенси фончӗн республикӑри уйрӑмӗ уяв тӗлне Чӑваш Енре 100 ҫул тултарнӑ миҫе ҫын пурӑннине шутланӑ. Паянхи кун тӗлне республикӑри 56 ҫын пӗр ӗмӗр хыҫа хӑварнӑ. Вӗсенчен 49-шӗ – хӗрарӑмсем. Статистика та ҫакнах ҫирӗплетет: хӗрарӑмсем ытларах пурӑнаҫҫӗ. Пӗтӗмпе республикӑра 80 ҫултан иртнӗ 44,3 пин ҫын пурӑнать, вӗсенчен 77,4 проценчӗ – хӗрарӑмсем. 5216 ҫын 90 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Танлаштармашкӑн: 2018 ҫулхи пуш уйӑхӗнче республикӑра 100 ҫул тултарнӑ 65 ҫул пурӑннӑ, вӗсенчен 62-шӗ хӗрарӑм пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
Чӑваш Енри тӳре-шара канашлать. gazeta1931.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре тӳре-шара шучӗ сахалланнӑ тесе ӗнентерет ЧР Элтеперӗн Администрацийӗн Патшалӑх граждан службин, кадр политикин тата патшалӑх наградисен управленийӗ. 2010 ҫултан пуҫласа пирӗн республикӑри служащисен йыш 401 ҫын таран чакнӑ иккен. Регионта пурӑнакан 1000 ҫын пуҫне пирӗн тӑрӑхра 1,12 тӳре-шара тивет. Ку кӑтарту Раҫҫей Федерацийӗн Атӑлҫи округӗсенчи чи пӗчӗк цифрӑсенчен пӗри-мӗн. Ҫав вӑхӑтрах опытлӑ тӳре-шара шучӗ ӳснине палӑртаҫҫӗ. 10 тата унран ытларах стажлисем хисепӗ 2015 ҫулта 8,4 процент пулнӑ пулсан, хале вӗсен йышӗ 50 процента ҫитнӗ. ЧР Элтеперӗн Администрацийӗн Патшалӑх граждан службин, кадр политикин тата патшалӑх наградисен управленийӗнче ҫакна тӳре-шарана профессионализма тӗпе хурса суйланипе сӑлтавлаҫҫӗ. Сӑмах май, пирӗн ҫӗршывра килес ҫултан пуҫласа тӳре-шара йышне чакарма йышӑннӑ. Федерацин ӗҫ тӑвакансен органӗсенче — 10%, территори органӗсенче — 5%. 2021 ҫул тӗлне федерацин влаҫ органӗсенчи тӳре-шара йышне 15% чакарасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
cheb.mk.ru сайтри сӑн Экспертсем Раҫҫей регионӗсен пуҫлӑхӗсем Инстаграмра мӗн чухлӗ «лайк» пуҫтарнине тишкернӗ. РБК пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсем ботсен шучӗ мӗн чухлӗ пулнине те шута илнӗ. «Лайксем» пухас енӗпе ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев 34-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Вӑтамран унӑн сӑнӳкерчӗкӗсене 1100 ҫын килӗшнине кӑтартса «лайк» пуснӑ. Палӑртса хӑварар: тепчев ирттернӗ чухне Элтепер страницине 21900 яхӑн ҫын пӑхса тӑнӑ. Танлаштарӑмра малти вырӑна Чечня Республикин пуҫлӑхӗ йышӑннӑ, юлашки йӗркере – Архангельск облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ. Ботсем пирки калас тӑк, Михаил Игнатьевӑн Инстаграмри страницинче вӗсен шучӗ – 30 процент. Эппин, ку 6570 ҫынпа танлашать. Ку енӗпе ытларах Тува Республикин пуҫлӑхӗ, Мускав мэрӗ, Ҫурҫӗр Осети ертӳҫи «палӑрнӑ». Чи «таса» аккаунт – Чукотка автономи округӗн кӗпӗрнаттӑрӗн. Унӑн страницине 2 пине яхӑн ҫын пӑхса тӑрать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
ria.ru сайтри сӑн Раҫҫейри регионсенче шалу мӗнле ӳснӗ? Специалистсем ҫакна тишкернӗ. Тӗпчев палӑртнӑ тӑрӑх, юлашки вӑхӑтра пур регионта та шалу ӳснӗ. Анчах вӑл мӗнле хӑвӑртлӑхпа ӳсни кашни тӑрӑхра уйрӑлса тӑрать. Чӑваш Ен танлаштарӑмра ку енӗпе 18-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Пирӗн регионта вӑтам шалу 25 пин тенкӗпе танлашнӑ. Шалу ӳснипе Кострома облаҫӗ мухтанма пултарать. Вӑл танлаштарӑмра пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Иккӗмӗш вырӑнта – Тыва Республики. Чи аялти йӗркесенче - Питӗр тата Ямал-Ненецк автономи округӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
gazeta1931.ru сайтри сӑн Раҫҫейри регионсен ертӳҫисен ҫурла уйӑхӗнчи медиатанлаштарӑмне хатӗрленӗ. Чӑваш Ен Элтеперӗ унта самаях чакнӑ. Унчченхи медиатанлаштарӑма илес тӗк, Михаил Игнатьев 17 йӗрке аннӑ. Хальхинче вӑл 85 йӗркерен 76-мӗшне йышӑннӑ. Иртнӗ уйӑхра Михаил Игнатьева массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче 2111 хутчен асӑннӑ. Хальхи медиатанлаштарӑмра пӗрремӗш йӗркесене Мускав, Питӗр тата Челепи облаҫӗн ертӳҫисем йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
youtube.com сайтри сӑн Юлашки ҫулсенче Чӑваш Енре хура ҫӗлен нумайланни вӑрттӑнлӑх мар. Ара, ҫулман лаптӑксем сахал мар, хуҫасӑр дачӑсем те пур вӑрмансенче те чӑтлӑх… Кӑҫал 25 ҫынна ҫӗлен сӑхнӑ. Кун пирки Гигиена тата эпидемиологи центрӗ пӗлтерет. Ҫак 25 ҫынран 2-шӗ – ачасем. Ытларах чухне ҫынсем асӑрханмасӑр ҫӗлен ҫине пуснӑ чухне шар кураҫҫӗ. Юрать-ха, кӑҫал ҫӗлен сӑхнӑран ҫын вилмен. Ҫӗлен сӑхнӑ хыҫҫӑн пуҫ ҫаврӑннине, хӑсас килнине, вӑй пӗтнине туятӑр пулсан пӗр тӑхтамасӑр васкавлӑ медпулӑшу чӗнмелле. Суранланнӑ вырӑнти наркӑмӑша ҫӑварпа ӗмсе кӑларма юрамасть. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |