Пӗр эрнере, юпа уйӑхӗн 2-8-мӗшӗсенче, Чӑваш Енре ОРВИпе чирлекенсен йышӗ кӑштах чакнӑ. Чирлекенсен 1/3 пайӗ – ачасем. Ҫапла пӗлтерет Роспотребнадзор.
Асӑннӑ тапхӑрта 6321 ҫын ОРВИпе тата гриппа чирленӗ. Ку, малтанхи эрнепе танлаштарсан, 5,8 процент пӗчӗкрех. Чирленисенчен 36,2 проценчӗ – 17 ҫул тултарман ачасем.
Шупашкарта асӑннӑ чирсемпе 4435 ҫын аптӑранӑ. Ку, нумай ҫулхи вӑтам кӑтартупа танлаштарсан, 14,9 процент нумайрах. Пульницӑна 5 ҫын лекнӗ. 82 ҫынран анализ илнӗ. Иккӗшӗн – парагрипп вирусӗ, пӗрин – аденовируслӑ инфекци.