Чӑвашлӑх
![]() Алина Николаева страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Шупашкар муницпаллӑ округӗнчи Л.В. Пучков ячӗллӗ Чӑрӑшкасси шкулӗнчи 7-мӗш класра вӗренекенсем тӑван литература урокӗнче «Атте лаша панӑ пулсан» юрра вӗреннӗ, ӑна хаваспах юрланӑ, хӑйсене чӑн уяври пек туйнӑ. Халӑх тата литература юррисен уйрӑмлӑхӗсене палӑртрӗҫ. Кун пирки шкулта чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Алина Николава халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ. «Ӗлӗкхи ҫамрӑксем ҫуллахи ӗҫсем хыҫҫӑн тинех улаха пухӑнса вӑйӑсем выляма пуҫланӑ. Пукрав уявне хаваслӑрах тӑвас тесе ҫиччӗмӗшсем тахҫанхи вӑйӑсене те вылярӗҫ. Халӑх йӑли-йӗркине, сӑмахлӑхне асра тытни чӑвашлӑха упраса хӑварма пултарнине ҫирӗплетрӗҫ», — хыпарланӑ Алина Михайловна. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Пӗрремӗш канал видеовӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Пӗрремӗш каналпа каллех чӑвашсене кӑтартнӑ. Хальхинче — ентешӗмӗрсем пӗтӗм халӑх хушшинчи «Раҫҫей» курав-форума епле хатӗрленни ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Асӑннӑ форум чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, Халӑхсен пӗрлӗхӗн кунӗнче, Мускаври ВДНХра уҫӑлӗ. Унта ҫӗршыври мӗнпур 89 субъект хутшӑнӗ. Чӑваш Енре хатӗрленӗ «Раҫҫейӗн тӗрленӗ карттии» мероприятин визит карточки пулассине пӗлтереҫҫӗ. Унӑн цифра копине асӑннӑ ҫурта кӗнӗ ҫӗре вырнаҫтарса хурӗҫ. Куравра чӑваш йӑли-йӗркиллӗ туйпа паллаштарӗҫ. Пулас мӑшӑрсем, Максим тата Анастасия, туя ҫине тӑрсах хатӗрленеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() t.me/chuv_kray каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк Торчӗ чӑвашла мар-ха. Ӑна чӑвашла илемлетнӗ. Юлашки вӑхӑтра ҫынсем хӑйсен халӑхӗн йӑли-йӗркипе кӑсӑкланма пуҫлани сисӗнет. Пирӗн республикӑра та ҫавӑн пекех. Ҫамрӑксем, сӑмахран, чӑвашла тумланса тата чӑваш йӑли-йӗркине пӑхӑнса туй ирттереҫҫӗ. Шупашкарта кофе ӗҫнӗ чухне чӑвашлӑха аса илтерекен вырӑн та пур. Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан пӗр хӗр торт пӗҫерме ӑста. Нумаях пулмасть вӑл ҫав пылак апата чӑвашла хитрелетнӗ. Ылтӑн алӑллӑ хӗр Наталья Кустина ятлӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Хӗрлӗ Чутайӗнче «Пехил» монументпа декораци скульптура композицине вырнаҫтарнине эпир унччен пӗлтернӗччӗ. Ҫак эрнере вара, авӑн уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, скульптурӑна савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Унта тӳре-шара та пырса ҫитнӗ. Арт-объектра чӑвашла тумланнӑ арҫынпа хӗрарӑм кӳлепине вырнаҫтарнӑ. Вӗсем — йӑла-йӗркене тытса тӑракансем. Арҫынпа хӗрарӑмӑн икӗ енче пурнӑҫ йывӑҫҫи, вӑл ҫичӗ ӑру ҫыхӑнӑвне палӑртать. Скульптура умне «Ēмēр сакки ҫинче ēмēр пēрле» арт-сак вырнаҫтарнӑ. Скульптура 1,5 тонна таякан арт-бетонтан тӑрать. Унӑн ҫӳллӗшӗ — 2,80 метр. Проект авторӗ — Чӑваш Республикин культурӑн тав тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Вячеслав Андреев (Эткер). Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Хӗрлӗ Чутайӗнче Вячеслав Эткер скульпторӑн «Пехил» монументпа декораци скульптура композицине вырнаҫтарнӑ. Тӑван халӑхӑмӑрӑн наци йӑли-йӗркине, несӗлӗмӗрсене сума сунине палӑртакан ҫав ӗҫпе Ҫӗнтерӗве 50 ҫул паркра паллашма пулать. Вячеслав Эткер — Чӑваш Енри художниксен союзӗн членӗ, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ. Ыттисем асӑрхаман эреветлӗхе витӗр куракан ҫак ӑстан йывӑсран касса тунӑ ытарайми илемлӗ ӗҫӗсем хамӑрӑн аваллӑхӑмӑра, эткерлӗхӗмӗре, тӑван халӑхӑмӑрӑн пуян культурине сума сума вӗрентеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() cap.ru порталтан илнӗ сӑнӳкерчӗк Иван Яковлев ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнине халалласа Хусанта ҫавра сӗтел иртӗ. Мероприятие Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗ, Хусанти федераци университечӗ тата Тутарстанри наци библиотеки авӑн уйӑхӗн 21-22-мӗшӗсенче пӗрле пулса ирттерӗҫ. «Гений места. Технология работы с наследием И.Я. Яковлева в современных архивах, музеях и библиотеках» ятлӑ регионсем хушшинчи ҫавра сӗтел Н.И. Лобачевский ячӗллӗ ӑслӑлӑх вулавӑшӗнче иртӗ. Унта Чӑваш Енӗн культура министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ Татьяна Казакова, Тутарстан культура министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ Юлия Адгамова, Хусанти федераци университечӗн ӑслӑлӑх енӗпе ӗҫлекен проректорӗ Дмитрий Таюрский, музейсемпе архивсен, вулавӑшсен ӗченӗсем хутшӑнӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Авӑн уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, 16 сехетре, Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче «Чувашия: вехи истории и современность» кӗнеке-альбомӑн хӑтлавӗ иртӗ. Кӑларӑма хаклама патшалӑх тата общество ӗҫченӗсем, учёнӑйсем, педагогсем, культурӑпа ӳнер ӗҫченӗсем, краеведсем хутшӑнӗҫ. Кӗнеке-альбом тӑван тӑрӑхӑмӑрӑн пуян культурипе, хӑйне евӗр ҫутҫанталӑкӗпе, нумай ӗмӗрлӗ историйӗпе, паллӑ ҫыннисемпе паллаштарать. Кӗнекен тӗп пайне ХХ ӗмӗрти пулӑмсене халалланӑ. Кӑларӑма хальхи вӑхӑтри паллӑ учёнӑй-историксем: Евгений Касимов, Сергей Кодыбайкин, Фёдор Козлов — хатӗрленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() «Пятница!» телеканал тунӑ видео скринӗ «Пятница!» телеканалпа пыракан «Гастротур» кӑларӑмра Чӑваш Енре ӳкернӗ сюжета кӑтартнӑ. Ӑна чӑваш наци апат-ҫимӗҫне халалланӑ. Чӑваш Ене кӑларӑм ертӳҫи Дмитрий Левицкий ресторатор килнӗ. Вӑл туй ӗҫми-ҫими хатӗрлеме вӗреннӗ, сӑра мӗнле вӗретнине сӑнанӑ. Ку кӑна мар, ертӳҫӗ уҫӑ тӳпе айӗнче ресторан йӗркеленӗ, сыр пӗҫернӗ. Кайран вӑл хур фермине те ҫитсе курнӑ, ҫӗр ҫырли мӗнле ӳстернипе те паллашнӑ. Видеопа ҫак каҫӑпа паллашма пулать: https://gtur.friday.ru/videos/e4/e6. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Марина Карягина халӑх тетелӗнчи страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк «Пулаҫҫӗ вӗт тӗнчере ҫакӑн пек пултаруллӑ та ӗҫчен хӗрсем: пӑрчӑкан пек вӑр-вар, чӗкеҫ пек чӗвӗлти, кӑввик кӑвакарчӑн пек кӑмӑллӑ!» Ҫакӑн пек ырласа ҫырнӑ Марина Карягина тележурналист халӑх тетелӗсенчен пӗринчи хӑйӗн страницинче. «Хальхинче Дина Трякова ал ӗҫ маҫтӑрӗ пирки-ха сӑмахӑм», — тенӗ вӑл. Йӗреҫ районӗнчи Пучинке хӗрӗ Дагестанра иртнӗ халӑх пултарулӑхӗн фестивалӗнче ӗҫтешӗсемпе пӗрле Чӑваш Ен культурипе паллаштарнӑ. Марина Карягина унран илнӗ интервью «Россия 1» каналпа эфира тухӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сумлӑ сӑмах
Чӑвашлӑх
«Чӑваш халӑх сайчӗ» ӗҫлеме пуҫланӑранпа кӑҫал 18 ҫул ҫитрӗ. «Чӑваш халӑх сайчӗн» 18 ҫулхи кун-ҫулӗШӑп та лӑп авӑнӑн 7-мӗшне унӑн ҫуралнӑ кунӗ пек палӑртнӑ та ӗнтӗ. Паллах, ку портала, хальхи вӑхӑтра МИХ пек ӗҫлекенскере, пӗр кунра ӑсталаман. Малтан шухӑш ҫуралнӑ, кайран сайта хатӗрлеме пуҫланӑ, унтан ӑна вырнаҫтарма укҫа-тенкӗ шыранӑ… 2005 ҫулхи авӑнӑн 7-мӗшӗнче Портал шутне кӗрекен «Чӑваш халӑх канашлӑвӗ» ӗҫлесе кайнӑ. Хальхи вӑхӑтра вӑл ҫук ӗнтӗ, анчах ҫуралнӑ кун валли ҫав самантпа усӑ куратпӑр. 2005 ҫул тӗнче тетелӗнче чӑваш чӗлхине сарассишӗн уйрӑм палӑртмалли вӑхӑт. Шӑп ҫавӑн чухне Чӑвашла Википеди аталанма пуҫларӗ. 2004 ҫул вӗҫӗнче унта темиҫе статья кӑна пулнӑ пулсан, 2005 ҫулта вӗсен шучӗ пысӑк хӑвӑртлӑхпа ӳсме тытӑнчӗ. Википедине тултарнӑ май тӗнче тетелӗнче чӑвашла информаци ҫукки лайӑх курӑнчӗ. Ку ҫитменлӗхе пӗтерме малтан юмахсен сайтне хута янӑччӗ (ара, халӑх пултарулӑхӗ-ҫке, вӑл текстсене вырнаҫтарма никамран та ирӗк ыйтмалла мар), анчах вӑл чӑваш чӗлхине тӗнче тетелӗнче аталантарма май пултарайманни курӑнчӗ. |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.06.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Сергеев Леонид Павлович, чӑваш чӗлхеҫи ҫуралнӑ. | ||
| Ахрат Иван Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Виталий Петрович, этнограф, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Никитин Вячеслав Никитич, РСФСР тава тивӗҫлӗ юрисчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Комсомольски районӗнчи Урмаелте «Кара Пулат» мичете уҫнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |