|
Чӑвашлӑх
![]() chuvdram.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче кӑтартакан «Вӗри юнлӑ ҫемҫе чун» спектакле театра юратакансем унчченех кайса курма ӗлкӗрнӗ пулӗ-ха. Эпӗ вара ӗнер ҫеҫ ҫитсе килтӗм. Вӑл спектакле курма маларах мӗншӗн кайманни тӗрлӗ сӑлтавпа ҫыхӑннӑ. Аса илтерем: спектакле Иоаким Максимов-Кошкинский пьеси тӑрӑх СССР халӑх артисчӗ Валерий Яковлев лартнӑ. Тӳрех палӑртам: кайнишӗн пӗртте ӳкӗнмерӗм. Куракансем сцена ҫинчи артистсенчен кӑшт кӑна йышлӑрах пулнин сӑлтавне вара пӗлеймерӗм. Те пурте курса ӗлкӗрнӗ, те ялти клубра хӑй тӗллӗн вӗреннӗ артистсен шайӗнчи камитсене кӑмӑллать халӑх. Спектакле, ман шутпа, кашни чӑвашӑнах кайса курмалла. Хӑйӗн-ывӑл хӗрӗпе чӑвашла калаҫман ашшӗ-амӑшне чи малтан кӑтартмалла пек туйӑнчӗ. Тата — ӳсекен ӑрӑва. Чӑваш ывӑл-хӗрне. Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнче вӗреннӗ мухтавлӑ Константин Иванов, Иоаким Максимов-Кошкинский, Фёдоров Павлов йышшисем тӑван халӑхӗн литературине, театрне тата профессилле музыкине пуҫарса яма пултарнӑ. Малтанласа ҫав ӗмӗт юмахӑн туйӑннӑ-тӑр такамшӑн. Анчах вӗри юнлӑ та хӗрӳ ҫамрӑксем ӗненнӗ, шаннӑ, ӗҫленӗ. Вак халӑхӑн пӗтмелле мар тесе тапаҫланнӑ вӗсем. |
|
Чӑвашлӑх
![]() Вероника Тимофеева страницинчи сӑнӳкерчӗк Иркутск облаҫӗнчи Балаганск районӗнчи Бирит ялӗнче пурӑнакан Пётрпа Мария Салминсем ҫемье йӑла-йӗркене упрас тесе тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫемьепе пӗрлех чӑваш халӑхӗн культурине манӑҫа кӑлармаҫҫӗ. Ҫемьене Иркутск облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗн Хисеп хучӗпе хавхалантарнӑ. Кил хуҫи хӗрарӑмӗ, Мария Степановна, «Юрӑ — халӑх чунӗ» чӑваш юррин фестивале хутшӑнать. Кил хуҫи, Петр Александрович, тӑван Чӑваш Ене ҫитсе курайманшӑн кулянать иккен. Чӑваш ҫемйин пурнӑҫӗпе Иркутскри чӑвашсен «Юлташ» общество организацийӗн ертӳҫи Вероника Тимофеева паллашнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Чӑвашлӑх
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Нумаях пулмасть Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗн пултарулӑх эткерлӗхне сӳтсе явма пуҫтарӑннӑ. Ҫавра сӗтеле коллектива йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалланӑ. Мероприяти Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнче иртнӗ. Ҫавра сӗтеле РСФСР халӑх артисчӗ Юрий Васильев тата РСФСР тата ЧАССР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Людмила Нянина хушӑннӑ. Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗн ӑслӑлӑх тата хушма пӗлӳ парас енӗпе ӗҫлекен проректорӗ Ольга Михайлова юрӑпа ташӑ ансамблӗ 100 ҫул хушшинче чӑваш культурин уйрӑлми пайӗ пулса тӑнине палӑртса хӑварнӑ. «Паян ансамбль пирӗншӗн – профессионализм тата тӑван культурӑна парӑннин тӗслӗхӗ, коллектив пирки вара эпир Чӑваш Енӗн наци пуянлӑхӗ теме пултаратпӑр», –тенӗ проректор. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Чӑвашлӑх
![]() t.me/mintrud_21 сӑнӳкерчӗкӗ Ҫӗнӗ Шупашкарти пенсинерсем кӗнеке ӑшне вуланӑ вырӑна тупма хуракан хӑйӑва чӑвашла эрешсемпе илемлетнӗ. Асӑннӑ хулари «Манӑн социаллӑ центр» клуба ҫӳрекен ватӑсем тӗрлӗ енӗпе вӑхӑта ирттереҫҫӗ. Унти «Тӗрӗ тӗнчи» клуба та халӑх йышлӑ пуҫтарӑнать. Кӗнеке хушшине хумалли ятарлӑ хӑйӑва ал ӑстисем чӑвашла капӑрлатма шухӑш тытнӑ. Тӗрлесе хатӗрленӗ хӑйӑва икӗ енлӗн усӑ курма пулать. Вӑл икӗ енчен те ҫыпӑҫуллӑ пулса тухнӑ. Тӗрлеме вара кинемейсем хӗрлӗ, сарӑ тата хура тӗссемпе усӑ курнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Чӑвашлӑх
![]() vk.com/public163588847 сӑнӳкерчӗкӗ Аякра пурӑнакан ентешӗмӗрсем хамӑр халӑхӑмӑрӑн культурине, чӗлхине упраса хӑварма тӑрӑшни питех те хавхалантарать. Вӗсем ҫак пуянлӑха хӑйсен ачисене парса хӑварма тӑрӑшаҫҫӗ. Красноярск хулинче пурӑнакан Ксения Сапожникова тата Таисия Бродовская, ав, чӑваш ҫӗрӗнчен аяка пурӑнсан та чӑвашла юрлаҫҫӗ, чӑваш культурипе кӑсӑкланаҫҫӗ. Ҫав енӗпе вӗсене амӑшӗсем пулӑшса пыраҫҫӗ. Ксения тата Таисия шкулта иртекен мероприятисене хасар хутшӑнса тантӑшӗсене те чӑваш культурипе паллаштараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Чӑвашлӑх
![]() gcheb.cap.ru страницӑран илнӗ сӑнӳкерчӗк Шупашкар хулинче пӗр хӗрачана Хӗвел тесе чӗнӗҫ. Ача кӑрлач уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Хусанта ҫуралнӑ. Ят пама ашшӗ-амӑшӗ «Рождение ребенка» (чӑв. Ача ҫурални) суперсервиспа усӑ курнӑ. Ачана Шупашкар хулинчи Мускав районӗнчи загсра иртнӗ эрнере регистрациленӗ. Эпир астӑвасса, Хӗвел ят хунине унччен илтменччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Чӑвашлӑх
![]() Чӑваш наци музейӗн сӑнӳкерчӗкӗ Мускаври ВДНХра «Раҫҫей» курав малалла ӗҫлет. Чӑваш наци музейӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, паянхи куна унта чӑваш тӗррин кунне халалланӑ. Курава пырса куракансем чӑва эрешӗллӗ брошка хатӗрлеме пултараҫҫӗ. Ҫав енӗпе вӗсене Чӑваш тӗррин музейӗнче ӗҫлекен Татьяна Петрова пулӑшать. Наци тумне тӑхӑнса сӑн ӳкерӗнме те май пур. Пысӑк экран ҫинче вара чӑвашсен виҫӗ этнографи укшӑнӗпе паллаштаракан фильм кӑтартаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Чӑвашлӑх
![]() Людмила Иванова архивӗнчи сӑнӳкерчӗк Испанире пурӑнакан кил хуҫи хӗрарӑмӗ апат-ҫимӗҫ хатӗрлеме тӑрсан чӑваш тӗрриллӗ саппун ҫакать. Ӑна чӑваш хӗрӗ Людмила Иванова парнеленӗ. Людмила Иванова чылай ҫул ӗнтӗ мӑшӑрӗпе Бельгири Брюссель хулинче пурӑнать. Ентешӗмӗрӗн упӑшки — Испани ҫынни. Ҫавна май вӗсем упӑшкин тӑван тӑрӑхӗнче час-часах пулаҫҫӗ. «Упӑшка Испани ҫынни пулнӑран эпир мӗнпур уява Мадридра пухӑнатпӑр. Уявсене эпир ҫемьепе тата туссемпе палӑртатпӑр. Ака уйӑхӗнче тӑван тӑрӑхра пулнӑ чухне эпӗ чӑваш тӗрриллӗ саппун туянтӑм, ӑна Мадридри хамӑр кӳршӗ хӗрарӑмне парнелерӗм», — каласа кӑтартрӗ ҫак йӗркесен авторне Людмила. Людмила, сӑмах май каласан, аякра пулсан та Тӑван ҫӗршыва, ҫуралнӑ кӗтесне, тӑван халӑхӗн йӑли-йӗркине сума суса тата пысӑка хурса хакласа пурӑнать. |
|
Чӑвашлӑх
![]() t.me/nikamran каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк Ҫӗнӗ Шупашкарти 18-мӗш лицейре ӗнер «Чӑваш ёлки» иртнӗ. Уява вырати шкулта пӗлӳ илекенсем ҫеҫ мар, хулари 14-мӗш шкулӑн вӗренекенӗсемпе чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенӗсем те хутшӑннӑ. Телеграмри «Пуринчен малтан. Ҫывӑрса юлмасан» каналта пӗлтернӗ тӑрӑх, ачасем чӑрӑш тавра чӑвашла юрланӑ, ташланӑ, вӑйӑсем вылянӑ. Вӗсен савӑнӑҫлӑ сӑн-пичӗ тӑрӑх ҫакӑ паллӑ: уяв пурне те килӗшнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Чӑвашлӑх
![]() Красноармейски (Трак ен) тӗп вулавӑшӗн пӳлӗмӗнче Нестер Янкас ячӗллӗ культурӑпа искусство тата литература пӗрлӗх правленийӗн черетлӗ анлӑ ларӑвӗ иртрӗ. Ӑна пӗрлӗхӗн правлени председателӗ Иван Прокопьев-Чураль ҫыравҫӑ ертсе пычӗ, иртсе пыракан 2023 ҫулта туса ирттернӗ ӗҫ-хӗле пӗтӗмлетрӗ. Кунсӑр пуҫне пайташсем пӗрлӗх ертӳҫин ҫумӗн Виталий Михайлов-Чунтупайӑн пӗрлӗх фончӗн укҫи-тенки пирки тунӑ отчётне итлерӗҫ, Нестер Янкас ячӗллӗ премие илме тата пӗрлӗхӗн чыслав паллисене тивӗҫлӗ уйрӑм ҫынсен кандидатурисене пӑхса тухрӗҫ, Нестер Янкас ҫуралнӑранпа 115 ҫул ҫитнине тата пӗрлӗх 35 ҫул тултарнине чыслӑн кӗтсе илмелле терӗҫ. Клавдия Васильева, Леонид Антонов, Анатолий Алексеев, Георгий Ефимов-Тусли, Николай Никоноров, Владимир Константинов паянхи кун тухса тӑракан ҫивӗч ыйтусене ҫӗклерӗҫ. Лару ӗҫне ЧНКан Красноармейски (Трак ен) тӑрӑхӗнчи уйрӑмӗн ертӳҫи Зинаида Михайлова хутшӑнчӗ. Вӑл вырӑнти уйрӑмпа Нестер Янкас пӗрлӗхӗ пӗрле йӗркелесе ирттерекен "Янкас вулавӗсем" наукӑпа таврапӗлӳ конференцийӗ пирки каларӗ, унӑн тематикипе паллаштарчӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
