Апат-ҫимӗҫ
«Юрма» тулли мар яваплӑ обществӑн продукцийӗ сывлӑхшӑн сиенлӗ пулнӑ. Россельхознадзорӑн Чӗмпӗр облаҫӗнчи тата Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫалхи ака уйӑхӗнче асӑннӑ фабрикӑра кӑларакан чӑх чӗппин пӗҫҫинче Listeria monocytogenes бактери тупса палӑртнӑ. Ун хыҫҫӑн предпрятире лаборатори тӗрӗслевӗн ҫивӗч режимне йӗркеленӗ. Ҫавӑн хыҫҫӑн надзор органӗ Чӑваш Енӗн Арбитраж судне ҫитнӗ. Предприятие вӑл административлӑ майпа явап тыттарса 300 пин тенкӗрен пуҫласа 600 пин тенкӗ таран штрафлама ыйтнӑ. Россельхознадзорӑн управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, суд ларӑвӗ авӑн уйӑхӗн 25-мӗшӗнче иртмелле. Унта «Юрма» предприятине епле явап тыттарассине пӑхса тухӗҫ. Штраф суммин виҫи те тӳресен йышӑнӑвӗнчен килӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Апат-ҫимӗҫ
Шупашкарти ача пахчине ҫӳрекен шӑпӑрлансем апат-ҫимӗҫ янтӑлас ӑсталӑхне аталантарӗҫ. Вӗсем регионсен хушшинче иртекен «Хӑнасене хапӑл Чӑваш Ен» кулинари искусствин фестивальне хутшӑнӗҫ. Ӑна Шупашкарта утӑ уйӑхӗн 26-27-мӗшӗсенче йӗркелӗҫ. Кулинари уявӗн официаллӑ пайӗ утӑн 27-мӗшӗнче 14 сехетре Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче уҫӑлӗ. Конкурса 20 шӑпӑрлан хутшӑнӗ. Вӗсемпе пӗрле педагогсем, республикӑри кулинари искусствин ӑстисем пулӗҫ. Пурте пӗрле 43-44 метр тӑршшӗ бутерброд хатӗрлеҫ. Ӑшӗнче джем тата ҫырласем пулӗҫ. Бутербродпа кайран пурне те сӑйлӗҫ. Ӑна тутанса курас килсен фестивале ҫитме ан ӳркенӗр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Апат-ҫимӗҫ
Утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен Шупашкарти ача пахчисенче апатлану хакӗ ӳснӗ. Ҫавна май ачасен рационне улӑштарнӑ. Менюна мӗн кӗртмелли пирки ашшӗ-амӑшӗнчен ыйтса пӗлнӗ. Вӗсем какай, пахча ҫимӗҫ, улма-ҫырла ытларах кӗртме сӗннӗ. Ҫапла майпа рациона чӑх какайӗнчен пӗҫернӗ плов, ӗне какайӗнчен хатӗрленӗ гуляш, ҫӗрулмипе пӑшӑхланӑ аш, тефтелипе рис, фрикаделькипе пӗҫернӗ яшка хушма йышӑннӑ. Ҫавӑн пекех ачасене груша, банан парӗҫ. Аса илтерер: ача ушкӑна 12 сехет ҫурет пулсан халӗ 115 тенкӗ (91 тенкӗ пулнӑ) тӳлемелле. 5 сехетлӗ ушкӑнсенче - 54 тенкӗ (45 тенкӗ пулнӑ). Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Апат-ҫимӗҫ
Патӑрьел районӗнче Раҫҫее кӳрсе килме юраман панулми сутнӑ. Ӑна прокуратурӑпа Россельхознадзор тӗрӗслевӗ вӑхӑтӗнче тупса палӑртнӑ. Ака уйӑхӗн вӗҫӗнче Патӑрьелти пасарта тӗрӗслев пулнӑ. Ун чухне Литва Республикинчен кӳрсе килнӗ 10 килограмм панулми тупса палӑртнӑ. Ун ҫинчи этикетка та ҫимӗҫ ҫав ҫӗршывран пулнине ҫирӗплетнӗ. Анчах фитосанитари тата тавар докуменчӗсем пулман. Тӗрӗслев вӑхӑтӗнче ҫимӗҫе туртса илесси пирки акт ҫырнӑ. Ӑна прокуратура ӗҫченӗсен умӗнче тӗп тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Харпӑр шухӑш
Апат-ҫимӗҫ
Ҫу кунӗсем ҫитнӗ хыҫҫӑн, ҫанталӑк ӑшӑтсан паянхи кун халӑх шашлӑк пӗҫерме васкать. Дачӑсемпе ялсенче, хула ҫывӑхӗнчи вӑрмансенче унӑн шӑрши сарӑлать. Ҫавӑнпа та эпир сире ҫак ҫимӗҫе хатӗрленӗ чухнехи вӑрттӑнлӑхсемпе паллаштарас терӗмӗр. Шашлӑк сӑмах пирӗн чӗлхене вырӑссенчен кӗнӗ, лешӗсем вара ӑна крым тутарӗсенчен (şışlıq — йӗтӗр евӗр япала) илнӗ теҫҫӗ. Чӑвашла ӑна тӗрӗссипе «шишлӗх» темелле те, анчах тӳрреммӗн кӗменрен шашлӑк тени хута кӗнӗ. Сӑмах май, унашкал апат-ҫимӗҫ ячӗсем ытти халӑхсен те пур. Чылайӑшне эсир пӗлетӗр те. Кебаб, сӑмахран, азербанджансен ҫимӗҫӗ, шиш-кебаб — турккӑсен. Эрменсем унашкал апата хоровац теҫҫӗ, Грецире сувлаки пӗҫӗреҫҫӗ, яппунсем — якитори (хулара унашкал ят нумай, вӑл мӗне пӗлтернине малашне пӗлетӗр), корейсем — пулькоки, американсем — барбекю. Аша турат ҫинче ӑшаласси авалхи меслет шутланать, ҫавӑнпа та ку апат-ҫимӗҫӗн чӑвашла та ячӗ пулнах. Анчах тӗрлӗ сӑлтавсене пула эпир ӑна ҫухатнӑ. ВӑрттӑнлӑхсемЧи малтанах, мӗнле вутӑпа усӑ курни пӗлтерӗшлӗ. Чи лайӑххисен йышне хурӑн тата ҫирӗк кӗреҫҫӗ. |
Апат-ҫимӗҫ
Элтеперӗн администрацийӗ официаллӑ ҫынсене тата делегацисене йышӑннӑ чухне, конференцисем, савӑнӑҫлӑ мероприятисем ирттернӗ чухне, паллах, хӑнасене сӗтел хушшине лартмасӑр кӑларса ямасть. Йӑли ҫапла. Хӑнасене хӑш организаци апатланатарӗ? Ку енӗпе аукцион ирттерессине пӗлтернӗ. Ҫак тӗллевпе администраци 1 миллион тенкӗ тӑкаклама хатӗр. Ӗҫе килӗшӳ алӑ пуснӑ кунранпа раштавӑн 25-мӗшӗччен пурнӑҫламалла. Конкурс документацийӗнче банкет тата фуршет менюне ҫырса кӑтартнӑ. Хӑнасен йышӗ – 500 ҫын таран. Пӗр ҫын пуҫне 1730 тенкӗ те 77 пус лекӗ. Условисем ҫирӗп: чашӑк-тирӗк пахалӑхлӑ пулмалла, официантсен пӗр пек тӑхӑнмалла, сӗтел-пукана мӗнле вырнаҫтарасси пирки калаҫса татӑлмалла тата ытти те. Заявкӑсене ҫу уйӑхӗн 16-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ. Палӑртмалла: пӗлтӗр республикӑна 37 делегаци килнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Апат-ҫимӗҫ
Пӗлтӗр Роспотребнадзор Чӑваш Енре сутма илсе килнӗ 333 килограмм пахалӑхсӑр пулла туртса илнӗ. Ведомство ятарласа тӗрӗслев ирттернӗ. Кун хыҫҫӑн пулла тата тинӗҫ ҫимӗҫӗсене туртса илнӗ. Тӗслӗхрен, пулӑ микробиологи кӑтартӑвӗсемпе нормативпа килӗшсе тӑман. Пулӑн тачка какайӗ тата креветка физикӑпа хими кӑтартӑвӗсемпе пахалӑхсӑр пулнӑ. Пулӑ тата тинӗс ҫимӗҫӗсене упранӑ чухне те условисене пӑхӑнман. Ҫимӗҫсен срокне те пӑхса тӑман. Ҫак ҫимӗҫсене сутнӑ чухне йӗркене пӑснӑ предприятисене штраф тӳлеттернӗ. Пӗтӗмпе 400 пин тенкӗ ытла штраф пухӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Апат-ҫимӗҫ
Шупашкарти лавккасенчен пӗринче пӗр хӗрарӑм шӑккалат канихвет туяннӑ. Упаковкӑри пылак ҫимӗҫе юратса ҫиес вырӑнне йӗрӗнмелле пӑтӑрмах сиксе тухнӑ. Чие ҫырлиллӗ шӑккалата хӗрарӑм нарӑсӑн 20-мӗшӗнче илнӗ иккен. Унпа вӑл ачасене ҫуралнӑ кунта сӑйлама ӗмӗтленнӗ. «Хапрӑкра ӗҫлекенсем перчетке мӗншӗн тӑхӑнмаҫҫӗ?» — кӑмӑлсӑрланать тавар туяннӑ Екатерина ятлӑ хӗрарӑм. Пӑтӑрмах пирки вӑл «Про Город» портала систернӗ. Унтисем хапрӑкпа ҫыхӑннӑ. Ӗҫлекенсемпе хапрӑкра тепӗр хутчен инструктаж ирттерме шантарнӑ. Тӗпчесе пӗлме ятарласа комисси йӗркеленӗ. Пӑтӑрмах хапрӑкри пӗр-пӗр ӗҫчен гигиенӑна пӑхӑнманнипе сиксе тухма пултарнӑ тесе шутлаҫҫӗ. Пылак ҫимӗҫ кӑларакан предприятин тӗп директорӗ Елена Макеева ӗҫре ҫирӗпрех йӗрке тума шантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Апат-ҫимӗҫ
НТВ телеканалпа пыракан «Поедем, поедим!» (чӑв. Каяр, ҫиер!) кӑларӑма Шупашкарта ӳкересшӗн. Кулинари кӑларӑмӗн ӳкерӗвӗ пуш уйӑхӗн 11-14-мӗшӗсенче иртӗ. Аслӑ Британи ҫынни, вӑлах кӑларӑм ертӳҫи тата филолог Джон Уоррен куракансене чӑваш халӑхӗн культурипе, йӑли-йӗркипе паллаштарасшӑн. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, кӑларӑмра наци апат-ҫимӗҫне хатӗрлеҫҫӗ. Ӳкерӳ ушкӑнӗ кулинари «ҫапӑҫӑвӗ» ирттерме, хӗллехи велосипедпа ярӑнма, хулари музейсене, арҫынсен мӑнастирне, «Амазони» этнокомплекса, «Ясна» этноэкологи ялне ҫитме палӑртнӑ. Сӑмах май, ҫак кунсенче Джон Уоррен Йошкар-Олара пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Апат-ҫимӗҫ
Йӗпреҫри «Пятерочка» лавккара юрӑхсӑра тухнӑ таварсем сутнӑ. Ҫакна прокуратура ӗҫченӗсем тӗрӗслев ирттернӗ чухне тупса палӑртнӑ. Ҫавна май хуҫине — тулли мар яваплӑ «Агроторг» пӗрлешӗве — судпа айӑпланӑ. Чӑваш Енӗн прокуратури пӗлтернипе килӗшӳллӗн, хайхи лавккара темиҫе кӑлтӑк та асӑрханӑ. Акӑ, сӑмахран, сентресем ҫинчех усӑ курма юранӑ вӑхӑт иртнӗ сӗт юр-варӗ, канфет-печени, ҫӑкӑр-булка, шӑнтнӑ пулӑ выртнӑ. Унсӑр пуҫне сутлӑхри тӑватӑ торта хӑҫан пӗҫерсе кӑларни паллӑ пулман. Тӗрӗссипе вара ҫакӑ – саккуна сӗмсӗррӗн пӑсни. Ҫапла майпа тӗрӗслев ирттернӗ хыҫҫӑн прокуратура ӗҫченӗсем тулли мар яваплӑ «Агроторг» пӗрлешӳ тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Чӑваш Енӗн Арбитраж сучӗ вара пӗрлешӗве 300 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |