Канашри водительсен курсӗнчи занятире пулнӑ пӑтӑрмах пирки телекуравпа кӑтартнӑ. «Калина» машина салонӗнче тосол сирпӗнсе тухнӑ. Ҫакна пула ҫав курсра вӗренекен хӗр пиҫсе кайнӑ.
Ура айӗнче вӗри тосол пӗрӗхме тытӑнсан хӗр хӑрушсӑрлӑх пиҫиххине часах салтайман. Инструктор ӑна пулӑшман. Хӗр каланӑ тӑрӑх, НТВ телеканалти ӳкерӳ ушкӑнӗ киличчен автошкулти ертӳлӗх ун патне пӗрре те шӑнкӑравламан. Директор патне камерӑпа килсен лешӗ тӳрре тухмалли сӑлтав тупнӑ: «хӗр хӑй мӗншӗн унпа ҫыхӑнман?»
Инструктора ӗҫрен кӑларма шантарнӑ вӑл. Хӗрӗн сипленмешкӗн хӑйӗнех эмел илмелле. Кун пирки директора каланӑ. «Кӗсьерен укҫа кӑларса тыттармалла-и?» — тенӗ лешӗ. Ҫаплах тунӑ вӑл: кӗсйинчен 5 пин тенкӗлӗххи кӑларнӑ та расписка ҫыртарса хӗре тыттарнӑ.
Ҫав машина халӗ экспертизӑра-мӗн. Инструкторӑн шухӑшӗпе, ку «савутрах тунӑ кӑлтӑкшӑн» пулнӑ. Анчах вӑл хӗре мӗншӗн пӗрре те килсе курман? Хуравӗ ансат: «Ҫулӗ инҫе».