Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.3 °C
Качакан сухалӗ вӑрӑм та ӑсӗ кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: ӑмӑртусем

Тунтикун, юпан 31-мӗшӗнче, Чӑваш халӑх сайчӗпе Чӑваш чӗлхин инҫет вӗренӳ центрӗ ирттерекен «Ӗмӗтсен ҫӑлкуҫӗ» ятлӑ тӗнче тетелӗнчи фантастикӑллӑ хайлавсен литература ӑмӑртӑвӗн I тапхӑрӗ вӗҫленчӗ. Пӗлтӗрхипе танлаштарсан конкурса икӗ хут сахалтарах ӗҫ ярса пачӗҫ пулин те ӑмӑрту малалла пырать.

Малалла иккӗмӗш тапхӑр пуҫланать — ярса панӑ хайлавсене тишкересси тата вулакансен кӑмӑлне кайнӑ хайлава палӑртасси. Хӑш сӑвӑ-калав мала тухнине эпир хамӑрах палӑртма пултаратпӑр пулсан, халӑх сасӑлавӗнче эсир пулӑшмасӑр май килмӗ. Вулӑр! Сасӑлӑр! — Вулакансен кӑмӑлне кайнӑ хайлава тупма пулӑшӑр. Чӳкӗн 26-мӗшӗччен вӑхӑт чылай (сасӑлавӑн юлашки кунӗ).

«Ӗмӗтсен ҫӑлкуҫӗ» интернет конкурса ачасемпе ҫамрӑксене тата чӑваш чӗлхипе литературине, культурине вӗрентекенсене чӑваш халӑхӗн кун-ҫулӗпе кӑсӑклантарас, литература пултарулӑхне аталантарас, ҫутҫанталӑкри, тӑван тавралӑхра пулса иртекен чи кӑсӑк енсене илемлӗ литература мелӗсемпе уҫса пама хавхалантарас тӗллевпе йӗркеленӗ. Унӑн пӗтӗмлетӗвне раштавӑн 1-мӗшӗнче тӑвӑпӑр.

Малалла...

 

Юпан 25-мӗшпе 31-мӗшӗсенче Чӑваш халӑх сайчӗ шкул ачисем хушшинче тетел ҫыхӑнӑвне усӑ курса «Тупмалли юмахсем–2» вӑйӑ-ӑмӑрту ирттерчӗ. Паян ӑна пӗтӗмлетме вӑхӑт ҫитрӗ.

Кӑҫалхи ӑмӑртӑва виҫӗмҫулхипе танлаштарсан ытларах хутшӑнчӗҫ. Хӑвӑр пӑхӑр: малтанхи вӑййа 1200 ытларах ҫырӑннӑ пулсан, хальхинче вара 2500 патнелле. Икӗ хут ытларах. Районсене пӑхас пулсан — Вӑрнар, Канаш, Вӑрмар, Елчӗк тата Элӗк районӗнчисем уйрӑмах хастаррӑн хутшӑнчӗҫ. Хӑш-пӗр районсенчен хутшӑнакансем вара ытла та сахал пулчӗҫ — Куславкка, Ҫӗмӗрле, Муркаш. Те вӗсем патне пӗлтерӳ ҫитеймен ӗнтӗ, те компьютер таврашӗпе вӗсем чуханрах. Тутарстанри ачасем те чылайччӗ — уйрӑмах Ҫӗпрел районӗнчен хутшӑнакан йышӗ пысӑкччӗ. Вӗсен шучӗ, сӑмахран, хӗрлӗчутайсенчен та ытларахччӗ.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://tupmalli.yumah.ru/act/hisep
 

Чӑваш халӑх сайчӗ ачасене «Тупмалли юмахсем» интернет-вӑййа хутшӑнма йыхравлать. Вӑйӑ тӗллевӗ — тупмалли юмахсен тупсӑмӗсене шыраса тупасси. Пуҫламӑшӗ ыран — юпан 25-мӗшӗнче. Ҫитес эрнери тунтикун юпан 31-мӗшӗнче вӗҫленӗ.

Вӑйӑ http://tupmalli.yumah.ru адреспа иртет. Кашни хутшӑнакана 10 ҫӑлтӑрпа тивӗҫтерӗҫ. Кашни йӑнӑш хуравшӑн ҫӑлтӑрсен шучӗ пӗчӗкленсе пырӗ — вӑйӑ вӗсем юлмиччен тӑсӑлать. Ҫавӑн пекех 2009 ҫулта иртнӗ вӑйӑпа танлаштарсан кӑҫалхинче темиҫе уйрӑмлӑх пур — тупсӑмсене шырама пурӗ те 30 минут ҫеҫ панӑ; 2 тӑхтав тума ирӗк пур; тупмалли юмах йышне ӳстернӗ.

Вырӑнсене палӑртма миҫе ахах пуҫтарнине шута илӗпӗр. Мала тихнисене (1-5 вырӑнсене) вара парнесӗр хӑвармӑпӑр — вӗсене Н.И. Ашмарин словарӗ, ачасене кӑсӑклантарма пултаракан ытти тӗрлӗ-тӗрлӗ кӗнеке кӗтет. 1-50 вырӑнсене йышӑннисене вӑййа хутшӑннине тата хӑш вырӑн йышӑннине ӗнентерекен хут лекӗ.

Вӑйӑ сирӗншӗн кӑсӑклӑ иртессе шанатпӑр!

Малалла...

 

Чӑваш Республикин вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви, Чӑваш чӗлхин инҫет вӗренӳ центрӗ Яков Ухсай ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалласа республикӑра «Чӑваш кӗсли» интернет олимпида ирттерет. Вӑл юпа уйӑхӗн 19-мӗшӗнчен пуҫласа 30-мӗшӗччен пырӗ (малтан регистрациленӗҫ, кайран, 3 кун хушшинче ыйтусем ҫине хуравлӗҫ). Ку тупӑшура Чӑваш Республикинче тата ун тулашӗнче пурӑнакан икӗ ӳсӗмри шкул ачисем хутшӑнма пултараҫҫӗ: 5-7-мӗш тата 8-10-мӗш классенче вӗренекенсем.

Олимпиада Инҫет вӗренӳ центрӗн сайтӗнче иртӗ, кашни ӳсӗм ушкӑнӗ валли 10-шар ыйту хатӗрленӗ. Ӗҫе пурнӑҫлама 50 минут параҫҫӗ.

Ӑмӑртӑва йӗркелӳҫӗсем чӳкӗн 5-мӗшӗнче пӗтӗмлетме шутлаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://inset.chv.su
 

Тӗнче тетелӗнче вӗрентекенсем хушшинче иртнӗ «Тӗнчере тӗрлӗрен кӗнчеле» ӑмӑртӑвӑн ҫӗнтерӳҫисем палӑрчӗҫ. Пӗрремӗш вырӑна Элӗк районӗнчи Юнтапа вӑтам шкулӗнче вӗрентекен Леонтьева Зоя Ивановна тивӗҫрӗ.

Ҫак ӑмӑртӑва Чӑваш республикин вӗренӳ институчӗн чӑваш чӗлхипе литератури кафедри 2011 ҫулхи авӑнӑн 20-30-мӗшӗсенче ирттерчӗ. Конкурсри ыйтусем чӑваш чӗлхипе литературине тӗпчекенсем, чӑваш халӑхӗн тӗнче шайне ҫӗкленнӗ ывӑлӗ-хӗрӗ ҫинчен, ҫавӑн пекех, чӑваш ҫыравҫисен паллӑ хайлавӗсем театр тата ӳнерте мӗнле йӗр хӑварни ҫинчен пулчӗҫ. Пурӗ 150 ҫын ытла хутшӑнчӗ.

Малти вырӑнсене ҫавӑн пекех Евгений Майков (Шупашкар районӗ), Галина Малова (Елчӗк районӗ), Лена Максимова (Вӑрмар районӗ), Ольга Никифорова (Шупашкар районӗ), Вера Воронова (Елчӗк районӗ), Валентина Яковлева (Патӑрьел районӗ), Елена Иванова (Ҫӗнӗ Шупашкар), Надежда Круглова (Елчӗк районӗ), Елена Леонтьева (Шупашкар), Лидия Никифорова (Йӗпреҫ районӗ) тухрӗҫ.

Малалла...

 

Галина Павловна вулакансемпе юнашар
Галина Павловна вулакансемпе юнашар

Анаткасси вулавӑшӗнче библиотекарь ӗҫне туса пыракан Андреева Галина Павловна Муркаш районӗнче иртнӗ «Республика шӑпи — пирӗн шӑпа» хӑтлавсен ӑмӑртӑвӗнче иккӗмӗш вырӑна тивӗҫнӗ.

Турай ял тӑрӑхӗн администрацийӗ те, вырӑнти халӑх та ӑна ку ҫитӗнӳпе саламлать, малашне пысӑкрах ӳсӗмсем тума сунать!

«Республика шӑпи — пирӗн шӑпа» ӑмӑрту ҫӗртмен 19-мӗшӗнче Муркашри историпе таврапӗлӳ музейӗнче иртнӗ. Ӑна Республика кунне халалласа иртернӗ пулнӑ.

 

Юнкӑ ял тӑрӑхӗн сайчӗ
Юнкӑ ял тӑрӑхӗн сайчӗ

Ял тӑрӑхӗсен сайчӗсем халь пурин те пур. Вӗсене влаҫрисем ятарласа темиҫе ҫул каялла хатӗрленӗ, пурте cap.ru сайтӑн никӗслӗхне (движокне) усӑ кураҫҫӗ. Ҫавна май вӗсенчен хӑшӗ лайӑхрах та чаплӑрах пулнине те палӑртма йывӑр. Ҫапах та вӗсене ҫӗнетсе тӑрас ӗҫе лайӑхлатас тӗлӗшпе тӗрлӗрен ӑмӑртусем ирттереҫҫӗ-ирттереҫҫех.

Ак, нумай пулмасть, Муркаш районӗнчи сайтсем хушшинче ҫавнашкал ӑмӑрту иртнӗ. Пурӗ виҫӗ номинаци пулнӑ: «Чи лайӑх сайт», «Сайтан чи лайӑх дизайнӗ», «Чи вулакан сайт».

Пахалавҫӑсен, паллах, самай пуҫ ватма тивнӗ — 16 сайт хушшинче чи хӑтлине, уйрӑмах вӗсем пурте тенӗ пекех пӗрешкел курӑннӑран, тупма чӑнах та йывӑр. Ҫапла май сайт тытӑмне, унпа меллӗ усӑ курма май пуррине, материала вырнаҫтарнӑ май пултаруллӑха кӑтартнине шута илме тивнӗ.

Чи лайӑх сайт ятне Юнкӑ ял тӑрӑхӗн сайчӗ тивӗҫнӗ. Мӗн кӑтартуллӑ — те сӑпайлӑ пулнӑран — анчах та вӗсен сайтӗнче хӑйсем малти вырӑна тухни пирки пӗр сӑмах та ҫук. 2-мӗш вырӑн Муркаш ял тӑрӑхӗн сайтне лекнӗ, Катькассем — 3-мӗш.

Малалла...

 

Уралеев пахчи
Уралеев пахчи

Ҫапла, иртнӗ шӑматкун Етӗрне районӗнчи Мучар ял тӑрӑхӗнче чи капӑр та илемлӗ пахчана шырарӗҫ. Пурӗ ку тӑрӑха 6 ял кӗрет — Заштранкӑ, Кӗҫӗн Чураш, Тури Мучар, Чаканар, Шоркка тата администраци вырнаҫнӑ Анат Мучар. Шӑп вӑл ял ҫыннисен тупӑшма лекрӗ те ӗнтӗ «Xи капӑр пахча» ятне тивӗҫес тесе.

Ӑмӑртӑва пӗтӗмлетнӗ май чи капӑр пахча ятне Чаканарти Уралеев Владимир Николаевич хуҫалӑхӗ илме тивӗҫ пулчӗ. Чӑн та вӗсен пахчинче йӑрансене тюльпан лартса уйӑрса тухнӑ. Ҫырла тӗммисем те хитрен лараҫҫӗ, шуратнӑ улмуҫҫи вуллисем те илемлӗн курӑнаҫҫӗ, куҫа савӑнтараҫҫӗ.

Сирӗн ялта кам пахчи капӑртарах?

 

Саланчӑк шкулӗ
Саланчӑк шкулӗ

Ӗнер Раҫҫейре Ҫемье кунне пуллӑ турӗҫ. Вӑл куна халалласа ҫу уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Ҫӗмӗрле районӗнчи Саланчӑк шкулӗнче кил-йыш эстафетти ирттерчӗҫ, унта кӗҫӗн классенче вӗренекен ачасемпе вӗсен ашшӗ-амӑшӗ хутшӑнчӗҫ. Заданисем хаваслӑн пурнӑҫланчӗҫ, сӑмах май вӗсене 1-3 класри ачасен вӗрентекенӗ Мидакова И.А. хатӗрленӗ — кашни хӑйӗн вӑйӗпе вичкӗнлӗхне, сатурлӑхне кӑтартма тӑрӑшрӗ.

Тупӑшу вӑйлӑ пулчӗ, мала «Ӑмӑрткайӑк» («Орлы») ушкӑн тухрӗ. Саламлатпӑр!

 

Ольга Курикова. Елена Хлынова сӑнӳкерчӗкӗ.
Ольга Курикова. Елена Хлынова сӑнӳкерчӗкӗ.

«Сувар» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх Тутарстанра «Чӑваш пики» конкурс тапхӑрӗ пырать. Пӑва районӗнчи Рункӑ ялӗнче ҫак районти чи хитре, ҫепӗҫ те пултаруллӑ, чи хӳхӗм те тӑрӑшуллӑ хӗрсем Пӑва тӑрӑхӗнчи «Чӑваш пики» ята тивӗҫлӗ пулас тесе тупӑшрӗҫ. Ӗлӗк чипер хӗрсене ӗҫре, вӑйӑра суйланӑ. Хальхи саманара пикесене конкурссенче суйлаҫҫӗ. Теветкелленсе сцена ҫине тухнӑ хӗрсем пурте хӑйне кура илемлӗ, ҫепӗҫ. Хӑйсене тыткалани, утти, кулни-калаҫни те вӗсен килӗшӳллӗ. Жюри вӗсене тӗрлӗ енлӗ хакларӗ: илемлӗхӗпе, пултарулӑхӗпе, чӑваш халӑхӗн тутлӑ апачӗсене мӗнлерех пӗҫернипе, литература тата йӑла-йӗрке пӗлӗвӗсемпе.

Хӑшӗ юрӑпа каласа пачӗ хӑйӗн ҫинчен, теприн ҫинчен унӑн вӗрентекенӗ пӗлтерчӗ, хальхи технологи пулӑшӑвӗпе те усӑ курчӗҫ, чӑваш фольклор тӗсӗпе усӑ курса та хӑйсем ҫинчен каласа пама пултарчӗҫ вӗсем.

Виҫӗ тӗслӗ тумпа хӑйсене кӑтартрӗҫ чиперккесем. Юлашкинчен шурӑ туй кӗпи тӑхӑнса тухнӑ хӗрсене курсан нумай каччӑн чӗри тухса тарасла тӑпӑртатрӗ-тӗр. Ҫӗнтерӳҫӗсене парнесем парса саламланӑ вӑхӑтра Рункӑ Культура ҫуртӗнчи оркестрӑн сасси ытти чухнехинчен савӑнӑҫлӑрах та уҫҫӑнрах янӑрарӗ.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://suvar.su/3737.html
 

Страницӑсем: 1 ... 54, 55, 56, 57, 58, 59, 60, 61, 62, 63, [64], 65, 66, 67, 68, 69
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.05.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ĕçсене татса пама лайăх тапхăр. Çывăхри çын сирĕн лару-тăру йĕркеллех тесе ĕнентерĕ. Ахăртнех, хастартарах пулсан лару-тăрăва йĕркелесе яратăр. Нимĕн те тумасан, вырăнтан хускалмасан ыйтусем çивĕчленсе пырĕç кăна.

Ҫу, 17

1927
97
Максимов Николай Петрович, театр ӳнерҫи ҫуралнӑ.
1949
75
Корчаков Николай Васильевич, чӑваш артисчӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуть те кам тухсан та
хуҫа хӑй
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа арӑмӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть