Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +14.3 °C
Нумай итле, сахал калаҫ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: ӑмӑртусем

Хальхи вӑхӑтра тем тӗрлӗ конкурс та ирттернине хӑнӑхса ҫитрӗмӗр пулӗ ӗнтӗ. Нумаях пулмасть, ав, ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх отраслӗнче тӑрӑшакансем ӑмӑртнӑ. Ҫук, сиксе-чупса мар-ха. Унта вӗсем ҫак отрасльти ыйтусене сӳтсе явнӑ, вӑл е ку енӗпе татса памалли ҫул-йӗре сӗннӗ.

Пӗтӗм Раҫҫейри «Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхри тата строительствӑри чи лайӑх ҫамрӑк ӗҫчен» конкурса «Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑха модернизацилекен кадрсем» кӑҫалхипе иккӗмӗш хут ирттернӗ ҫӗршыв шайӗнчи форумра пӗтӗмлетнӗ. Вӑл Чӗмпӗр облаҫӗнче пулнӑ. Унта Атӑлҫи федераци округне кӗрекен регионсенчи пултаруллӑ ӑстасене палӑртнӑ. Ҫӗршыв шайне асӑннӑ тӑрӑхпа 9 ҫын тухнӑ. Вӗсенчен иккӗшӗ — пирӗн республикӑран. Ҫав йышра — «Чӑваш Ен» телевиденипе радио компанийӗн информаци телепрограммине ертсе пыракан Валентина Алексеева тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхӑн «Текстильщик» управляющи компанийӗн инженер-энергетикӗ Максим Иванов. Юлашкинчен асӑнни ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх отраслӗнче тӑрмашни паллӑ-ха, телевиденире ӗҫлекен вара хӑш енпе ҫыхӑннӑ-ши тесе тӗлӗнекенсем те, тен, тупӑнӗҫ. Мӗнех, уҫӑмлатар — Валентина Алексеева «Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх тата строительство сферинчи чи лайӑх обществӑлла деятель» номинацире ҫӗнтернӗ иккен.

Малалла...

 

Нарӑс уйӑхӗнче «Наци суйланӑ Раҫҫей хули» ятпа Тӗнче тетелӗнче суйлав-ӑмӑрту тапраннӑ пулнӑ. Суйлав тӗллевӗ Раҫҫейре чи иллӗртӳллӗ тепаллӑ хула ятне пӗлесси.

Конкурс пуҫланнӑранпах ҫынсем Шупашкар хулишӗн сасӑлама тытӑннӑ. Паянхи кун республика тӗп хули малти вырӑнсенче пырать, уншӑн 86 646 ҫын сасӑланӑ.

Иккӗмӗш вырӑнта Красноярск хули. Асӑннӑ хулапа Шупашкар хулине 20 869 сасӑ уйӑрса тӑрать. Виҫҫӗмӗш вырӑнта вара — Майкоп хули, уншӑн 61 128 ҫын сасӑланӑ.

Суйлав пӗтӗмлетӗвӗ раштавӑн 30-мӗшӗнче кӑна паллӑ пулӗ, ҫавӑнпа та паянхи кӑтарту вӑл вӑхӑтлӑха ҫеҫ теме пулать. Шупашкар хулишӗн «Наци суйланӑ Раҫҫей хули» (выр. «Город России — национальный выбор») сайта кӗрсе сасӑлама пулать.

 

Николаев Анатолий
Николаев Анатолий

Раҫҫей шайӗнче ҫамрӑксем хушшинче хими предмечӗпе иртекен чемпионатӑн пӗтӗмлетӗвӗсене палӑртнӑ. Ҫӗмӗрле хулари 2-мӗш шкул вӗренекенӗсем асӑннӑ ӑмӑртура хӑйсене самай тивӗҫле кӑтартма пултарнӑ.

I степеньлӗ федераллӑ ҫӗнтерӳҫӗ дипломне асӑннӑ шкулӑн 9 класс вӗренекенӗ Николаев Анатолий ҫӗнсе илнӗ пулнӑ. Регионсем хушшинчи ҫӗнтерӳҫӗ дипломне Шадрина Анна (I степеньлӗ диплом) тата Фролова Анна (II степеньлӗ) тивӗҫнӗ. Районта вара чи лайӑх кӑтартӑва 10 класс вӗренекенӗн Мартынова Мариян пулнӑ.

 

Джанита Павлова
Джанита Павлова

Иртнӗ уйӑхра Ирландин тӗп хулинче — Дублинта — кире пуканӗ йӑтассипе Европа чемпионачӗ тата ӑмӑртӑвӗ иртнӗ. Унта аслисемпе пӗрлех ҫамрӑксем те хутшӑннӑ. Раҫҫей ушкӑнне 8 хӗр кӗнӗ, ҫавсен шутӗнче иккӗшӗ Чӑваш Енрен пулнӑ. Вӗсем иккӗшӗ те Йӗпреҫ районӗнче ҫуралнӑ пикесем. Питӗрти аграри университетӗнче 5-мӗш курсра вӗренекен Джанита Павлова хӑйӗн виҫе категорийӗнче пӗрремӗш вырӑна тухса Европа чемпионӗ пулса тӑнӑ. Ҫакӑн пек титула асӑннӑ хулари вӑй-хал культурипе ҫар институтӗнче 2-мӗш курсра ӑс пухакан Марина Федорова та тивӗҫнӗ. Маринӑна ӑмӑртӑва Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ тренерӗ Михаил Петров хатӗрленӗ.

 

Фестивальти самант
Фестивальти самант

Ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Хӗрлӗ Чутай районӗнче ҫак тӑрӑхра ҫуралса ӳснӗ Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ тата Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ ятсене тивӗҫнӗ Алексей Мокин ячӗпе ташӑ ӑстисен «Ташша яра пар!» иккӗмӗш фестиваль-ӑмӑрту иртнӗ. Ку уява районти 18 ушкӑн хутшӑнма кӑмӑл тунӑ.

Жюри пайташӗсем: районти культура пуҫлӑхӗ Александр Самсонов, Чӑваш Республикин халӑх артистки Лидия Попова тата районти администрацин культура, спорт тата архив уйрӑмӗн тӗп специалисчӗ Алина Михуткина ташӑ ӑстисене икӗ ушкӑна уйӑрса чысланӑ.

«Ҫамрӑксемпе ачасен ушкӑнӗ» номинацире 1-мӗш вырӑна Хӗрлӗ Чутайри вӑтам шкулӑн «Танц-класс» тата кадет класӗнчи ташӑ ушкӑнӗсем йышӑннӑ, 2-мӗш вырӑнта «Колибри» ташӑ ушкӑнӗ (вӗсем ӑсталӑха «Хӗрлӗ Чутай районӗн культурӑпа кану центрӗнче» туптаҫҫӗ, 3-мӗшсем — Штанашри «Ария» ташӑ ушкӑнӗ.

«Аслисен ташӑ ушкӑнӗ» номинацире малти вырӑнта Штанашри культура ҫурчӗ ҫумӗнчи ушкӑн тухнӑ.

Малалла...

 

Паян Етӗрне районӗнче выльӑх-чӗрлӗх отраслӗнче тӑрӑшакансен ӑмӑртӑвӗ иртнӗ. Конкурса дояркӑсем тата ӗнене искусствӑлла майпа пӗтӗлентерекенсем хутшӑннӑ.

Тӳррипе каласан, ку конкурс районшӑн та, республикӑшӑн та ҫӗнӗлӗх мар — ӑна ҫулсеренех йӗркелеҫҫӗ. Районта мала тухнисем республика шайӗнче, республикӑра палӑрнисем Раҫҫейри хӑйсен ӗҫтешӗсемпе ӑмӑртаҫҫӗ.

Конкурса пырса ҫитнӗ сӗт сӑвакансемпе осеменаторсене район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Владимир Кузьмин тата унӑн пӗрремӗш ҫумӗ — ял хуҫалӑх пайӗн пуҫлӑхӗ Владимир Семенов тата ыттисем саламланӑ, ҫӗнтерме ӑнӑҫу суннӑ. Конкурса хутшӑнакансене Шупашкартан пырса ҫитнӗ артистсем савӑк кӑмӑл парнеленӗ.

 

Анастасия Егоркина
Анастасия Егоркина

Мускавра ача-пӑча юррисен «Евровидение–2013» конкурсне хутшӑнма суйламалли ӑмӑрту иртнӗ. Унта Чӑваш Республикин представителӗ те хутшӑннӑ. Вӑл — Вероника Арисова композиторӑн «Сингл» пултарулӑх студине 4-мӗш ҫул ҫӳрекен, Кӳкеҫри лицейра 8-мӗш класра вӗренекен Анастасия Егоркина.

Финала тухнӑ 18 коллективпа юрӑҫ хушшинче Настя та пур. Европа шайӗнчи сумлӑ конкурса хутшӑнма тивӗҫлисене ҫӗртмен 2-мӗшӗнче палӑртӗҫ. Сӑмах май, сасӑлаканӗсем — Раҫҫейре пурӑнакансем. Апла пулсан, эсир те Настьӑшӑн СМС-хыпар яма пултаратӑр.

 

Хӗмленеҫҫӗ кӑна мар-ха, ҫап-ҫуттӑн ялкӑшаҫҫӗ. Иртнӗ канмалли кунсенче Ӗпхӳ хулинче «Аэробика планети» ятпа Пӗтӗм Раҫҫейри ӑмӑрту иртнӗ. Унта Мускаври, Атӑлҫи федераци округӗнчи регионсенчи, Новосибирскпа Омскри тата ытти ҫӗртен маттур яшсемпе хӗрсем пухӑннӑ. Чӑваш Енӗн пӗрлештернӗ ушкӑнӗнче 30 спортсмен пулнӑ.

Ӑмӑртӑва хутшӑнакансен 5 номинаципе тупӑшма тивнӗ. Хӑйсен пултарулӑхне пӗчченшерӗн те, мӑшӑрпа та, виҫшерӗн те, ушкӑнпа та кӑтарнӑ. Юлашки ҫулсенче тата аэродэнс тата аэростеп текен енсем хутшӑннӑ.

Чӑваш Енӗн яш-кӗрӗмӗпе хӗр-упраҫӗ 11 ылтӑн, 7 кӗмӗл, 3 пӑхӑр медале ҫӗнсе илнӗ. 15-17 ҫулсенчисем кунсӑр пуҫне пӗрремӗш вырӑна тухса Кубока тивӗҫнӗ, 9-11 ҫулсенчисем иккӗмӗш вырӑншӑн Кубокпа таврӑннӑ.

«Ӑмӑртӑвӑн чи лайӑх артибучӗ» Кубок та пулнӑ иккен. Ку вӑл судьясен хушшинче. Ӑна Чӑваш Ен представителӗ Оксана Дьячук тивӗҫнӗ.

 

И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче пӗрремӗш курсра вӗренекен дирижёрсен республикӑри конкурсӗ иртнӗ. Унта хутшӑнма 11 ҫамрӑк кӑмӑл тунӑ.

Пӗрремӗш вырӑна Федор Павлов ячӗллӗ музыка училищинче ӑсталӑха туптакан Евгений Солин тухнӑ. Иккӗмӗш вырӑна ҫав вӗренӳ заведенийӗнчи Анастасия Павлова тата Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн студенчӗсем Светлана Тарасовапа Людмила Елдырева тухнӑ. Виҫҫӗмӗш вырӑна вара харӑсах 5 ҫамрӑк тивӗҫнӗ. «Хорпа пӗр чӗлхе тупнисенчен чи лайӑххи» номинацире маларах асӑннӑ университетра ӑс пухакан Татьяна Константинова тата музыка училищинче вӗренекен Анастасия Павлова палӑрнӑ. «Шкул юррине чи лайӑх янӑратнӑшӑн» номинацире Светлана Тарасова (вӑл ЧППУ студентки) ҫӗнтернӗ.

 

Шӑматкун, ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗнче 9 сехетрен пуҫласа Шупашкарта Атӑл хӗрринче «Атӑлҫи кӗмӗл» пулӑ тытассипе ӑмӑрту иртрӗ. Асӑннӑ ӑмӑртӑва ытти регионсем те хутшӑнма кӑмӑл тунӑ.

— Ҫакӑн йышши мероприятисем чӑнах та кӑмӑла ҫӗклентереҫҫӗ. Канма та, ытти пулӑҫсемпе те хутшӑнма, юратнӑ ӗҫпе аппаланма та пулать, — хӑйӗн шухӑшне пӗлтерет Хусантан ӑмӑртӑва хутшӑнма килнӗ Ринат Сибгатуллин.

Асӑннӑ мероприяти ертӳҫисем ҫакӑн йышши ӑмӑртӑва ытти ҫулсенче те ирттерме шантараҫҫӗ.

Пулӑҫсен ӑмӑртӑвӗнче чи хастаррисене пулӑҫӑ ӗҫӗнче мӗн кирлине туянма тӗрлӗрен сертификатсемпе чысланӑ. Ҫитес вӑхӑтра вӗсем Раҫҫей шайӗнче иртекен ӑмӑртура республика чысне хӳтӗлеме кайӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/newsv2/62821.html
 

Страницӑсем: 1 ... 53, 54, 55, 56, 57, 58, 59, 60, 61, 62, [63], 64, 65, 66, 67, 68, 69, 70, 71, 72, 73, ... 76
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.06.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хӑвӑрӑн принципсене ӗнентерме тивӗ. Сире никам та ӑнланмасть пек туйӑнӗ. Анчах апла мар. Тавралла пӑхӑр. Таҫта юнашар сирӗн шухӑшсемпе килӗшекен союзник пур, вӑл сире пулӑшӗ. Эрнен иккӗмӗш ҫурри пысӑк япала туянма, коммерци ӗҫӗсем тума ӑнӑҫлӑ.

Ҫӗртме, 07

1937
88
Айдак Аркадий Павлович, паллӑ ҫӗрйӗркелӳҫӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа арӑмӗ
кил-йышри арҫын
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та