Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +7.3 °C
Вӗренни йӑтса ҫӳрес ҫӗклем мар.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: ӑмӑртусем

К.В. Ивановӑн «Нарспи» поэми пичетленсе тухнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалланӑ мероприятисем кӑҫал пӗтмен-ха. Акӑ шкул ачисен те ку ӑмӑртӑва хутшӑнма вӑхӑт ҫитрӗ. Сӑмахран, Шӑмӑршӑ районӗнчи 9-11 класа ҫӳрекен шкул ачисем пикенсех «Ҫакӑ ҫутӑ тӗнчере вӑйли ҫук та этемрен…» конкурс валли сочинени ҫырма ларнӑ. Район шайӗнчи чи лайӑх 3 ӗҫ каярах республика шайӗнчи ӑмӑртӑва хутшӑнӗҫ.

 

Пирӗн сайт вӗсене ӑнӑҫу сунать

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Сӑн галерейисем: Кубока уҫни, Кубокри самантсем

 

Ҫапла, ҫу уйӑхӗн 10-11-мӗшӗсенче Шупашкарта Хӑвӑрт утакансен 23-мӗш Тӗнче Кубокӗ иртрӗ. Вырсарникун вӑл вӗҫленчӗ. Пӗтемлетӳсем тӑрӑх Раҫҫей ӑмӑртуҫисем 15 медале ҫӗнсе илчӗҫ.

Ҫу уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Тӗнче Кубокне чи малтан ҫамрӑк яшсем пуҫларӗҫ. Вӗсем 10 ҫухрӑма утрӗҫ. Шел те, Шупашкар каччи Эдик Хайбуллин вӗҫне ҫити утса тухаймарӗ — тӳресем ӑна трассӑран тухма хушрӗҫ. Пӗрремӗш Алексей Барцайкин тухрӗ. 10 ҫухрӑма вӑл 39 минут та 57 ҫеккунт хушшинче утса тухма май тупрӗ — ҫавна май тӗнче рекордне те ҫӗнетрӗ. Иккӗмӗш Динг Чен пулчӗ — Алексейрен 15 ҫеккунт кая юлса ҫитрӗ. Виҫҫӗмӗшӗ каллех Раҫҫей спортсменӗ пулчӗ — Денис Стрелков Алексейрен 20 ҫеккунт кая юлчӗ.

Яшсем хыҫҫӑн хӗрсем тухрӗҫ. Кунта вара Раҫҫей спортсменӗсене хуса ҫитекенни пулмарӗ. Татьяна Калмыкова 10 ҫухрӑма 42 минут та 44 ҫеккунт хушшинче утса тухрӗ. Ирина Юманова малтан унпа тан утатчӗ, анчах кӑшт вӑхӑт иртсен кая юла пуҫларӗ.

Малалла...

 

Республикӑри чӑваш чӗлхипе литература кабинечӗсен конкурсӗ вӗҫне ҫите пуҫларӗ ӗнтӗ. Кун пирки Чӑваш Енӗн вӗрентӳ министерствин сайчӗ пӗлтерет. Конкурса И.Я. Яковлев ҫуралнӑранпа 160 ҫул ҫитнине халалласа тата вӗрентӳ базине ҫирӗплетмешкӗн ирттереҫҫӗ.

Ӑмӑрту 3 пайран тӑчӗ. Чи малтан вӗрентӳ пӳлӗмӗсем шкулсенче хӑйсене кӑтартмаллаччӗ, каярах район шайӗнче мала тухмаллаччӗ. Юлашки тапхӑрӗ — республика шайӗнчи.

Хальхи вӑхӑтра Чӑваш республикин вӗрентӳ институтӗнче республика шайне тухнисем пухӑнаҫҫӗ, вӗсен материалӗсене пӑхса тухаҫҫӗ. Пур хутшӑнакана та пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн жюри чи лайӑх 5 пӳлӗме суйласа илмелле. Вӑл 5 пӳлӗмпе кайран ыттисене те паллаштарӗҫ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Туҫи ПППШ-ра хӗл ҫитнӗ май йӗлтӗр ӑмӑртӑвне ирттернӗ. Ӑмӑртӑва Ҫӗрпӳ районӗн 5 шкул ачисем хутшӑннӑ — кӗҫӗн классенчи хӗрачасемпе арҫын ачасем тӗрлӗ дистанцире пӗр-пӗринпе тупӑшнӑ. Ҫавӑн пекех хӑйсен маттурлӑхне аслӑрах классенче вӗренекенсем те кӑтартнӑ.

 

Малтанхи пекех ку ҫул та мала Туҫи шкулӑн ачисем малти вырӑнсене йышӑнчӗҫ. Хӑйсен ҫулхисем хушшинче ҫак ачасем мала тухрӗҫ: Наташа Терентьева, Алексей Иванов, Любовь Яковлева, Дмитрий Яковлев, Роман Иванов, Валентина Васильева, Владимир Иванов, Татьяна Иванова.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Канаш хулинче тӑваттӑмӗш ҫул ӗнтӗ «Ман Канашӑ» (Мой город Канаш) хаҫат ҫӑмӑл атлетика енӗпе ӑмӑртусем ирттерет. Ҫулран ҫул хутшӑнакансен йышӗ ӳссе пырать. Ӑмӑртӑва Канаш хулинчи ӑмӑртуҫӑсем кӑна мар, республикӑн ытт районтисем те хутшӑнаҫҫӗ. Кӑҫал ку ӑмӑрту авӑн уйӑхӗн 9-мӗшӗнче иртрӗ. Ӑмӑртӑва яланхи пек хула стадионӗнче мар, хулан тӗп лапамӗнче ирттерчӗҫ.

Ӑмӑртӑва ытларах енӗпе шкул ачисем хутшӑнаҫҫӗ. Ҫавна май пӗлтӗр ятарлӑ куҫакан кубок та хатӗрленӗ. Ман хула кубокшӑн шкул ачисем тупӑшаҫҫӗ. Пӗрремӗш хутӗнче ку кубока Канашри 6-мӗш вӑтам шкул ачисем ҫӗнсе илнӗччӗ. Кубок кӑҫал та вӗсен аллинчен тармарӗ — вӗсенчех юлчӗ.

Ӑмӑрту хитре, интереслӗ те савӑнӑҫлӑ иртрӗ. Тепӗр ҫул хутшӑнакансен шучӗ ӳсессе шанас килет.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Страницӑсем: 1 ... 68, 69, 70, 71, 72, 73, 74, 75, 76, 77, [78]
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.11.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 761 - 763 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере ҫывӑх ҫынсемпе хутшӑнни савӑнӑҫ парнелӗ. Эсир сирӗнпе юнашар шанчӑклӑ ҫынсем пулнине туятӑр. Тунтикунран вӗсен укҫи-тенкипе, еткерлӗхӗпе е пурлӑхӗпе ҫыхӑннӑ ӗҫсене хӳтӗлеме тивӗ. Эсир хӑвӑрӑн влаҫа тата ҫирӗплӗхе туятӑр: условисем лартма та май килӗ.

Чӳк, 05

1892
133
Ҫӗнӗ Пӑвара шкул уҫӑлнӑ.
1939
86
Лисаев Иван Иванович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1950
75
Тимӗр Акташ, чӑваш публичисчӗ, журналисчӗ ҫуралнӑ.
1959
66
Сатур Станислав Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1961
64
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Хуракасси шкулӗ ҫунса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
кил-йышри арҫын
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем