Чӑваш Енри полицейскисен Тӑвай районӗнчи Тӑрмӑшри ӳсӗр водителе тытса чарас тесе пӑшалпа пеме тивнӗ. Малтан сывлӑша, унтан — машина урапине.
Хӗрӗнкӗ водитель пакунлисенчен тарас тенӗ. Ӑна хӳтӗлесе унӑн тусӗсем ҫул-йӗр инспекторӗсем ҫине сиксе ӳкнӗ.
Шалти ӗҫсен министерствин Тӑвай районӗнчи пайӗн ӗҫченӗсем тревогӑпа ура ҫине тӑнӑ. Водителе тытса чарма май килнӗ. Ӑна транспорт рулӗ умне ӳсӗр пуҫпа ларнӑшӑн тата полици ӗҫченӗ ыйтнине пӑхӑнмашӑн явап тыттарма йышӑннӑ. Унпа пӗрле пулнӑ икӗ ҫын тӗлӗшпе РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗ пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӗсен влаҫ ҫыннине хирӗҫ тӑнӑшӑн явап тытма тивӗ.
Сӑмах май каласан, ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн Чӑваш Енре ӳсӗр 49 водителе тытса чарнӑ.
Ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Чӑваш Ен ҫыннисене дачӑна муниципалитетсем хушшинчи автобуссемпе кайма ирӗк панӑ. Анчах салона лӑк туллм тултарма юрамӗ. Ҫур автобус ҫеҫ . Ҫакӑ —ҫынсем ҫывӑх ларасран тунӑ йышӑну. Мӗнпур пассажирӑн, ҫавӑн пекех водительсен маска тӑхӑнмалла. Автобуссене вӑхӑтра дезинфекцилемелле, водительсен аллинче ятарлӑ электрон ирӗк пулмалла.
Билет туянма пассажирсен кассӑна каймасан та. Шупашкарта автовокзал сайтӗнче билета онлайн туянма май пур.
Республика ертӳҫисем дачӑна каякансене уйрӑм ҫын машинипе усӑ курма сӗнеҫҫӗ. Кун пек тусан ют ҫынсемпе хутшӑнмӑн, чирлес хӑрушлӑх пулмӗ. Апла пулин те санитарипе эпидемиологи нормисене пӑхӑнса маска тӑхӑнмалла.
Транспорта мӗнпур муниципалитерах тӗрӗслӗҫ. Полици ӗҫченӗсем те, ятарласа йӗркеленӗ 20 ытла мобильлӗ бригада та. Шупашкартан тухнӑ ҫӗрте 12 пост ӗҫлӗ.
Шупашкар районӗнчи Явӑш ялӗ ҫывӑхӗнче, М-7 ҫул ҫинче, ҫӗр ҫийӗн каҫмалли каҫӑ тума пуҫланӑ. Ку ӗҫе «Дорисс» пурнӑҫлать.
6 ҫухрӑмлӑ ҫул ҫинче ҫӗр ҫийӗн каҫмалли икӗ каҫӑ пулӗ. Тепри – Хыркасси тӗлӗнче. Пӗтӗмпе ҫак тӗллевпе 56 миллион тенкӗ уйӑрнӑ.
2023 ҫул тӗлне унти ҫул, Хыркассипе Явӑш хушшинче, тӑватӑ полосаллӑ пулмалла. Хыркасси патӗнче вара развязка тума палӑртнӑ.
Халӗ ҫул ҫинче ӗҫ хӗрӳ пырать. Водительсене асӑрхануллӑ пулма ыйтаҫҫӗ.
Шупашкарта кашни ҫул валли харпӑр рецептпа асфальт суйлӗҫ. Асфальт мӗнрен пулассине автомобиль трафикне, ҫул мӗнле пахалӑхлӑ пулнине кура палӑртӗҫ.
Палӑртмалла: пӗлтӗр кун пек майпа Кривов урамӗнчи ҫула юсанӑ. Хальхи вӑхӑтра Шупашкарти Яноушек, Тукташ, Игнатьев урамӗсене, Трактор тӑвакансен проспектне юсама пуҫланӑ. Трактор тӑвакансен проспектӗнче бордюрсене илнӗ ӗнтӗ. Кӑҫал ку урамра юлнӑ ҫул пайне – тасатакан сооруженисенчен пуҫласа Сӗнтӗрвӑрри ҫулӗ таран, юсаса пӗтерӗҫ. Унта ТУС компани ӗҫлет. Ҫула ҫӗртме уйӑхӗн 20-мӗшӗ валли туса пӗтермелле.
Ҫак кунсенче кӑшӑлвирус саманинче пурӑнатпӑр та, ку хыпар та ҫав чирпе ҫыхӑннӑскерех. Килтен тухмасӑр ларсан амакран асӑрханма пулать тесе ӗнентернипе ватти-вӗтти урама тухма шикленет. Влаҫрисем йӗркене ҫирӗплететпӗр тесе саккунсене хытарчӗҫ. Карантин йӗркине пӑсакансене тата кӑшӑлвируспа ҫыхӑннӑ суя хыпар саракансене ҫирӗп явап тыттарма йышӑнчӗҫ.
«Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи «Мы из Чувашии» (чӑв. Эпир Чӑваш Енрен) пӗрлӗхре «Ырантан хулана кӗртме тата унтан тухма чарӗҫ... Ятарлӑ ирӗк кирлӗ пулӗ. Протоколсем ҫырӗҫ… Штраф виҫи 40-70 пин тенкӗ…», – тесе ҫырнине прокуратура асӑрханӑ. Шупашкар хула администрацийӗнче ҫавӑн пек чаруллӑ хушу пулман. Апла пулсан тӗнче тетелӗнчи ҫӳлерех асӑннӑ хыпар суя шутланать.
Ӗнертенпе пирӗн республикӑра общество транспорчӗпе ҫыхӑннӑ чару йышӑннӑ. Хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев ака уйӑхӗн 3-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.
Хулапа хула хушшинче ҫӳрекен транспорта ятарлӑ хушу кӑлариччен ӗҫлеме чарнӑ. Муниципалитетсем хушшинчи маршрутпа хутлакан транспорт 5 сехетрен пуҫласа 9 сехетчен, 12 сехетрен пуҫласа 14 сехетчен, 17 сехетрен пуҫласа 21 сехетчен ӗҫлӗ.
«Шупашкар – Ҫӗнӗ Шупашкар» маршрутӑн расписанийӗ улшӑнӗ. 5 сехетрен 9 сехетчен транспорт кашни 10 минутра пӗрре ҫӳрӗ, 9 сехетрен 17 сехетчен – 20 минутсерен, 17 сехетрен 21 сехетчен – 15 минутсерен.
Чӑваш Ен территорийӗнче, ҫав шутра Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенче те, пассажирсемпе багажа саккаспа турттаракансен ӗҫне те чарнӑ.
Сӑмах май каласан, Шупашкарпа Кӳкеҫ пирки уйрӑммӑн асӑнман. Апла пулсан, унти транспорт муниципалитетсем хушшинчи маршрут расписанийӗпе ҫӳрет пулӗ.
Чӑваш Республики урлӑ «Атӑл» М-7 трасса 15 ял-хула патӗнчен иртет. Федераци ҫулӗ пулнӑ май машинӑсем йышлӑ хутлаҫҫӗ. Иртен-ҫӳрене каҫса ҫӳреме кансӗр. Ҫавна шута илсе автобус чарӑнӑвӗсем тата ҫуран ҫӳрекенсене каҫмалли ҫул патӗнче хунарсем ҫаксан аван.
«Волго-Вятскуправтодор» федерацин хысна учрежденийӗн халӑхпа ҫыхӑну тытакан специалисчӗ Лира Нурсаитова пӗлтернӗ тӑрӑх, хунарсене М-7 ҫулӑн Чӑваш Енри виҫӗ участокӗнче вырнаҫтарӗҫ: Кипечкасси (км 629+511 — км 630+010), Шупашкаркасси (км 632+202 — км 632+652) тата Апаш (км 665+473 — км 665+91) тӗлӗнче.
Питтикасси тата Энтри Пасар ялӗсем патӗнче светофор вырнаҫтарӗҫ.
Кун пекех пулсан Шупашкарти аэропортӑн вӑхӑтлӑх хупӑнасси ҫеҫ юлать пулӗ. Аса илтерер: паянтан, пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗнчен, Nordwind Airlines (ку компани «Северный ветер» тулли мар яваплӑ общество ятпа регистрациленнӗ) Шупашкара вӗҫме пӑрахӗ.
Халӗ тата «Победа» лоукостер авиапассажирсене пӑшӑрхантарнӑ. Ӗнер, пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, компани кун пирки сайтӗнче пӗлтернӗ. Ҫавна пассажирсене те вӑл электрон ҫырупа хыпарланӑ. Туянса хунӑ билет укҫине туллин тавӑрса пама шантарнӑ.
Лоукостер самолетсене ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен вӗҫтерме пӑрахӗ. Ку мера ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗччен пырӗ. Самолетсене авиакомпани ҫӗршывӗпех ҫӳретме чарӗ. Ҫак мера Раҫҫей Правительствин йышӑнӑвӗпе килӗшсе тӑнине пӗлтернӗ.
Шупашкара хальхи вӑхӑтра Мускавран икӗ, Питӗртен пӗр компани ҫеҫ хутланине шута илсен аэропортӑн вӑхӑтлӑх хупӑнасси ҫеҫ юлать пулӗ.
Чӑваш Енри общество транспорчӗ ҫитес эрнере канмалли кун графикӗ ҫине куҫӗ. Кун пирки республикӑн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерствинче пӗлтернӗ.
Ведомствӑра ҫак йышӑнӑва туни ытахальтен мар. Республикӑра эпидемие хирӗҫ тӑрӑм йышӑннӑ, ҫӗршыв Президенчӗ ҫитес эрнере канмалли кунсем пулӗҫ тесе пӗлтерчӗ.
Чылай организаци-учреждени каннине кура ҫитес эрнере ҫул ҫинче халӑх сахалтарах ҫӳрӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Хулара та, муниципалитетсем хушшинче те. Ҫавна май пуш уйӑхӗн 30-мӗшӗнчен пуҫласа ака уйӑхӗн 5-мӗшӗччен транспорт ҫӗнӗ режимпа ӗҫлӗ.
Чӑваш Ен Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерствинче транспорта пӗрмай дезинфекцилемеллине аса илтереҫҫӗ. Ҫакна Роспотребнадзор сӗнӗвне тӗпе хурса пурнӑҫламалла.
Nordwind Airlines (ку компани «Северный ветер» тулли мар яваплӑ общество ятпа регистрациленнӗ) Шупашкара вӗҫме пӑрахӗ. Ҫӗршывӑн тӗп хулинчен килекен юлашки авиарейса вӑл пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗнче пурнӑҫлӗ. Ҫапла вара Шупашкартан Мускава, Мускавран Шупашкара «Победа» лоукостер ҫеҫ ҫӳрӗ.
Маларах асӑннӑ авиакомпани пирӗн республикӑна кӑрлач уйӑхӗнчех вӗҫме чарӑнасшӑн пулнӑ. Шупашкарти аэропортра пӗлтернӗ тӑрӑх, авиакомпани халӑх сахал ҫӳренипе сӑлтавланӑ. Ун чухне расписание ылмаштарса пӑхма йышӑннӑ. Анчах расписание ылмаштарни те нимех те улӑштарайман. Халӗ тата ансат мар эпидеми лару-тӑрӑвӗ те витӗм кӳнӗ.
Шупашкарти аэропорт авиакомпани хӑҫан та пулсан Шупашкара каллех вӗҫме пуҫласса шаннине палӑртнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Васильев Степан Васильевич, вӗрентӳ ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |