Шупашкар районӗнчи Ҫӗнӗ Тутаркассинче пурӑнакансем ирпе тата каҫпа ҫул ҫинче хытах нушаланнӑ. Ларса кайма автобуссем ҫук, пӗчӗкскерсем часах тулаҫҫӗ, расписанипе ҫӳремеҫҫӗ. Ҫакӑн йышши ҫӑхава унтисем республикӑн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерствине пӗрре кӑна мар ҫитернӗ. Унтисем ӗнентернӗ тӑрӑх, ведомство ӗсченӗсем вырӑна тухса лару-тӑрӑва пӗрре кӑна мар тӗрӗсленӗ.
«Ҫӗнӗ Шупашкар (Химтехникум) – Тутаркасси» 109-мӗш маршрутпа халӗ пысӑк автобуссене ҫӳретме тытӑннӑ.
Транспорт ыйтӑвӗпе тарӑхмалли тупӑнсан Чӑваш Енӗн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерствине 56-50-8 номерпе шӑнкӑравлама сӗнеҫҫӗ. Кӑлтӑк пирки mintrans_avto@cap.ru, mintrans_raz@cap.ru электрон пуштӑпа та ҫырусем йышӑнаҫҫӗ.
Шупашкарти «Новый город» (чӑв. Ҫӗнӗ хула) микрорайона троллейбуссем ҫӳрӗҫ. Анчах паян-ыранах мар.
Ӗнер, авӑн уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, Шупашкарти 20-мӗш шкулта республикӑн тӗп хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ — аппарат ертӳҫи Алексей Маклыгин хула ҫыннисемпе тӗл пулнӑ. Унта тӗрлӗ ыйтӑва хускатнӑ. Ҫав шутра — троллейбус управленийӗпе ҫыхӑннине те. Предприятин тӑкакӗ, Алексей Маклыгин пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗлтӗрхи ҫур ҫултинчен 40 миллион тенкӗ чакнӑ. Апла пулин те ыйту татӑлсах пӗтмен — упарвлени энергетиксен умӗнче 140 миллион тенке яхӑн парӑмлӑ.
Шупашкарта кӑҫал 200-е яхӑн ҫӗнӗ автобус туянма палӑртнӑ. Вӗсем 18 маршрутпа ҫӳрӗҫ. «Садовӑй» микрораойнта пурӑнакансене турттарма автономлӑ майпа ҫӳрекен 5 троллейбус туянмалла. 2019 ҫулта «Ҫӗнӗ хула» микрорайонта троллейбус линийӗ кармалла.
Шупашкарти хулаҫум автовокзал патӗнчен иртекен чукун ҫул урлӑ халӑх вӗҫӗмех хутлать. «Пичет ҫурчӗ» чарӑну патӗнчен пыракан тротуара чукун ҫултан тимӗр картапа хуплани те пулӑшаймарӗ: халӑх пӗрех каҫса ҫӳрет. Ҫыннисене ятлама та аптӑравлӑ: «Пичет ҫурчӗ» чарӑнура Иван Яковлев проспекчӗн тепӗр енне каҫма май ҫук. Ҫывӑхри чарӑнусенчен пӗри — «МТВ-центр», тепри — автовокзал.
Паян Шупашкарти тӳре-шара (йышра пакунлисем те пулнӑ) канашлӑва пухӑннӑ. Чукун ҫул отраслӗнчисем чукун ҫул урлӑ каҫса ҫӳреме чарас ыйтӑва темиҫе те хускатнӑ иккен. Хальхинче те вӗсем ҫавӑн пиркиех калаҫнӑ.
Канашлу пирки Шупашкар хулин ҫурт-йӗпе коммуналлӑ хуҫалӑх, энергетика, транспорт тата ҫыхӑну управленийӗ пӗлтерни тӑрӑх хакласан, ҫивӗч ыйтӑва ҫывӑх вӑхӑтра епле те пулин татса памаллах. Чукун ҫул урлӑ, тен, каҫӑ сарӗҫ-и?..
Паян Шупашкарта троллейбуспа трактор ҫапӑннӑ. Инкек хулари Гагарин урамӗнче пулса иртнӗ.
«Ҫыхӑнура» форумри сӑнӳкерчӗксем тӑрӑх хакласан, инкеке лекнӗ трактор ҫул-йӗр ҫинче ӗҫленӗскер пулнине тӗшмӗртме йывӑр мар.
Патшалӑхӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекцийӗн республикӑри управленийӗн сайтӗнче инкек пирки ҫырнине хальлӗхе вырнаҫтарман. Маларах эпир асӑннӑ форумра ҫырни тӑрӑх вара тракторист тимсӗрлӗхне пула общество транспорчӗпе тӑрӑнни палӑрать.
Шупашкарти ҫак автоинкекре чи лайӑххи — троллейбусри ҫынсем те, водитель те, тракторист та, иртен-ҫӳрен ытти машинӑрисем те аманманни. Трактор та троллейбуса хытах пырса тӑрӑнман — ӳкерчӗксене тишкерсен троллейбус лапчӑнни-пусӑрӑнни курӑнмасть.
Ӗнер, авӑн уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, «Шупашкар-Сурски» автоҫуль ҫинче 9 ҫулти ачана таптаса кайнӑ. Инкек 18 сехет те 20 минут тӗлӗнче пулса иртнӗ.
«Нива» автомашина рульне тытса пынӑ 71 ҫулти водитель ҫул-йӗр инспекторӗсене пӗлтернӗ тӑрӑх, ача ҫул ҫине кӗтмен ҫӗртен сиксе тухнӑ. Машинӑна вааскавлӑн та хӑвӑрттӑн чарса лартнӑ пулин те велосипедиста вӑл пырса тӑрӑннӑ.Аманнӑ арҫын ачана пульницӑна ӑсатнӑ.
Сӑмах май ҫакна та шута илмелле: 7-14 ҫулсенчи велосипедистсен тротуарсемпе, ҫуран ҫӳрекенсен тата велосипедистсен ҫулӗсемпе ҫеҫ ярӑнма юрать. Вӗсен ҫул хӗррипе, автомобиль ҫулӗпе ҫӳреме ирӗк ҫук.
Ҫул ҫитменнисем ҫуллахи каникул вӑхӑтӗнче 16-ӑн ҫул-йӗр ҫинчи инкеке лекнӗ, ҫав шутран 10 тӗслӗхӗнче ачасем суранланнӑ.
Шупашкар районӗнчи Ишлей станцийӗ патӗнчи чукун ҫул каҫҫи урлӑ ирӗклӗн иртме чарнӑ. Ҫакӑ унта хӑтлӑх курес ӗҫ пуҫланнипе ҫыхӑннӑ.
Чукун ҫула тытса тӑракан «РЖД» акционерсен уҫӑ обществин Инфраструктурӑн Канашри дистанцийӗ юсав ӗҫне ӗнертен, ҫурла уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, тытӑннине хыпарланӑ. Ҫакӑн пикри вӑл «Чӑвашупрдор» хысна учрежденине систерсе хунӑ. Юсавпа тата хӑтлӑх кӗртессипе ҫыхӑннӑ ӗҫ пирки ҫул-йӗр инспекторӗсем те пӗлеҫҫӗ, яваплисем вӗсене малтанах систерсе хунӑ. «РДЖ» акционерсен обществинче ӗҫе авӑн уйӑхӗн 10-мӗшӗнче вӗҫлессине пӗлтереҫҫӗ.
Чукун ҫула юсанӑ хыҫҫӑн асфальт сарас тата хӑтлӑх кӳрес енӗпе тимленӗ май каҫхи вуннӑран пуҫласа ирхи улттӑччен машинӑсем ҫулӑн пӗр енӗпе ҫеҫ иртсе ҫӳрейӗҫ.
Вӑрнар районӗнчи Хапӑс ялӗнчи икӗ урама ҫул сарӗҫ. Ҫул начарришӗн пӑшӑрханса асӑннӑ ял ҫынни Эдуард Михайлов Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев патне ҫитнӗ. Республика ертӳҫи паян «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин регионти уйрӑмӗн йышӑну пӳлӗмӗнче ҫынсене йышӑннӑ.
Эдуард Михайлов тӑван ялӗнчи Тӗп тата Ҫырма урамӗсемшӗн кулянса калаҫнӑ.
Михаил Игнатьев ял ҫыннине ҫул пулассине шантарнӑ. Кӑҫалах мар. Килес ҫул. Ӗҫе пурнӑҫлама республика хыснинчен 11 миллион тенке яхӑн укҫа уйӑрӗҫ. Ҫулӑн пӗтӗмӗшле тӑршшӗ 1,15 километр пулӗ.
Вӑрнар районӗнчи ҫул-йӗре юсама тата сарма, ытти тӗрлӗ ӗҫе пурнӑҫлама кӑҫал хыснара 93,8 миллион тенкӗ укҫа пӑхса хӑварнӑ. Кун пирки Михаил Игнатьев Элтепер Хапӑс ҫыннине пӗлтернӗ.
Шупашкарта общество транспортне ҫӳремешкӗн ятарлӑ вырӑнсем пуласси пирки, ҫавна май сасӑлав ирттерни ҫинчен Чӑваш халӑх сайтӗнче пӗлтернеччӗ. Халӗ сасӑлава пӗтӗмлетнӗ.
Аса илтерер: сасӑлав утӑ уйӑхӗн 27-мӗшӗнчен пуҫласа ҫурлан 7-мӗшӗччен иртнӗ. Унта ҫичӗ урама кӗртнӗ: Мир проспекчӗ, 9-мӗш пилӗкҫуллӑх проспекчӗ, Траткор тӑвакансен проспекчӗ, И.Яковлев проспекчӗ, Мускав проспекчӗ, Калинин урамӗ тата Сӗнтӗрвӑрри ҫулӗ.
Сасӑлава 357 ҫын хутшӑннӑ. Вӗсенчен чылайӑшӗ Мускав проспектне тата Трактор тӑвакансен проспектне суйланӑ.
Николай Теветкел поэт ҫуралнӑ Йӗпреҫ районӗнчи Савкка ялне ҫумӑр ҫусан кӗме ҫук. Кун пирки «Хыпар» хаҫатра пӗлтернӗ.
Ял старости пулнӑ Сергей Наумов хаҫата евитленӗ тӑрӑх, «ыйтӑва ял тӑрӑхӗн администрацийӗнче те пӗрре кӑна мар ҫӗкленӗ — вӗсен яланах укҫа ҫук». Савка ялӗсем тӳре-шарана кӗтсе-шанса лармаҫҫӗ иккен — халӑхран 50 пин тенкӗ пуҫтарнӑ. «Анчах палӑртнине пурнӑҫлама ку укҫа ҫителӗксӗр. Тепӗр 50 пин тенкӗ кирлӗ. Ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ чупмасан халӑхшӑн камӑн тӑрӑшмалла? 5 ҫул каялла ҫул тӑватпӑр тесе 4 машина хӑйӑр тӑкрӗҫ те — пулчӗ ҫул тӑвасси», — пӑшӑрханнӑ староста пулнӑ ҫын.
«Ҫул пулать. «Красный партизан» хуҫалӑх Елчӗк районӗнчи Яманчурел ялӗнчен вак чул тиесе килме ҫитес вӑхӑтрах машина уйӑрӗ», — лӑплантарнӑ ял ҫыннисене хаҫат урлӑ Йӗпреҫ районӗнчи Пучинке ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Николай Федоров.
Чӑваш Енри ҫул-йӗр инспекторӗсем ӗнер машинӑсем икӗ хутчен килти выльӑх-чӗрлӗх ҫине пырса кӗнине пӗлтернӗ. Ҫул ҫинчи йӗркелӗхшӗн яваплисем Инстаграмра ҫырнӑ тӑрӑх, пӗр ҫын аманнӑ.
«Пуринчен ытла эсир выльӑха, унӑн хуҫине е инкеке лекнӗ машинӑна шеллетӗр-и?» — ҫырса хунӑ сӑнӳкерчӗк айне.
Tailhead13 никпа ҫыраканни ӗнене те, машина хуҫине те хӗрхенет. Вӑл хӑй те килти выльӑх-чӗрлӗх ҫул ҫинче утнипе шар курнине аса илнӗ. Ӗне хуҫине вара воспитани памалла тесе шухӑшлать. Тата унтан вӑл машина юсаса тӑкакланма тивнине шыраса илесшӗн.
Килти выльӑх килех таврӑнать теҫҫӗ-ха. Анчах ҫурҫӗр иртни икӗ сехетре килте мӑйракаллӑ шултра выльӑх ҫуккине унӑн хуҫи епле асӑрхаманни чӑннипех те тӗлӗнтерет-ҫке.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.04.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Николай Карай, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Петров Пётр Варфоломеевич, чӑваш сӑрӑ ӑсти ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |