Чӑваш Енри Ҫӗмӗрле хулипе Нават ялне (выр. Наваты) Сӑр юханшывӗ урлӑ понтон кӗперпе ҫыхӑнтарнӑ. Икӗ региона тӳрремӗн ҫитме май паракан ҫула ӗнер уҫнӑ.
Хӗлле пӑр вӑйлӑ ларсан Сӑр урлӑ пӑр ҫулпа машинӑсем ҫӳремелле туса параҫҫӗ.
Аса илтерер, кӑҫал ӑна кӑрлач уйӑхӗн 15-мӗшӗнче хута янӑччӗ. Вӑхӑтлӑх ҫулпа 3 тоннӑран ҫӑмӑлтарах машинӑсен ҫеҫ каҫма юратчӗ. Пӑр ҫулпа иртнӗ чух пӗр сехетре вунӑ ҫухрӑмран ытла хӑваламалла марччӗ. Юханшыв урлӑ ҫула кӑҫал ака уйӑхӗн 4-мӗшӗнче хупрӗҫ. Ҫапла туни пӑр ҫӳхелнипе ҫыхӑннӑччӗ.
Сӑр урлӑ халӗ хывнӑ вӑхӑтлӑх понтон кӗпер урлӑ 5 тоннӑран йывӑр мар машинӑсен иртсе ҫӳреме юрать. Вӗсене талӑкӗпех каҫма ирӗк панӑ.
Муркаш районӗнчи Ҫурла Тӑрринчи ҫулӑн хуҫи ҫук. Ҫакна Чӑваш Енӗн прокуратурин пресс-службинче хыпарлаҫҫӗ. Надзор органӗ тата Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсем асӑннӑ ялти ҫул хуҫине палӑртас тӗллевпе тӗрӗслев ирттернӗ. Асӑннӑ ялти Воробьев урамӗнчи 1,1 километр тӑршшӗ ҫул хут тӑрӑх никамӑн та шутланмасть иккен.
Ҫул хуҫасӑр пулнине кура ӑна кам тытса тӑмалли те уҫӑмлӑ мар, унта инкек-синкек сиксе тухсан та вӗҫне-хӗрне тухса пӗтеймӗн.
Раҫҫейӗн Граждан кодексӗнче палӑртнӑ тӑрӑх, хуҫасӑр пурлӑх муниципалитет харпӑрлӑхне куҫмалла. Ӑна ятарлӑ органсенче регистрацилесе харпӑрлӑха илмелле. Ҫак утӑма вырӑнтисем хайсен кӑмӑлӗпе пурнӑҫламаннине кура прокуратура ҫула мунициаплитета суд урлӑ харпӑрлӑха куҫармалла тӑвасшӑн.
«Вятка» ҫул урлӑ иртекен Кӑкшӑм юханшывӗ урлӑ хывнӑ кӗпере ҫывӑх вӑхӑтра юсасшӑн. Унта «Чӑвашупрдор», Чӑваш Енӗн Строительство министерствин тата «Волгастройпроект» проект институчӗн специалисчӗсем пулнӑ, кӗпер пахалӑхне хакланӑ.
Вӗсем кӗпере тишкернӗ тӑрӑх, объект япӑхма пуҫланӑ. Автотранспорта каҫса ҫӳреме хӑрушӑ мар-ха, ҫапах та специалистсем хӑш-пӗр мера йышӑнмаллах тесе пӗтӗмлетнӗ. Сӑмахран, иртен-ҫӳрен машинӑсен хӑвӑртлӑхне кӗпер ҫинче чакармалли. Асӑрхаттаракан ҫынна кунӗн-ҫӗрӗн тӑратаймӑн, апла пулсан информаци щичӗсем кирлӗ.
Ӳлӗмрен кӗпере юсама тивӗ. Унччен вара проектпа шырав ӗҫӗсене ирттермелле.
Кӗпер тӑршшӗ 60 метр иккен. Унӑн тӗп пайне 1994 ҫулта тунӑ. Хӑш-пӗр ӗҫе вара 1988 ҫулта пуҫланӑ.
Чӑваш енри дача хуҫис5ем валли ятарласа маршуртсем уҫӑлнӑ. Паянтанпа ун пек 5 автобус маршручӗ ӗҫлесе кайнӑ.
Тӳрер пӗлтерер: дачӑна каякансем унччен пулнӑ маршуртпа та ҫула тухайӗҫ-ха. Халӗ уҫӑлнисем вара пысӑкрах сад юлташлӑхӗсем патне илсе ҫитереҫҫӗ.
«Чӑвашавтотранс» паянтанпа ҫак ҫулпа илсе ҫӳрет: 189-мӗш «Шупашкар – Шашкар»; 193-мӗш «Шупашкар – Шорккари коллективлӑ пахча юлташлӑхӗ»; 249-мӗш «Шупашкар – Явӑш (хула масарӗ)»; 108э-мӗш «Ҫӗнӗ Шупашкар – Кукашни пахчисем»; 157-мӗш «Ҫӗнӗ Шупашкар — Кӳкеҫ».
Ҫуллахи вӑхӑтра кунсеренех «Шупашкар-Канаш-Шупашкар» маршрутпа пуйӑс хутлассине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. 6502-мӗш номерпе ҫӳрекенскер ака уйӑхн 15-мӗшӗнченпе халӑха турттарать, вӑл утӑ уйӑхӗн 31-мӗшеччен ӗҫлӗ. Хулаҫум маршрутпа пуйӑссем ҫавӑн пекех «Канаш-Хусан-Канаш», «Канаш-Улатӑр-Канаш», «Улатӑр-Хӗрлӗ ҫыхӑ-Улатӑр» тата «Ҫӗмӗрле-Канаш-Ҫӗмӗрле» маршуртсемпе ҫӳреҫҫӗ.
Шупашкарти «Садовый» микрорайона троллейбус ярӗҫ. Вӑл микрорайонпа хулан тӗп пайне ҫыхӑнтарӗ. Троллейбус кӑҫал виҫҫӗмӗш кварталта ҫӳреме пуҫлӗ.
Ку улшӑнӑва пассажирсене илсе ҫӳремелли план документне кӗртнӗ. Унта палӑртнӑ тӑрӑх, Шупашкарти троллейбус управленийӗ хула администрацине ыйтупа тухнӑ. Вӑл «Садовый» микрорайона 10-мӗш номерлӗ троллейбус яма сӗннӗ. Троллейбус ҫак маршрутпа ҫӳрӗ: Чукун ҫул вокзалӗ – Чапаев скверӗ – Николаев урамӗ – Тӗп пасар – Б.Хмельницкий урамӗ – 9-мӗш шкул – Кошкино – «Садовый» микрорайон.
Кунсӑр пуҫне 37-мӗш маршруткӑн ҫулне тӑсма палӑртнӑ. Малашне вӑл «Энергозапчасть» таран ҫеҫ мар ҫӳрӗ, «Нефтебаза» чарӑнӑва ҫитӗ.
Шупашкартан Ҫӗнӗ Шупашкара тата каялла общество транспорчӗпе каймашкӑн билет хаклӑрах пулӗ. Маршрутка ҫинче хака 1 тенкӗ ӳстересшӗн, ҫапла майпа вӑл 26 тенкӗпе танлашӗ. ЕТКпа тӳлесен – 25 тенкӗ.
Автобус ҫинче вара хак 22 тенкӗ пулӗ, ЕТКпа – 21 тенкӗ. Проезднойсен хакӗ те кӑштах ӳсӗ.
Юлашки хутчен ку тарифсене 2017 ҫулхи пуш уйӑхӗнче хӑпартнӑ. Хаксене кӑҫал ӳстерӗҫ. Анчах хальлӗхе ку хӑҫан пуласси паллӑ мар.
Аса илтерер: ЧР Транспорт министерстви тата мэри Ҫӗнӗ Шупашкар маршруткисен шӑпине татса парасшӑн. Шупашкар хула администрацийӗ 5 автобус маршрутне хӑварма сӗнет. Транспорт министерствине вара ку шухӑш килӗшмест.
«Атӑл – Сӗнтӗрвӑрри – Урхас Кушкӑ – Сӗнтӗрвӑрри – Аксарин» ҫул питӗ япӑх лару-тӑрура, шӑтӑк-путӑклӑ. Унччен район прокурорӗ ӑна йӗркене кӗртмелле тесе суда тавӑҫ тӑратнӑ.
Ку ҫула Халӑх фрончӗн «вилнӗ ҫулсен» картти ҫине лекнӗ. Унта пӗр тӑхтаса тӑмасӑр тӗплӗ юсав ирттермелле. Шӑтӑк-путӑка йӗркене кӗртмелле. Суд та прокурор енче пулнӑ. Судья ҫак ҫула юсаттармалла тесе йышӑну кӑларнӑ.
Район администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак ҫулшӑн подрядчик яваплӑ. Суд йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн, «Атӑл – Сӗнтӗрвӑрри – Урхас Кушкӑ – Сӗнтӗрвӑрри – Аксарин» ҫула ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗччен юсаса пӗтермелле.
Ҫул-йӗр инспекторӗсем пассажирсене илсе ҫӳрекен микроавтобус водительне тытса чарнӑ, хайхискер руль умне ӳсӗрле ларнӑ.
«Про Город» (чӑв. «Хула пирки») кӑларӑм пӗлтернӗ тӑрӑх, ку ӗҫ-пуҫ Атӑл М7 автоҫул ҫинче пулнӑ. Пакунлисем Шупашкар районӗнчи «Кӳкеҫ — Ҫӗктер» маршрутпа ҫӳрекен 273-мӗш номерлӗ микроавтобуса чарнӑ, шоферне тӗрӗсленӗ. Хайхискер урӑ мар иккен. Каярахпа наркологи уйрӑмне илсе кайса пӑхнӑ. Унта та прибор «0,350 мг/л» кӑтартнӑ.
Арҫын ун чухне пӗрремӗш рейсра пулнӑ, халӑх транспортӗнче сакӑр пассажир ларнӑ. Палӑртса хӑвармалла, Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн патшалӑх инспекцийӗ ҫул ҫӳрекенсене тимлӗрех пулмалли пирки асӑрхаттарать, водитель руле ҫирӗп тытса пымасан, правилӑсене пӑссан чӗмсӗр лармалла марри ҫинчен калать.
Чӑваш Енре ырантанпа, ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнченпе, Канашпа Шупашкара хула ҫум пуйӑссем хутлама тытӑнӗҫ. Чӑваш Енӗн Транспорт министерствинче чукун ҫул транспорчӗ шӑмат кунсерен ҫеҫ хутлать тесе хыпарланӑччӗ малтанласа. Анчах нумаях пулмасть ҫӗнӗ хыпар пӗлтерчӗҫ: пуйӑссене кашни кунсерен ҫӳретме пуҫлӗҫ.
Ака уйӑхӗн 15-мӗшнчен пуҫласа утӑ уйӑхӗн 31-мӗшӗччен 6502-мӗш номерлӗ «Канаш – Шупашкар» тата 6505-мӗш номерлӗ «Шупашкар – Канаш» пуйӑс ҫӳрессине хула ҫум пассажирсене турттаракан «Содружество» компанийӗ пӗлтернӗ.
Канашран Шупашкара пуйӑс ирхи 3 сехет те 51 минутра хускалӗ, Шупашкара 6 сехет те 15 минута ҫитӗ; Шупашкартан 18 сехет 40 минутра тапранса Канашра 21 сехет те 5 минутра пулӗ.
Ҫӗмӗрле хулипе Чулхула облаҫӗнчи Нават ялне Сӑр урлӑ каҫмалли пӑр ҫула хӗлсерен уҫнине Чӑваш халӑх сайчӗ кашнинчех пӗлтернӗччӗ. Кӑҫал ӑна кӑрлач уйӑхӗн 15-мӗшӗнче хута янӑччӗ. Аса илтерер, вӑхӑтлӑх ҫулпа 3 тоннӑран ҫӑмӑлтарах машинӑсен ҫеҫ каҫма юратчӗ. Пӑр ҫулпа иртнӗ чух пӗр сехетре вунӑ ҫухрӑмран ытла хӑваламалла марччӗ.
Ӗнер, ака уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, юханшыв урлӑ ҫула хупса хунӑ. Ҫапла туни пӑр ҫӳхелнипе ҫыхӑннине тавҫӑрма йывӑр мар.
Раҫҫейӗн Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Чӑваш Енри Тӗп управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, машинӑсене тата ҫынсене каҫса ҫӳреме сарнине пӑр кайма тытӑниччен сӳтсе пӗтерӗҫ. Унта пырса кӗнӗ ҫӗре ҫул хупӑннине кӑтартакан паллӑсем вырнаҫтарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.04.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Николай Карай, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Петров Пётр Варфоломеевич, чӑваш сӑрӑ ӑсти ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |