Бразилири Рио-де-Жанейрора юниорсен хушшинче грек-рим тата ирӗклӗ кӗрешӳ енӗпе тӗнче ӑмӑртӑвӗ иртнӗ. Унта пирӗн ентеш те ӑмӑртнине ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтерет.
Чӑваш спортсменки Бразилирен ҫитӗнӳсемпе таврӑннӑ. Мария Кузнецова 59 килограмм тайман виҫе категорийӗнче вӑй виҫнӗ. Вӑл Румыни чысне хӳтелекен Кристина Инцезу спортменкӑна ҫӗнтерме пултарнӑ. Ҫапла майпа пирӗн ентеш пӑхӑр медаль ҫӗнсе илнӗ. Ку виҫере Швеци спортсменки Элин Нильссон ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. Кӗмӗл медале Япони спортсменки Йошими Каяма илнӗ.
Ӑмӑртура Раҫҫей спортсменкисем — Надежда Саражкова тата Ксения Незговорова — пӑхӑр медаль ҫӗнсе илнӗ.
Испанири «Cybermetrics Lab» — CSIC тӗпчев ушкӑнӗ тӗнчери аслӑ шкулсен сайчӗсен мониторингне тунӑ. ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, чи лайӑх 100 сайтсен йышне пирӗн республикӑри аслӑ шкул та кӗнӗ.
Вӑл — И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗ. ЧПУ сайчӗ ҫур ҫулта 24 йӗрке ҫӳлерех хӑпарнӑ. Халӗ вӑл рейтингра 82-мӗш вырӑнта.
Тӗпчевҫӗсем тӗнчери 23 696 аслӑ шкул сайтне тишкернӗ. Вӗсенчен 1484-шӗ — Раҫҫейри. Рейтинга аслӑ шкул сайчӗсене мӗн чухлӗ ҫын кӗрсе тухнине палӑртма тунӑ. Унта сайта мӗнле тытса пынине, аслӑ шкулсен веб-сайчӗсемпе ҫынсем мӗнле усӑ курнине тишкернӗ.
Чӑваш Ен тата Мускав чысне хӳтӗлекен Анжелика Сидорова Шупашкарта иртекен Раҫҫей чемпионатӗнче ҫӗнтернӗ пулин те кӑмӑллах юлман.
Анжелика Сидорова 4.50 метра шӑчӑпа пӗр хут сиксех парӑнтарнӑ. Мускав тата Брянск облаҫне хӳтӗлекен Татьяна Швыдкина, Мускав тата Белгород облаҫне хӳтӗлекен Ольга Муллина 4.35 метра ҫеҫ парӑнтарнӑ. Вӗсем иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсене йышӑннӑ.
Вӗсем хыҫҫӑн Анжелика Сидоровӑн пысӑкрах ҫӳллӗшне сикме те тивмен. Анжеликӑна тупӑшма тивменни кӑмӑлне хуҫнӑ та.
Хӑй каланӑ тӑрӑх, вӑл яланах 4.50 метртан сикме пуҫлать. Вӑл чемпионатра 4.70 метра та пулин сикме палӑртнӑ.
Шупашкарти пӗр ҫамрӑк арҫын Гиннесс рекорчӗсен кӗнекине кӗме пултарнӑ. 32 ҫулти программист тӗнчери чи пӗчӗк Рубик тӑваткала хатӗрлесе палӑрнӑ. Кун пирки vchaspik.ua сайт пӗлтерет.
Рубик тӑваткала пуҫтарнӑ чухне чылайӑшӗ пуҫ ватать. Нумайӑшӗ унти тӗссене вырӑна лартассишӗн нумай вӑхӑт тӑрӑшать. Анчах тӑваткала темиҫе ҫеккунтра пуҫтарма пултаракансем те пур. Шупашкар каччи Евгений Григорьев — вӗсен шутӗнче.
Евгений тӑваткала самантрах пухать. Ҫавӑнпах-тӑр программист йывӑртараххине шутласа кӑларнӑ.
Программист лазер пулӑшнипе 1 сантиметр сарлакӑш Рубик тӑваткала хатӗрленӗ. Евгений ӑна виҫӗ минутра пухать. Евгений ҫакна шухӑшласа кӑларса Гиннесс рекорчӗсен кӗнекине кӗме пултарнӑ.
Анчах Шупашкар каччи кунпа та ҫырлахасшӑн мар. Вӑл тата пӗчӗкрех тӑваткал тӑвасшӑн.
Мускав облаҫӗнчи Ерино поселокӗнче ҫӑмӑл атлетика енӗпе Раҫҫей Кубокӗ иртет. Унта пирӗн ентеш Альбина Чинчикеева ылтӑн медаль ҫӗнсе илме пултарнӑ.
Ку пирӗн ентешсен пӗртен пӗр награди мар. Чӑваш Ен чысне хӳтӗлекен Виктория Иванова чӑрмавлӑ 3000 метра чупса финиша виҫҫӗмӗш ҫитнӗ. Альбина Чинчикеева вара 1500 метра парӑнтарса пӗрремӗш вырӑна тухнӑ.
Таллинра вара юниорсен хушшинче Европа чемпионачӗ иртет. Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командине 80 юниор кӗнӗ. Паян каҫхине хӑвӑрт утакансем 20 ҫухрӑмлӑ дистанцире тупӑшӗҫ. Унта Чӑваш Ен спортсменӗсем Кирилл Фролов тата тӗнче класлӑ спорт мастерӗ Надежда Сергеева Европа чемпионачӗн наградине илессишӗн старта тухӗҫ.
Аса илтерер: Надежда Сергеева Шупашкарта иртнӗ Раҫҫей чемпионатӗнче юниорсен хушшинче 20 ҫухрӑмлӑ дистанцире ӑмӑртса пиллӗкмӗш пулнӑ. Кирилл Фролов вара ҫав дистанцирех финмша тӑваттӑмӗш ҫитнӗ.
Кӑнтӑр Корейӑри Кванджу хулинче студентсен Универсиади малалла пырать. Унта пирӗн ентешсем ҫитӗнӳ хыҫҫӑн ҫитӗнӳ тӑваҫҫӗ. Нумаях пулмасть чӑваш спортсменки Марина Пандакова кӗмӗл медаль ҫӗнсе илнӗ.
Марина Шупашкарти политехника институтӗнче вӗренет, спорт шкулӗнче ӑсталӑхне туптать. Марина Пандакова тӗнче класлӑ спорт мастерӗ.
Пирӗн ентеш 20 ҫухрӑмлӑ дистанцире хӑвӑрт утнӑ. Вӑл финиша иккӗмӗш ҫитнӗ. Унӑн кӑтартӑвӗ — 1 сехет те 29 минут.
Марина Пандакова Европа тата тӗнче чемпионачӗсен призерне Аниса Кирдяпкинӑна ҫеҫ парӑнтарайман. Вӑл Универсиадӑра рекорд лартнӑ. Виҫҫӗмӗш вырӑна Китай спортсменки Хоу Юнбо тухнӑ.
Раҫҫейӗн тепӗр спортсменкисем Софья Бродацкая тата Лина Кулацкая тӑваттӑмӗш тата вуниккӗмӗш вырӑнсене йышӑннӑ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Швейцарире велоспорт енӗпе пӗтӗм тӗнчери чупу иртнӗ. Пирӗн ентеш унта пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑ.
Чӑваш спортсменки Ирина Калентьева «кросс-кантри» дисциплинӑра финиша пӗрремӗш ҫитнӗ. Ирина элита велочупуҫӑсен йышӗнче ӑмӑртнӑ.
ЧР Спорт министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Ирина Калентьева финиша 1 сехет те 25 минут 11 ҫеккунт кӑтартупа ҫитнӗ. Ыттисем унран 8-9 минут тӑрса юлнӑ.
Ку пӗрремӗш вырӑн Иринӑна 30 рейтинг очкине пухма май панӑ. Пӗтӗмӗшле илсен, ӑмӑртура Швейцари ҫӗнтернӗ.
Ҫак кунсенче тухтӑрсен пӗтӗм Раҫҫейри конкурсне пӗтӗмлетнӗ. Унтан Чӑваш Ене лайӑх хыпар ҫитнӗ. Чи лайӑх онколог тухтӑр Чӑваш Енре пурӑнать-мӗн.
ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Сергей Агафонкин чи лайӑх онколог ятне тивӗҫнӗ. Конкурс виҫӗ тапхӑрпа иртнӗ. Пӗрремӗшӗнче ӗҫ коллективӗсенчи ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртнӑ. Иккӗмӗш тапхӑра ирттерме конкурс комиссине йӗркеленӗ. Виҫҫӗмӗш тапхӑрта иккӗмӗшӗнче ҫӗнтернӗ 577 ӗҫ тупӑшнӑ. Вӗсем Раҫҫейӗн 43 субъектӗнчен тата патшалӑх влаҫӗн ултӑ федераци органӗ хутшӑннӑ.
Чи лайӑх онколог ятне тивӗҫнӗ Сергей Агафонкин республикӑри клиника онкологи диспансерӗнче пай заведеующийӗнче ӗҫлет.
Шупашкар хулинчи Андрей Растворцев ҫыравҫӑ Мускаври «Камертон» сеть журналӗ ирттернӗ конкурсра ҫӗнтернӗ.
Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫине халалланӑ конкурса тӗрлӗ ҫӗршыври 200 ытла ҫын хутшӑннӑ иккен. Шупашкар ҫыравҫи хӑйӗн «Встреча» калавне ярса панӑ. Ку хайлава, сӑмах май, «Хыпар» издательство ҫурчӗ кӑларса тӑракан «Лик» журналта маларах пичетленӗ.
Конкурсра пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ Андрей Растворцева укҫан премипе хавхалантарнӑ.
Ҫыравҫӑпа кӗскен паллаштарас тӑк, унӑн «Хранители очага» ачасем валли ҫырнӑ кӗнеки республикӑра ҫулсерен ирттерекен «Ҫулталӑкри чи нумай вулакан кӗнеке» конкурса та хутшӑннӑ. Ҫыравҫӑ ачасемпе вулавӑшсем йӗркелекен тӗлпулусене тухса ҫӳрет, вӗсене вӑл хӑйӗн пултарулӑхӗпе паллаштарать.
Ҫу уйӑхӗн 25–30-мӗшӗсенче Крым Республикинче пушарнӑйсемпе ҫӑлавҫӑсен «Чӗресен кӗвви» юрӑ-кӗвӗ пултарулӑхӗн конкурсӗн финалӗ иртнӗ. Нумаях пулмасть гала-концерт иртнӗ, ҫӗнтерӳҫӗсене, фестивале хутшӑннӑ пушарнӑйсемпе ҫӑлавҫӑсене, ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Севастопольти Хура тинӗс флочӗн офицерсен ҫуртӗнче чысланӑ.
Ведомство пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, конкурса РФ МЧСӗн регионсенчи центрсен тата вӗренӳ заведенийӗсен пултарулӑх ушкӑнӗсем хутшӑннӑ.
Атӑлҫи тӑрӑхӗн чысне унта ПФ МЧСӗн Чӑваш Енри тӗп управленийӗн «Служу Отечеству» ансамблӗ хӳтӗленӗ. Вӗсем жюрие, куракансене тыткӑнлама пултарнӑ. Ансамбль иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |