Авӑн уйӑхӗн вӗҫӗнче кикбоксинг енӗпе World cup Diamond-2015 тӗнче кубокӗ иртнӗ. Унта чӑваш спортсменӗсем те хутшӑннӑ, пысӑк ҫитӗнӳсемпе таврӑннӑ.
ЧР Спорт министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал тӗп парнене ҫӗнсе илессишӗн 1062 спортсмен вӑй виҫнӗ. Вӗсем унта 26 ҫӗршывран килнӗ. Спортсменсен йышӗнче пирӗннисем те пулнӑ.
Командӑпа тупӑшса Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ команди пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Унта Чӑваш Республикин кикбоксинг ассоциацийӗн элчисен те тӳпи пысӑк.
71 килограмм тайман виҫе категорийӗнче «фулл-контакт» дисциплинӑра Артур Шишокин 3-мӗш вырӑн ҫӗнсе илме пултарнӑ. Виталий Гаврилов, 67 килограмм тайман виҫе категорийӗнче вӑй виҫнӗскер, виҫӗ тупӑшӑва выляса яман. Вӑл ҫапла кикбоксинг енӗпе тӗнче кубокӗн хуҫи пулса тӑнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти ача-пӑча ӳнер шкулӗнче баян калакан ӑста ҫамрӑк саккӑрмӗш ҫул вӗренет. Вӑл — Евгений Мидаков.
Евгений халӑх инструменчӗсен уйрӑмӗнче ӑсталӑхне туптать. Ыттисенчен уйрӑлса тӑрать вӑл. Женя питӗ ӗҫчен тата пултаруллӑ. Ҫамрӑк пулсан та вӑл 30 ытла конкурса хутшӑннӑ, хӑйӗн пултарулӑхне ют ҫӗршывра та кӑтартнӑ, кубоксем, медальсем, дипломсем ҫӗнсе илнӗ.
Евгений Мидаков 2013 ҫулта «Чӑваш Енри пултаруллӑ ҫынсем» проект ҫӗнтерӳҫи пулнӑ. Ҫавӑн пекех «Раҫҫейри наци пуянлӑхӗ» конкурсра I степень лауреат пулса тӑнӑ. Женя Раҫҫейри тата ют ҫӗршыври чылай конкурсра палӑрнӑ.
Евгений Нидерландри, Францири, Испанири конкурссенче пулнӑ. Вӑл «Минута славы» проекта хутшӑнма ӗмӗтленет.
Чӑваш Ен кондитерӗсем пӗтӗм тӗнчери варени фестивалӗнче ылтӑн медаль тата кубок илме пултарнӑ. Фестиваль Азербайджанри Габала хулинче иртнӗ.
ЧР Экономика аталанӑвӗн министерствинчен пӗлтернӗ тӑрӑх, ку мероприятие Раҫҫейри, Филиппинри, Сербири, Иранри, Кӑркӑсстанри, Турцири тата Азербайджанри 500 яхӑн повар хутшӑннӑ. Фестивальте варение чейпе тутанма май пулнӑ. Хӑшӗ-пӗри ӑна туяннӑ та.
Пылак фестивальте яланах усӑ куракан варенисене кӑна мар, экэотикӑллисене те тутаннӑ. Шупашкарти кондитерсем жюрие хыр йӗкелӗнчен, йӗппинчен, хура хурлӑханран, вӑрман мӑйӑрӗнчен, хӗрлӗ пилешрен, ҫӑка чечекӗнчен, кӑвак ҫырларан, кукша пуҫран вӗретнӗ варение ҫисе пӑхма сӗннӗ.
Чӑваш кондитерӗсем календула чечекӗсенчен хатӗрленӗ варени жюрие уйрӑмах тӗлӗнтернӗ. Конкуренци вӑйлӑ пулсан та жюри чӑвашсене варенине пысӑк хак панӑ. Вӗсене ылтӑн медальпе тата кубокпа чысланӑ.
Аван уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Болгарире шашка енӗпе тӗнче чемпионачӗ вӗҫленнӗ. Унта пирӗн ентеш те хутшӑннӑ, пысӑк ҫитӗнӳсемпе таврӑннӑ вӑл унтан.
Артем Тихонов ҫичӗ ҫулта кӑна-ха. Анчах вӑл самаях пысӑк ҫитӗнӳсемпе палӑрма ӗлкӗрнӗ. Артем Шупашкарти ачасемпе ҫамрӑксен «Энергия» спорт шкулӗнче Вячеслав Сухович тата Андрей Унтин тренерсем патӗнче ӑсталӑхне туптать.
Артем Болгарире 8 ҫул тултарман ачасен ушкӑнӗнче шашкӑлла вылянӑ. Вӑл виҫӗ программӑпа иртнӗ ӑмӑртура виҫӗ ылтӑн медаль ҫӗнсе илме пултарнӑ.
Артем унччен те ӑмартусене хутшӑннӑ. Кӑҫал вӑл ака уйахӗнче Раҫҫей ӑмӑртӑвне хутшӑннӑ. Вӑл унта та виҫӗ ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. Ҫу уйӑхӗнче вара Артем Европа ӑмӑртӑвӗнче абсолютлӑ чемпион пулса тӑнӑ.
Чӑваш Енри пултаруллӑ ҫамрӑк темелле ун пирки. Вӑл ҫитӗнӳпе савӑнтарнӑ. Нумаях пулмасть «Раҫҫейри пултаруллӑ ҫынсем» пӗтӗм Раҫҫейри конкурсӑн иккӗмӗш тапхӑрне пӗтӗмлетнӗ. Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, унта пирӗн ентеш ҫӗнтернӗ.
Инна Иванова Ҫӗнӗ Шупашкарти ача-пӑча музыка шкулӗнче оркестр уйрӑмӗнче вӗренет. Инна флейта калать. Унӑн халӗ Чӑваш Ен чысне Мускавра хӳтӗлеме тивӗ.
Палӑртса хӑварар: проекта пӗтӗм Раҫҫейри виҫӗ конкурс кӗнӗ. Вӗсем — «Раҫҫейри пултаруллӑ ҫынсем», «Ача-пӑча ӳнер шкулӗнчи чи лайӑх вӗрентекен», «50 ӳнер шкулӗ». Ӑна культура тата ӳнер учрежденийӗсене, пултаруллӑ ачасемпе ҫамрӑксене пулӑшас тӗллевпе йӗркеленӗ.
Кӑҫал Раҫҫейре Литература ҫулталӑкӗ пулнӑ май тӗнче тетелӗнче «Культура диалогӗ» проект хатӗрленӗ. Ӑна РФ Патшалӑх Думин национальноҫ ӗҫӗсен комитечӗ пулӑшнипе йӗркеленӗ.
Кӑҫал ку проекта Раҫҫейри 70 регионтан, 8 ҫӗршывран хутшӑннӑ. Пӗтӗмпе — 8800 ытла ача. Конкурса 7–18 ҫулсенчисем хӑйсен ӗҫӗсене ярса пама пултарнӑ. Унта Чӑваш Енри маттурсем те хутшӑннӑ.
Проектра пирӗн ентеш палӑрма пултарнӑ. Йӗпреҫри ӳнер шкулӗн Пучинкери ӳнер уйрӑмӗнче ӑс пухакан Ирина Петрова «Пуласлӑхри вулавӑш» сӑнӳкерчӗксен конкурсне хутшӑннӑ. Унӑн ертӳҫи — Светлана Руссакова. Иринӑн «Пуласлӑхра кӗнеке кӗнекех юлать. Вӗсене гаджетсем улӑштармӗҫ» ятлӑ ӗҫне жюри асӑрхамасӑр хӑварман. Ҫапла Пучинке хӗрӗ конкурсра пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ.
Чӑваш Енри страхлакан организацисенчен Патӑрьел районӗнчи уйрӑмӗнче агентра вӑй хуракан Николай Селиванов ҫулне кура мар вӑр-варри пирки унти «Авангард» райхаҫат хыпарлать.
Чӑн та, ҫитмӗл пиллӗкре пыракан шурсухал пӗлтӗрхи тӑваттӑмӗш кварталта пысӑк ҫитӗнỹ тунӑ — республикӑра ҫичҫӗр ӗҫтешӗ хушшинче вӑл тӑваттӑмӗш вырӑна тухса кӗмӗл призер шутне кӗнӗ. Кӗҫӗн Арапуҫ чӑвашӗ ҫавӑнпа ҫеҫ лӑпланса лармассине ун чухнех систернӗ — Ҫӗрпỹ, Улатӑр, Ҫӗмӗрле районӗсенчи ӗҫтешӗсенчен иртме ӑнтӑлнине пӗлтернӗ.
Хастар агент сӑмаха ҫилпе вӗҫтермен. Кӑҫалхи иккӗмӗш кварталта вӑл ял ҫыннисен пурнӑҫне, транспорт хатӗрне, ҫурт-йӗрӗпе хуралтисене, выльӑх-чӗрлӗхне 313 пин тенкӗлӗх страхласа пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ.
Шупашкарти А.Г. Николаев летчик-космонавт ячӗллӗ 10-мӗш вӑтам шкулта чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Юлия Анисимова «Чӑваш республикин тава твиӗҫлӗ ӗҫченӗ» хисеплӗ ята тивӗҫнӗ.
Етӗрне районӗн Мӑн Явӑш ялӗнче кун ҫути курнӑ Юлия Елисеевна пӗчӗкренех тӑван культурӑпа, йӑла-йӗркепе тата чӗлхепе кӑсӑкланнӑ, вӗрентекен пулма ӗмӗтленнӗ. Ҫак тӗллевпех вӑл вӑтам шкул пӗтерсен И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн историпе филологи факультечӗнчи чӑваш уйрӑмне вӗренме кӗни пирки Чӑваш наци конгресӗн пресс-служби хыпарлать. Университетран ӑнӑҫлӑ вӗренсе тухсан Юлия Анисимова Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Атнар шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентнӗ. Каярахпа ҫемьеленсе Шупашкара куҫса килсен 10-мӗш шкула вырнаҫнӑ. Кунта вӑл чылай хушӑ директорӑн ҫумӗнче вӑй хунӑ.
Шкулти хӗрӳ ӗҫ-пӳҫсӑр пуҫне Юлия Анисимова «Чӑваш Республикин учителӗсен асссоциацийӗ» общество организацийӗн чӑваш чӗлхипе литератури секциӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗнче вӑй хурать. Юлия Елисеевна Анисимова — ЧНК Президиумӗн пайташӗ те. Конгресс ирттерекен мӗн пур ӗҫ-пуҫа вӑл хастар хутшӑнать.
Ҫамрӑк Александр Гониашвили чӑннипех те маттур. Вӑл «повар ӗҫӗ» компетенци енӗпе Раҫҫей чемпионатне хутшӑннӑ. Раҫҫей команди Worldskills Competition-2015 тӗнче чемпионатӗнче «Пысӑк ӑсталӑхшӑн» медале ултӑ хутчен тивӗҫнӗ.
Ӗҫ профессийӗсен чемпионачӗ Сан-Паулӑра ҫурла уйӑхӗн 16-мӗшӗнче вӗҫленнӗ. Унта хӑйне евӗр рекорд пулнӑ: конкурса 70 ҫӗршыври 1,2 пин ҫын тата 3 пин ытла эксперт хутшӑннӑ.
Чемпионатра Раҫҫей чысне 32 ҫын хӳтӗленӗ. Ҫав шутра Шупашкарти апатлану технологийӗпе коммерци техникумӗн студенчӗ Александр Гониашвили те пулнӑ. Вӑл «повар ӗҫӗ» енӗпе ӑсталӑхне кӑтартнӑ.
Маларах палӑртрӑмӑр ӗнтӗ, Раҫҫей командинчи ултӑ ҫын «Пысӑк ӑсталӑхшӑн» медале тивӗҫнӗ. Ҫиччӗшӗ вара чемпионат призерӗ пулса тӑнӑ. Вӑл шутра — Александр Гониашвили те.
Палӑртмалла: Раҫҫей кунашкал ӑмӑртӑва иккӗмӗш хут ҫеҫ хутшӑннӑ. Пӗрремӗшӗнче вӑл 2013 ҫулта, Лейпцигре иртнӗскерте, пулнӑ. Тепӗр чемпионат 2019 ҫулта Хусанта иртӗ.
Ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Шупашкарти «Спартак» стадионта «Чемпионсен кубокӗ» пӗтӗм тӗнчери профессионал турнир иртнӗ. Турнирта 8 профессионал тытӑҫу пулнӑ. Вӗсенчен пӗринче Европа чемпионӗн титулне илессишӗн кӗрешнӗ. Мускаври, Чулхулари, Хусанти, Чӗмпӗрти тата ытти хулари спортсменсен хушшинче панкратионран пуҫласа кикбоксинг таран вӑй виҫнӗ.
Чи лайӑх кикбоксер ятне илессишӗн РФ спорт мастерӗ, Раҫҫейӗн икӗ хут чемпионӗ, Тӗнче кубокне ҫӗнсе илнӗ Артур Шишокин (Шупашкар) тата Узбекистан чемпионӗ Нуридин Джамалов кӗрешнӗ. Шупашкар каччи Европа чемпионӗн ятне тивӗҫнӗ.
Турнира РФ тава тивӗҫлӗ спорт мастерӗ, тӗнчен темиҫе хут чемпионӗ Сергей Харитонов килнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |