Йӗпреҫ районӗнчи ҫемье пушар хыҫҫӑн ҫуртсӑр тӑрса юлнӑ. Вӗсен пӳрчӗ юрӑхсӑра тухнӑ, йӑлтах ҫунса кайнӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ.
Паян ҫӗрле Йӗпреҫ поселокӗнче пушар алхаснӑ. Ҫур ҫӗр иртни 15 минутра Киров урамӗнчи ҫуртра ҫулӑм тухнине асӑрханӑ. Вут-ҫулӑм хуралтӑ таврашне те тӗп тунӑ. Ку кӑна мар, пушар кӳршисем патне те куҫнӑ, вӗсен ҫурчӗн тӑррине сиенлетнӗ.
Паян ҫӗрле Тӑвай районӗнчи Чутей ялӗнче агроферма ҫунни пирки пӗлтернӗччӗ.
Республикӑра паракан Амӑшӗн капиталӗпе ҫӑмӑл машина туянма ирӗк парӗҫ. Анчах ку ҫӗнӗлӗх 2022 ҫултан кӑна вӑя кӗрӗ.
Аса илтерер: ӑна виҫҫӗмӗш ачине ҫуратнӑ сахал тупӑшлӑ ҫемьесене параҫҫӗ. Унӑн виҫи 150 пин тенкӗпе танлашать. Унччен 100 пин тенкӗ пулнӑ.
Ку укҫапа ҫӑмӑл машина туянма ирӗк парӗҫ. Анчах пурӑнмалли условисене лайӑхлатмалла мар пулсан ҫеҫ ҫемьесем машинӑллӑ пулайӗҫ. Ку хушӑва ЧР Элтеперӗ утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.
Паян Шупашкарта «Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи ӑнӑҫлӑ ҫемье» конкурс ҫӗнтерӳҫисене чысларӗҫ.
Конкурса кӑҫал 14 ҫемье хутшӑннӑ. Чӑваш Ен чысне Шупашкарта пурӑнакан Львовсем хӳтӗлерӗҫ.
Икӗ куна пынӑ тупӑшӑва Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче пӗтӗмлетрӗҫ.
Конкурса пӗтӗмлетиччен РФ Президенчӗн Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи полномочиллӗ представителӗн заместителӗ Олег Машковцев Николайпа Татьяна Тихоновсене тата Эдуардпа Наталия Степановсене «Ашшӗ-амӑшӗн мухтавӗ» орденсемпе (ӑна пама Раҫҫей шайӗнче йышӑннӑ) чысларӗ. Шупашкарти Васильевсем тата Вӑрнар районӗнчи Немиловсем «Юратупа шанчӑклӑхшӑн» ордена тивӗҫрӗҫ.
Конкурса хутшӑннӑ ҫемьесенчен тӑваттӑшне 4 номинацире чысларӗҫ. «Манӑн ҫемье – манӑн пуянлӑхӑм» номинацире Пенза облаҫӗнчи Валякинсене палӑртӗҫ, «Ҫемье – йӑла-йӗрке управҫи» — Чулхула тӑрӑхӗнчи Шутливсене, «Ырӑ чӗре» — Самар облаҫӗнчи Филипповсем, «Куракансем килӗштернӗ ҫемье» – Мордва Республикинчи Мещеряковсем.
Пӗрремӗш степеньлӗ диплома Пермь крайӗнчи 22 ачаллӑ Абакшинсем тивӗҫрӗҫ; иккӗмӗш степеньлине – Чӑваш Енри Львовсем, виҫҫӗмӗш степеньлине – Удмурт Республикинчи Корякинсем.
Паян, Пӗтӗм Раҫҫейре уявлакан Ҫемье, юрату тата шанчӑклӑх кунӗнче, Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев нумай ачаллӑ ҫемьесене пулӑшассипе ҫыхӑннӑ хушӑва алӑ пуснӑ.
Документра пӑхса хӑварнӑ тӑрӑх, ҫул ҫитмен сакӑр е унран та ытларах ача ӳстерекен ҫемьесене 150 лаша вӑйӗнчен пӗчӗкрех двигательлӗ автомбильшӗн транспорт налукӗ тӳлеттермӗҫ. Ку йышӑну кӑҫалтан вӑя кӗрӗ.
Республикӑра паракан амӑш капиталне ҫитес ҫултан нумай ачаллӑ ҫемьесем автотранспорт туянма усӑ курайӗҫ. Унсӑр пуҫне нумай ачаллисене шкулта апат тӳлевсӗр ҫитерессине те пӑхса хӑварнӑ.
Маларах асӑннӑ тӗллевпе республика хыснинчен 120 миллион тенкӗ ытла уйӑрӗҫ.
Чӑваш Енрен Мускава ӗҫлеме тухса кайнӑ ҫемье асӑннӑ тӑрӑхра вӑрманта пурӑнать.
Василий ятлӑ арҫын унта пурӑнма тытӑнни ултӑ ҫул ытла иккен. Малтан ҫемье хваттер тара илсе пурӑннӑ, кайран, аренда хакланса кайсан, вӑрмана тухса утнӑ. Унта арҫын ал айӗнчи хатӗр-хӗтӗртен (пӗренепе полиэтиленран) пӗчӗк хуралтӑ туса лартнӑ.
Василий ӗнентернӗ тӑрӑх, вӑл та, унӑн арӑмӗ те ӗҫлеҫҫӗ. Вӑрманти хуралтӑра хӗл каҫма уйрӑмах йывӑр иккен. Хӗлле ҫемье газ баллонӗпе ӑшӑнать. Ҫутӑ валли мӑшӑр генераторпа усӑ курать. Апатланма ҫурма фабрикат туянаҫҫӗ: пельмен, хутаҫри яшка, котлет. Шыв ӑсма тата ҫӑвӑнма юханшыв хӗрне анаҫҫӗ. Вӑл ҫуртран 1 километрта вырнаҫнӑ.
Чӑваш Енрен мӗншӗн тухса кайнӑ тесе кӑсӑклансан Василий: «Унта нимӗнле ӗҫ те ҫук. Пачах та», — тесе хуравланӑ.
Шупашкар хулинче пурӑнакан ҫамрӑк арҫын Геленджикра канас тенӗ. Краснодар крайӗнчи хулана тухса кайиччен вӑл уйрӑм ҫын ҫуртне броньленӗ. Ҫав ҫурт Хура тинӗс хӗрринче пулнӑ. Ҫуртшӑн каччӑ хакӑн пӗр пайне — 9 пин тенк — тӳлесе хунӑ.
Кавказ тӑрӑхӗнчи курорт хулине 24 ҫулти ҫамрӑк хӑйӗн ҫемйипе ҫурла уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче тухса кайма ӗмӗтленнӗ. Анчах шухӑшланӑ пек пур чухне те пулса пымасть те, кӑштахран ҫула тухаймассине ӑнланса илнӗ. Ҫурт хуҫине укҫана каялла тавӑрса пама ыйтнӑ. Анчах лешӗ килӗшмен. Тарӑхнипе каччӑ ӗнер йӗрке хуралҫисенчен пулӑшу ыйтнӑ.
Шупашкарти йӗрке хуралҫисем РФ Пуҫиле кодексӗн 159-мӗш статйин 2-мӗш пайӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Абхазинчи Гагры курорт хулинче пӗр ҫемье шар курнӑ. Ӑна тата унӑн виҫӗ ачине вӑйлӑ ҫил тинӗсе туртса кӗрсе кайнӑ.
Ҫӗршывӑн кӑнтӑр енчи районӗсенче сак кунсенче вӑйлӑ ҫумӑр ҫунӑ. Асар-писер ҫанталӑк Абхазинче те алхаснӑ. Тинӗсри хум 3 метр таран ҫӗкленнӗ.
Пӗр хӗрарӑм тинӗс хумханнине пӑхса тӑман – шыва кӗме кайнӑ. Ӑна хӑна ҫуртӗнче ӗҫлекенсем те чарасшӑн пулнӑ имӗш, анчах виҫӗ ача амӑшӗ тӑнламан.
Ҫемье Бзыбь юханшывра шыва кӗнӗ. Тахӑш самантра вӑйлӑ юхӑм ҫемьене тинӗсе туртса кайнӑ. Инкеке лекнӗ ачасенчен пӗрне ҫынсем пулӑшма пултарнӑ. Вырӑна пырса ҫитнӗ ҫӑлавҫӑсем тепӗр икӗ ачана ҫӑлнӑ, анчах вӗсенчен пӗри пульницӑра вилсе кайнӑ. Хӗрарӑма тупайман-ха.
Утӑ уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Сартури 42 ҫулти арҫын-турист Гагры хулинче путса вилнӗ. Ун чухне те тинӗс вӑйлӑ хумханнӑ.
Утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Пӗтӗм тӗнчери ҫемье кунне уявлаҫҫӗ. Ҫемье ҫирӗп пулсан ҫӗршыв та ҫирӗп пулӗ. Ҫемье институчӗн сумне ӳстерес тӗллевпе юлашки ҫулсенче ҫӗршывра самай тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫакӑ ачаллӑ ҫемьесене пулӑшнинче уйрӑмах сисӗнет.
Ҫемье кунне Чӑваш Енри икӗ ҫемье уйрӑмах пысӑк хавхаланупа кӗтсе илӗ. Вӗсене орден пама йышӑннӑ. Республика Элтеперӗ Олег Николаев паян алӑ пусса ҫирӗплетнӗ 97-мӗш номерлӗ хушура пирӗн тӑрӑхри икӗ ҫемьене чыслама йышӑннӑ.
«Юратупа шанчӑклӑхшӑн» ордена Шупашкарта пурӑнакан Виталий Павловичпа Полина Александровна Васильевсем тата Вӑрнар районӗнчи Александр Ивановичпа Мария Андреевна Немиловсем тивӗҫнӗ.
Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штата кайса тӗпленнӗ чӑваш велоҫулҫӳревҫин Никита Тӗнчен пурнӑҫӗ ҫинчен эпир тӑтӑшах пӗлтерсе тӑратпӑр. АПШра чухне ҫемьере тепӗр ача, ывӑл, ҫуралнине те хыпарланӑччӗ.
Паян Никита ҫемье каллех йышланнине пӗлтернӗ. Анчах хальхинче сӑмах ачапа ҫыхӑнман. Кил хуҫи машина туяннӑ. Пилӗк метр тӑршшӗ «Toyota Avalon» седан. Вӑл виҫҫӗмӗш ӑрури машина шутланать. Машинӑн двигателӗ — 2GR FE 3,5 L. Автомобиле 2007 ҫулта туса кӑларнӑ. Пурӗ 211 000 милӗ чупнӑ. Никита пӗлтернӗ тӑрӑх, Америкӑри виҫепе ку вӑл питех те сахал.
«Машина шырама ман вӑхӑт пулман. Куҫ умне пулнӑ пӗрремӗш лайӑх варианта туянтӑм. Кузовӗ питӗ лайӑх — ҫавӑ маншӑн пӗлтерӗшлӗ», — тесе ҫырнӑ Тӗнче Фейсбукра.
РФ Президенчӗ Владимир Путин ачаллӑ ҫемьесене тата ача кӗтекен хӗрарӑмсене укҫан пулӑшасси ҫинчен хушу алӑ пуснӑ. Кун пирки ТАСС пӗлтерет.
Аса илтерер: Владимир Путин ку категорие кӗрекен ҫынсене укҫа парасси пирки Федераци Канашне янӑ ҫырура каланӑччӗ. Хушупа килӗшӳллӗн, утӑ уйӑхӗнчен пуҫласа тулли мар ҫемьере ҫитӗнекен 8-17 ҫулсенчи ачасемшӗн уйӑхсерен пособи парӗҫ. Ку ачана уйӑхра пурӑнма кирлӗ чухлӗ виҫен ҫуррипе танлашать. Раҫҫейре вӑтамран – 5600 тенкӗ.
Пепке кӗтекен хӗрарӑмсене, шута 12 эрнеччен тӑракансене, уйӑхсерен пурӑнма кирлӗ виҫен ҫуррине тӳлеме тытӑнӗҫ. Авӑнӑн 1-мӗшӗнчен 7 ҫул тултарман ачапа больничнӑй илнӗшӗн ӗҫ укҫине 100 проценчӗпех тӳлӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (16.04.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 761 - 763 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ.
| Ржанов Василий Тимофеевич, чӑваш драматургӗ ҫуралнӑ. | ||
| Шупашкарта Чӑваш тӗп музейӗ уҫӑлнӑ. | ||
| Одюков Иван Ильин, чӑваш фольклорне пухаканӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |