Патӑрьел районӗнче пурӑнакан 52 ҫулти арҫын амӑшне хӗнесе вӗлернӗ. Пӑтӑрмахпа ҫыхӑннӑ пуҫиле ӗҫе РФ Следстви комитечӗн вырӑнти тӗпчевҫисем Ҫӗнӗ ҫул умӗн тӗпчесе пӗтернӗ.
Тӑрӑн ялӗнче пурӑнакан арҫын пӗлтӗрхи ҫурла уйӑхӗн 16-мӗшӗнчи каҫхине ӳсӗр пулнӑ. Ватӑ амӑшӗпе вӑл верандӑра хирӗҫме тытӑннӑ. Ӑна малтан тӗксе янӑ, лешӗ персе ансан пуҫӗнчен хытӑ япалапа хӗнесе пӗтернӗ. Пуҫне суранлатнӑ ватӑ ҫын вилсе кайнӑ.
Арҫын хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ. Ун тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 105-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тӗпчесе пӗтернӗ хыҫҫӑн суда ярса панӑ.
22.12.2022. Ҫак пилӗк "иккӗллӗ" кун республикӑра 38 ҫемье чӑмӑртаннӑ. Чи ҫамрӑк хӗр 21 ҫулта пулнӑ, чи асли - 51 ҫулта. Чи аслӑ каччӑ 62-ре пулнӑ. Ытларахӑшӗ, хӗрсем, 20-ре мӑшӑрланнӑ. Чи ҫамрӑк каччӑ 21 ҫулта пулнӑ.
Шупашкарти Мускав районӗнчи тата Ҫӗнӗ Шупашкарти ЗАГС пайӗнче ытларах ҫемье ҫавӑрнӑ. Иккӗшӗнче те ҫичшер мӑшӑр хут уйӑрттарнӑ.
Вӑрмар районӗнчи нумай ачаллӑ ҫемье ҫурт-йӗр туянмашкӑн 5,2 миллион тенкӗлӗх сертификата тивӗҫнӗ. Унпа вӗсем Ҫӗрпӳре икӗ хутлӑ ҫурт туяннӑ.
Волковсем 8 ача ӳстереҫҫӗ. Ҫӗрпӳне куҫса килни вӗсен пурнӑҫне ҫӑмӑллатнӑ. Кӗҫӗн ачисем ача пахчине кайнӑ, аслисем халь вӗренӗве чӑрмавсӑр ҫӳреҫҫӗ. Кашни ачан тенӗ пек килте пӳлӗм пур халӗ.
Волковсем 12 ҫул пӗрле пурӑнаҫҫӗ. Кил хуҫи хӗрарӑмӗ выльӑх-чӗрлӗхпе аппаланать. Вӗсем ҫывӑхри ҫӗре тара илсе выльӑх-чӗрлӗхпе малалла ӗҫлесшӗн.
Чӑваш Енре пурӑнакан Айгуль хӑйӗн ашшӗне «Жди меня» телеперадача пулӑшнипе шыраса тупнӑ. Кӑларӑм эфира ӗнер, чӳк уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, тухнӑ.
Ашшӗне тупас тесе кӑларӑма Айгуль 2014 ҫулта заявка панӑ. Ҫавӑн чухне вӑл ашшӗн тепӗр хӗрне, хӑйӗн аппӑшне Оксанӑна, тупнӑ.
Хальхинче вара Айгуль ашшӗпе, Казахстанри Шымкент хулинче пурӑнакан Абай Султановпа, тӗл пулчӗ. Кӑларӑма арҫыннӑн виҫҫӗмӗш (хальхи) мӑшӑрӗн хӗрӗ те килнӗ.
Айгуль амӑшӗ Роза ятлӑ. Пулас упӑшкипе паллашнӑ чух унӑн пӗр ача пулнӑ. Чӑваш Енри хӗрарӑмпа казах арҫынни Сарту облаҫӗнче пурӑннӑ. Анчах кӑштахран ҫемье арканнӑ. Арҫын шухӑшланӑ тӑрӑх, ӑна казах тесе тиркенӗ, хӗрарӑм хӑйӗн пӗрремӗш ачин ашшӗпе тӗл пулма тытӑннӑ, ун патне тухса кайнӑ.
Арҫын хӑйӗн хӗрне хӑйӗнпе пӗрле илсе кайнӑ, ҫулталӑка яхӑн пӗрле пурӑннӑ. Анчах тепӗр ҫулхине хӗрачана хреснамӑшӗ тӑван амӑшӗ патне каялла илсе кайнӑ. Ҫавӑнтанпа Айгуль ашшӗ пирки тек нимӗн те пӗлмен.
Элӗк районӗнчи Мӑн Тукташ ялӗнче пурӑнакан Ефимовсен ҫемйинче пысӑк савӑнӑҫ пулнӑ. Вӗсене патшалӑх пысӑк ҫӗнӗ ҫурт туса панӑ.
Ефимовсем 5 ача ӳстереҫҫӗ. Вӗсем пысӑк ҫуртра пурӑнма ӗмӗтленнӗ. Халӗ ав вӗсене ҫӗнӗ пӳрт уҫҫине тыттарнӑ. Ҫурт 56 тӑваткал метр. Унта ҫутӑ, ӑшӑ пур, шыв кӗртнӗ, ваннӑйӗнче те ҫӑвӑнма пулать. Пӗр сӑмахпа, ҫак ҫӗнӗ ҫуртра пурӑнма хӑтлӑ та кӑмӑллӑ.
11.11.2022. Ӗнер ҫакӑн пек кун пулнӑ. Хисепсем хитре тесе республикӑра эрнекун нумай ҫемье ҫавӑрнӑ. Канмалли кун пулманнине пӑхса тӑман.
Чӳкӗн 11-мӗшӗнче Шупашкарта 24 мӑшӑр пӗрлешнӗ.
"Хитре хисеплӗ кун ҫӗнӗ ҫемьесемшӗн лайӑх паллӑ пултӑр", - тенӗ тӳре-шара.
Республикӑн тӗп хулинче пурӑнакан пӗр хӗрача шкула ҫӳреме пӑрахнӑ.
Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрӑн специалисчӗсем ҫемьере темиҫе хутчен те пулнӑ. Хӗр шутне кӗнӗ ачапа темиҫе хутчен те калаҫнӑ, ашшӗпе те сӑмахланӑ, анчах усси пулман.
Комплекслӑ центрӑн специалисчӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫемьере хальхинче «Полици тата ачасем» акци ирттернӗ май кайнӑ. Йышра ҫул ҫитменнисемпе тата ашшӗ-амӑшӗпе ӗҫлекен тӗрлӗ специалист пулнӑ.
Маларах асӑннӑ ача пӗчӗк чухнех амӑшӗсӗр тӑрса юлнӑ, вӑл ашшӗпе пурӑннӑ. Анчах юлашки ҫулсенче арҫын воспитани енӗпе ҫителӗксӗр вӑй хунӑ – пике уроксене сиктерме пуҫланӑ. Нумаях пулмасть ӑна хулари Социаллӑ реабилтаци центрне вырнаҫтарнӑ.
Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центрта тӑван халӑхӑмӑр культурине, йӑли-йӗркине упраса хӑварас тӗллевпе те тӗрлӗ ӗҫ туса ирттереҫҫӗ. Паян, ав, унта ҫӳрекен амӑшӗсемпе ачисем чӑваш тӗррине тӗрлеме пуҫтарӑннӑ.
«Алӑ алӑра» программӑпа килӗшӳллӗн йӗркеленӗ мероприятие пухӑннисене чӑваш тӗррин асамлӑхӗпе ятарлӑ хӑтлав урлӑ та паллаштарнӑ.
«Чӑваш тӗрринчи кашни эрешӗн пӗлтерӗш пуррине эпӗ пӗлмен те. Ҫӗннине пӗлме питӗ кӑсӑклӑ пулчӗ!» – тӗлӗннине пытарман Шупашкарта пурӑнакан Светлана Григорьева.
Етӗрне районӗнчи Тури Ачак ялӗнче юпа уйӑхӗн 8-мӗшӗнче «В гостях у Асанне и Асатте (бабушки и дедушки)» (вырӑсла-чӑвашла хутӑштарса ҫырнӑ ҫак ята чӑвашла ҫапларах куҫармалла-тӑр: Асаннепе асатте патӗнче хӑнара) ятпа ҫамрӑк ҫемье клубӗсен республикӑри фестивалӗ иртнӗ.
Мероприятие Чӑваш Енри Хӗрарӑмсен канашӗ йӗркеленӗ. Проекта пурнӑҫа кӗртме РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Алла Салаева та пулӑшнӑ.
Мероприяти тӗллевӗ вара ҫапларах:чӑвашсен йӑли-йӗркине амӑшӗнчен хӗрне, ашшӗнчен ывӑлне парса хӑварасси. Фестиваль Тури Ачакри 19-мӗш ӗмӗрти чӑваш хресченӗн музейӗнче иртнӗ.
Шупашкарта йӗркесӗр пӗр арҫын пӗрле пурӑннӑ хӗрарӑм туяннӑ пӳлӗмрен тухса каясшӑн пулман. Вӑл ӗҫме юратнӑ, хайне килӗшӳсӗр тытнӑ. Ҫакна хӗрарӑм чӑтайман — тӑванӗсем патне тухса кайнӑ. Унтан хӗрарӑм арҫынна пӳлӗмрен суд урлӑ кӑларса яма йышӑннӑ.
Судра хӗрарӑм ӑнлантарнӑ тӑрӑх, хваттерти пӗр пӳлӗме вӑл 2019 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче туяннӑ. Унта ачисемпе тата пӗр арҫынпа пурӑннӑ. Арҫын пӗрмай ӗҫнӗрен, харкашнӑран кӑҫалхи утӑ уйӑхӗнче хӗрарӑм тӑванӗсем патне пурӑнма куҫса кайнӑ, анчах арҫын ҫав пӳлӗмрен тухса кайма шутламан та.
Суд хӗрарӑм ыйтӑвне тивӗҫтернӗ, арҫынна ют пӳлӗмрен кӑларса ямалла тунӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.10.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 765 - 767 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Николаева Юлия Фёдоровна, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Бикулова Мария Григорьевна, чӑваш драма актриси ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Григорьев Николай Федорович, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, профессор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |