Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Республикӑра икӗ кун кӗркуннехи евӗр ҫанталӑк пулӗ. Ҫапла пӗлтерет «Ҫанталӑк 21» сайт.
Ыран, кӗҫнерникун, уяр пулӗ-ха, теромометр 16-21 градус ӑшӑ кӑтартӗ. Анчах эрнекун ҫанталӑк тӑрук сивӗтсе пӑрахӗ: 7-12 градус кӑна ӑшӑ пулӗ. Ыран каҫхинех ҫумӑр ҫума тытӑнӗ. Ҫитменнине, ҫил вӑйланӗ, ӑна пула Шупашкар хулинче 4-5 градус кӑна ӑшӑ пек туйӑнӗ. Ӑшӑрах тумаланма ан манӑр!
Шӑматкун ҫанталӑк кӑшт лайӑхланӗ, уяртӗ, 2-3 градус ӑшӑрах пулӗ, ҫумӑр ҫумӗ. Вырсарникун татах лайӑхланӗ:15-17 градус таран ӑшӑтӗ, вырӑнӑн-вырӑнӑн кӑна ҫумӑр ҫукалӗ.
Ҫапах та кӗркунне тесе кулянма иртерех. Ҫулла тата таврӑнӗ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, ҫитес эрнере 25 градус таран ӑшӑ пулӗ.
