Шупашкарта икӗ ҫамрӑк Атӑл урлӑ каҫса ҫухалса кайни пирки пӗлтернӗччӗ. Кунашкал тӗслӗх ҫак кунсенче татах пулнӑ. Хальхинче пӑр тӑрӑх 2002 ҫулта ҫуралнӑ каччӑ уҫӑлса ҫӳренӗ. Анчах вӑл ҫухалса кайнӑ, шӑнса кӳтнӗ.
Пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнче 22 сехет те 34 минутра дежурнӑй пульчӗ ҫине хыпар ҫитнӗ: Атӑл ҫинче, Афанасьев пляжӗ ҫывӑхӗнче, каччӑ ҫухалса кайнӑ. Ҫӑлавҫӑсем юрҫӳрен ҫине ларса ҫийӗнчех шырава тухнӑ.
Вӗсем ҫамрӑка часах тупнӑ. Вӑл ӳсӗр пулнӑ. Хӑй ӑнлантарнӑ тӑрӑх, Атӑл урлӑ Сосновкӑна каҫма тӑнӑ, анчах ку тӳрре тухман – ҫухалнӑскер шӑнса кайнӑ, ҫӑлавҫӑсем патне шӑнкӑравлама тивнӗ.
Ӗнер Шупашкарти йӗрке хуралҫисенчен 28 ҫулти ҫамрӑк пулӑшу ыйтнӑ. Вӑл ултавҫӑсен капкӑнне ҫакланнӑ.
Ҫамрӑк патне палламан ҫын шӑнкӑравласа хӑйӗнпе банк ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ. Каччӑна вӑл такамсем ун ячӗпе кредит илесшӗн тесе ӗнентернӗ. «Банк ӗҫченӗ» каччӑна кредит илме, укҫана банк картти ҫине (номерне ултавҫӑсем хӑйсен каланӑ) куҫарма ӳкӗте кӗртнӗ. Каччӑ ултавҫӑсене ӗненнӗ. 870 пин тенке ют ҫынсене куҫарса панӑ.
Кайран ҫав ҫынсемех телефон номерне ылмаштармалли программӑпа усӑ курса йӗрке хуралҫисем евӗр шӑнкӑравланӑ, 870 пинсӗр юлни пирки полицие пӗлтерме сӗннӗ. Каччӑ шӑп та лӑп ҫавӑн чухлӗ укҫана куҫарса панӑ та.
18 ҫулти икӗ каччӑ ҫӗрле Атӑл урлӑ каҫнӑ та каялла таврӑнмалли ҫула тупайман. Ку кӑна мар-ха, вӗсене йытӑсем хӑратнӑ.
Каччӑсем ҫухалса кайсан полицие шӑнкӑравланӑ. Виҫӗ полицейски вӗсене шырама кайнӑ. Вӗсем ҫамрӑксене Атӑлӑн сулахай ҫыранӗнчен инҫех мар тупнӑ. Хӑйсем шӑнса кӳтнӗ, йӗпеннӗ, мӗншӗн тесен ҫул шыраса кӗртсем тӑрӑх ашнӑ.
Халӗ каччӑсен пурнӑҫӗпе сывлӑхӗ хӑрушлӑхра мар. Полицейскисем вӗсене киле таврӑнма пулӑшнӑ.
Улатӑр районӗнче пурӑнакан пӗр хӗрарӑм атӑ сутас тесе улталаннӑ. Пушмака вӑл тӗнче тетелӗнчи тӳлевсӗр пӗлтерӳсем вырнаҫтармалли сайтсенчен пӗринче асӑрханӑ.
51 ҫулти хӗрарӑм йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ тӑрӑх, пӑтӑрмах кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн вӗҫӗнче пулса иртнӗ. Сайтра вӑл атӑ сутасси ҫинчен пӗлтерӳ вырнаҫтарнӑ. Кӗҫех «туянас кӑмӑллӑ» ҫын та тупӑннӑ. Хӗрарӑмран вӑл укҫа ӑҫта куҫарса памалли пирки ыйтнӑ. Ют ҫынна ӗненсе хӗрарӑм счет ҫинчи 120 пин тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ.
Йӗрке хуралҫисем ултавҫӑна тупса палӑртнӑ. Вӑл Мускав облаҫӗнче пурӑнакан 18 ҫулти каччӑ иккен. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Чӑваш Енӗн Общество палатин членӗсем республика Элтеперӗпе Олег Николаевпа тӗл пулсан Ҫамрӑксен ӗҫӗсен комитетне йӗркелес ыйтӑва хускатнӑ.
Олег Николаев шухӑшланӑ тӑрӑх, ҫамрӑксен ыйтӑвӗпе пӗрмаях тӗллевлӗн ӗҫлемелле. Ун валли уйрӑм ведомство йӗркелемесен те.
Республика ертӗӳҫи пирӗн регионта хӑй вӑхӑтӗнче ун пек комитет пулнине аса илтернӗ. Хальхи вӑхӑтра ҫамрӑксен ыйтӑвӗсемпе республикӑн Вӗренӳ тата ҫамӑксен политикин министерстви ӗҫлет. Ҫавна май йӗркене кӗрсе кайнӑ ӗҫе ылмаштармасан та. Ведомство ку енӗпе тимлесе ҫитереймесен е ӗҫе урӑхла йӗркелемелли сисӗнсен шухӑшласа пӑхма пулать.
Шупашкарта 45-мӗш автобусра ҫамрӑк пӗр арҫын каччӑпа ҫапӑҫма тытӑннӑ. Нарӑс уйӑхӗн 22-мӗшӗнче 16 сехетре салона кӗнӗ ҫамрӑка икӗ хӗр хӑйсем патне чӗнсе илнӗ. Ҫавӑн чухне каччӑ ӑнсӑртран тепӗр ҫамрӑка пырса тӑрӑннӑ. Ҫавӑншӑн лешӗ ҫапӑҫма тытӑннӑ.
Кӗтмен ҫӗртен алӑ ҫӗкленӗрен-ши, шар кураканни ҫухалсах кайнӑ курӑнать. Каччӑна хӳтӗлеме тӑнӑ хӗре те пуҫтах этем темиҫе хутчен ҫапса янӑ.
Сӑмах май, ҫав арҫын маларах автобус салонӗнчи кантӑка ватма хӑтланнӑ.
Пӑтӑрмах хыҫҫӑн каччӑ салонран анса юлнӑ. Ҫапах та пуҫтаха тепӗр сехетрен тытса чарнӑ.
Паян ЧР Элтеперӗ Олег Николаев паян пултаруллӑ ачасен «Эткер» центрӗнче ҫамрӑксемпе тӗл пулнӑ.
Арсен Космовский блогер Олег Алексеевича Тик-Ток валли ролик ӳкерме сӗннӗ. Малтан Олег Николаев тата унӑн пресс-секретарӗ Александр Кузин, ЧР вӗрентӳ министрӗ Алла Салаева, информполитика министрӗн ҫумӗ Юлия Стройкова ташӑ вӗреннӗ. Анчах кайран Олег Николаевпа Александр Кузин ҫеҫ ташланӑ.
Сӑмах май, Халӑхсен туслӑхне халалланӑ палӑка уҫнӑ чухне Чӑваш Енӗн пӗрремӗш президенче Николай Федоров та ташланӑччӗ.
Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗнче нарӑс уйӑхӗн уйӑхӗн 19-мӗшӗнче 15 сехетре республикӑри паллӑ литература критикӗпе, публицистпа, филологи ӑслӑлӑхсен кандидачӗпе Атнер Хусанкайпа тӗлпулу иртӗ.
Вулавӑшра пӗлтернӗ тӑрӑх, калаҫӑва библиотекӑн 150 ҫулхи юбилейне халалланӑ. Мероприятие йӗркелекенӗсем — И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн вырӑс тата чӑваш филологийӗн тата журналистика факультечӗн студенчӗсем Татьяна Андреевӑпа Ираида Иванова.
Атнер Петрович кӗнеке пурнӑҫра мӗнле вырӑн йышӑнни ҫинчен каласа кӑтартӗ, Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗпе ҫеҫ мар, ҫӗршыври тата тӗнчери вулавӑшсемпе ҫыхӑннӑ аса илӳсемпе паллаштарӗ.
Калаҫупа Наци вулавӑшӗн Ютубри каналӗнче паллашма май килӗ.
Нарӑсӑн 12-мӗшӗнче Шупашкарта пурӑнакан 17 ҫулти каччӑна нацизма реабилитациленӗшӗн айӑпланӑ. Ӑна 20 пин тенкӗ штраф тӳлеттерме йышӑннӑ.
Следстви тата суд палӑртнӑ тӑрӑх, 2019 ҫулхи раштав уйӑхӗнче каччӑ халӑх тетелӗнчи пӗр уҫӑ ушкӑнра фашизм идеологине ырлакан, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑҫрҫи вӑхӑтӗнче Гитлер ӗҫне тӗрӗс тесе шутлакан комментари ҫырнӑ.
Каччӑ преступлени тунине ӗнентернӗ. Кӳнтеленсенчен ыйтса пӗлнӗ. Суд айӑплава ҫирӗплетнӗ.
Республикӑри бизнес-инкубатор тата Ҫамрӑксен пуҫарӑвӗсен центрӗ яш-хӗр хушшинче конкурс ирттерессине пӗлтернӗ. Вӗсене республикӑри туризм брендне /логотипне/ хатӗрлеме сӗнеҫҫӗ.
Конкурса шкул ачисем, студентсем, ӗҫлекен ҫамрӑксем, автор коллективӗсем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Ӗҫсене нарӑсӑн 15-мӗшӗнчен пуҫласа пуш уйӑхӗн 13-мӗшӗччен mail@rbi21.ru электронлӑ почтӑна йышӑнаҫҫӗ. Е ҫак адреспа пымалла: Шупашкар хули, 12-мӗш «Б» ҫурт, 4-мӗш хут. Ыйтса пӗлмелли телефон: (8352) 49-99-95.
Конкурса пушӑн 25-мӗшӗнче пӗтӗмлетӗҫ. Финала тухнӑ 10 ҫын диплома, парнене тивӗҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.08.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ.
| Скворцов Юрий Илларионович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |