Шупашкар хулинчи «Волжский» микрорайонта пӗр водитель пассажирсене капот ҫине лартса ярӑнтарнӑ. Пӑтӑрмах самантне видео ҫине ӳкерсе ҫӗртме уйӑхӗн 13-мӗшӗнче тӗнче тетелӗнче вырнаҫтарнӑ.
«Лада Приора» автомобиль водителӗ машина тӑррине тата капот ҫине лартса ҫамрӑксене турттарнӑ. Ҫӑмӑл машина хуҫи — 20 ҫулти водитель иккен.
Унсӑр пуҫне вӑл ҫӗртме уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Шанар ялӗнче пӗрисен карти ҫине пырса кӗнӗ.
Пӑтӑрмах хыҫҫӑн пӑтӑрмаха ҫакланнӑ каччӑна суд водитель прависӗр хӑварнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти вӗренӳ заведенийӗсенчен пӗринче ӑс пухакан ҫамрӑк студенткӑн укҫине вӑрланӑ.
Пӑтӑрмах кӑҫалхи пуш уйӑхӗн вӗҫӗнче пулса иртнӗ. 15 ҫулти яш, общежитире пурӑннӑ май, хӑйӗн пӗлӗшӗ — 3-мӗш курс студентки — пӳлӗмре ҫуккипе усӑ курса унта кӗнӗ, пикен 14 пин тенкӗ укҫине йӑтса тухса кайнӑ.
Каччӑ укҫана букмер кантурӗсенчен пӗрне хунӑ.
Ҫын укҫине тытнӑшӑн вӑл халӗ питӗ кулянать иккен, анчах йӗрке хуралҫисем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ ӗнтӗ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 12-мӗшӗнче каҫхине ҫамрӑксем мотоциклпа ярӑнса инкеке лекнӗ. Пӑтӑрмах Ҫӗмӗрле районӗнче пулса иртнӗ. Мотоциклист вӑрмантан чупса тухнӑ хир сысни ҫине пырса ҫапӑннӑ, ҫавӑн хыҫҫӑн транспорт тӳнсе кайнӑ. 14 ҫулти пассажир йывӑр суранланнӑ, ӑна пульницӑна ӑсатнӑ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 13-мӗшӗнче ирхи виҫӗ сехет тӗлӗнче Улатӑр районӗнчи «Шупашкар-Сурское» автоҫул ҫинче машина пӑшипе ҫапӑннӑ. Мускавра пурӑнакан 21 ҫулти ҫамрӑк «Хендай-Солярис» автомашинӑна тытса пынӑ. Водительпе 18 ҫулти хӗр-пассажир кӑштах суранланнӑ.
Канаш хулинче пурӑнакан 18 ҫулти ҫамрӑка суд тӑвӗҫ. Вӑл преступление тунӑ чухне 17-ре ҫеҫ пулнӑ.
Следстви версийӗ тӑрӑх, пӗлтӗрхи утӑ-чӳк уйӑхӗсенче вӑл 18 ҫула ҫитмен хӗр тусӗнчен сӑнӳкерчӗк илнӗ. Лешӗ тусӗн сӑнӳкерчӗкне, ҫарамас вырӑнсем пулнӑскере, йӑнӑшпа ярса панӑ.
Каччӑ ҫав сӑнӳкерчӗке халӑх тетелӗнче сарассипе хӑратса хӗртен 5 пин тенкӗ ыйтнӑ. Лешӗ паман. Ку вара сӑнӳкерчӗке пӗлӗшӗсен чатӗнче ярса панӑ.
Следовательсем пуҫиле ӗҫе тишкерсе пӗтерсе суда ярса панӑ.
Мускавра нумаях пулмасть «Красная площадь» (чӑв. Хӗрлӗ лапам) кӗнеке фестивалӗ иртнӗ. Унта сасӑпа вулакансен «Страница’22» тӗнче чемпионачӗн суперфиналне йӗркеленӗ.
Чемпионат правили ҫапларах: унта хутшӑнакансен хӑйсем маларах вуламан пӗр-пӗр текста пӗр минут вулама тивнӗ. Техникӑна тата артистла вуланине ятарлӑ тӳресем 6 баллӑ тытӑмпа хакланӑ.
Суперфинала Шупашкарти 14-17 ҫулсенчи ҫамрӑксем те хутшӑннӑ. Сасӑпа вулассин тӗнче чемпионкин титулне хулари 47-мӗш шкулта вӗренекен Диана Смирнова ҫӗнсе илнӗ.
Питӗр хулинче «Сӑвар тӑрӑхӗн юмахӗсем» курав уҫӑлнӑ.
Император завочӗн галерейинче Атиллпа Хӗвелпи Балтаев ҫамрӑк ӳнерҫӗсен ӗҫӗпе паллашма май пур.
Вӗсем хӑйсен ӗҫӗсем урлӑ чӑваш халӑхӗн юмахӗсене, кун-ҫулне кӑтартаҫҫӗ.
Хӗвелпи Балтай – ӳнерҫӗ-ювелир, асамлӑ ҫӗрӗсене, хӑлха
ҫаккисене тӑратнӑ. Унӑн коллекцийӗн ячӗсем – «Нухрат», «Юмах», «Ейӳ» тата ытти те.
Атилла Балтай – тимӗр ӑсти, Питӗрти А.Л. Штиглиц ячӗллӗ ӳнерпе промышленнӑҫ академийӗнче вӗрентет.
Курава Атилла чӑваш NFT Юписене тӑратнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан 13 ҫулхи хӗрача ҫӗртме уйӑхӗн 2-мӗшӗнче ҫухалнӑ.
2008 ҫулта Ксения Никонова килтен тухса кайнӑ та вӑл ӑҫти паллӑ пулман. Ҫавӑн хыҫҫӑн ӑна «Лиза Алерт» шырав отрячӗ шырама пуҫланӑ.
Хӗрача 164 сантиметр тӑршшӗ, ҫырӑ, хӑмӑр куҫлӑ. Хура футболка, хура шӑлавар, хура-шурӑ кроссовки тӑхӑннӑ.
Халӗ вара ҫав хӗрача тупӑннӑ.
Улатӑр хулинче пурӑнакан 17 ҫулти ҫамрӑк айфон туянас тесе ултавҫӑ капкӑнне ҫакланнӑ.
Колледжра вӗренекенскер телефона пӗлтӗрхи кӗркунне илме шухӑш тытнӑ, ҫавна май тӗнче тетелӗнче пӗлтерӳсем вуланӑ. Ҫу каҫипе ӗҫленӗ укҫана перекетлӗ пухса пынӑскер хӑйне килӗшекен пӗр пӗлтерӗве асӑрханӑ. Телефона сутаканни Улатӑр ҫамрӑкӗпе часах ҫыхӑннӑ. Ҫав ҫын каччӑна телефон номерӗпе 10 пин тенкӗ куҫарса пама ыйтнӑ. Укҫана куҫарса панӑ хыҫҫӑн телефон сутакан йӗп пек этем ҫухалнӑ.
Пуҫиле шырав ӗҫченӗсем ултавҫа тупса палӑртнӑ. Вӑл Липецк облаҫӗнчен иккен, Мускавра пурӑнать. 25 ҫулхи качча тытса чарнӑ.
Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институчӗ нумай нациллӗ ҫамрӑксен регионсем хушшинчи форумне ирттерет.
Культурӑпа вӗренӳ слётне ҫӗртме уйӑхӗн 4-8-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи «Ясна» этноэкологи комплексӗнче пуҫтарӑнӗҫ. Унта пултарулӑх, сывлӑха сиплес тата туризм мероприятийӗсем йӗркелӗҫ. Вӗсене йӑлана кӗнӗ культурӑна сарас тӗллевпе ирттерӗҫ.
Форума институт Федерацин национальноҫсен ӗҫӗн агентстви тата Чӑваш Енӗн Культура министерстви пулӑшнипе ирттерет.
Улатӑр хулинче виҫӗ каччӑ пушарта ҫынна пулӑшнӑ. Вӗсене вырӑнти администраци тав тунӑ.
Шӑматкун ҫӗрле виҫӗ каччӑ киле кайнӑ чухне Ҫӗнӗ урамри ҫуртра пушар тухнине асӑрханӑ. Вӗсем ҫухалса кайман, кӳршӗсене вӑратнӑ. Телее, пӗр кӳрши Светлана Тишенкова - тухтӑр. Вӑл тӳрех васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ, медиксем ҫитиччен пушарта шар курнӑ ҫынна пулӑшнӑ.
Каччӑсем - Максим Туркин, Александр Бечин тата Дмитрий Миронов аманнӑскере тепӗр ҫурта куҫарма пулӑшнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.08.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Скворцов Юрий Илларионович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |