Чӑваш Енри ҫул-йӗр инспекторӗсем иккӗленӳ ҫуратакан машинӑна курнӑ та ӑна чарнӑ. Вӗсем йӑнӑшман – водитель ӳсӗр пулнӑ.
Инспекторсем унӑн пурнӑҫне ҫӑлнӑ тесен те йӑнӑш маар. Хайхискер вӗсене вӑхӑтра чарнӑшӑн тав та тунӑ. Арҫын арӑмӗпе хирӗҫнӗ хыҫҫӑн руль умне ӳсӗрлех ларнӑ-мӗн, фура ҫине пырса кӗрсе вилме шутланӑ имӗш. Инспекторсем ӑна май килнӗ таран лӑплантарнӑ.
Ҫапах арҫын яваплӑхран хӑтӑлайман. Ӑна руль умне ӳсӗр ларнӑшӑн правасӑр хӑварма, 30 пин тенкӗ штраф тӳлеттеме пултараҫҫӗ.
Ӗнер 21 сехет те 40 минутра Шупашкарти Радонежский тата Калинин урамӗсем хӗресленнӗ вырӑнта ҪҪХПИ ӗҫченӗсем ҫул-йӗр правилисен пӑснӑ водителе тытса чарнӑ. Вӑл «Ауди» машинӑпа пулнӑ.
Тӗнче тетелӗнче ку хыпара вулакансем ҫав ҫын чӑваш эстрада юрӑҫи, шомен Данила Ленский тесе палласа илнӗ. Тытса чарнӑ ӳсер водитель чӑнах та республикӑра паллӑ ҫын пулни пирки темӗн пакӑлтатнӑ имӗш.
Ӗҫ-пуҫ ҫапла пула иртнӗ: «Ауди» хирӗҫ ҫул ҫине тухса бордюр патӗнче ҪҪХПИ инспекторӗсен машини патӗнче чарӑннӑ. Ҫеккунт та иртмен – машина тапранса кайнӑ. Инспекторсем – ун хыҫҫӑн.
Тытса чарнӑ водитель ӳсӗр пек курӑннӑ. Машинӑн номерӗ темшӗн салонра пулнӑ, водитель ӑна документсемпе пӗрле кӑтартнӑ. Инспекторсем ун тӗлӗшпе икӗ протокол ҫырнӑ: руль умне ӳсӗр ларнӑшӑн тата патшалӑх номерӗсӗр ҫӳренӗшӗн.
Шупашкарти Ашмарин урамӗнче ҪҪХПИ ӗҫченӗсем «Фольксваген Поло» машинӑна чарнӑ. Руль умӗнче ларнӑ арҫын ӳсӗр пулнӑ.
Инспекторсем водитель правине тӗрӗсленӗ – суя иккен. Водитель тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Арҫынна суд тунӑ.
Судра хайхискер йӑлтах каласа кӑтартнӑ. Вӑл автошкулта вӗреннӗ, анчах экзамен тытайман. 2015 ҫулта хайхискер интернетра палламан ҫынран права туяннӑ. Вӑл ӑна хӑйӗн сӑнӳкерчӗкне, даннайӗсене ярса панӑ. Правана кайран почтӑпа ярса панӑ.
Арҫын айӑне йышӑннӑ. Ӑна ҫирӗп режимлӑ колоние 4 уйӑхлӑха янӑ.
ҪҪХПИн Шупашкарти экипажӗ Елчӗк районӗнче водителе тытса чарнӑ. Хӑйсемпе пӗрле алкотестер пулман. Вӑл урӑ е ӳсӗр пулнине палӑртма районти тӗп пульницӑна илсе кайнӑ.
Пульницӑра алкотестер пулнӑ-ха, арҫын сывланӑ, анчах экран ҫинчи кӑтартӑвне вӗсем пичетлеймен. Алкотестер юсавсӑр пулнӑ-мӗн.
Водителе урӑх алкотестерпа сывлаттарнӑ-и е ҫук-и – пӗлтермен. Анчах ҫакӑ паллӑ: прокуратура тӗп тухтӑр тӗлӗшпе представлени ҫырнӑ. Халӗ пульницӑн ҫӗнӗ алкотестер туянмалла пулӗ.
Авӑн уйӑхӗн 21-мӗшӗнче «Улатӑр – Шӑмӑршӑ – Алтышево» ҫулӑн 30-мӗш ҫухрӑмӗнче «Лада Гранта» малта пыракан трактор прицепӗ ҫине пырса тӑрӑннӑ. Прицеп ҫинче вара пӗренесем пулнӑ.
ҪҪХПИ пӗлтернӗ тӑрӑх, авари 19 сехет те 35 минутра пулнӑ. «Лада Гранта» рулӗ умӗнче 64 ҫулти арҫын ларнӑ. Вӑл урӑ пулнӑ. Ҫавӑн пекех унпа салонра 74 ҫулти пассажирка пулнӑ.
Прицеп ҫине пырса тӑрӑнсан пӗрене салона шӑтарса кӗнӗ. Аварире 74-ри хӗрарӑм аманнӑ. Шел те, вӑл пульницӑра суранӗсене пула вилнӗ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Лада Гранта» водителӗ дистанцие пӑхӑнман.
Авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче 18 сехет те 10 минутра «Нурӑс – Патӑрьел – Елчӗк» автоҫулӑн 82-мӗш ҫухрӑмӗнче «десятка» водителӗ руле итлеттереймесӗр ҫаврӑнса ӳкнӗ. ҪҪХПИ ҫапла хыпарлать: аварире виҫӗ ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Пассажирсем машинӑран тухса ӳкнӗ. Пурте, виҫҫӗ пассажирӗ те, вилнӗ. 21 ҫулти каччӑн, 48 ҫулти арҫыннӑн тата 81-ри хӗрарӑмӑн чӗри тапма пӑрахнӑ.
Руль умӗнче 21 ҫулти каччӑ ларнӑ. Ӑна пульницӑна илсе ҫитернӗ. Вӑл урӑ е ӳсӗр пулнине анализсем кӑтартӗҫ.
Муркаш районӗнче шкул автобусӗ ҫӑмӑл автомашинӑна пырса тӑрӑннӑ. Авари паян ирхине 7 сехет те 40 минутра Ҫатракасси ялӗ ҫывӑхӗнче пулнӑ.
ҪҪХПИ малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, автобус рулӗ умӗнче ларнӑ 68 ҫулти арҫын сулахаялла пӑрӑннӑ чухне тӗп ҫулпа пыракан «Лада Приорӑна» ирттерсе яман.
Аварире «Приорӑн» 34 ҫулти водителӗ салонра хӗсӗнсе ларнӑ. Ӑна кӑларма ҫӑлавҫӑсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулнӑ. Арҫынна пульницӑна илсе кайнӑ. Шел те, вӑл темиҫе сехетрен пульницӑра вилнӗ.
«Приора» салонӗнче пулнӑ икӗ ача та, 6 тата 8 ҫулсенчисем, суранланнӑ. Вӗсене те пульницӑна илсе кайнӑ. Ачасен сывлӑхӗ йывӑртарах. Авари вӑхӑтӗнче автобусра пассажирсем пулман. Икӗ водитель те урах пулнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан 33 ҫулти арҫынна влаҫ ҫыннине хирӗҫ тӑнӑшӑн суд тунӑ. Вӑл приставӑн аллине машина кантӑкӗпе хӗстернӗ.
Следстви тата суд палӑртнӑ тӑрӑх, пӗлтӗр раштав уйӑхӗн 5-мӗшӗнче суд приставӗсемпе ҪҪХПИ ӗҫченӗсем рейд ирттернӗ. Хулари пӗр картишре приставсем парӑмҫӑн машинине асӑрханӑ, хуҫи шалтах ларнӑ. Пристав уҫӑ кантӑкран ӑна удостоверени кӑтартнӑ.
Водитель унӑн аллине кантӑкпа хӗстернӗ, ҫапла ӑна ҫур сехете яхӑн тытса тӑнӑ. Арҫынна суд тӗрмене хупмасӑр 1 ҫуллӑха айӑпланӑ.
Утӑ уйӑхӗн 7-мӗшӗнче 21 сехетре «Сӗнтӗрвӑрри – Аксарин» ҫулӗ ҫинче пулнӑ инкекре хӗр вилнӗ. Вӑл 15 ҫулта пулнӑ.
ҪҪХПИ малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Хендай Солярис» машина водителӗ ҫулӑн тепӗр енчи хӗррине тухса кайса хӗр ҫине пырса кӗнӗ.
Иномарка водителӗ ӳсӗр пулни паллӑ. 15 ҫулти хӗрӗн кӑҫал 9-мӗш класа каймалла пулнӑ.
Чӑваш Енре пӗр водитель ҪҪХПи ӗҫченӗсем чарсан тарма хӑтланнӑ. Инспекторсем сисчӗвленнӗ - ун хыҫҫӑн вӗҫтернӗ.
Инспекторсем арҫын «Лада» машинӑна вӑрланӑ тесе шутланӑ. Анчах водитель инҫе тарайман – ҪҪХПИ ӗҫченӗсем хӑваланӑ чухне кювета чӑмнӑ. Инспекторсем ӑна тытса чарнӑ та административлӑ протокол ҫырнӑ.
Водитель ҫумӗнче документсем пулман, ҫавӑнпа инспекторсен иккӗленӳ ҫуралнӑ: тен, машинӑна вӑрласа тарнӑ? Халӗ ҫакна тӗрӗслеҫҫӗ, машинӑна гаражран вӑрласа тухма пултарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |