ҪҪХПИ пӗлтернӗ тӑрӑх, паян Шупашкарта ача машина кустӑрми айне лекнӗ. Шкул ачи ҫул ҫине чупса тухнӑ.
Паян 14 сехет те 35 минутра Бауман урамӗнчи 12-мӗш ҫуртӑн арки патӗнче тӑрук арҫын ача ҫул ҫине сиксе тухнӑ. 10 ҫулти арҫын ача ҫине машина кӗрсе кайнӑ.
ҪҪХПИ пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ лару-тӑрӑва уҫӑмлатаҫҫӗ. Юрать-ха, «тимӗр урхамах» ун ҫине вӑйлах пырса кӗмен.
Авӑн уйӑхӗн 11-мӗшӗнче ҫӗрле Тӑвай районӗнче ҪҪХПИ инспекторӗсем «ВАЗ-2115» машинӑна чарнӑ. Водителӗ тата пассажирсем пӑлханни сисӗннӗ. Ахальтен мар. Машинӑн хыҫалти пайӗ те самаях анса ларнӑ.
Инспекторсем машина багажникӗнче виҫӗ хир сыснин вакланӑ пайӗсене тупнӑ. Вӗсене михӗсене чиксе хунӑ. Кунсӑр пуҫне салонра виҫӗ пӑшал тупнӑ. Арҫынсен пӑшалпа усӑ курма тата тискер чӗрчунсене пеме ирӗк паракан документсем ҫумра пулман.
Кайран ҫакӑ палӑрнӑ: пӑшалсене регистрациленӗ. Халӗ тӗрлӗ экспертиза ирттереҫҫӗ.
Паян, аван уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, ирхине Шупашкарта авари пулнӑ. Чутах шкул ачин пурнӑҫӗ татӑлман. Юрать-ха, инкек лайӑхпа вӗҫленнӗ.
Паян ирхине Октябрь 50 ҫул тултарнине халалланӑ урамра автокран ҫул урлӑ каҫакан шкул ачи ҫине кӗрсе кайнӑ. Ача «Мега Гелекси» патӗнче утнӑ.
Ҫакна курнӑ ҫынсем каланӑ тӑрӑх, арҫын ача 7 ҫулти пек курӑнать. Вӑл велосипедпа пулнӑ. Вырӑна ҪҪХПИ, ҫул-йӗр патруль службин ӗҫченӗсем ҫитнӗ. Васкавлӑ медпулӑшу ачана пульницӑна илсе кайнӑ.
ВАЗ-2112 машина водителӗ руле итлеттереймесӗр канализаци люкӗ ҫине кӗрсе кайнӑ, унтан газ пӑрӑхӗ ҫине пырса тӑрӑнса ЛЭП линине йӑтса антарнӑ. Ку авари ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗнче 23 сехет те 50 минутра Муркаш районӗнчи Шупуҫ ялӗнче пулнӑ.
ҪҪХПИ пӗлтернӗ тӑрӑх, аварире ҫӑмӑл машина пассажирӗ вилнӗ. Тепӗр пассажира тата водителе пульницӑна илсе кайнӑ. Вӗсем йывӑр аманнӑ.
Аса илтерер: нумаях пулмасть чӑваш блоегерӗн Константин Доброхотовӑн ҫемйи аварие лекни пирки пӗлтернӗччӗ. Вӗсем Инстаграмра пӗлтернӗ тӑрӑх, ачисене, мӑшӑрне киле янӑ. Костьӑпа амӑшӗ хальлӗхе пульницӑра.
Куславкка районӗнче пурӑнакан арҫын машина туяннӑ. Сутуҫа вӑл, ахӑртнех, ӗненнӗ. Анчах сӑмахпа каланине никама та шанмалла мар иккен.
Ҫав машина хуҫин штраф нумай пулнӑ. Ҫӗнӗ хуҫа кун пирки малтан пӗлмен. Унчченхи хуҫин штраф парӑмӗ 100 пин тенкӗ ытла пухӑннӑ. Вӑл пӗр пайне саплаштарнӑ, анчах тепӗр 36 пин тенкӗ юлнӑ. Суд ӑна руль умне ларма та чарнӑ. Ҫапла вӑл машинӑна сутма палӑртнӑ, парӑмсенчен хӑтӑлма шутланӑ ахӑртнех. Ӑна хӑйсен ялӗнчи ҫын туяннӑ.
Лешӗ ҪҪХПИе машинӑна регистрацилеме пырсан йӑлтах тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ. «Тимӗр урхамаха» урӑх ҫын ячӗпе регистрацилеме чарнӑ. Унчченхи хуҫин штрафӗсене 10 кунра татмалла тесе йышӑннӑ. Машинӑна вара арестленӗ, хальлӗхе ӑна туяннӑ ҫын патӗнче хӑварнӑ.
Ӗнер Йӗпреҫ районӗнчи Энӗш ҫулӗ ҫинче авари пулнӑ. Унта ачасем шар курнӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Спектрӑпа» пынӑ 31 ҫулти водитель «Шкода Октавиӑпа» ҫапӑннӑ. Пӗрремӗшӗ ӳсӗр пулни палӑрнӑ.
«Шкодӑра» 3 ача пулнӑ. 3-ри комӑра, 9 ҫулти ача суранланнӑ. 7-ри шӑпӑрлан вӑйлах аманман.
ҪҪХПИ чан ҫапать. Утӑ уйӑхӗнче кашни кунх ачасемпе ҫыхӑннӑ аварисем пулнӑ. Чылайӑшӗнче аслисем айӑплӑ.
Чӑваш Енре электросамокатпа ярӑнса ҫын вилнӗ. Кунашкалли пирӗн патра пӗрремӗш хутчен пулнӑ.
Ку ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта пулнӑ. Арҫын электросамокатпа пынӑ чухне ӳкнӗ те шӑп пандус ҫине ҫапӑннӑ. Ӑна пульницӑна илсе кайнӑ, унта вӑл пӗр эрне выртнӑ хыҫҫӑн вилнӗ. Самокатӑн хӑвачӗ 250 ватт ытла пулнӑ.
ҪҪХПИ ӗҫченӗсем самокатсен тӗлӗшпе рейд ирттерме палӑртнӑ. Иртнӗ кунсенче 18 ҫынна штрафланӑ. Вӗсем тротуарпа мар, ҫулпа пынӑ сӑмах май, самокатсемпе ярӑнса аяк пӗрчисене хуҫнӑ тӗслӗхсем те пулнӑ.
Юлашки ҫулсенче ҫынсем электросамокатпа ҫӳрме хӑнӑхса кайрӗҫ. Анчах унпа ҫӳреме те пӗлмелле.
ҪҪХПи пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта Коммунистсен урамӗнче йӗрке хуралҫисем электросамокат водительне чарнӑ. Транспортӑн хӑвачӗ 0,5 кВт пулнӑ. Водителӗн вара ку транспортпа ҫӳреме ирӗк паракан права пулман.
Ведомство Инстаграмри страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав арҫын тӗлӗшпе административлӑ йӗркене пӑснӑ тесе протокол ҫырнӑ.
Ака уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Шупашкарти Гагарин урамӗнчи 22-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнче «Киа Рио» машина 11 ҫулти хӗрачана ҫапса хӑварнӑ. Водитель вырӑнтан тарнӑ.
Хӗрача «зебра» патӗнче ҫул урлӑ каҫнӑ. Ҫав вӑхӑтра ун ҫине машина пырса кӗнӗ. Водитель ачан сывлӑхӗ пирки ыйтса пӗлес тесе самантлӑха чарӑннӑ. Кайран малалла кайнӑ.
Каярахпа ашшӗ-амӑшӗ хӗрачана пульницӑна илсе кайнӑ. Унӑн чӗркуҫҫи кӑштах аманнӑ. Инкек хыҫҫӑн темиҫе сехетренех ҪҪХПИ инспекторӗсем руль умӗнче ларнӑ хӗрарӑма шыраса тупнӑ. 32 ҫултискер тӗлӗшпе административлӑ протокол ҫырнӑ.
Паян ирхине Ҫӗнӗ Шупашкарти промзонӑра шӑнса кӳтнӗ икӗ ҫынна тупнӑ. Вӗсене патрулировани маршрутне тӗрӗслеме тухнӑ ҫул-йӗрпе патруль службин ӗҫченӗсем асӑрханӑ.
Арҫынсем ӳсӗр пулнӑ. Хайхискерсем шӑнса кӳтнипе хӑйсем тӗллӗн утайман. Пакунлисем вырӑна васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Тухтӑрсем вӗсене Шупашкарти наркологи диспансерне илсе ҫитернӗ.
Ҫӗрле вара Куславкка районӗнчи ҪҪХПИ ӗҫченӗсем «ГАЗель» водительне пулӑшнӑ. Унӑн М-7 ҫул ҫинче кардана ҫӗмӗрӗлсе кайнӑ. Пакунлисем ӑна машинӑна юсма пулӑшнӑ. Унтан ӑна автозапавка таран ӑсатса янӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |