ҪҪХПИ ӗҫченӗсем ҫул-йӗр ҫинчи йӗркене пӑсакансене тӳпенелле дрон ярса тупса палӑртать. Эрнекун кӑна кун пек 5 тӗслӗхе тупнӑ. Пурте – юраман ҫӗрте малта пыракан машинӑна хӑваласа иртсе кайни.
Кунашкал рейдсене кашни эрнерех ирттерӗҫ. Вӗсене авари тӑтӑшах пулакан вырӑнсенче йӗркелӗҫ.
Сӑмах май, кӑҫал 8 уйӑхра ҫул-йӗр ҫинче юраман ҫӗрте малти транспортран иртсе кайнипе ҫыхӑннӑ 83 инкек пулнине регистрациленӗ. Аварисенче 29 ҫын вилнӗ, 152-ӗн суранланнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта ватӑ пассажир троллейбусра аманнӑ. Ку 54-мӗш маршрутпа ҫӳрекен транспортра пулнӑ.
Троллейбус пынӑ чухне 72 ҫулти хӗрарӑм ӳкнӗ. Ахаль пулман – унӑн ҫурӑм шӑмми аманнӑ.
ҪҪХПИ транспортра пынӑ чухне порученьрен тытӑнса пымалли пирки асӑрхаттарать.
Паян ирхи 6 сехет те 50 минутра «Шупашкар – Сӑр» автоҫул ҫинче, Кивпулӑх ялӗ ҫывӑхӗнче, микроавтобус аварие лекнӗ. Вӑл «Шупашкар – Муркаш» маршрутпа ҫӳрекенскер пулнӑ.
ҪҪХПИ малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Лада Гранта» ҫул ҫине тухнӑ чухне микроавтобуса ҫул паман. Маршрутка та, ҫӑмӑл машина та кювета чӑмнӑ.
Хальхи вӑхӑтра виҫӗ аманнӑ ҫын пирки пӗлтернӗ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 16-мӗшӗнче 16 сехет те 40 минутра Шупашкарти «Ҫӗнӗ хула» микрорайонта пурӑнакан 36-ри хӗрарӑм 6 ҫулти ывӑлӗ ҫухални пирки полицие пӗлтернӗ. Пӗчӗкскер аслисенчен ирӗк ыйтмасӑр урама тухнӑ та самокатпа ярӑннӑ. Хайхискер «Вятка» ҫулпа пынӑ та пынӑ… Ача ҫур сехет ҫапла ярӑннӑ. Ӑна ҪҪХПИ ӗҫченӗсем асӑрханӑ. Ҫав вӑхӑт тӗлне амӑшӗ сехӗрленсе ӳкнӗ ӗнтӗ, ӑна шыранӑ.
Арҫын ачана Ҫӗнӗ Шупашкара кӗнӗ ҫӗрти постра тӑракан Андрей Ильин асӑрханӑ. Полицейскисем ачана поста илсе килсе чей ӗҫтернӗ, мультик ярса панӑ.
Микрорайонтан спутник хулана ҫитиччен пӗр водитель те чарӑнса ача пӗччен ӑҫта кайни пирки кӑсӑкланман.
Эрех ан ӗҫ, сӗт ӗҫ. Паян ҪҪХПИ ӗҫченӗсем водительсене чарсан калаҫӑва ҫапла пуҫланӑ. Унтан тин документсене ыйтнӑ.
Ку профилактика акцийӗ иртнӗ ытларикун пуҫланнӑ. Инспекторсем эрнере пӗрре машина нумай ҫӳрекен вырӑна тухаҫҫӗ. Руль умне ӳсӗрле ларни мӗн патне илсе ҫитерет? Куншӑн мӗнле явап тыттараҫҫӗ? Инспекторсем ҫак ыйтусене параҫҫӗ те водителе пӗр кӗленче сӗт тыттараҫҫӗ.
Ку акцие ҫул ҫинче ӳсӗрле ҫӳрекен водительсен йышне чакарас тӗллевпе ирттереҫҫӗ.
Сӑмах май, кӑҫал инспекторсем 400 яхӑн ӳсӗр водителе чарнӑ.
Паян ирхине Шупашкарти Граждан урамӗнче «Шевроле» ҫаврӑнса ӳкнӗ. Кун пирки ҪҪХПИ пӗлтерет.
Ку ирхи 5 сехет те 16 минутра пулнӑ. Граждан урамӗнчи 101/1-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнче машина ҫаврӑнса ӳкнӗ. Руль умӗнче 21 ҫулти каччӑ ларнӑ. Унӑн права та пулман. Хайхискер ӳсӗр пулни те палӑрнӑ, анчах вӑл медосвидетельствовани витӗр тухма килӗшмен.
Водителе 10-15 талӑклӑха хупма е 30 пин тенкӗ таран штраф тӳлеттерме пултараҫҫӗ.
Паян 13 сехет ҫурӑра «Энӗш» автоҫулӑн 92-мӗш ҫухрӑмӗнче, Йӗпреҫ районӗнче, авари пулнӑ. Йывӑр тиевлӗ машина руле итлеттереймен – кювета чӑмнӑ.
ҪҪХПИ пӗлтернӗ тӑрӑх, руль умӗнче ларнӑ 52 ҫулти водитель вилнӗ. Вӑл йывӑр сурансене чӑтаймасӑр васкавлӑ медпулӑшу тухтӑрӗсем ҫитичченех куҫне ӗмӗрлӗхех хупнӑ. Арҫын Тюмень облаҫӗнчен пулнӑ.
Аса илтерер: ҫак кунсенче Пӑрачкав районӗнчи Напольное ялӗ патӗнче хӑйӑр турттаракан машина кювета чӑмнӑ. Водителе пульницӑна илсе ҫитернӗ.
Ӗнер, пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, 10 сехет те 40 минутра, «Шупашкар – Сӑрҫи» автоҫулӑн 158-мӗш ҫухрӑмӗнче, Пӑрачкав районӗнчи Напольное сали ҫывӑхӗнче, хӑйӑр турттаракан самосвал кювета чӑмнӑ.
ҪҪХПИ малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, руль умӗнче ларнӑ 29 ҫулти водитель транспорта итлеттереймен, кювета чӑмнӑ. Самосвал ҫаврӑнса ӳкнӗ.
Водителе, суранланнӑскере, пульницӑна илсе ҫитернӗ.
Кӗҫӗр, пуш уйӑхӗн 22-мӗшӗнче 21 сехет те 10 минутра, Муркаш районӗнчи Калмаккасси ялӗ ҫывӑхӗнче авари пулнӑ. ҪҪХПИ пӗлтернӗ тӑрӑх, «Фольксваген Транспортер» каялла ҫаврӑннӑ чухне хирӗҫ килекен «Форда» ирттерсе яман. Икӗ машина ҫапӑннӑ.
Микроавтобусра пулнӑ 30 ҫулти пассажр аманнӑ. Юрать-ха, вӑл хӑрушсӑрлӑх пиҫҫиххипе ҫыхӑннӑ пулнӑ. Микроавтобусра пӗтӗмпе 6 ҫын пулнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, водитель вӗсене «Бла-бла-кар» сайт урлӑ тупнӑ.
«Транспортера» штрафстоянкӑна ӑсатнӑ, водителе аваришӗн явап тыттарасшӑн. Кунсӑр пуҫне саккуна пӑсса тупӑш тунӑшӑн явап тыттарма материалсем пухаҫҫӗ.
Паян ҫил-тӑман вӗҫтерет, ҫулсем япӑх. Шел те, аварисем пулнӑ. Ҫынсен пурнӑҫӗ те татӑлнӑ.
15 сехет 10 минутра "Шупашкар - Сӑр" ҫулӑн 30-мӗш ҫухрӑмӗнче, Шупашкар районӗнчи Чаканар ялӗ патӗнче, хӑрушӑ авари пулнӑ. ҪҪХПИ пӗлтернӗ тӑрӑх, Митцубиси транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайнӑ та Лада Грантӑпа ҫапӑннӑ. Аварире 3 ҫын вилнӗ. Вӗсем пурте Лада Грантӑра пулнӑ.
Гранта хыҫҫӑн пынӑ Хендай пырса ҫапӑнас мар тесе кювета чӑмнӑ. Митцубиси рулӗ умӗнче Воронеж облаҫӗнчи арҫын ларнӑ. Вӑл ӳсӗр пулман.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |