Ӗнер, раштав уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, Шупашкарта 4-мӗш маршрутпа ҫӳрекен троллейбус хӗрарӑма ҫапса кайнӑ. Шел те, кинемей ҫавӑнтах вилнӗ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, 66 ҫулти хӗрарӑм Карл Маркс урамӗнче, Суту-илӳ ҫурчӗ тата ШӖМӗн ҫӗнӗ ҫурчӗ умӗнче, ҫул урлӑ каҫма юраман вырӑнта тӑрук сиксе тухнӑ. Видеона пӑхсан ҫакӑ паллӑ: ҫав вырӑнта виҫӗ ҫын каҫнӑ, пӗри каҫса ӗлкӗрнӗ, хыҫалти транспорт иртсе каясса кӗтнӗ, варринчи ҫын вара троллейбус айне пулнӑ.
Кинемей васкавлӑ медпулӑшу киличченех сывлама пӑрахнӑ.
Транспорт реформи... Шупашкар пуҫлӑхӗсен хулари транспортра йӗрке тӑвас шухӑш пурри пирки калаҫӑвӗ нумая тӑсӑлчӗ. Хӑвӑрт туса ирттересшӗн пулчӗҫ те анчах ӗҫ ҫӑмӑл кусмарӗ. Чӑрмантараканни самай тупӑнчӗ пулас: хӑш-пӗр маршрутсемпе килӗшӳ вӑйӗ пӗтменни те, хӑлӑх хирӗҫ пулни те… Ҫавах та кӑҫалхи раштав уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче халӑх ӗҫе ҫӗнӗлле ҫӳреме пуҫларӗ. Хам та ҫак ҫӗнӗлӗхсемпе усӑ курса пӑхрӑм. Темиҫе кун автобуссемпе троллейбуссенче ярӑнса курнӑ хыҫҫӑн ҫуралнӑ шухӑшсене сире те пӗлтерес тетӗп.
Пӗрремӗшӗнчен, ман шухӑш ҫакнашкал: транспорт реформи кирлех пулнӑ пуль. Анчах ӑна мӗнле пурнӑҫлани ман кӑмӑла ҫавах каймасть. Чӑн та ҫынсем валли тӑвас тенӗ пулсан, эпӗ калӑпӑр, автобуссене темиҫе категорине ҫеҫ уйӑрнӑ пулӑттӑм. Троллейбуссене тивмӗпӗр, вӗсен ҫулне тем тесен те хӑвӑрт улӑштарма май ҫук, ҫавӑнпа сӑмах автобуссемпе маршруткӑсем ҫинчен. Пысӑк тата вӑтам автобуссемпе (пӗрремӗш ушкӑн) кашни «шӑтӑка» ярса илмелле пулнӑ, пӗчӗккисене вара (иккӗмӗш ушкӑн) — «комфорт» шайне хӑпартса. Ҫак самай тавлаштаракан иккӗмӗш ушкӑнра хӑвӑрт ҫӳрекен комфортлӑ пӗчӗк автобуссене ҫеҫ хӑварма сӗннӗ пулӑттӑм.
Эрнекун, раштав уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, Шупашкарти Мускав кӗперне уҫӗҫ. Ӑна тӗплӗн юсас ҫӗнетнӗ хыҫҫӑн хута ярӗҫ. Шупашкар влаҫӗсем тата регион ертӳҫисем объект республикӑшӑн пӗлтерӗшлине палӑртаҫҫӗ. Кӗпер республикӑн тӗп хулин историлле пайӗнче вырнаҫнӑ, Шупашкарӑн икӗ районне ҫыхӑнтарать.
Кӗпере юсама 1,5 миллиард тенкӗ ытла ларнӑ. Ҫав шутран пысӑк пайне, 1,1 миллиард ытларах, федераци хыснинчен уйӑрнӑ.
«Ултӑ полосаллӑ кӗпер транспорт ҫӳрессине ҫӑмӑллатмалла, ҫавӑнта инкексем пулассине чакармалла», – тесе ҫырнӑ Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Инстаграмра. Хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков унта ҫырнӑ тӑрӑх, кӗпер уҫнӑ чух техника парадне ирттерӗҫ.
Республикӑн Стройминӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, кӗпере Шупашкара йӗркеленӗренпе 550 ҫул, Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине уявласси ҫинчен РФ Президенчӗ 2012 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 28-мӗшӗнче кӑларнӑ 1061-мӗш хушупа килӗшӳллӗн юсанӑ.
Ӗнер 13 сехет те 50 минутра Шупашкарти Богдан Хмельницкий урамӗнче ҫул-йӗр инспекторӗпе ҫыхӑннӑ инкек пирки Чӑваш халӑх сайчӗ хыпарланӑччӗ. Софья Савнеш автор унта ҫырнӑ тӑрӑх, «ҫул урлӑ каҫакан шкул ачине машина ҫапса кайнӑ. Ун ҫине ҫул-йӗр инспекторӗ пырса кӗнӗ».
Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерстви ку ҫул-йӗр ҫинчи инкек ҫинчен ҫӗркаҫ 18 сехет те 2 минутра хыпарланӑ. Машина инкеке лекни тӑрӑх тӗрӗслев пуҫарнине пӗлтернӗ. Анчах ҫул-йӗр инспекторӗ ачана пырса ҫапни тӳрре килмен имӗш. Ҫул урлӑ чупса каҫаканскер ҫине пырса кӗрес мар тесе инспектор ҫул айккинелле пӑрӑннӑ. Ачана ашшӗ-амӑшӗпе пӗрле Шупашкарти пульницӑсенчен пӗрне илсе кайсах тӗрӗсленӗ иккен. Вӑл таса сывах.
Раштав уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Муркаш районӗнче М-7 ҫул ҫинче, Калайкасси ялӗ ҫывӑхӗнче, «Хендай» микроавтобус аварие лекнӗ. Салонра 8 пассажир пулнӑ.
37 ҫулти водитель руле итлеттереймен, ҫул хӗрринче ларакан фура ҫине пырса кӗнӗ. Шел те, водительпе юнашар малти ларкӑч ҫинче пынӑ 40 ҫулти арҫын вилмеллех суранланнӑ. Тепӗр 5 пассажир аманнӑ, вӗсене пульницӑна илсе кайнӑ.
ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ авари тӗлӗшпе тӗрӗслев иртет. Ҫакӑ паллӑ: микроавтобус водителӗ ҫул-йӗр правилисене пӗрре мар пӑснӑ. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа ун тӗлӗшпе 16 административлӑ протокол ҫырнӑ. Чылай чухне вӑл пысӑк хӑвӑртлӑхшӑн ҫакланнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти Энергетиксен проспектӗнче ӗнер, раштав уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, 14 сехет те 25 минутра руль умӗнчи хӗрарӑм 9 ҫулти ачана ҫапса кайнӑ. Водителе медосвидетельствовани витӗр тухма сӗннӗ – вӑл ӳсӗр пулман.
Шкул ачи светофор ҫук ятарлӑ вырӑнта ҫул урлӑ каҫнӑ. Ҫав вӑхӑтра ун ҫине Hyundai Solaris автомашина пырса кӗнӗ. Арҫын ачан пичӗ суранланнӑ. Амӑшӗ ӑна васкавлӑ медпулӑшу пульницине илсе кайнӑ. Тухтӑрсем арҫын ачана киле сипленме янӑ.
Аса илтерер: нумаях пулмасть Шупашкарта руль умне ларнӑ вӗрентекен шкул картишӗнче ача ҫине пырса кӗнӗ. Кун пирки сайтра хыпар пур.
Чӑваш Енре паян, раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, муниципалитетсем хушшинчи темиҫе автобус урӑхларах маршрутпа ҫӳреме пуҫлӗ. Кун пирки Чӑваш Енӗн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерстви пӗлтерет. Ҫӗнӗлӗх 242, 265, 325, 334, 519-мӗш маршрутсене пырса тивет.
242-мӗш маршрут Шупашкарти «Раща» чарӑнуран Муркаш районӗнчи Шурчана ҫӳрет. Малашне вӑл хулари «Ҫӗнӗ сала» станцирен хутлама пуҫлӗ. 265-мӗш маршрут Шупашкарти «Ҫӗнӗ сала» станцирен Ойкассине каять. Малашне вӑл Шупашкарта чарӑнмӗ. Кӳкеҫри Шуршӑл урамӗнче Шупашкарӑн Кӑнтӑр-Хӗвеланӑҫ районне ҫӳренӗ 325-мӗш маршурт Шупашкарти «Вокзал ҫум» станцие ҫитсе каялла ҫаврӑнса кайӗ. «Шупашкар — Ҫӗнӗ Шупашкар» ҫулпа хутланӑ 334-мӗш маршрутра вара уйрӑмах пысӑк улшӑнусем пулса иртӗҫ. Шупашкартан Муркаш районӗнчи Мӑн Шаптака ҫӳрекен 519-мӗш маршрут та малашне «Ращаран» мар, «Ҫӗнӗ сала» автостанцирен хускалӗ.
Паян Шупашкарти шкулсенчен пӗрин картишӗнче пиллӗкмӗш класси ача ҫине машина пырса кӗнӗ. Вӗрентекене «Тойота» машина рульне тытса пыракан хӗрарӑм-вӗрентекен суранлатнӑ. Урине хуҫнӑ ачана пульницӑна ӑсатнӑ.
Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, инкек Шупашкарти Элкер урамӗнчи гимнази картишӗнче 14 сехет те 30 минут тӗлӗнче пулса иртнӗ. 43-ри вӗрентекен ача ҫине машинӑпа пырса кӗнине видеокадрта та сӑнланӑ. Пӗр ача шкул картишӗпе чупса пырать. Ҫав самантра сылтӑм енчен машина сиксе тухать.
Шалти ӗҫсен министерствин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗренӳ учрежденийӗсен кратишне уйрӑм ҫынсен хӑйсен транспорчӗпе кӗме юрамасть. Ҫул-йӗр правилине пӑснишӗн протокол ҫырса панӑ.
Республикӑри экспертиза центрӗ Шупашкарта ҫутӑсен строительство сечӗн проект документацине ырланӑ. Тӗплӗнрех каласан, Улатӑр ҫулӗ ҫинче стационар электричество ҫуттин строительствин проекчӗ лайӑх хака тивӗҫнӗ.
Проектра палӑртнӑ тӑрӑх, Богдан Хмельницкий урамӗнчен пуҫласа М-7 ҫул таран, чукун ҫул иртсе кайнӑ вырӑна ҫити, ҫутӑ пулмалла. Пӗтӗмпе - 5 ҫухрӑм.
Ҫул хӗррипе светодиодлӑ светильниксем вырнаҫтарӗҫ. Ку, паллах, лайӑх. Каҫхине машинӑсене те, ҫуран ҫӳрекенсене те меллӗрех тата хӑрушсӑртарах пулӗ.
Паян кӑнтӑрла иртни 2 сехетре Етӗрне районӗнче ҪҪХПИ инспекторне фура ҫапса кайнӑ. Суранланнӑскере пульницӑна илсе ҫитернӗ.
Ку М-7 ҫулӑн 574-мӗш ҫухрӑмӗнче, Етӗрне районӗпе Чулхула облаҫӗ чиккинче, пулнӑ. ҪҪХПИн икӗ инспекторӗ «Лада Ларгус» машинӑна тата ун хыҫҫӑн пыракан йывӑр тиевлӗ транспорта тӗрӗслеме чарнӑ. Грузовик хыҫҫӑн тепӗр фура пынӑ. Унӑн рулӗ умӗнче ларакан водитель тӑруках чарӑнайман, малти грузовикпе ҫапӑнас мар тесе пӑрӑннӑ та «Лада Ларгус» ҫине пырса кӗнӗ.
ҪҪХПИн пӗр инспекторӗ «Ларгус» тата фура хушшине лекнӗ. Вӑл ҫав вӑхӑтра ҫӑмӑл машина водителӗн докуменчӗсене тӗрӗслесе тӑнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 761 - 763 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |