Шупашкарти хулаҫум автовокзал патӗнчен иртекен чукун ҫул урлӑ халӑх вӗҫӗмех хутлать. «Пичет ҫурчӗ» чарӑну патӗнчен пыракан тротуара чукун ҫултан тимӗр картапа хуплани те пулӑшаймарӗ: халӑх пӗрех каҫса ҫӳрет. Ҫыннисене ятлама та аптӑравлӑ: «Пичет ҫурчӗ» чарӑнура Иван Яковлев проспекчӗн тепӗр енне каҫма май ҫук. Ҫывӑхри чарӑнусенчен пӗри — «МТВ-центр», тепри — автовокзал.
Паян Шупашкарти тӳре-шара (йышра пакунлисем те пулнӑ) канашлӑва пухӑннӑ. Чукун ҫул отраслӗнчисем чукун ҫул урлӑ каҫса ҫӳреме чарас ыйтӑва темиҫе те хускатнӑ иккен. Хальхинче те вӗсем ҫавӑн пиркиех калаҫнӑ.
Канашлу пирки Шупашкар хулин ҫурт-йӗпе коммуналлӑ хуҫалӑх, энергетика, транспорт тата ҫыхӑну управленийӗ пӗлтерни тӑрӑх хакласан, ҫивӗч ыйтӑва ҫывӑх вӑхӑтра епле те пулин татса памаллах. Чукун ҫул урлӑ, тен, каҫӑ сарӗҫ-и?..
Паян Шупашкарта троллейбуспа трактор ҫапӑннӑ. Инкек хулари Гагарин урамӗнче пулса иртнӗ.
«Ҫыхӑнура» форумри сӑнӳкерчӗксем тӑрӑх хакласан, инкеке лекнӗ трактор ҫул-йӗр ҫинче ӗҫленӗскер пулнине тӗшмӗртме йывӑр мар.
Патшалӑхӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекцийӗн республикӑри управленийӗн сайтӗнче инкек пирки ҫырнине хальлӗхе вырнаҫтарман. Маларах эпир асӑннӑ форумра ҫырни тӑрӑх вара тракторист тимсӗрлӗхне пула общество транспорчӗпе тӑрӑнни палӑрать.
Шупашкарти ҫак автоинкекре чи лайӑххи — троллейбусри ҫынсем те, водитель те, тракторист та, иртен-ҫӳрен ытти машинӑрисем те аманманни. Трактор та троллейбуса хытах пырса тӑрӑнман — ӳкерчӗксене тишкерсен троллейбус лапчӑнни-пусӑрӑнни курӑнмасть.
Ӗнер, авӑн уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, «Шупашкар-Сурски» автоҫуль ҫинче 9 ҫулти ачана таптаса кайнӑ. Инкек 18 сехет те 20 минут тӗлӗнче пулса иртнӗ.
«Нива» автомашина рульне тытса пынӑ 71 ҫулти водитель ҫул-йӗр инспекторӗсене пӗлтернӗ тӑрӑх, ача ҫул ҫине кӗтмен ҫӗртен сиксе тухнӑ. Машинӑна вааскавлӑн та хӑвӑрттӑн чарса лартнӑ пулин те велосипедиста вӑл пырса тӑрӑннӑ.Аманнӑ арҫын ачана пульницӑна ӑсатнӑ.
Сӑмах май ҫакна та шута илмелле: 7-14 ҫулсенчи велосипедистсен тротуарсемпе, ҫуран ҫӳрекенсен тата велосипедистсен ҫулӗсемпе ҫеҫ ярӑнма юрать. Вӗсен ҫул хӗррипе, автомобиль ҫулӗпе ҫӳреме ирӗк ҫук.
Ҫул ҫитменнисем ҫуллахи каникул вӑхӑтӗнче 16-ӑн ҫул-йӗр ҫинчи инкеке лекнӗ, ҫав шутран 10 тӗслӗхӗнче ачасем суранланнӑ.
Шупашкар районӗнчи Ишлей станцийӗ патӗнчи чукун ҫул каҫҫи урлӑ ирӗклӗн иртме чарнӑ. Ҫакӑ унта хӑтлӑх курес ӗҫ пуҫланнипе ҫыхӑннӑ.
Чукун ҫула тытса тӑракан «РЖД» акционерсен уҫӑ обществин Инфраструктурӑн Канашри дистанцийӗ юсав ӗҫне ӗнертен, ҫурла уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, тытӑннине хыпарланӑ. Ҫакӑн пикри вӑл «Чӑвашупрдор» хысна учрежденине систерсе хунӑ. Юсавпа тата хӑтлӑх кӗртессипе ҫыхӑннӑ ӗҫ пирки ҫул-йӗр инспекторӗсем те пӗлеҫҫӗ, яваплисем вӗсене малтанах систерсе хунӑ. «РДЖ» акционерсен обществинче ӗҫе авӑн уйӑхӗн 10-мӗшӗнче вӗҫлессине пӗлтереҫҫӗ.
Чукун ҫула юсанӑ хыҫҫӑн асфальт сарас тата хӑтлӑх кӳрес енӗпе тимленӗ май каҫхи вуннӑран пуҫласа ирхи улттӑччен машинӑсем ҫулӑн пӗр енӗпе ҫеҫ иртсе ҫӳрейӗҫ.
Вӑрнар районӗнчи Хапӑс ялӗнчи икӗ урама ҫул сарӗҫ. Ҫул начарришӗн пӑшӑрханса асӑннӑ ял ҫынни Эдуард Михайлов Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев патне ҫитнӗ. Республика ертӳҫи паян «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин регионти уйрӑмӗн йышӑну пӳлӗмӗнче ҫынсене йышӑннӑ.
Эдуард Михайлов тӑван ялӗнчи Тӗп тата Ҫырма урамӗсемшӗн кулянса калаҫнӑ.
Михаил Игнатьев ял ҫыннине ҫул пулассине шантарнӑ. Кӑҫалах мар. Килес ҫул. Ӗҫе пурнӑҫлама республика хыснинчен 11 миллион тенке яхӑн укҫа уйӑрӗҫ. Ҫулӑн пӗтӗмӗшле тӑршшӗ 1,15 километр пулӗ.
Вӑрнар районӗнчи ҫул-йӗре юсама тата сарма, ытти тӗрлӗ ӗҫе пурнӑҫлама кӑҫал хыснара 93,8 миллион тенкӗ укҫа пӑхса хӑварнӑ. Кун пирки Михаил Игнатьев Элтепер Хапӑс ҫыннине пӗлтернӗ.
Шупашкарта общество транспортне ҫӳремешкӗн ятарлӑ вырӑнсем пуласси пирки, ҫавна май сасӑлав ирттерни ҫинчен Чӑваш халӑх сайтӗнче пӗлтернеччӗ. Халӗ сасӑлава пӗтӗмлетнӗ.
Аса илтерер: сасӑлав утӑ уйӑхӗн 27-мӗшӗнчен пуҫласа ҫурлан 7-мӗшӗччен иртнӗ. Унта ҫичӗ урама кӗртнӗ: Мир проспекчӗ, 9-мӗш пилӗкҫуллӑх проспекчӗ, Траткор тӑвакансен проспекчӗ, И.Яковлев проспекчӗ, Мускав проспекчӗ, Калинин урамӗ тата Сӗнтӗрвӑрри ҫулӗ.
Сасӑлава 357 ҫын хутшӑннӑ. Вӗсенчен чылайӑшӗ Мускав проспектне тата Трактор тӑвакансен проспектне суйланӑ.
Николай Теветкел поэт ҫуралнӑ Йӗпреҫ районӗнчи Савкка ялне ҫумӑр ҫусан кӗме ҫук. Кун пирки «Хыпар» хаҫатра пӗлтернӗ.
Ял старости пулнӑ Сергей Наумов хаҫата евитленӗ тӑрӑх, «ыйтӑва ял тӑрӑхӗн администрацийӗнче те пӗрре кӑна мар ҫӗкленӗ — вӗсен яланах укҫа ҫук». Савка ялӗсем тӳре-шарана кӗтсе-шанса лармаҫҫӗ иккен — халӑхран 50 пин тенкӗ пуҫтарнӑ. «Анчах палӑртнине пурнӑҫлама ку укҫа ҫителӗксӗр. Тепӗр 50 пин тенкӗ кирлӗ. Ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ чупмасан халӑхшӑн камӑн тӑрӑшмалла? 5 ҫул каялла ҫул тӑватпӑр тесе 4 машина хӑйӑр тӑкрӗҫ те — пулчӗ ҫул тӑвасси», — пӑшӑрханнӑ староста пулнӑ ҫын.
«Ҫул пулать. «Красный партизан» хуҫалӑх Елчӗк районӗнчи Яманчурел ялӗнчен вак чул тиесе килме ҫитес вӑхӑтрах машина уйӑрӗ», — лӑплантарнӑ ял ҫыннисене хаҫат урлӑ Йӗпреҫ районӗнчи Пучинке ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Николай Федоров.
Чӑваш Енри ҫул-йӗр инспекторӗсем ӗнер машинӑсем икӗ хутчен килти выльӑх-чӗрлӗх ҫине пырса кӗнине пӗлтернӗ. Ҫул ҫинчи йӗркелӗхшӗн яваплисем Инстаграмра ҫырнӑ тӑрӑх, пӗр ҫын аманнӑ.
«Пуринчен ытла эсир выльӑха, унӑн хуҫине е инкеке лекнӗ машинӑна шеллетӗр-и?» — ҫырса хунӑ сӑнӳкерчӗк айне.
Tailhead13 никпа ҫыраканни ӗнене те, машина хуҫине те хӗрхенет. Вӑл хӑй те килти выльӑх-чӗрлӗх ҫул ҫинче утнипе шар курнине аса илнӗ. Ӗне хуҫине вара воспитани памалла тесе шухӑшлать. Тата унтан вӑл машина юсаса тӑкакланма тивнине шыраса илесшӗн.
Килти выльӑх килех таврӑнать теҫҫӗ-ха. Анчах ҫурҫӗр иртни икӗ сехетре килте мӑйракаллӑ шултра выльӑх ҫуккине унӑн хуҫи епле асӑрхаманни чӑннипех те тӗлӗнтерет-ҫке.
Йӗпреҫ районне ҫул юсама панӑ укҫа ӑҫта кайса кӗнӗ? Пӗр ял тӑрӑхӗнче унпа тӗллевлӗ усӑ курманни тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ.
Йӗпреҫ районӗн прокуратури вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсем ҫул-йӗр фончӗн укҫи-тенкипе мӗнле усӑ курнине тӗрӗсленӗ. Ҫав вӑхӑтра йӗркене пӑснӑ тӗслӗхе тупнӑ. 2017 ҫулта Пысӑк Упакасси ял тӑрӑхӗнче ку укҫапа тӗллевлӗ усӑ курман-мӗн.
Куншӑн ял тӑрӑхӗн администрацийӗн пуҫлӑхне административлӑ майпа явап тыттарнӑ. Ертӳҫӗ 30 пин тенкӗ штраф тӳленӗ.
«Раҫҫeй тӑрӑх 180 км хӑвӑртлӑхпа». Ҫапларах ят пама пулать тесе ҫырнӑ Елена Нарпи хайӗн ҫул ҫӳревне. Мӑшӑрӗпе вӗсем нумаях пулмасть кӑнтӑра мотоциклпа ҫитсе килчӗҫ. Ҫулта-йӗрте тӗл пулакан савӑклӑхпа пӑтӑрмаха Елена Фейсбукра пӗлтерсех тӑчӗ.
Пӑтӑрмахсенчен мотоциклӑн куҫкӗскийӗ ваннине, Крымра хӑна ҫуртне малтанах броньлесе хуманнине пула ҫӗр каҫма хаклӑ вырӑна лекнине палӑртнӑ.
Пирӗншӗн тата чи кӑсӑкли ҫакӑ пек туйӑнчӗ. Инҫе ҫултан, Елена Нарпи пӗлтернӗ тӑрӑх, Улатӑр вӑрманӗсем витӗр Елчӗк районӗнчи тӑван ялне таврӑннӑ. «Юлашки ҫухрӑмсем кӑмӑла кӑштах пӑсрӗҫ. Мӗнпур иртнӗ ҫултан Улатӑртан Патӑрьеле каяканни чи ванса пӗтни пулчӗ», — хыпарланӑ вӑл.
Пӗтӗмпе мӑшӑр 4500 километра яхӑн ҫул ҫӳренӗ. Раҫҫейӗн пысӑк 10 ытла хулинче: Чӗмпӗрте, Сызраньте, Сартура, Волгоградра, Ростов ҫинчи Донра, Керчьре, Феодосинче, Анапӑра, Краснодарта, Воронежра, Тамбовра, Пензӑра, Саранскра — пулнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 761 - 763 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |