Чӑваш Енри ҫул ҫинче кӑркӑссем вилнӗ. «Волга» (чӑв. Атӑл) М-7 федераци ҫулӗ ҫинче виҫӗ ҫын вилнӗ, ҫав шутра — икӗ ача. Трасса ҫинче ҫӑмӑл машина грузовикпа ҫапӑннӑ.
Инкек автоҫулӑн 725-мӗш километрӗнче сиксе тухнӑ. Инкекре пилӗк ҫын шар, вӗсенчен виҫҫӗшӗ — Кӑркӑстан ҫыннисем. Вилнӗ ачасенчен пӗри пиллӗкре, тепри иккӗре пулнӑ. Инкеке лекнисенчен тепӗр иккӗшне пульницӑна ӑсатнӑ.
Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин информаци тата халӑхпа ҫыхӑну тытакан уйрӑмӗн пуҫлӑхӗ Олег Ашнин журналистсене ҫӑмӑл машинӑн водителӗ хирӗҫ ҫул ҫине сиксе тухнине пӗлтернӗ. Инкекре хыҫалти ларкӑч ҫинче ларса пынӑ хӗрарӑмпа икӗ ача вилмеллех аманнӑ. Водительпе юнашар ларакан хӗрарӑм-пассажир тата водитель аманнипе пвльницӑна лекнӗ.
Кӑҫалхи утӑ уйӑхӗнчен Шупашкарта халӑх транспорчӗпе ҫӳремешкӗн хаксене татах хӑпартассине Чӑваш халӑх сайчӗ ҫу,уйӑхӗн пуҫламӑшӗнчех пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, кун пирки паян ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков каланӑччӗ.
Утӑ уйӑхӗн пуҫламӑшӗнчен троллейбусри хак тепӗр икӗ тенкӗ ӳсӗ. Ҫапла вара аллӑн укҫа тӳлекенсен хальхи 18 тенкӗ вырӑнне 20 тенкӗ кӑларса хума тивӗ.
Ҫакна та палӑртар, хулара автобуспа тата троллейбуспа ҫӳренӗшӗн хака кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗнче хӑпартнӑччӗ. Автобуспа, троллейбуспа пӗрре ларса кайнӑшӑн халӗ 18 тенкӗ, машруткӑсенче 22 тенкӗ тӳлеттереҫҫӗ.
Маршруткӑсем ҫитес уйӑхран хӑпартасси уҫӑмлӑ мар, вӗсем ҫакна хӑйсем татса парӗҫ. Вӗсен тарифне раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн ҫеҫ йӗркелӗҫ.
Шупашкар районӗнчи Сархурӑн ялӗнче ҫуралнӑ Игорь Поручиков журналиста ӗнер юлашки ҫула ӑсатнӑ. «Пӗр класрисем» халӑх тетелӗнчи унӑн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, Игоре юлашки ҫула Шупашкарти Трактор тӑвакансен проспектӗнчи 14-мӗш ҫуртри 114-мӗш хваттертен ӑсатнӑ.
Игорь Поручиков юлашки вӑхӑтра профсоюз организацийӗсенчен тытӑмӗнче пресс-службӑра ӗҫленӗччӗ. Унччен вӑл республикӑри тӗрлӗ массӑллӑ информаци хатӗрӗнче тӑрӑшнӑ. Профсоюз тытӑмне куҫиччен Игорь Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн «Республика» хаҫатӗнче ӗҫленӗччӗ. Игорь унта реклама менеджерӗ пулса тимленӗччӗ.
Ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Игорь 51 ҫул тултарнӑ. Ӑна М-7 автоҫул ҫинче ҫурҫӗр ҫитеспе машина ҫапса кайнӑ. Ӗҫтешӗмӗр ҫемьеллӗ пулнӑ, хӗрпе ывӑл ӳстернӗ.
Ҫак уйӑхра Шупашкартан Симферополе тата Анапӑна самолетсем вӗҫме пуҫламаллаччӗ. Анчах палӑртнӑ вӑхӑтра авиарейссем уҫӑлаймӗҫ. Кӑлтӑк Шупашкарти аэропорт ӗҫ-хӗлӗпе ҫыхӑнман.
Иртнӗ уйӑхӑн вӗҫӗнче Сывлӑш транспорчӗн федераци агентстви «Саратовские авиалинии» (чӑв. Сартури авиалинисем) авиакомпанин ӗҫне ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗнченпе чарса лартма йышӑннӑ. Ҫакна предприятире хӑрушсӑрлӑх йӗркине пӑхӑнманнипе ҫыхӑнтараҫҫӗ.
Шӑпах ҫав авиакомпани «Симферополь – Шупашкар – Симферополь» тата «Анапа – Шупашкар – Анапа» авиамаршрутсемпе самолетсене вӗҫтермеллеччӗ. Симферополе самолетсем ҫӗртме уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, Анапӑна ҫӗртмен 8-мӗшӗнче вӗҫме пуҫлӗҫ.
Саккунпа пӑхнӑ тӑрӑх, билет туянса тӑкакланнине саплаштармалла.
Кӑҫалхи раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен Шупашкарти 15 маршруткӑн ҫулӗ улшӑнать, 18-шне вара пачах пӑрахӑҫлаҫҫӗ. Хула администрацийӗ вӗсен списокне пичетленӗ.
Постановленипе килӗшӳллӗн, кӑсал раштавран пуҫласа 15 автобус маршручӗ улшӑнӗ. Вӗсен йышне 7, 12, 20, 22, 26, 30, 32, 33, 35, 41, 44, 46, 47, 52, 54-мӗш маршруткӑсем кӗнӗ. Пачах пӑрахӑҫлама палӑртнисен йышӗнче вара ҫаксем: 1, 10, 14, 16, 18, 21, 23, 48, 49, 50, 51, 56, 59, 60, 60к, 61, 63, 65.
Халӗ ҫынсене илсе ҫӳрессипе ӗҫлекен усламҫӑсене илсе ҫӳремелли свидетельствӑсене тата маршрутӑн ҫӗнӗ карттисене параҫҫӗ.
Ыран, ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, Питӗр хулинче Ҫӗнӗ Шупашкарти «Хӗвел» савутра кӑларнӑ хӗвел батарейин модульне вырнаҫтарнӑ катамаран ҫула тухӗ.
Раҫҫейре туса кӑларнӑ хӗвел элеменчӗллӗ катамаран халиччен те пулман. Катамарана Питӗр хулинче кӑларнӑ, унӑн ҫивиттине ҫурма авӑнакан хӗвел модульне вырнаҫтарнӑ. Хӗвел модульне тума Ҫӗнӗ Шупашкарти «Хӗвел» савутра кӑларнӑ гетеротытӑмлӑ хӗвел элеменчӗсемпе усӑ курнӑ.
Хӗвел модулӗллӗ катамаран маршручӗ ҫапларах пулӗ: «Питӗр – Мускав – Аҫтӑрхан». Маршрутӑн пӗтӗмӗшле вӑрӑмӑшӗ — 5 пин км ытла. Инҫе ҫула катамаран Нева, Ока, Атӑл, Кама юханшывӗсемпе кайӗ.
«Эковолна» (чӑв. Экохум) экспедицие Инженер конкурсӗсемпе ӑмӑртавӗсен наци центрӗ йӗркеленӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта Вексельберг теплица хута яни пирки сайтра унччен пӗлтернӗччӗ. Кӑҫалхи кӗркунне унта пахча ҫимӗҫ ӳстерме тытӑнмалла.
Анчах малтан теплица комплексӗ патне асфальт сармалла. Ҫула вара республика хуснинчи укҫа-тенкӗпе тӑвӗҫ. «Чӑваш Енре промышленноҫ тата инвестици ӗҫӗн аталанӑвӗн фончӗ» АУ «Ҫӗнӗ Шупашкар» теплица комплексӗ» патне ҫул хывмашкӑн электронлӑ аукцион ирттересси пирки пӗлтернӗ.
Ку тӗллевпе республика хыснинчен 27 миллион та 795 пин тенкӗ уйӑрма хатӗр. Ҫул 962 метр тӑршшӗ, 6 метр сарлакӑш пулӗ. Ҫавӑн пекех теплица комплексне шывпа тивӗҫтермешкӗн 9 миллион та 100 пин тенкӗ тӑкаклӗҫ.
Чӑваш Енри Ҫӗмӗрле хулипе Нават ялне (выр. Наваты) Сӑр юханшывӗ урлӑ понтон кӗперпе ҫыхӑнтарнине эпир пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер, икӗ региона тӳрремӗн ҫитме май паракан ҫула ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче уҫнӑччӗ.
Паян кӗпере Ҫӗмӗрлери тата Чулхула облаҫӗнчи, ҫул-йӗр инспекцийӗн инспекторӗсем, автоҫулсене тытса тӑрассишӗн яваплӑ специалистсем хакласа йышӑннӑ. 5 тонна таран таякан машинӑсене чӑтакан кӗпер тӑрӑх ҫывӑх вӑхӑтра автобус хутлама пуҫлӗ. Вӑл Ҫӗмӗрле хулипе Чулхула облаҫӗнчи Нават ялне ҫыхӑнтарӗ.
Ҫурхи, ҫуллахи тата кӗрхи тапхӑрта ӗҫлекен понтон кӗпере 1998 ҫултанпа хута яраҫҫӗ. Икӗ регионта пулин те кӳршӗллӗ пурӑнса пӗр-пӗринпе ҫыхӑну тытакансемшӗн ӑна уҫни чӑннипех те паха.
Чӑваш Енри Ҫӗмӗрле хулипе Нават ялне (выр. Наваты) Сӑр юханшывӗ урлӑ понтон кӗперпе ҫыхӑнтарнӑ. Икӗ региона тӳрремӗн ҫитме май паракан ҫула ӗнер уҫнӑ.
Хӗлле пӑр вӑйлӑ ларсан Сӑр урлӑ пӑр ҫулпа машинӑсем ҫӳремелле туса параҫҫӗ.
Аса илтерер, кӑҫал ӑна кӑрлач уйӑхӗн 15-мӗшӗнче хута янӑччӗ. Вӑхӑтлӑх ҫулпа 3 тоннӑран ҫӑмӑлтарах машинӑсен ҫеҫ каҫма юратчӗ. Пӑр ҫулпа иртнӗ чух пӗр сехетре вунӑ ҫухрӑмран ытла хӑваламалла марччӗ. Юханшыв урлӑ ҫула кӑҫал ака уйӑхӗн 4-мӗшӗнче хупрӗҫ. Ҫапла туни пӑр ҫӳхелнипе ҫыхӑннӑччӗ.
Сӑр урлӑ халӗ хывнӑ вӑхӑтлӑх понтон кӗпер урлӑ 5 тоннӑран йывӑр мар машинӑсен иртсе ҫӳреме юрать. Вӗсене талӑкӗпех каҫма ирӗк панӑ.
Муркаш районӗнчи Ҫурла Тӑрринчи ҫулӑн хуҫи ҫук. Ҫакна Чӑваш Енӗн прокуратурин пресс-службинче хыпарлаҫҫӗ. Надзор органӗ тата Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсем асӑннӑ ялти ҫул хуҫине палӑртас тӗллевпе тӗрӗслев ирттернӗ. Асӑннӑ ялти Воробьев урамӗнчи 1,1 километр тӑршшӗ ҫул хут тӑрӑх никамӑн та шутланмасть иккен.
Ҫул хуҫасӑр пулнине кура ӑна кам тытса тӑмалли те уҫӑмлӑ мар, унта инкек-синкек сиксе тухсан та вӗҫне-хӗрне тухса пӗтеймӗн.
Раҫҫейӗн Граждан кодексӗнче палӑртнӑ тӑрӑх, хуҫасӑр пурлӑх муниципалитет харпӑрлӑхне куҫмалла. Ӑна ятарлӑ органсенче регистрацилесе харпӑрлӑха илмелле. Ҫак утӑма вырӑнтисем хайсен кӑмӑлӗпе пурнӑҫламаннине кура прокуратура ҫула мунициаплитета суд урлӑ харпӑрлӑха куҫармалла тӑвасшӑн.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 761 - 763 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |