Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +15.4 °C
Кахал ҫӑпата сырнӑ ҫӗре ӗҫчен ӗҫне пӗтернӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пӑтӑрмахсем: Пуйӑсра вӑрҫма тапранса кайнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 16.04.2026 12:21 | 30 хут пӑхнӑ
Пӑтӑрмахсем
forum.na-svyazi.ru форумран илнӗ сӑнӳкерчӗк
forum.na-svyazi.ru форумран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Шупашкара Мускавран килекен пуйӑсра вӑрҫӑнма тапранса кайнӑ арҫынна суд 80 пин тенкӗ штраф хурса панӑ.

Пӑтӑрмах кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнче пулса иртнӗ. Мускав облаҫӗнчи Мытищи хулинче пурӑнакан 35 ҫулти арҫын 54-мӗш номерлӗ пуйӑсра хӑйне килӗшӳсӗр тытнӑ. Ҫакна пассажирсем те, проводник та тӳсеймен — йӗрке хуралҫисене чӗнсе илес тенӗ.

Владимир облаҫӗнчи Муром районӗнчи Стригино станцийӗнче пуйӑса транспорт полицийӗн ӗҫченӗсем кӗрсе тӑнӑ. Анчах вӗсене курсан та арҫын лӑпланман. Арҫын пакунлине тапса ҫапма тапранса кайнӑ. Кун пирки транспорт прокуратуринче пӗлтернӗ.

Нумаях пулмасть Муром хулинчи суд арҫынна РФ Пуҫиле кодексӗн 318-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе айӑпланӑ. Йӗрке хуралҫи ҫине алӑ ҫӗкленӗшӗн 80 пин тенкӗ штраф тӳлеттерме йышӑннӑ.

#пӑтӑрмахсем, #пуйӑссем, #ҫул-йӗр, #Муром, #Владимир, #Стригино, #Мускав, #Шупашкар, #Мытищи, #яваплӑх, #пуҫиле ӗҫсем, #укҫа-тенкӗ

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем