Шупашкарти 63-мӗш маршрута тунтикунтан, юпа уйӑхӗн 10-мӗшӗнчен, Шупашкарти аш-какай комбиначӗ таран ҫӳреме тытӑнӗ. Вӑл Лапсар, Канаш шоссипе хутлама тытӑнӗ. Капла йышӑнӑва авӑн уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Шупашкар хула администрацийӗн транспорт сетьне аталантарас тата ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑх енӗпе ӗҫлекен комиссире йышӑннӑ.
Кунсӑр пуҫне тепӗр ҫӗнӗлӗх те пур. «АККОНД» акционерсен обществинчен Ҫӗнӗ Шупашкарти «Сокол» хоккей клубӗ таран 138-мӗш номерлӗ автобус ҫӳреме пуҫлӗ. Ку рейспа икӗ автобус ҫӳреттерме тытӑнӗ, виҫҫӗмӗшӗ резерв вырӑнӗнче пулӗ. Хальхи вӑхӑтра республикӑн Транспорт министерстви ку маршрутпа турттарма килӗшекене шырать. Автобуссем Шупашкартан 22 сехет те 30 минутра тата 22 сехет те 40 минутра хускалмалла.
«Ҫыннӑн 21 ҫул тултариччен хӑрушлӑх туйӑмӗ ҫук. Вӑл вилме пултарасси пирки шухӑшламасть. Ҫавӑнпа эпир водитель правине 21 ҫултан ҫеҫ пама юрани пирки калатпӑр», — ҫапла каланӑ РФ Сывлӑх сыхлавӗн министерствин психиатри енӗпе штатра тӑман специалисчӗ Зураб Кекелидзе.
Кун пирки вӑл журналистсене юпа уйӑхӗн 5-мӗшӗнче пӗлтернӗ. Хальлӗхе ку тӗлӗшпе саккун проектне хатӗрлени пирки сас-хура ҫук.
Тӗлӗнмелле те, нумаях пулмасть Патшалӑх Думине пачах урӑхла сӗнӳ ҫитнӗ: водитель правине 16 ҫултан памалла имӗш. Анчах унпа юнашар 3 ҫул каялла права илнӗ водитель лармалла. Пӗччен ҫӳрекенсене штрафлама сӗннӗ: 2,5-3 пин тенкӗлӗх.
Вӑрмар районӗнчи ҫул вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи пекех. Машина водителӗсем ӑна юсама ыйтаҫҫӗ. 17 ҫухрӑм ҫулпа кайма ҫук.
Мӑнҫырма ялӗнчен пуҫласа Шӑхаль тата Тикеш ялӗсем таран 17 ҫухрӑм ҫул шӑтӑк-путӑклӑ. Хӑш-пӗр вырӑнта саплакаланӑ-ха, анчах ӗҫе ҫиелтен ҫеҫ тунӑ. Ку ҫулпа сехетре 15-20 ҫухрӑмпа ҫеҫ пыма пулать. Ҫапла пӗлтернӗ «Про Город» хаҫата пӗр ҫын.
ЧР Транспорт министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулшӑн Вӑрмар районӗн адимнистрацийӗ яваплӑ. Вӗсем вара ку лару-тӑру пирки пӗлеҫҫӗ.
Авӑн уйӑхӗнче ку ҫулшӑн яваплӑ подрядчик улшӑннӑ-мӗн. Вӑл авӑн уйӑхӗнчех ӑна юсама пикеннӗ, анчах ку ӗҫе кӑҫалах пӗтереймеҫҫӗ — укҫа ҫук. Апла водительсен ҫав ҫул ҫинче ҫитес ҫулччен нушаланма тивет.
Авӑн уйӑхӗн 21-30-мӗшӗсенче Чӑваш Енре «Автобус» декада иртет. Ҫул-йӗр ӗҫченӗсем ҫынсене илсе ҫӳрекен автобуссене чарса тӗрӗслеҫҫӗ. Ку – питӗ лайӑх шухӑш. Мӗншӗн тесен ҫулпа шӑхӑрса пыракан водитель сахал мар халӗ. Халӑха илсе ҫӳремелли йӗркене пӑснӑ тӗслӗх те пайтах.
Инспекторсем водительсене тӗрӗсленине 21+ телекуравпа пӑхма май килчӗ. Сюжета сӑнанӑ май ҫӳҫ-пуҫ вирелле тӑчӗ. Ара, хам та кашни эрнерех яла каятӑп, пӗрмай ҫул ҫинче. Автобуса е маршруткӑна ларнӑ чухне водителе, организацие шанатӑн-ҫке-ха.
Инспекторсем икӗ маршруткӑна чарчӗҫ. Вӗсенчен иккӗшне те асӑрхаттару пачӗҫ. Пӗри, Ҫӗрпӳрен Шупашкара килекенскер, урапана газпа ӗҫлеттермелле тунӑ. Полицейскисем ку ҫынсемшӗн хӑрушлӑх кӑларса тӑратнине каларӗҫ. Урапана улшӑнусем кӗртни инкекпе вӗҫленме пултарать. Инспекторсем ҫынсене ку маршруткӑран кӑларса теприне, хӑрушлӑх кӑларса тӑратманнине, лартрӗҫ. Ҫынсем Шупашкара чипер-йӗркеллех ҫитнӗ.
Тепӗр маршруткӑна чарсан вара вӑл пачах саккуна пӑсни палӑрчӗ. Хайхи водителӗн ҫынсене «Ҫӗрпӳ-Шупашкар» маршрутпа илсе ҫӳреме ирӗк ҫук-мӗн.
Авӑн уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти Коммуналлӑ урамра авари пулнӑ. Унта ҫичӗ ача амӑшӗн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Хӗрарӑмӑн тӑванӗсем каланӑ тӑрӑх, йывӑр тиевлӗ машина водителӗ автобуса пула сулахаялла пӑрӑнакан иномаркӑна курман. Ҫавна май ГАЗ пысӑк хӑвӑртлӑхпа ҫӑмӑл машина ҫине пырса кӗнӗ. Руль умӗнче вара нумай ачаллӑ хӗрарӑм ларнӑ. Ҫапӑннӑ хыҫҫӑн вӑл тепӗр еннелле вӗҫсе кайнӑ. Ларкӑч ҫурмалла ҫурӑлнӑ.
Патшалӑх автоинспекцийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗрарӑм ҫул-йӗр правилине пӑснӑ. Вӑл грузовике ирттерсе яман. Тиев машинин водителӗ хӑрушсӑрлӑх пиҫиххине ҫыхнӑран аварире суранланман.
Ҫул-йӗрпе пыракан урапасен хӑвӑртлӑхне виҫме тесе вырнаҫтарнӑ камерӑсене шанса пӗтерме ҫук. Касперский лабораторийӗ палӑртнӑ тӑрӑх, вӗсене усал шухӑшлисем, компьютер технологийӗсене ӑнланакансем ним мар пӑсма пултараҫҫӗ. Камерӑпа хуҫаланма тӗнче тетелне тухни кӑна кирлӗ иккен, тытӑм пароль тавраш ыйтмасть.
«Хаш-пӗр хулара хӑвӑртлӑха виҫмелли камерӑсем ҫул-йӗр ҫинчи хӑш-пӗр йӗре кӑна ӳкереҫҫӗ, ку функцие ним мар сӳнтерме пулать», — каласа кӑтартнӑ Касперский лабораторийӗн вируса хирӗҫ ӗҫлекен эксперчӗ Владимир Дащенко.
Киберпреступниксенчен сыхланмалли тытӑма Федерацин хӑрушсӑрлӑх службипе Раҫҫейӗн Перекет банкӗ 2018 ҫулта хатӗрлесе ҫитерме ӗмӗтленнине пӗлтернӗччӗ. Ку вӑл ахальтен мар — пӗлтӗр пирӗн ҫӗршывра хакерсем 43 пин преступлени тунӑ, 400 млрд тенкӗлӗх шар кӑтартнӑ.
Пирӗн ҫӗршывра ҫул-йӗр тӑрӑмӗпе паллаштаракан ҫӗнӗ ресурс хута янӑ. Хальлӗхе вӑл сӑнавлӑ меслетпе уҫӑлнӑ. Ҫитес уйӑхран вӑл йӗркеллӗн ӗҫлесе каймалла.
«Безопасные дороги» (чӑв. Хӑрушсӑр ҫулсем) http://безопасныедороги.рф/#1 информаци ресурне Раҫҫейӗн Ҫыхӑну комитечӗ хатӗрленӗ. Ведомствӑн пресс-служби хыпарланӑ тӑрӑх, портал тӗллевӗ — ҫул-йӗр ҫинчи инкекре вилекенсен шутне чакарасси.
Информаци ресурсӗнче федераци, регион тата муниципалитет тӗллевӗллӗ ҫул-йӗрпе ҫыхӑннӑ хыпар пухӑнса тӑрӗ. Уншӑн яваплисем — РФ Шалти ӗҫсен министерстви, Инкеклӗ ӗҫсен министерстви, Сывлӑх сыхлав министерстви, Раҫҫейӗн автодорӗ, «Автодор» патшалӑх компанийӗ тата ыттисем.
Порталта ҫул-йӗр ҫинче юсав ӗҫӗсем пыни, инкеклӗ лару-тӑру пирки, сывлӑх сыхлав учрежденийӗсемпе ҫӑлавҫӑсем ӑҫтарахра вырнаҫнине пӗлтерекен тата ытти хыпар-хӑнар пулассине пӗлтереҫҫӗ.
Ҫул-йӗр ҫинчи тӑрӑм ҫинчен ҫынсем хӑйсем те систерейӗҫ. Кун валли «Инициативы» (чӑв. Пуҫарусем) уйрӑм пӑхса хӑварнӑ.
ЧР Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн урапи ҫул-йӗр правилисене черетлӗ хут пӑснине ҫынсем асӑрханӑ. Ӑна видео тата сӑн ӳкерсе «Про Город» хаҫата ярса панӑ.
Ку паян, авӑн уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, пулнӑ. 14 сехет тӗлнелле Михаил Игнатьевӑн урапине лартма юраман вырӑнта асӑрханӑ.
«Эпӗ Ленин проспекчӗпе утнӑ чухне темӗнле палланӑ урапана юраман ҫӗрте ларнине куртӑм. Номерсене пӑхрӑм та вӑл пирӗн Элтеперӗнни пулнине ӑнлантӑм. Ҫакна видео ӳкертӗм. Анчах, манӑн шухӑшпа, ку урапана кам та пулин эвакуацилеме хӑймасть пуль», - тенӗ ҫакна куракан ҫын. Элтеперӗн урапи ҫул-йӗр правилисене пӑсни пирки полицие хыпар ҫитмен.
Аса илтерер: урапана юраман ҫӗре лартнӑшӑн 1500 тенкӗ штраф тӳлеттереҫҫӗ.
Етӗрне районӗнчи Тури Сунар ялӗнче ҫӗнӗ ҫул уҫнӑ. Халӗ ял ҫыннисем савӑнса пӗтереймеҫҫӗ. Ара, ялта урапапа пылчӑк ҫӑрмасӑрах ҫӳреме пулать вӗт.
Ҫула савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Советски ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Александр Федоров тухса калаҫнӑ май ҫынсене ҫула хакламаллине, ӑна перекетлемеллине пӗлтернӗ. Тракторсемпе йывӑр тиевлӗ урапасем ҫула аркатаҫҫӗ, ҫавӑнпа вӗсемпе ҫӳреме тӑрӑшмалла мар.
Тури Сунар халӑхӗ ку ҫула тахҫантанпах кӗтнӗ. Ҫула уҫнӑ май культура ӗҫченӗсем юрӑ-ташӑпа савӑнтарнӑ. Шупашкарти артистсем те ҫитнӗ.
Тури Сунар ялӗнчи 640 метрлӑ ҫул 4 миллион та 695 пин тенке кайса ларнӑ. Ӑна тӑвакан организаципе килӗшӗве пӗлтӗр алӑ пуснӑ. Ӑна 2017 ҫулхи ҫулла туса пӗтерме шантарнӑ. Анчах подрядчикӗн ӑна маларах туса пӗтерме те ирӗк пулнӑ.
Ҫул 3 метр сарлакӑш. Гаранти — 5 ҫул. Ҫиелти сий вара 3 ҫул гарантире.
Шел те, 6-мӗш класс арҫын ачи урапа айне лексен чӗрӗ юлайман. Авӑн уйӑхӗн 19-мӗшӗнче 15 сехет те 20 минутра Шупашкарпа Хыркасси ялӗ хушшинче, «Ҫӗктер» чарӑнура, авари пулнӑ.
ҪҪХПИ малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, Kia Rio урапа арҫын ачана ҫапса хӑварнӑ. Лешӗ ҫул-йӗр правилине пӑсман, «зебра» тӑрӑх ҫул урлӑ каҫма тӑнӑ.
Аварире арҫын ача вӑйлӑ суранланнӑ, вӑл сывлама чарӑннӑ. Ҫӗктере ҫити вӑл маршруткӑпа ҫитнӗ, чарӑнура аннӑ. Ҫул леш енче ӑна ашшӗ урапапа кӗтсе тӑнӑ.
Иномарка рулӗ умӗнче 29 ҫулти арҫын пулнӑ. Ӳсер пулман вӑл, правана 8 ҫул каялла илнӗ.
Сӑмах май, ӗнер Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче те ачана ҫапса хӑварнӑ. 10 ҫулти хӗрача та ҫул-йӗр правилине пӑсмасӑр ҫул урлӑ каҫнӑ. Аварире вӑл урине хуҫнӑ, ӑна пульницӑна илсе ҫитернӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |