Вӑрмар тата Муркаш районӗсенче ҫул тума кӑҫал хыснаран 32 миллион тенкӗ уйӑрмалла. «Чӑвашупрдор» предприяти саккасҫӑ евӗр пулса подряд организацийӗсене шыранине пӗлтернӗ.
Аукцион ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче иртмелле. Ун вӑхӑтӗнче Муркаш тата Вӑрмар районӗнчи обьектсене тӑвакансене палӑртмалла.
Вӑрмар районӗнчи Тикеш ялӗнчи Ленин, шкул урамӗсене тата Кудрявцев тӑкӑрлӑкне юсама 11 миллион тенкӗ ытларах уйӑрма палӑртнӑ. Юсамалли ҫул тӑршшӗ — 1,184 километр. Ӗҫе контракта алӑ пуснӑ хыҫҫӑн ултӑ уйӑхра вӗҫлемелле.
Муркаш районӗнчи Отарккӑ ялӗнче 3,020 километр тӑршшӗ ҫул сармалла. Унта Вӑрман, Афанасьев, Анисимов тата Пахча урамӗсене хӑтлӑх кӗртесшӗн. Ҫул тӑршшӗ вӑрӑм та укҫи те ытларах кирлӗ: 20,8 миллиона яхӑн уйӑрмалла.
«Дорэкс» акционерсен обществи ҫула вӗри асфальтбетонпа юсама пуҫланӑ. Юсав бригадисем иртнӗ эрнере Шупашкарти И.Франко тата Текстильщиксен урамӗсенче 400 тӑваткал метра яхӑн лаптӑка юсанӑ.
Паянтан ҫул-йӗрҫӗсем Ленин проспектне юсама пуҫланӑ. Тӗплӗ юсава 2014 ҫулта «Чӑвашавтодор» ирттернӗ. «Дорэкс» ӗнентернӗ тӑрӑх, ӗҫе мӗнпур технологие пӑхӑнса пурнӑҫлаҫҫӗ. Юсав ӗҫне 6 бригада хутшӑнать.
Маларах Чӑваш халӑх сайчӗ ҫул ҫинчи шӑтӑксене «сивӗ асфальтпа» юсанине пӗлтернӗччӗ. Ку меслетпе ҫӗнетессине иртнӗ уйӑхрах пуҫланӑччӗ. «Сивӗ асфальт» сивӗ ҫанталӑкра аван иккен. Унашкал асфальта хумашкӑн вӑхӑт та нумай кирлӗ мар. Аса илтерер, иртнӗ уйӑхра республикӑри ҫулсем ҫинче 17 бригада, 40 единица техника ӗҫленӗ.
Ҫывхарса килекен ҫу уйӑхӗнчи уявсем тӗлӗнче Чӑваш Енри вӑрҫӑ ветеранӗсемпе сусӑрӗсем пуйӑспа тата самолетпа ҫула тӳлевсӗр тухайӗҫ.
Чӑваш Енӗн Транспорт министерстви «Раҫҫейӗн чукун ҫулӗсем» акционерсен обществи хыпарлани тӑрӑх пӗлтернӗ тӑрӑх, пуйӑс ҫинчи ҫӑмӑллӑхпа усӑ курма кӑмӑл тунисем хальлӗхе — виҫҫӗн. Ватӑсемпе пӗрле пӗр ҫын пӗрле тӳлевсӗр каяйрать. Чӑваш Енри шур сухалсем Мускава тата Питӗре кайма кӑмӑл тунӑ. Акци ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен 10-мӗшӗ таран пырать.
Шупашкартан Питӗре самолетсем вӗҫтерекен «РусЛайн» авиакомпани те Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин ветеранӗсене самолетпа тӳлевсӗр вӗҫме чармасть. Вӗсемпе пӗрле ҫула тухнисене ҫур хакпа илсе кайӗҫ. Самолетри ҫӑмӑллӑх пирки тӗплӗнрех пӗлес тесен 8-800-5555-800 тӳлевсӗр номерпе талӑкӗпех шӑнкӑравлама юрать.
Пӑрачкавсемшӗн ку чӑн-чӑн савӑнӑҫ пулӗ. Унти пӗр урамра ҫӗнӗ ҫул сарасшӑн. Ҫак ӗҫе тумашкӑн республика хыснинчен 18 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ.
Патшалӑх туянӑвӗсен сайтӗнче Пӑрачкав ялӗнчи Комсомольски урамӗнчи ҫула сармашкӑн «Чӑвашупрдор» аукцион ирттересси пирки пӗлтернӗ. Пирвайхи хак — 18 миллион тенкӗ те 339 пин тенкӗ. Ӑна республика хыснинчен уйӑрӗҫ.
Килӗшӳре ҫул вӑрӑмӑшӗ 2 ҫухрӑм та 868 метр пулнине палӑртнӑ. Ҫула вӗтӗ чулран тӑвӗҫ. Ку ҫула кам тӑвассине ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче палӑртӗҫ. Ӗҫе 6 уйӑхра туса пӗтерме палӑртнӑ.
Ҫулсерен 60–95 пин ҫухрӑм ҫӳрекен йывӑр тиевлӗ машина хуҫисем валли «Платон» тӳлевне йӳнӗрех тӑвасшӑн. Анчах хальлӗхе ку калаҫу шайӗнче кӑна-ха. Сӗнӗве ҫирӗплетмен.
ТАСС пӗлтернӗ тӑрӑх, пуш уйӑхӗнче РФ премьер-министрӗ Дмитрий Медведев «Платонри» скидкӑсем пирки РФ Транспорт, Экономика тата Финанс министерствисене шухӑшлама каланӑ. Палӑртмалла: ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнчен тариф ӳснӗ, кашни ҫухрӑмшӑн 1,9 тенкӗ тӳлемелле.
Транспорт министрӗ Максим Соколов «Платон» дальнобойщиксемшӗн ҫивӗч ыйту пулманнине пӗлтернӗ. Ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнчи даннӑйсене ӗненес тӗк, ҫакна 424 машина ҫеҫ хирӗҫ. Пӗтӗмпе ку тытӑмра вара 820 пин машина регистрациленӗ.
Сӑмах май, канмалли кунсенче Иркутскра «Платона» хирӗҫ йӗркеленӗ авточупу пуҫаруҫисене тытса чарнӑ. Вӗсем ку акци пирки администраципе калаҫса татӑлман.
Кӑҫал Шупашкар районӗнчи хӑш-пӗр автоҫула юсама палӑртнӑ. Шупашкар район администрацийӗ юсав ирттерекен подряд организацине шыраса пӗлтерӳ вырнаҫтарни тӑрӑх хакласан, асӑннӑ муниципалитетра «Янӑш—Кӗҫӗн Турхан» тата «Шупашкар—Ҫӗньял» ҫулсене ҫӗнетесшӗн.
Малтан каланин тӑршшӗ — 1 километр та 830 метр, теприн — 3 километр та 614 метр. Иккӗшне юсама район 28 миллион тенкӗ тӳлеме хатӗр, ҫав шутран Янӑшран Кӗҫӗн Турхана каякан ҫула юсама 10,9 млн тенкӗ кирлӗ, Ҫӗньяла ҫитекеннине — 17,4 млн. «Кӗмӗле» харӑсах виҫӗ ҫӑлкуҫ шучӗпе: федераци, республика тата вырӑнти хысна — шучӗпе саплаштармалла.
«Янӑш—Ҫӗньял» ҫула кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗччен юсаса пӗтермелле, «Шупашкар—Ҫӗньял» трассӑна — утӑ уйӑхӗн 30-мӗшӗччен.
Ку юр хӑҫан ирӗлсе пӗтӗ? Ахӑртнех, ҫак ыйту халӗ Чӑваш Республикинче пурӑнакан чылай ҫынна кӑсӑклантарать.
Чӑваш гидрометцентрӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫил-тӑман ҫӗрле чарӑнӗ. Хальлӗхе республикӑра юр ҫӑвать-ха.
«Мой город» портал хыпарланӑ тӑрӑх, паян ҫунӑ юр (вӑл самай хулӑн ҫунӑ) тунтикунччен выртӗ. Чӑваш гидрометцентрӗн пуҫлӑхӗ Марина Китарьева ака уйӑхӗнче ҫакнашкал юр ҫуни тахҫанах пулманнине каланӑ. Сӑмах май, пӗлтӗр шӑпах ака уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Канашра юр ҫунӑ. Анчах вӑл вӑйлӑ пулман. Паян юр ҫунипе пӗрле ҫулсем шуҫлак пулӗҫ.
Чӑваш Енре ҫитес эрнере ӑшӑтассине пӗлтереҫҫӗ. Тепӗр эрне вӗҫне синоптиксем 20 градус ӑшӑ пуласса шантараҫҫӗ.
Чӑваш Ене хӗл таврӑнасси пирки Чӑваш халӑх сайтӗнче хыпарланӑччӗ. Паян ав Шупашкар шурӑ юрпа витӗннӗ. Синоптиксем ака уйӑхӗн 20-мӗшӗнче пӗр уйӑхри юр ҫуса лартасса маларах систернӗччӗ. Анчах ҫулсене хыракан машинӑсем ӗҫе ир-ирех тухман, ҫавна май общество транспорчӗ те, машинӑсем те шар курнӑ: юр ӑшне пута-пута ларнӑ, тӑвайккисенчен ара хӑпарнӑ.
Паян общество транспорчӗ чарӑнӑвӗсенче халӑх хӗвӗшнӗ, пурин те ӗҫе ҫитмелле-ҫке-ха. Маршруткӑсем те, троллейбуссем те лӑк тулли ҫӳренӗ.
ЧР Транспорт министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, паян 10 сехетрен пуҫласа аэродрома хупнӑ. Унта самолетсем вӗҫсе хӑпармалли полосана тасатаҫҫӗ. «Шупашкар – Мускав» ирхи рейс йӗркеллех кайнӑ. Анчах кӑнтӑрлахи, ахӑртнех, тытӑнса тӑрӗ.
Тӗп вокзалта та паян улшӑнусем пулнӑ. Унта ют хулана ҫӳрекен 117 маршрута яман. Тепӗр 52 рейс районсене кайман. Паянлӑха Хусана, Чулхулана, Чӗмпӗре, Саранска каякан рейссене хупнӑ.
Ака уйӑхӗн 16-мӗшӗнче ҫурҫӗр иртни 3 сехет те 15 минутра Киров облаҫӗнче авари пулнӑ. Унта Чӑваш Енри темиҫе ҫын шар курнӑ. Пӗри, шел те, вилнӗ.
Киров облаҫӗнчи ИӖМ аварире суранланнӑ ҫынсен списокне пичетленӗ. Вӗсен йышӗнче Семен Доманин, Геннадий Григорьев, Андрей Швецов, Владимир Васягин пур. Аварире Мари Эл, Киров облаҫӗн, Тутарстан ҫыннисем те шар курнӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Мерседес Спринтер» автомобиль водителӗ руле итлеттереймесӗр транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайнӑ. Унта вӑл «Форд» микроавтобуспа ҫапӑннӑ. Аварире пӗтӗмпе 14 ҫын аманнӑ, вӗсенчен тӑваттӑшӗ — Чӑваш Енрен. Тепӗр ентеш, 58 ҫулти арҫын, вилнӗ.
Шупашкар районӗнчи пилӗк ялта пылчӑк ҫӑрӑлнӑ чухне машинӑсем тракторсӑр тухаймаҫҫӗ. «Чӑваш Ен» ПТРК журналисчӗсем ҫав вырӑнсене ҫитсе килнӗ.
Рудольф Матвеев автосервисра ӗҫлет. Шӑпах ҫак вӑхӑтра унта ӗҫ нумайланать-мӗн. Ара, ҫак ялсенчи водительсем ҫул япӑх пулнӑран бамперсене, кустӑрма дискӗсене сиенлетеҫҫӗ, двигатель хӗрсе каять. Трактор пулман-тӑк машинӑсем пылчӑкран ҫӑрӑлса тухаймӗччӗҫ.
Ял ҫыннисем каланӑ тӑрӑх, 25 ҫул каялла та ҫапла пулнӑ, халӗ те нимӗн те улшӑнман. Ҫатра Маркари Антоний Марков ҫынсем пульницӑна ҫитейменнине каланӑ. Анаткас Маркара пурӑнакан Алексей Шаров яла васкавлӑ медпулӑшу кӗрейменшӗн кӑмӑлсӑр. Хӑш чухне шкул автобусӗ те пылчӑкра кӗрсе ларать. Шупашкартан яла ҫитес тесен ҫынсен Ишекре анса юлма тивет, кайран утмалла. Виҫӗ ҫухрӑм — пылчӑклӑ ҫул.
ЧР Элтеперӗ кашни ял патне асфальт ҫитмелле тесе пӗлтерет. «Пирӗн ҫул 4 яла ҫыхӑнтарать. Эпир ҫакнашкал ҫулпа ҫӳретпӗр пулсан вырӑнти влаҫ Элтепер каланине шута хумасть», — тенӗ Анаткас Марка ялӗнчи Андрей Молодкин. Ял тӑрӑхӗн администрацийӗ ку ҫул район балансӗ ҫинче пулнине пӗлтерет.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 761 - 763 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |