Муркаш районӗнчи Сидукасси ялӗ патӗнче ҫын вилмелле инкек пулнине Чӑваш халӑх сайчӗ хӑй вӑхӑтӗнче пӗлтернине вулакансем астӑваҫҫӗ пулӗ. Светофор вырнаҫтарман, анчах ҫынсен каҫма юракан ҫулпа утакан хӗрарӑм ҫине пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче йӗрке хуралҫи пырса кӗнӗччӗ. «Volkswagen Passat» рульне тытса пыраканскер урапана каҫхи ҫул ҫинче начар курӑннине тата тӑман вӗҫтернине шута илмесӗр хӑваланӑ. Шӑпах ҫав вӑхӑтра 54 ҫулти хӗрарӑм ҫул урлӑ каҫнӑ. Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин тытӑмӗнче тӑрӑшакан арҫын ҫуран ҫӳрекен ҫине пырса кӗнӗ. Инкек вырӑнӗнчен вӑл тарман-ха. Хӗрарӑм вырӑнтах вилнӗ.
Пакунлине айӑпласа суд ӑна колони-поселенире ҫулталӑк тытмалла йышӑну кӑларнӑ.